Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тата Раҫҫейри Яндекс тӗп директорӗ Елена Бунина килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен алӑ пуснӑ. Ҫавна май «Яндекс. Ветерансем валли» социаллӑ проект пуҫарнӑ. Хальлӗхе вӑл Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурнӑҫланать. Асӑннӑ хуласенче пурӑнакан ветерансем таксие уйӑхне тӑватӑ хутчен тӳлевсӗр чӗнсе илме пултараҫҫӗ.
Ҫӑмӑллӑхпа Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисем; блокадӑри Ленинградра пурӑннисем; концлагерьсемпе геттона, Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче ытти ҫавӑн пек вырӑна лекнисем; тыл ӗҫченӗсем; вӑрҫӑра вилнисен тӑлӑх арӑмӗсем усӑ кураяҫҫӗ.
Такси чӗнес тесен социаллӑ пулӑшу паракан центрсене ирхи 8 сехетрен пуҫласа 16 сехет те 30 минутчен шӑнкӑравламалла. Шупашкарта унӑн номерӗ – 8 8352 51-27-80, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 8 8352 78-02-46.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑскер, Мари Эл вӑрманне ҫырла пуҫтарма кайсан ҫухалса кайнӑ. Вӑл Звенигово районӗнче пулнӑ, каялла тухма ҫул тупайман.
Иртнӗ канмалли кунсенче дежурнӑй пульчӗ ҫине ватӑ арҫын ҫухалса кайни пирки хыпар ҫитнӗ. Ӑна шырама Кокшайскри аварипе ҫӑлав ушкӑнӗ ҫула тухнӑ. Вӑхӑт питех нумай иртмен – Шупашкар арҫыннине ултӑ сехетрен тупнӑ. Вӑл хӑйне чиперех туйнӑ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман, киле йӗркеллех ҫитнӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнче тӑватӑ хӗрарӑм кӑмпана кайсан ҫухалса кайнӑ. Вӗсене шыраса тупнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче алӑ пуснӑ Хушӑва улшӑну кӗртнӗ. Ҫапла вара 65 ҫултан аслӑрах, ҫаплипех ӗҫе ҫӳрекен ҫынсем килте ларма пултарӗҫ. Уншӑн вӗсене укҫа тӳлӗҫ.
Килте лармалли вӑхӑта юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа 18-мӗшӗччен тата юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхн 1-мӗшӗччен тесе палӑртнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кайран ҫаввӑхӑта тата тӑсма пултарӗҫ.
Ҫак йышӑнӑва ҫынсем тӗрлӗ вирус чирӗпе, ҫав шутра, паллах, кӑшӑлвируспа, ан чирлеччӗр тесе тунӑ.
Ыран – Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ. Ҫавна май Чӑваш Енри юристсен пӗрлӗхӗ акци ирттерӗ – тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсене юридици пулӑшӑвне тӳлевсӗрех парӗҫ. Анчах ку ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма пултаракан ватӑ ҫынсене ҫеҫ пырса тивет.
Ыран ваттисем, ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракансем, юридици пулӑшӑвӗ илме килмешкӗн пултараҫҫӗ. 1-мӗш тата 2-мӗш ушкӑнри сусӑрсене, сахал тупӑшлӑ ҫынсене ӑна тӳлевсӗрех парӗҫ.
Консультаци ыран, юпан 1-мӗшӗнче, 12-15 сехетсенче иртӗ. Ҫак адреспа пымалла: Шупашкар хули, Ярославль урамӗ, 76-мӗш ҫурт, 515-мӗш офис. Телефон номерӗ: 8(8352)60-55-44.
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Никольски – Етӗрне – Нурӑс» ҫул ҫинче чарӑнуран инҫех мар ҫын виллине тупнӑ. Полицейскисем вырӑна тӗрӗслесен «Шкода» машинӑн пайӗсене тупнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, ҫав машина шӑпах ҫак ҫынна ҫапса хӑварнӑ та. Полицейскисем «перехват» планпа ӗҫленӗ, видеокамерӑсене пӑхнӑ.
Ҫул ҫинче тупнӑ хӗрарӑм 84 ҫулти кинемей пулнӑ. Вӑл – Элӗк районӗнчен, ҫав кун хӗрӗ патӗнчен тухса киле кайма тухнӑ.
Ҫак кинемее ҫапса хӑварма пултарнӑ водителе те тупнӑ. Вӑл – Йӗпреҫре пурӑнакан 44 ҫулти арҫын. Унӑн «Шкода» машини ҫинче сиенленнӗ йӗрсем пулнӑ. Анчах хальлӗхе ҫак арҫын айӑпне йышӑнмасть. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Улатӑр районӗнчи виҫӗ кинемей кӑмпана кайсан ҫухалнӑ. Алтышево поселокӗнче пурӑнакан 77-87 ҫулсенчи виҫӗ тус юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче кӑмпана ҫывӑхри вӑрмана ҫул тытнӑ. Анчах унта вӗсем ҫӗтсе кайнӑ. Ҫакӑн пирки кинемейсенчен пӗрин мӑнукӗ вырӑнти полицейскисене пӗлтернӗ.
Пакунлисем, кинемейсен тӑванӗсем, пӗр ял ҫыннисем ватӑсене шырама вӑрмана васканӑ. Полицейскисем кӑмпаҫӑсене виҫӗ сехет шыранӑ. Малтан – машинӑпа, кайран –ҫуран. Уплюнкка карҫинккисене вӑрманта пӑрахса хӑварнӑ кинемейсене тупнӑ-тупнах. Ватӑсем хӑйсене йӗркеллех туйнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене карас телефонӗсемпе тивӗҫтернӗ. Унсӑр пуҫне вӗсене тӳлевсӗр калаҫма май туса панӑ.
Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, «Телефоны — фронтовикам» (чӑв. Фронтовиксене — телефонсем) пӗтӗм Раҫҫейри акци иртет. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫавна май «Волонтеры Победы» (чӑв. Ҫӗнтерӳ нимеҫисем) халӑх юхӑмӗн хастарӗсем Хӗрлӗ Чутай районӗнчи тӑватӑ ветерана: Кузьма Аргандейкина, Клавдия Ижетниковӑна, Вера Петровӑна, Арсентий Вадейкина — телефонсем тата тӳлевсӗр калаҫма ирӗк панине ӗнентерекен сертификатсем панӑ.
Нимрен те хӑраман карчӑк теме пулать ун пирки. Ватӑскере килте питӗрсе хӑварнӑ. Анчах унӑн килте ларас килмен… карниз ҫине уҫӑлма тухнӑ.
Карчӑк карниз тӑрӑх утнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗнчи 13-мӗш ҫурт умне Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем ҫитсе тӑнӑ.
Карчӑк ватӑ, тӑванӗсем ӑна хваттерте питӗрсе хӑварнӑ. Ӑна вара ку килӗшмен-тӗр. Карчӑк балкон чӳречи урлӑ карниз ҫине тухнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пусмапа ватӑ хӗрарӑм патне хӑпарнӑ та ӑна хваттере кӗме ӳкӗте кӗртнӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Ӗнер Шупашкар хулинче пӗр хӗрарӑм чӳрече янахӗ ҫине тӑрса кӑшкӑрма тытӑннӑ. Ӑнланмалла мар тем калаҫаканскере, шавлаканскере иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Пӑтӑрмах хулари Мускав проспектӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче тӑр кӑнтӑрла, 11 сехет иртсен, пулса иртнӗ.
Чӳрече янахӗ ҫинчи ватӑ хӗрарӑм ҫинчен Республикӑн шыравпа ҫӑлав службине пӗлтернӗ, хӗрарӑм чӳречерен сикме пултарӗ тесе асӑрхаттарнӑ. Дежурство сменин пуҫлӑхӗ Е. Шибров Е. тата Р. Шамсутдинов ҫӑлавҫӑ пӑтӑрмах вырӑнне васканӑ. Вӗсем тӑваттӑмӗш хута чупса хӑпараҫҫӗ те хваттер алӑкӗ уҫҫине асӑрхаҫҫӗ. Ҫав самантра ватӑ хӗрарӑм урайӗнче выртнӑ, хваттерте полици ӗҫченӗсем тӑнӑ. Вӗсене те пӗлтерекен пулнӑ курӑнать.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан ҫемьене ҫӑлавҫӑсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Коллектив урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртра тӗпленнӗ кинемей шалта пулнӑ, унӑн хӗрӗ — тул енче. 1924 ҫулта ҫуралнӑ кинемей алӑка уҫасссишӗн тем пек ҫине тӑрсан та май тупайман. Вӑл хӑйне пулӑшма ыйтнӑ.
Кинемейӗн хӗрӗ ҫӑлавҫӑсен службине шӑнкӑравласа лару-тӑрӑва уҫӑмлатнӑ, алӑка хайсем тӗллӗн уҫаймассине пӗлтернӗ, вырӑна пыма ыйтнӑ. Ҫӑлавҫӑсен дежурство ушкӑнӗ Коллектив урамне ҫитнӗ. «Умелец» (чӑв. Ӑста) ятлӑ хатӗрпе хваттер алӑкне ҫӑмӑллӑнах уҫнӑ.
100 ҫула ҫывхаракан кинемей, Турра шӗкӗр, чиперех пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |