Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗренкасси ялӗнче пурӑнакан Матрена Ямброськина паян, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 100 ҫул тултарнӑ.
Тыл ӗҫченӗ хӑйӗн чаплӑ юбилейне ачисемпе, мӑнукӗсемпе, кӳрши-аршипе тата тӑванӗсемпе паллӑ тунӑ. Саламлама ӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Игорь Живоев, Акчикасси ял тӑрӑхӗн специалисчӗ Ольга Сергеева ятарласа пынӑ, Владимир Путин Президентӑн ятран панӑ саламне вуласа кӑтартнӑ.
Каласа хӑвармалла: Матрена Филипповна Октябрь революцийӗн вӑхӑтӗнче ҫуралнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин терт-нушине курнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑл фронтри салтаксемпе офицерсем валли ҫӗрулми типӗтнӗ. Кайран Павел Ямброськина качча тухнӑ, вӗсем пӗрле ултӑ ача ӳстернӗ. Матрена Филипповна «Путь Ильича» колхозра тар тӑкнӑ.
«Эпӗ чи пуян хӗрарӑм, — тет юбиляр. – Манӑн мӗн кирли йӑлтах пур: ачасем, вунӑ мӑнук, тӑватӑ кӗҫӗн мӑнук. Патшалӑх пенси парать. Хӑш-пӗр чухне ӑна ӑҫта чикмеллине те пӗлместӗп».
.
Ултавҫӑсем ветерансене те шӑнман пӑр ҫине лартса яма именмеҫҫӗ. Нумаях пулмасть 98 ҫулти ветерана улталанӑ.
Авӑнӑн 19-мӗшӗнче унӑн хваттерне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе газ службин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Ватӑ хӗрарӑм ӑна хваттере кӗртнӗ. Хайхискер 8800 тенкӗ тӑракан прибор лартасси пирки каланӑ. Хӗрарӑм ветеран пулнӑ май ӑна йӳнӗрехпе тума шантарнӑ. Ҫапла ветеран 5300 тенкӗ кӑларса тыттарнӑ.
Газ тухсанах прибор ӗҫлесе каять, кун пирки тӳрех Горгаза пӗлтерӳ ҫитет имӗш. Арҫын ҫапла ӑнлантарнӑ. Специалистсем хӑйсемех килсе юсаса парӗҫ-мӗн.
Анчах кунашкал прибор 600 тенке яхӑн ҫеҫ тӑрать. Ҫапла майпа ветерана улталаса хӑварнӑ, укҫине сӑптӑрнӑ. Вӑл 9 хут ытларах тӳленӗ.
Шупашкарти 47-ри арҫын ватӑ та сусӑр амӑшне хӗнесе пурӑннӑ. Усалланнӑшӑн ӑна унччен те судпа айӑпланӑ. Алла ҫывхарнӑ этем халӗ те ӑсланман, ӳсӗрле ватӑ амӑшне хӗнесе асаплантарнӑ.
Полицие карчӑкӑн тӑванӗн хӗрӗ пӗлтернӗ. 86-ри кинемие пӑхса пурӑнакан хӗрарӑм ватӑ Шупашкарти Мир проспектӗнче пурӑннине пӗлтернӗ. 90 ҫула ҫывхаракан ватӑ ывӑлӗпе пурӑннӑ. Ҫулне кура тата сусӑррине пула унӑн арҫын куҫӗнчен пӑхма тивнӗ. Вӑйпитти этем ҫывӑх ҫыннине ыр кӑтартса пурӑнас вырӑнне эрехпе айкашса чунне илнӗ, кинемие час-часах хӗненӗ.
Полицие ку хыпар ҫитнӗ хыҫҫӑн йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Усал арҫын хӑйӗн хура ӗҫне пытарман, йышӑннӑ, ҫапах та мӗнле хӑтланнине каласа кӑтартма килӗшмен.
Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Ваттисен кунӗнче ваттисем валли хӑйне евер парне пулӗ ку. 60 ҫултан иртнӗ ҫынсен ҫӳҫе тӳлевсӗр е йӳнӗрех хакпа кастарма май пулӗ.
Николаев урамӗнчи «Овация» тата Декабристсен урамӗнчи «Диана» парикмахерскисем ваттисене хапӑлласах йышӑнӗҫ. Унта аван уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче тата юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тӳлевсӗр ҫӳҫ касӗҫ. Маларах ҫырӑнас тесен ҫак номерпе шӑнкӑравламалла: 63-39-36.
Ку кӑна мар. Хулари хӑш-пӗр парикмахерски пенсионерсене йӳнӗ хакпа – 100 тенкӗпе – ҫӳҫ касать. Ку акци авӑн уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче пулӗ.
Ваттисен ӳсӗмне ӗнентерекен документ кӑтартмалла. Каласа хӑвармалла: пенсионерсен ҫӳҫне «Облик» вӗренӳ центрӗнче ӑс пухакан ӑстасем касӗҫ.
Ваттисен кунӗ ҫывхарса пырать. Уявра пенсионерсемпе «хӗрӳ лини» ирттерме палӑртнӑ. Ваттисен ыйтӑвӗсене регионти темиҫе ведомство ӗҫченӗсем хуравлӗҫ.
Аса илтетер: ваттисен кунне юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. «Хӗрӳ лини» вара авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. 8(83352)39-36-81 телефонпа ирхи 10 сехетрен пуҫласа 12-ччен шӑнкӑравлама май пур.
Ваттисен ыйтӑвӗсене республикӑри тӗрлӗ социаллӑ ведомство ертӳҫисем хуравлӗҫ: Пенси фончӗ, ЧР Ӗҫлевпе социаллӑ хутлӗх министерстви, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви, Социаллӑ страхлав фончӗ, Медицина страхлавӗн фончӗ.
Паян тӑван республикӑмӑрӑн парламенчӗ черетлӗ, 12-мӗш, сессие пуҫтарӑнчӗ. Унта чылай чухнехиллех нумай ыйту кӗртнӗ. Кӗртменнисемпе пӗрлех урӑххисене пӑхса тухма сӗнекенсем те пулчӗҫ.
Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташӗ Григорий Данилов харӑсах икӗ сӗнӳпе тухрӗ. Вӗсенчен пӗри Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннисене, ашшӗ ӑшшине туймасӑр ӳснисене пырса тиврӗ. Григорий Данилов депутат вӑрҫӑ ачисене патшалӑх енчен укҫа-тенкӗпе пулӑшмалла тесе шухӑшланине, ку сӗнӳпе Мускава тухмаллине палӑртрӗ.
Анчах чӑваш парламенчӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ ертӳҫи Вячеслав Рафинов республикӑри халӑх тарҫисем ку ыйтӑва маларах тишкернине пӗлтерчӗ. Тутарстанри депутатсем ҫапла сӗнӳпе тухнӑ саккун проектне РФ Патшалӑх Думи пӑхса тухманнине палӑртнӑ май пирӗн тӑрӑхри депутатсем ку сӗнӳпе Федерацин Атӑлҫи округӗнчи ӗҫтешӗсемпе пӗрле тухас шухӑшлине ӗнентерчӗ.
Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫуртӗнче 70 ҫулти арҫынна вӗлернӗ 61 ҫулти этем ӑсран тайӑлнӑ иккен. Ҫакна судпа медицина экспертизи тунӑ хыҫҫӑн палӑртнӑ.
Аса илтерер, ватлӑхра е чире пула хӳтлӗхсӗр юлнисем хӳтлӗх шыракан ҫуртри пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗн 4-мӗшенче пулнӑччӗ. РФ Следстви комитечӗн следователӗсем ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Тӗпчевҫӗсем ҫичӗ теҫеткери арҫынна пӗр пӳлӗмре пурӑннӑ 61 ҫулти арҫын тӗп тунӑ тесе тӳрех тӗшмӗртнӗччӗ.
Чӑн та, арҫынна пӗр пӳлӗмре пурӑннӑ тепӗр ҫын вӗлернӗ. Вӗсем иккӗшӗ хирӗҫсе кайнӑ та лешӗ ҫӗҫӗ ярса илсе 14 хутран кая мар чиксе пӗтернӗ. Сурана тӳсеймесӗр арҫын вырӑнтах вилсе кайнӑ.
Ҫӗҫӗпе чикнӗ арҫынна суд психиатри пульницинче хупса усрама йышӑннӑ.
Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан Надежда Андреевна авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Никонорова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Надежда Никонорова Ряпино ялӗнче ҫуралнӑ. Унсӑр пуҫне ҫемьере виҫӗ аппӑшӗпе пиччӗшӗ пулнӑ. Хӗрарӑм пурнӑҫне ял хуҫалӑхне халалланӑ. Вӑл хӑйӗн ӑсталӑхӗпе палӑрса тӑнӑ. Надежда Андреевна хваттерҫӗсем валли апат хатӗрленӗ. Вӗсем ентешӗсене тыр-пул пухса кӗртмешкӗн пулӑшма килнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ял ҫыннисене туйра, ҫынна асӑннӑ чухне апат-ҫимӗҫ пӗҫерме пулӑшнӑ.
Надежда Андреевнӑн икӗ ывӑл тата пӗр хӗр пур. Мария Пятигорскра пурӑнать. Сӑмах май, Надежда Никоноровӑн йӑмӑкӗ те нумай ҫул пурӑнать, вӑл 92 ҫулта.
«Тавах паттӑрлӑхшӑн» акципе килӗшӳллӗн, Шупашкарта пурӑнакан 98 ҫулти ветерана Хусана илсе кайса килнӗ. Алексей Яковлев унта 40 ҫул пулсаман, хула мӗнле улшӑннине кур тӗлӗннӗ.
Ҫулҫӳреве «АсАвто» автомобилистсен ассоциацийӗн президенчӗ Максим Забалуев йӗркеленӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ветеранпа экскурси ирттернӗ, паллӑ вырӑнсене кайса курнӑ.
Шел те, ытти ветеран сывлӑх хавшанине пула Хусана ҫитсе курайман. Алексей Яковлев вара Хусанта пулнӑшӑн питӗ савӑннӑ. Вӑл ветерансене ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑна мар, ахаль чухне те аса илнӗшӗн хӗпӗртенӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкара Хусанта пурӑнакан ветерансем хӑнана килнӗ. Кун хыҫҫӑн пирӗн ветерансене Хусана илсе кайма палӑртнӑччӗ.
Шухӑша яма тивӗҫ ҫак тӗслӗхе Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан Микулай Павловский хӑйӗн чӗрӗ журналӗнче ҫырса кӑтартнӑ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче вӑл Пӳлер салинче час-часах пулнӑ. Пӗррехинче ӑна унта вырӑс майри пурӑнни ҫинчен каланӑ хыҫҫӑн ҫав кинеми патне ҫул тытнӑ. Кивӗрех йывӑҫ ҫуртра тирпейлӗ пурӑнакан 70-сенчи вырӑс вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Унтакшӑ ялне лекнӗ, ҫавӑнта чӑвашла та вӗреннӗ иккен.
Тӑван чӗлхене «манакан», унран вӑтанакан чӑваш этеммисем ҫинчен сӑмах пуҫарнӑ та Микулай унпа, вырӑс кинеми ҫынсем апла хӑтланнине ырламан: «Кун пек хӑтланни — ӑслӑ ҫынсем туни мар», — тенӗ чӑвашла...
«Савӑнтӑм унпа калаҫса, чун хӑйӗнпе пӗр шухӑшлӑ чуна тупнипе хӗпӗртерӗ. Вырӑссем хушшинче те пур, иккен, пит сайра тӗл пулсан та, ӑнлӑ-пуҫлӑ ҫынсем: ҫумри халӑх чӗлхине те пӗлеҫҫӗ, чӗлхе урлӑ кӳршӗсене лайӑхрах пӗлсе хисеплеҫҫӗ. Ҫакӑн пек ҫынсем, чӑнах та, «халӑхсен туслӑхне» хут ҫинче, плакатсем — лозунгсем ҫырни пек кӑна пӗлмен — вӗсем ӑна пурнӑҫ витӗр, пурӑнса курнӑ, туйнӑ», — пӗтӗмлетнӗ чӑвашлӑхшӑн ҫунакан Микулай Павловский.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |