Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарти полици уйрӑмне 64-ри арҫын пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл ултавҫӑсене 878 пин тенкӗ куҫарса панӑ-мӗн.
Кӑҫал нарӑс варричне ун патне темӗнле арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе Мускаври йӗрке хуралҫи тесе паллаштарнӑ. Хайхискер ватӑ арҫын унччен 5 пин тенкӗ тӑракан эмел туяннине тӗпчесе пӗлнӗ, халӗ куншӑн 8 миллион тенкӗ компенсаци параҫҫӗ имӗш. Анчах ӑна илес тесен унӑн малтан 4900 тенкӗ куҫарса памалла-мӗн, унтан ултавҫӑ каллех укҫа ыйтнӑ. Ҫапла вӑл унран хӑпман – шӑнкӑравласах тӑнӑ.
Ватӑскер 39 пин тенкӗ патшалӑх пошлинишӗн, 89 пин медицина карточкишӗн, укҫана хӑвӑртрах илесе тесе черете хӑвӑрталтмашкӑн 330 пин тӳленӗ, 450 пин тенкӗ электронлӑ укҫана тенке куҫарма ярса панӑ… Юлашкинчен 180 пин тенкӗ ыйтсан тин ватӑскер ӑнланнӑ: ӑна улталаҫҫӗ!
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ултавҫӑн ятне-шывне палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ умӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ республикӑра 100 ҫултан каҫнӑ миҫе хӗрарӑм пурнӑннине шутланӑ. Чӑваш Енре 100 ҫул тултарнӑ 61 ҫын кун кунлать. Вӗсенчен 57-шӗ – хӗрарӑмсем.
Палӑртмалла: пирӗн республикӑра тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ 374 пин ҫын пурӑнать, вӗсенчен иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ – хӗрарӑмсем (248 пине яхӑн). Чылайӑшӗ – медицина ӗҫченӗ (90 процент), педагог (85 процент).
Ҫакна та каласа хӑварма кӑмӑллӑ: тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑмсенчен 19-шӗ Марта ятлӑ. Вӗсенчен 11-шӗ чӑнах та пуш уйӑхӗнче ҫуралнӑ. Паян, пушӑн 8-мӗшӗнче, икӗ ватӑ хӗрарӑм, Марта ятлӑскерсем, ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӗсем Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ.
Пӗр-пӗр тытӑмӑн ӗҫченӗ тесе ҫынсен килне усал шухӑшпа ҫитекенсем тупӑнма пӑрахман-ха. Ун пек тӗслӗх нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта пулса иртнӗ.
84-ри кинемей патне икӗ хӗр пырса кӗнӗ. Хӑйсене вӗсем вырӑнти администраци ӗҫченӗсем тесе паллаштарнӑ. Хайхисем кивӗ купюрӑсене ҫӗннисемпе ылмаштарасси пирки пӗлтернӗ. Укҫан номерне ҫырса иленҫи тунӑ. Кайран тата ҫутӑ счетчикӗн кӑтартӑвӗпе паллашма подъезда тухнӑ. Ҫак самантра вӗсенчен пӗри хваттере каялла кӗнӗ. Кинемейӗн 70 пин тенкине ҫаклатса та тухнӑ.
Йӗрке хуралҫисем пули-пулми ҫынна киле кӗртмелле маррине, пӗр-пӗр тытӑм специалисчӗ текенсенне удостоверенийӗсене тӗрӗслемеллине, укҫа-тенкӗпе хаклӑ япаласене ют ҫынсене тӗллеттерме юраманнине тепӗр хутчен асӑрхаттарса калаҫҫӗ.
Чӑваш Енри тӳре-шара ялта пурӑнакан ватӑсене илсе ҫитермешкӗн 30 транспорт туянасшӑн. Кун валли федераци хыснинчен 43,6 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал машинӑсене ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туянӗҫ.
Ҫак ятарлӑ транспортпа мобильлӗ бригада ҫӳрӗ. Камӑн усал шыҫӑ аталанас, сахӑр диабечӗпе, гипертонипе аптӑрас, психика чирӗпе нушаланас хӑрушлӑх пур – вӗсем ҫавсем патне килӗҫ.
Кунашкал социаллӑ пулӑшупа 65 ҫултан иртнӗ ҫынсем усӑ курма пултарӗҫ. Тухтӑрсем вӗсене медицина организацийӗсене тӗрӗслев витӗр тухмашкӑн илсе кайӗҫ.
Мобильлӗ бригадӑсем 2020 ҫулта ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Программа 4 ҫул пурнӑҫланӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Триер ялӗнче пӗртен пӗр ҫын кӑна пурӑнать. Вӑл та пулин ватӑ.
Триер ялӗ Ҫӗмӗрле хулинчен 25 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Унта тӗпленнӗ Нина Карпинская унччен хӑйех хӗл каҫмалӑх вутӑ хатӗрленӗ. Ара, ялта газ ҫук. Хӗлле кашни кунах кӑмака хутмалла. Кӑҫал вара Нина аппа вӑрмана вутӑ-шанкӑ хатӗрлеме ытлах ҫӳреймест.
Кӑҫал Нина Карпинская пулӑшу ыйтнӑ. Ӑна Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов пулӑшма шантарнӑ. Депутат сӑмахне тытнӑ. Ҫак кунсенче Нина аппа патне пӗр машина вутӑ тиесе килнӗ. Халӗ вутӑ тепӗр хӗл валли те ҫитет.
Палӑртмалла: Нина Карпинская Триер ялне 55 ҫул каялла качча килнӗ. Халӗ вӑл сурӑхсем, качака, йытӑ, кушак тытать. Унччен ӗнепе лаша та пулнӑ.
Икӗ эрне каялла Шупашкарти 2-мӗш полици уйрӑмне 87 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтма килнӗ. Хайхискер «ырӑ ҫын» аллине лексе шар курнӑ.
Ватӑскер каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пульницӑра сипленнӗ чухне вӑл ӑна тата тӑванне пӑхма килӗшнӗ арҫынпа паллашнӑ. Ҫак «ырӑ ҫын» вӗсен хваттерне темиҫе хутчен килнӗ, ҫакӑнпа усӑ курса хайхискер ваттисен укҫа хунӑ вырӑнне куҫ хывнӑ.
«Ырӑ чунлӑ» арҫын килсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн тивӗҫлӗ канури ҫынсем 45 пин тенкӗ ҫухалнине асӑрханӑ. Леш арҫын вара шӑнкӑравласан телефона тытман, хваттере килме пӑрахнӑ.
Ваттисен укҫине вӑрлама пултарнӑ ҫынна полицейскисем часах тупса палӑртнӑ. Вӑл – Красноармейски районӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын. Унччен вӑл судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Халӗ ӑна тытса чарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм федераци каналӗсенчен пӗринче экстрасенс пулӑшӑвӗ пирки пӗлтерӳ курнӑ. Хайхискер мӑнукӗсене питӗ качча парас килнӗ, ҫавӑнпа унпа ҫыхӑннӑ.
Анчах 85 ҫулти хӗрарӑм суя экстрасенспа ҫыхӑнса 143 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Экстрасенс хайхи хӗрарӑма пулӑшма шантарнӑ: вӑл кирек мӗнле ыйтӑва та татса параять иккен. Анчах малтан укҫа тӳлемелле, кайран – пулӑшу. Кинемей чӑнах та ӗненнӗ, ултавҫӑн счечӗ ҫине 143 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Шӑнман пӑр ҫине ларса юлнине ӑнлансан ватӑскер полицие кайса йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Авва Ильинична Ерженинӑна (Анисимова) тӑваттӑмӗш кун шыраҫҫӗ. 80 ҫулти кинемей килтен кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тухса кайнӑ та таврӑнман. Ӑна «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗн хастарӗсем те шыраҫҫӗ.
Кинемей 160 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, шуралнӑ ҫӳҫӗ кӗске. Килтен кайнӑ чухне Авва Ильинична хура куртка, хура сӑран атӑ, калпак тӑхӑннӑ пулнӑ, хӗрарӑм сумки йӑтнӑ.
Ҫак хӗрарӑма курнӑ пулсан «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав хастарӗсем шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ: Светлана Сорокина инфорг - 89053435010.
Шупашкарти Хӗллехи спорт тӗсӗсен центрӗнче ӗнер, кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн спорт ҫемйисен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта ытти ҫул та ӑмӑртӑва хутшӑннӑ, анчах ҫӗнтерме май килмен Красновсене ӑннӑ. Мӑшӑрсем — биатлон енӗпе спорт мастерӗсем. Светлана Краснова пӗлтернӗ тӑрӑх, ытти ҫул ӑмӑртӑва вӗсем аслӑ хӗрӗпе тухнӑ. Халӗ вӑл ӳснӗ ӗнтӗ, ун вырӑнне вӑталӑххи тӑнӑ. Кӗҫех вӗсен ывӑлӗ те тӗрекленӗ — ӳлӗмрен ӑна та ӑмӑртӑва илсе тухма пуҫлӗҫ.
Элтепер парнисемшӗн ирттернӗ ӑмӑртӑва 5 ушкӑнпа йӗркеленӗ: 10 тата 15 ҫулсемчченхи пӗрер ачаллӑ ҫемьесем, икшер ачаллисем, виҫшер ачаллисем, тӑватшар ачаллисем.
Шӑмат кун Элтепер парнисемшӗн ветерансем ӑмӑртнӑ. Унта 89 ҫулти Пимен Петров 1938 ҫулта тусс кӑларнӑ йӗлтӗр сырса тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Вӑл «76 ҫултан аслӑраххисем» категорире чи асли пулнӑ.
Блокадӑри Ленинграда ирӗке кӑларнӑранпа паян 75 ҫитрӗ. Нумаях пулмасть Раҫсейӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пирӗн тӑрӑхра 49 ветеран-блокадник пурӑннине пӗлтерчӗ.
Блокадӑри Ленинграда ирӗке кӑларма хутшӑннисем кӑрлачӑн 24-мӗшӗ тӗлне11-ӗн пурӑнни паллӑ. Вӗсене «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе чысланӑ. «Блокадӑри Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медале тивӗҫнисем 38 ҫын пурӑнаҫҫӗ.
Блокадӑри Ленинград нушине курнисенчен чи асли нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 100 ҫул тултарӗ. Вӑл республика тӗп хулинче тӗпленнӗ. Блокадӑри Ленинградра шӑп та лӑп 75 ҫул каялла ҫуралнӑ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан кинеми паян 75 ул тултарнӑ.
Ленинграда хӳтӗлеме хутшӑннисем е ҫав вӑхӑта тӳссе ирттернисенчен чылайӑшӗ, пурӗ 34 ҫын, Шупашкарта пурӑнать, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 5-ӗн, Канашра — 2-ӗн, Улатӑр хулинче, Элӗк, Комсомольски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Елчӗк районӗсенче — 1-ер.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |