Чӑваш Енре тивӗҫлӗ канури ҫынсем тата нумай ачаллӑ ҫемьесем валли социаллӑ карттӑ тӑвасшӑн. Вӑл «Карта жителя» (чӑв. «Пурӑнакан картти») ятлӑ пулӗ.
Ку ыйтӑва утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствинче сӳтсе явнӑ. Ку проекта «Мир» тӳлев карттин наци тытӑмӗ ҫумӗнче пурнӑҫласшӑн. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, дисконтлӑ карттӑпа ҫынсен уйрӑм категорийӗ усӑ курӗ.
Социаллӑ проект вырӑнти влаҫпа услам пӗрле ӗҫленипе пурнӑҫланса пырӗ. Дисконтлӑ карттӑпа усӑ куракансем хӑш-пӗр суту-илӳ сечӗсенче, организацисенче тавара йӳнӗрех хакпа туянма пултарӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан ватӑ хӗрарӑма улталанӑ ҫынна полици шырать. Вӑл тивӗҫлӗ канури кинемее 400 пин тенкӗлӗх улталанӑ.
18-ти тата 40 ҫулти пек курӑнакан икӗ хӗрарӑм Эльгер урамӗнче пурӑнакан кинемей патне утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пынӑ. Хайхискерсем 75 ҫулти хӗрарӑма укҫа реформи пуласси пирки юптарнӑ. Вӗсем ватӑскере хӑйӗн укҫи-тенкине упраса хӑварма пулӑшу сӗннӗ.
Ултавҫӑсем кинемейпе пӗрле банка кайса укҫи-тенкине илнӗ. Пӗтӗмпе – 400 пин тенке яхӑн. Укҫана лешсем хӑйсен кӗсйине чикнӗ. Ун вырӑнне вара хаҫатпа чӗркенӗ тӗрке тыттарнӑ. Унта вара «приколсен банкӗн» укҫи пулнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш хулинче 29 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Ку тискер ӗҫе унӑн аслашшӗ (е кукашшӗ) тума пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Следовательсем 70 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫав кун ватӑ ҫын килӗнче ӳсӗр пулнӑ. 29 ҫулти мӑнукӗн айӑпӗпе вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Ҫамрӑкки те урӑ пулман, эрех сыпнӑ.
Тӑвансем ҫапӑҫса кайнӑ. Ватӑ арҫын мӑнукне ҫӗҫӗпе чикнӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ, следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Кӳкеҫре пурӑнакан хӗрарӑм ҫухалнӑ. Ҫавӑн пирки унӑн мӑнукӗ тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Кугеси.рф//Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ.рф//Халӑх ушкӑнӗ) страницӑра паян кӑнтӑрла Кристина Александрова пӗлтернӗ. Ҫын ҫухалнине право хуралҫисене те систернӗ.
Полина Степанова Кӳкеҫри Радуга (чӑв. Асамат кӗперр) урамӗнче пурӑнать. Вӑл — 74 ҫулта.
Полина Степанова килтен ӗнер тухса кайнӑ иккен. Хӗрарӑмӑн тӑванӗсем хӑйсем тӗллӗн шыранӑ, анчах тупма май килмен. Ҫавӑнпа вӗсем ҫынсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Килтен тухса кайнӑ чух хӗрарӑм халат ҫеҫ тӑхӑннӑ пулнӑ тата тутӑр ҫыхнӑ.
Ҫухалнӑ ҫын чирлӗ-мӗн. Вӑл Альцгеймер чирӗпе аптӑрать-мӗн. Тепӗр майлӑ каласан манса кайнипе аптӑрать.
Хӗрарӑма курнисене хӗрарӑмӑн ҫывӑх ҫыннипе, Светланӑпа, 89520234280 номерпе ҫыхӑнма ыйтнӑ. Полицие те пӗлтерме юрать.
Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти нимеҫӗсем тивӗҫлӗ канури ватӑ ҫынна тупма пулӑшнӑ. Ку «Лиза Алерт» историйӗнче ҫынна чи хӑвӑрт шыраса тупнӑ тӗслӗх пулнӑ.
Ҫак старик икӗ ҫул каялла та ҫухалнӑ пулнӑ. Ӑс-тӑнран хавшакскер ӑҫталла тухса утнине пӗлмест. Хальхинче вӑл килӗнче 12 сехет курӑнман. Ял тавра – уй-хир, йывӑҫ-тӗмпе хупланнӑ икӗ тарӑн ҫырма.
Ватӑ ҫынна ҫӗрле, 2 сехетре, шырама тытӑннӑ. Нимеҫӗсенчен чылайӑшӗн ирхине ӗҫе каймалла пулнӑ, анчах вӗсем ҫакна пӑхса тӑман. 2 сехет 54 минутра пӗри уйра ҫын кӗлеткин ӗмӗлкине асӑрханӑ. Вӑл шӑпах ҫав старик пулнӑ.
Ватӑ ҫын шӑнса кӳтнӗ, вӑйран кайнӑ. Ҫапах хӑй ним ӑнланмасӑр таҫталла утнӑ. Ватӑ арҫынна васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем пулӑшнӑ.
Мукаш районӗнче пурӑнакан 90 ҫулти кинемей килте ахаль лармасть. Унӑн килӗ музей евӗрех. Ватӑлма вӑхӑт ҫук унӑн – алӗҫӗпе аппаланать.
Ҫамрӑк чухне Елена Изракова аварие лекнӗ. Ун чухне Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫи пынӑ. Ҫав кун рюкзак ҫакнӑ темиҫе хӗрача кузовлӑ машина ҫине ларнӑ. Ҫав вӑхӑтра тепӗр машина иртсе пынӑ, Еленӑн рюкзакне ҫаклатнӑ та сетӗрсе кайнӑ. Хӗр машина айне лекнӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл пульницӑра виҫӗ уйӑх выртнӑ. Тухтӑр ӑна качча тухма сӗнмен, ача ҫуратма ирӗк паман. Ҫапах Елена икӗ хӗр ҫуратнӑ.
Елена Изракова пулла ҫӳреме юратать. Кунне 50 пулӑ тытни уншӑн норма шутланать. Хӑш чух ҫӗрлечченех вӑлта тытса ларать, ачисем хунар илсе ӑна шырама пыричченех.
Елена Изракова — лайӑх каменщик, штукатур. Хӑйӗн ҫуртне вӑл хӑйех тунӑ. Халӗ хастар хӗрарӑм 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленет.
Чӑваш Енре 100 ҫулхи суккӑр ватта операци тунӑ. Ҫавскерӗн куҫне шур илнӗ. Пӗр куҫа ҫеҫ мар, иккӗшне те. Ытларах чухне катаракта ватӑ ҫынсен чирӗ теҫҫӗ. Операци тутарас текенсен чӗре ҫирӗп пулни, юн пусӑмӗ йӗркеллӗ ӗҫлени те пӗлтерӗшлӗ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пӗр ӗмӗрхи старике Республикӑн офтальмологи пульницинче операци тунӑ. Ваттӑ ҫынна куракан тӑваканни — пульницӑн тӗп врачӗ, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп офтальмологӗ Дмитрий Арсютов.
Тухтӑр каланӑ тӑрӑх, сӗм суккӑр пациент операци хыҫҫӑн тепӗр куннех курма пуҫланӑ. Ҫавӑншӑн вӑл хӑйӗн хӗрне тата медицина сестрисене хитре сӑмахпа хавхалантарма тытӑннӑ.
Ватӑ ҫынна пульницӑран ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑларнӑ.
Чӑваш Енри полицейскисем ытти хулари ӗҫтешӗсемпе ултавҫӑсен хура ӗҫне тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Хайхискерсем медицина пулӑшӑвӗ паракан клиникӑсем уҫнӑ, «Мед-клиник» ятлӑ вӑл.
Клиникӑра ӗҫлекенсем ҫынсене хӑйсем патне илӗртсе сывлӑхне тӗрӗсленӗ, ҫук чирсем тупса палӑртнӑ та сипленмешкӗн кредит илме сӗннӗ. Кунашкалли Шупашкарти Ярославль урамӗнче те пулнӑ. Унта вӑй хуракансем ятарлӑ медицина пӗлӗвӗ те пулман.
Ҫак «тухтӑрсем» уйрӑмах ватӑ ҫынсене улталанӑ, тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн чирсем шутласа тупнӑ, ӑна пӗр тӑхтамасӑр сиплемелли пирки каланӑ. Анчах йӳнӗ мар, ҫавӑнпа кредит илме сӗннӗ. Хӑшӗ-пӗрине 500 пин тенкӗ таранах илтернӗ.
Кунашкал ухтарусене Мускавра, Питӗрте, Владимир, Калуга, Рязань, Ярославль облаҫӗсенче те ирттернӗ.
Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче пурӑнакан 79 ҫулти арҫын вӑрманта 2 талӑк ҫурӑ пулнӑ. Хайхискер ҫухалса кайнӑ. Ҫитменнине, вӑл сахӑр диабечӗпе аптӑрать.
Телее, ватӑскере тупнӑ, вӑл чӗрех. Ку чӑннипех те тӗлӗнтермӗш. Ара, ун чухне кӑнтӑрла 12 градус ӑшӑ, ҫӗрле 3 градус ӑшӑ ҫеҫ пулнӑ.
Арҫынна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыранӑ. Кинологсем те айккинче юлман: 2 йытӑ тата 6 ҫын шырама пикеннӗ. Ахаль ҫынсем те пулӑшма тӑрӑшнӑ.
Пӗр йытӑ арҫын йӗрне шӑршласа тупнӑ, анчах вӑл сукмак ҫинче татӑлса кайнӑ. Вӑхӑт шунӑ, ватӑскер вара ҫаплах тупӑнман. Пӗр каҫхине иртсе пыракан водитель ҫавнашкал ватӑ ҫынна курнине каланӑ. Ҫур сехетрен арҫынна тупнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре кӑҫал та веловулавӑш ӗҫлет. Ун пеккине кӳкеҫсем пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче пуҫласа ӗҫлеттерсе янӑччӗ.
Кӗнеке тиенӗ виҫӗ урапаллӑ велосипед ҫула тухма пуҫланине Пӗтӗм тенчери ваттисен кунӗпе ҫыхӑнтарнӑччӗ. Шупашкар районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Галина Тимофеева пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк кӗр енне аванах сулӑннӑран ун чухне пит нумаях ҫӳресе ӗлкӗреймен. Кӑҫал, акӑ, ҫу уйӑхӗнчех ӑна уҫнӑ.
Веловулавӑша ҫула кӑларас шухӑша кӳкеҫсем Белоруҫ ҫӗршывӗнчи ӗҫтешӗсене кура тытнӑ. Урапаллӑ вулавӑш ача-пӑча лапамӗсене тата ваттисем патне эрнере пӗрре ҫитӗ. Ваттисем патне — ытларикунсерен, ача-пӑча лапамӗсене — кӗҫнерникунсерен. Вӑл ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |