Муркаш районӗнчи Куҫки ялӗнче пурӑнакан 85 ҫулти кинемейӗн килӗ умӗнче пысӑк йывӑҫсем ӳснӗ. Вӗсем кирек хӑш вӑхӑтра та хуҫӑлса ҫурт ҫине ӳкме пултарнӑ.
Ӗнер ҫӑлавҫӑсен дежурнӑй смени ун патне ҫитнӗ. Вӗсем тӑватӑ пысӑк йывӑҫа касас тесе альпинистсен ятарлӑ хатӗрӗсемпе усӑ курнӑ. Ара, йывӑҫа кассан вӑл пӳрт ҫине ӳкме, электролиние сиенлетме пултарать вӗт.
Икӗ йывӑҫа тӗппипех каснӑ, тепӗр иккӗшӗнне турачӗсене иртнӗ. Ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑшӑн кинемей шутсӑр савӑннӑ. Халӗ вӑл лӑпкӑ пурӑнӗ: йывӑҫсем ӳкес хӑрушлӑх ҫук.
Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче паллӑ чӑваш журналисчӗ тата литературовечӗ, Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн хисеплӗ ертӳҫи, Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял республикӑн васкавлӑ пульницине лекнӗччӗ. Инсульт тӳссе ирттернӗскер халӗ Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинчи реабилитаци центрӗнче сипленет.
Ӗҫтешӗсем, юлташӗсем тата ентешӗсем шурсухал патне пырсах ҫӳреҫҫӗ, унӑн сывлӑхӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ тесе хыпарлать Чӑваш халӑх сайчӗн авторӗсенчен пӗри, Виталий Петровича ҫывӑх пӗлекен Нелли Пальмова.
Реабилитаци центрӗнчи хисеплӗ ватӑ патне Чӑваш халӑхӗн ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин тата Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Сергей Сорокин тӑтӑшах кӗрсе тухаҫҫӗ. Виталий Станьяла унӑн ӗнерхи студенчӗсем те — чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсем тата ӗҫтешӗ-журналистсем — хисеп тӑваҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Виталий Петрович патне «Хыпар» издательство ҫурчӗн журналисчӗ Вера Эверкки пырса кайнӑ. Нелли Пальмова пӗлтернӗ тӑрӑх, Эверкки пыни кӑмӑллӑ кӑна мар, усӑллӑ та пулнӑ. Вера журналист пулнине пӑхмасӑрах парикмахер ӑсталӑхне вӗреннӗ.
Паян пирӗн ҫӗршывра Курск ҫапӑҫӑвӗнче совет салтакӗсем фашистсене ҫӗнтернине паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫӗршыв историйӗнчи паллӑ пулӑм 75 ҫул каялла пулса иртнӗ.
Вӑхӑтӑн шелсӗр таппи хаяр ҫав ҫапӑҫӑва хутшӑннисен йышне пӗчӗкшерӗн чакарсах пырать. Курск пӗккинчи юнлӑ ҫапӑҫӑва хутшӑннисем паян пирӗн республикӑра 32 ҫын ҫеҫ юлнӑ. Ҫав шутран 15-шӗ Шупашкарта пурӑнать. Вӗсене социаллӑ хӳтлӗх службин ӗҫченӗсем, ытти ҫавӑн пек тытӑмсенче вӑй хуракансем саламлаҫҫӗ.
Курск пӗкки патӗнчи ҫапӑҫӑва хутшӑннисен ретӗнче, РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, — 6 хӗрарӑм. Унти хӑй йӗрне хӑварнисен вӑтам ӗмӗрӗ — 95 ҫул. Вӗсенчен чи ҫамрӑкки — 92-ре, чи асли — 98-та.
Ҫакна та палӑртмалла: Курск пӗкки патӗнчи танк ҫапӑҫӑвӗ вӑрҫӑри Хӗрлӗ ҫар хӑватне сисӗмлӗ те курӑмлӑ витӗм кӳнӗ.
Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Улатӑрти районсем хушшинчи пайӗ сакӑр вуннӑ урлӑ каҫнӑ арҫынна шырать.
Пӑрачкав район администрацийӗн сайтне лартнӑ хыпар тӑрӑх ҫухалнӑ ҫын Улатӑрта пурӑнни паллӑ. Вӑл Николай Ильич Куликов ятлӑ. 1937 ҫулта ҫуралнӑ. Килӗнчен ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тухса кайнӑ та ӑҫта ҫӳрени паллӑ мар-мӗн.
Сӑнран пӑхсан арҫын сакӑр вуннӑсенче курӑнать, 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, тӗреклӗ, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ ҫутӑ. Уйӑрса илмелли паллӑсен шутне сӑмси пысӑккине кӗртнӗ.
Килтен тухйнӑ чух Куликов ик айккинче кӗсьеллӗ шурӑ кӗпе, хура сланцы, хура нуски, тӗксӗм кӑвак трико тӑхӑннӑ, ун ҫинче е кӑвак, е симӗсрех тӗслӗ йӗрсем пулнӑ.
Арҫынна куракансене 89373887873 е 88353120202 номерпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Иртнӗ эрнекун «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗ 50 ҫулхи юбилейне уявланине эпир пӗлтернӗччӗ. Предприяти ӗҫченӗсене паллӑ датӑпа саламлама, аса илтерер, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗччӗ.
Издательствӑпа полиграфи комплексне чылай ҫул ертсе пынӑ Валериан Павлов хӑйне уява чӗнменшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ иккен. Кун пирки Александр Белов журналист Фейсбукра пӗлтернӗ.
Калем ӑстипе полиграфист дачӑра тӗл пулса калаҫнӑ. Валериан Павлов полиграфист ӑсталӑхне Мускаври аслӑ шкулта туптанӑ. Ку отрасльти специалистсенчен ҫав шайра пӗлӳ илни енчен вӑл — республикӑра пӗрремӗш-мӗн.
Етӗрне хлинче пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче чир-чӗртен хӑтӑлма пулӑшакан сиплевҫӗ номерне курнӑ та шӑнкӑравланӑ. Ултавҫӑ унӑн укҫи-тенкине сӑптӑрассишӗн ҫеҫ калаҫнине чухламан ӗнтӗ вӑл.
Малтанах шӑнкӑравласан никам та хуравламан. Кӑштахран хӗрарам патне каялла шӑнкӑравласа янӑ, вӑраха кайнӑ чиртен сыватма шантарнӑ.
«Сиплев» темиҫе сеанса тӑсӑлнӑ. Пенсионерка пӗтӗм укҫине кӑларса хума та шеллемен. Пӗтӗмпе вӑл ултавҫа 115 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Анчах сплев вӗҫленсен ватӑскер ним уссине те туйман, ҫавӑнпа полицирен пулӑшу ыйтма шухӑшланӑ.
Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, ултавҫӑсем Раҫҫейри темиҫе регионта регистрациленӗ номерсемпе усӑ курнӑ. Халӗ ултавҫӑсене тупса палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Энтриел ялӗнче пурӑнакан 78 ҫулти арҫын утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирхине яланхиллех вӑрмана тухса утнӑ. Вӑрман ял пуҫӗнченех пуҫланнӑ. Арҫын кӗсье телефонне пӗрле илнӗ.
Тепӗртакран тӑванӗсен сехри хӑпнӑ. Ара, лешӗ шӑнкӑравласан та тытман. Ватӑскере полицейскисем, ҫӑлавҫӑсем, нимеҫӗсем (волонтерсем) шырама кайнӑ.
Чалдон ятлӑ йытӑ пулӑшнипе арҫынна тепӗр кун ирхине тупнӑ. Вӑл ялтан 5 ҫухрӑмра пулнӑ. Ватӑскер кӗсье телефонне ҫухатнӑ-мӗн. Вӑл вӑрманта шывсӑр тата апатсӑр пӗр талӑк пулнӑ. Арҫын ывӑннӑ, ҫапах тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗ хавшанине палӑртман.
Чӑваш Енре тивӗҫлӗ канӑва тухма хатӗрленекен ҫынсем валли «хӗрӳ лини» ӗҫлеме пуҫланӑ. Патшалӑх инспекцийӗн телефонӗпе шӑнкӑравласа хӑвӑра пӑшӑрхантаракан ыйтусене пама май пур: 62-90-61, 62-01-79, 62-89-65 номерсене ҫеҫ ҫавӑрттармалла. Ӗҫ кунӗсенче кӑна шӑнкӑравсене йышӑнаҫҫӗ.
«Хӗрӳ лини» тивӗҫлӗ канӑва тухма хатӗрленекен ҫынсен ӗҫ саккунне пӑхӑнас ыйтусемпе ӗҫлет. Унта тунтикун-эрнекун 9-18 сехетсенче шӑнкӑравласа ҫитме пулать. Апатлану вӑхӑчӗ – 13 сехетрен пуҫласа 13.45 сехетчен.
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен талӑкӗпех ӗҫлекен номер ӗҫлесе кайӗ. Унта ыйтусене ҫыртарса юлӗҫ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенне Шупашкарти Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинчи ӗҫ пӳлӗмӗнче вӗлернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, 80-ри травматолог тухтӑрта та ӗҫленӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультечӗн экстремаллӑ кафедринче студентсене те вӗрентнӗ.
Ватӑ профессора, медицина ӑслӑлӑхӗнсен докторне, Чӑваш Енӗн ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне 48-ти (халӗ вӑл 49-та) пӗлӗшӗ вӗлернӗ. Вӗсен иккӗшӗн тулли мар яваплӑ общество пулнӑ. Услампа ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑх тавлашӑва ҫаврӑннӑ, ҫамрӑкки аслине вӗлернӗ.
Ҫын ҫине алӑ ҫӗкленӗ этем унччен те судпа айӑпланнӑ иккен. Анчах малтан вӑл вӑрӑпа ҫакланнӑ. Халӗ ӑна 12 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, Шупашкарта пурӑнакан 93 ҫулти Юрий Петров Мусквари парада хутшӑннӑ. Шурсухала ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Хӗрлӗ лапамри тӗп трибуна ҫинчен уяв мероприятийӗсене сӑнама май килнӗ.
«Правда ПФО» журналисчӗ Александр Белов ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫӗршыври 8 ветерана темле ыр кӑмӑллӑх организацийӗ Мускава чӗннӗ. Анчах унта ҫитсен пӑтӑрмах сиксе тухнӑ: ватӑсем валли йыхрав хучӗ ҫук-мӗн. Ресторанта апатлантарма шантарнӑ-ха. Анчах ватӑ ҫын апат ҫиессишӗнех Мускава кайманни паллӑ ӗнтӗ.
Пӑтӑрмах пирки вӑрҫӑ ветеранӗн мӑнукӗ Мария Тишина халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫырса кӑтартнӑ. Ҫакна Мускав мэрӗ Сергей Собянин асӑрханӑ, ыйтӑва татса пама шантарнӑ. Ыр кӑмӑллӑх организацийӗ урлӑ кайнӑ ветерансем ҫапла вара Мускаври парада лекнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |