Шупашкар районӗнчи Яранкассинче пурӑнакан кинемей ҫухалнӑ. Зинаида Михайловна Яранцева — 83 ҫулта. Килтен вӑл чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унӑн ҫывӑх ҫыннисем кинемее курнисемпе вӑл ӑҫтине пӗлекенсене пулӑшма ыйтаҫҫӗ.
Зинаида Михайловна — пӗчӗк пӳ-силлӗ, унӑн ҫӳллӗшӗ 150 сантиметр, начаркка, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ кӑвак тӗслӗ.
Килтен тухса кайнӑ чух ватӑ ҫуркуннепе кӗркунне тӑхӑнмалли тӗксӗм кӑвак курткӑпа пулнӑ, ҫак ҫи-пуҫ тӑршшӗ — чӗркуҫҫирен аяларах. Чечеклӗ кӑвак платье, чӗркуҫҫи таран тӑршшӗ ҫутӑ хӑмӑр гольфа, хура атӑ тӑхӑннӑ.
Шупашкар районӗнчи Яранкассинче пурӑнакан Зинаида Михайловна Яранцева пирки унӑн ҫывӑх ҫыннисем ӑс-тӑнӗ енчен аташма, вӑл манса кайма пултарнине пӗлтернӗ.
Канашра пурӑнакан пӗр ҫынна кинемейсем чуччупа ярӑнни килӗшмен. Вӑл икӗ ватӑ ҫын «Кайӑк йӑви» евӗр чуччу ҫинче ярӑннине асӑрханӑ. Лешсем ун ҫине урапа хӑпарса тӑни ӑна килӗшмен.
Ҫак ҫын сӑн ӳкерсе ӑна «Контактра» халӑх тетелне вырнаҫтарнӑ. Канашра пурӑнакансем ӑна сӳтсе явма тытӑннӑ. Пӗрисем кинемейсене ырланӑ. Ара, чуччупа ярӑнни усӑллӑ-ҫке-ха. Теприсем вара кӑмӑлсӑрланнӑ: ачасем чуччу ҫине хырӑмпа выртса ярӑнаҫҫӗ, ватӑсем вара урапа хӑпарса тӑнӑ.
Тыл ӗҫченӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнса сусӑра юлнӑ арҫыннӑн тӑлӑх арӑмӗ Анастасия Терентьева чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 101 ҫул тултарнӑ.
Унӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен. Вӑл Етӗрне районӗнчи Йерхкасси ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Анастасия – тӑххӑрмӗш ача. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл колхозра ӗҫленӗ. Тӑрӑшса вӑй хунӑшӑн ӑна «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ. Вӑл – Ӗҫ вӗтеренӗ те.
Анастасия Терентьевӑна 101-мӗш ҫуралнӑ кунӗпе тӳре-шара та саламланӑ, парнесемпе, чечек ҫыххисемпе савӑнтарнӑ. Халӗ кинемей Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхине Шупашкарти Эгер бульварӗнчи лавкка умӗнче 83 ҫулти арҫын арӑмне кӗтсе тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӳсӗр каччӑ иртсе пынӑ. Хайхискер ватӑ ҫынна питӗнчен ҫапнӑ та тарнӑ.
Ҫакнашкал тӗслӗх Шупашкарта пурӑнакан 59-ти хӗрарӑмпа та пулнӑ. Лавккаран киле таврӑннӑ чухне ӑна палламан каччӑ питӗнчен ҫапнӑ. Ун чухне те ҫамрӑкскер тарса ҫухалнӑ.
Ҫӑв каччӑна полицейскисем тытса чарнӑ. Вӑл – 27 ҫултискер. Анчах вӑл хӑй мӗншӗн ҫапла хӑтланнине йӗрке хуралҫисене ӑнлантарса парайман. Ун тӗлӗшпе наркологи тата психиатри экспертизисем ирттерӗҫ. Суд сакки ҫине ларма тиветех – пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Альбина Егорова граждансене йышӑннӑ. Ун патне пынисенчен виҫҫӗшӗ — кредит потребитель кооперативне укҫа хывса кӗмӗлсӗр юлнисем.
Юлия Долгова тата Ольга Григорьева пенсионерсем укҫана «Сберегатель» (чӑв. Перекетҫӗ) кредит потребитель кооперативне шаннӑ, Римма Матвеева – «Первая городская сберкасса» (чӑв. Пӗрремӗш хула касси) КПКна. Йышӑнӑва пынисем ӗнентернӗ тӑрӑх, кредит кооперативӗсен хуҫисем ӗҫлеҫҫӗ, анчах — урӑх организацисенче, урӑх ятпа.
Альбина Егорова вӑл организацисем патшалӑхӑн маррине, ҫавӑнпа укҫана шыраса илме хӗн икенне пӗлтернӗ. Укҫана хывнӑ чух тӑвакан килӗшӗве тӗплӗн вуламасӑр алӑ пусни право хуралӗн ӗҫченсене те ура хурать.
Улатӑрта пурӑнакан Галина Александровна Слугачева килтен пилӗк кун каялла тухса кайнӑ. Унтанпа ун пирки нимӗн те пӗлмеҫҫӗ. Ӑҫта вӑл? Ӑна тӑванӗсем, полицейскисем шыраҫҫӗ.
Галина Слугачева 1945 ҫулта ҫуралнӑ. Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм килтен юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫта пулнине пӗлмеҫҫӗ.
Хӗрарӑм 70 ҫулти пек курӑнать, ҫӳллӗшӗ 160-165 сантиметр, вӑтам пӳллӗ, ҫӳҫӗ кӗске, хӗрлӗ сарӑ тӗспе сӑрланӑ. Килтен кайнӑ чухне ӳт тӗслӗ ветровка, хура шӑлавар, хура пушмак, хӗрлӗ кӑвак тӗслӗ калпак тӑхӑннӑ пулнӑ.
Галина Слугачевӑна курнӑ тӑк 8 (83531)-2-02-02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
КПСС Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, ЧАССР Верховнӑй Совечӗн тӑххӑрмӗш тата вуннӑмӗш созывсенчи председателӗ пулнӑ Александр Петрова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑ.
Аса илтерер, Чӑваш Енре пурӑнакан тата тепӗр икӗ ҫынна патшалӑх наградипе — орденпа — чысласи ҫинчен калакан хушӑва ҫак уйӑхӑн 4-мӗшӗнче йышӑннӑччӗ.
Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашне йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа паян ЧР Патшалӑх Канашӗ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттернӗ. Унта пухӑннисене Михаил Игнатьев саламланӑ. Вӑл ветерансене тав сӑмахӗ каланӑ. Чӑваш АССРӗн тӑххӑрмӗш тата вуннӑмӗш суйлавсенчи Аслӑ Канашӗн Председательне, 11-мӗш суйлаври Аслӑ Канашӑн Президиумӗн Председательне «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан тата тепӗр икӗ ҫынна патшалӑх наградипе чысланӑ. Самай пысӑк шайрипе. Орденпа.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарта пурӑнакан Александр Петров ӗҫ ветеранне тата СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерне Валерий Соколова орденпа чыслама йышӑннӑ. 110-мӗш номерлӗ хушӑва вӑл юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Александр Петров ветеран тата Валериан Соколов спортсмен «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата общество ӗҫӗнче хастар пулнишӗн» «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗслӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ.
Валериан Соколов олимп чемпионӗ икӗ ҫул каялла 70 ҫул тултарнӑччӗ. Вӑл 1946 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинер ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Александр Петров КПСС Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, ЧАССР Верховнӑй Совечӗн тӑххӑрмӗш тата вуннӑмӗш созывсенчи председателӗ пулнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Ваттисен кунне паллӑ тунӑ. Ҫавна май Шупашкарта, Чӑваш Енри район-хулара тӗрлӗ мероприяти, акци иртнӗ. Ваттисем валли кӑмӑллӑ пулӑмсем вӗҫленмен-ха.
Ыран тивӗҫлӗ канури ҫынсене Шупашкарти кӳлмеке васкама сӗнетпӗр. Унта 10 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен чуччу урапапа вӗсене тӳлевсӗрех ярӑнтарӗҫ.
Анчах тивӗҫлӗ канӑва тухнине ӗнентерекен улостоверение манса хӑвармалла мар. Унсӑрӑн чуччупа тӳлевсӗр ярӑнасси пулмасть.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗш кунӗнчи уява паллӑ туса Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче «ВӖЛТӖРТЕТСЕ ВӖҪЕТ САР ҪУЛҪӐ» поэзипе кӗвӗ уявӗ иртнӗ. Культура учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта поэзие юратакансем пухӑннӑ.
«Кӗмӗлленнӗ» ӑрури ҫынсем чунӗсемпе яланах ҫамрӑк: сӑвӑ-юрӑ калама та, итлеме те питӗ ӑста. Лидия Сарине, Зоя Сывлӑмпи тата Нина Пӑрчӑкан ҫӗнӗ сӑвӑсем вуласа савӑнтарчӗҫ. Тивӗҫлӗ канӑва кӑҫал ҫеҫ кайнӑ Лидия Кузьмина вӗрентекен пурне те хӑй ҫырнӑ сӑввисене вуласа тӗлӗнтерчӗ.
Савӑҫсене тав туса «Нарспи» ансамбль юрӑҫи Николай Фролов илемлӗ чӑваш юррисене шӑрантарса саламларӗ. Чӑваш поэчӗсен пурин сӑввисене те пӑхмасӑр пӗлекен Лидия Ильдеркова вӗсене илемлӗ вуласа кӗрхи куна ҫурхи хӗвел пек илемлетсе ӑшӑтрӗ. Сарӑ ҫулҫӑсем вӗлтӗртетсе вӗҫнӗнех сӑвӑ-юрӑ икӗ сехет хушши пӗр чарӑнми юхрӗ те юхрӗ», — пӗлтернӗ музей пуҫлӑхӗ Антонина Андреева.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |