Ӗнер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫуртӗнче ҫынна вӗлернӗ. 70 ҫулти арҫыннӑн виллине вӑл пурӑннӑ пӳлӗмре тупнӑ.
Ватлӑхра е чире пула хӳтлӗхсӗр юлнисем хӳтлӗх шыракан ҫуртри пӑтӑрмах пирки РФ Следстви комитечӗн следователӗсем ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫичӗ теҫеткери арҫынна пӗр пӳлӗмре пурӑннӑ 61 ҫулти арҫын тӗп тунӑ. Вӗсем пӗрле пурӑнакан арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ пулать те тарӑхса та урса кайнӑскер ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикет. Суранланнӑ арҫын ҫавӑнтах вилет.
Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпченӗ май следовательсем пӑтӑрмаха кӑна мар, инкек ваттисен ҫуртӗнче епле сиксе тухма пултарнине те хакласшӑн. Ҫавна май вӗсем персонал ӗҫне те тишкерме палӑртаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Раҫҫейре ҫӑмал атлетика енӗпе командӑсемпе харпӑр ҫынсен чемпионачӗ иртнӗ. Тупӑшӑва ветерансем хутшӑннӑ. Вӑл Мускавра иртнӗ.
Пирӗн республикӑран унта СССР тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, ШӖМ ветеранӗ Виктор Семенов хутшӑннӑ. Вӑл 65–69 ҫулсенчи ветерансен хушшинче чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ.
Олимпиец 3 пин метра 14 минут та 47 ҫеккунтра утса тухнӑ. Ҫапла майпа вӑл ҫак дистанцире Раҫҫейӗн рекордне ҫӗнетнӗ. Эппин, хальлӗхе пирӗн ентеш ку енӗпе чи матурри.
Пӗр арҫын Шупашкарта пурӑнакан 85 ҫулти хӗрарӑма шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ. Вӑл унӑн укҫи-тенкине вӑрланӑ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче арҫын ватӑскер патне (вӑл ун чухне урамра пулнӑ) пынӑ та патшалӑх уйӑрнӑ укҫа-тенке илсе килнине пӗлтернӗ. Унтан хайхискер хутсене хатӗрлемешкӗн паспорт ыйтнӑ.
Вӗсем пӳрте кӗнӗ. Хӗрарӑм документсем шыранӑ чухне арҫын укҫа-тенкӗ ӑҫта выртнине асӑрханӑ. Унтан хайхискер отчет тума кирлӗ тесе хӗрарӑма урӑх халат тӑхӑнма ыйтнӑ, кайран сӑн ӳкерӗнме имӗш. Вӑл пӑрӑнсан кӗтмен хӑна 77 пин тенкӗ вӑрланӑ. Унтан почтальонпа тата укҫапа таврӑнма шантарса тухса кайнӑ.
Ҫав арҫын 30–35 ҫулти пек курӑнать, 170 сантиметр ҫӳллӗш, ҫаврака питлӗ, тӗреклӗрех. Йӗрке хуралҫисем ӑна шыраҫҫӗ.
Пӗлтӗр Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви «Гериатри» направленипе халӑха пулӑшу кӳрессине ҫирӗплетнӗ. Ҫавна май участокри терапевтсен тата пӗтӗмӗшле практика врачӗсен тата гериатрсен кинеми-мучисемпе ҫине тӑрса ӗҫлемелле.
Паян Чӑваш Енре 60 ҫултан иртнӗ 340 пин ытла ҫын пурӑнать. Статистикӑна ӗненсен, ку вӑл халӑхӑн пӗрре виҫҫӗмӗш пайне яхӑн. Пӗтӗм тӗнчери пекех пирӗн республикӑра та вӑрӑм ӗмӗрлисен шучӗ юлашки ҫулсенче ӳссе пырать. Чӑваш Енре пурӑнакансен ӗмӗрӗ 2006 ҫултанпа вӑтамран 4,5 ҫул нумайланнӑ, халӗ вӑл 71,35-пе танлашать. 85 ҫултан иртнисем — 17 пин ытла ҫын, 100 ҫултан каҫнисем — 98-ӑн.
Медицинӑн чи ҫамрӑк отрасльне аталантарнӑ май пульницӑсенче гериатрсен пӳлӗмӗсем уҫӑлӗҫ, ун пеккисем республикӑра 15 пулӗҫ.
Шорккари ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан кинемисене Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ҫывхарнӑ май тӳре-шара саламланӑ. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн стационарлӑ уйрӑмӗсенчен пӗри шутланакан ҫак уйрӑма центр пуҫлӑхӗн ҫумӗ Раиса Трофимова тата Сарапакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петр Амурцев ҫитнӗ.
Ветерансен ҫуртне ытти чухне те ял тӑрӑхӗнчи юрӑ-ташӑ ӑстисем пырса ҫӳреҫҫӗ-ха, хальхинче те ҫитнӗ вӗсем. Хӑйсене хисеп тунишӗн, репертуарти юрӑ сӑмахӗсем чуна тивнишӗн хӑшӗсен куҫҫулленӗ те. Хаваслӑ кӗвӗ вӑхӑтӗнче теприсем чӑтса тӑрайман — ташша тухнӑ.
Ҫывхаракан уяв ячӗпе саламлани пурте пӗрле тулли кӗреке тавра пуҫтарӑннипе, сӗтел хушшинчи шӑкӑл-шӑкӑл калаҫупа вӗҫленнӗ.
Ҫиекен лаша ҫултан юлман теҫҫӗ те, Шупашкар районӗнчи ваттисен ҫурчӗсенче пурӑнакан кинеми-мучисем ӗҫлекен ҫын пурӑнма хӑват илет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӑшӗсем ҫулне кура мар чӗрӗ. Вӗсем социаллӑ ӗҫченсемпе пӗрле час-часах кӑштӑртатаҫҫӗ: ҫулла — хушма хуҫалӑхра, хӗлле — картишӗнче.
Юлашки кунсенче ҫанталӑк тӑман ҫусах тӑчӗ, тавралӑха хӳтерчӗ. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн стационарлӑ центрӗсенче (урӑхла каласан, ваттисен ҫурчӗсенче) хӳтлӗх тупнисем хӗллехи вӑхӑтра картише юртан час-часах тасатаҫҫӗ. Уҫӑ сывлӑшра харӑс тӑрса ӗҫлени йышри туслӑха ҫирӗплетет, сывлӑхшӑн та усӑллӑ. Пӗр-пӗринпе шӑкӑлтатса ӗҫленӗ чух вӑхӑт сисӗнмесӗр тата хаваслӑ иртет, пуҫ та уҫӑлать.
Шӑматкун, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, «Лыжня России-2017» (чӑв. Раҫҫей йӗлтӗрӗ-2017) ятпа йӗлтӗрҫӗсен старчӗ иртнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем те пӗлеҫҫех ӗнтӗ. Республикӑри министерствӑсемпе ведомствӑсенче тӑрӑшакансем те унта яланхиллех хастар хутшӑннӑ. Ҫулсерен йӗркелекен массӑллӑ спорт мероприятие пухӑнакансем мӗнпе те пулин уйрӑлса тӑма тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ хыпарпа пӗрле лартнӑ сӑн ӳкерчӗксенче Хӗл Мучи тумӗ тӑхӑннӑ арҫынна та, чӑваш тумӗллӗ кинемие те асӑрхама тиврӗ. Капла капӑрланса йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑракан, ҫулне кура мар ӳрӗк хӗрарӑм ытти чухне те пулнӑччӗ. Кӑҫал тата пӗри, ҫамрӑках мар арҫын, ҫӑпата сырса йӗлтӗрпе тухнӑ. Тумпа ыттисенчен уйрӑлса тӑракансене хавхалантарнипе хавхалантарманни паллӑ мар — кӗске хыпарта ун пирки асӑнман.
Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр хай пӑхса тӑракан кинеми-мучисен пурнӑҫне кӑсӑклӑ тума тӑрӑшать. Ҫавна май центр специалисчӗсем ҫӗнӗрен ҫӗнӗ проектсем шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Социаллӑ пулӑшупа консультаци кӳрекен уйрӑм, тӗслӗхрен, «Социаллӑ туризм» проект хута янӑ май ватӑсене унта-кунта илсе ҫӳрет.
Турист маршручӗсене кинеми-мучисене шухӑш-кӑмӑлне шута илсе йӗркелеҫҫӗ. Иртнӗ уйӑхра ун пеккине виҫӗ ҫулҫӳрев ирттернӗ. Янӑшри, Кӑрмӑшри ваттисен ҫурчӗсенче пурӑнакансене тата хӑвӑрт пулӑшу кӳрекен уйрӑма пыракансене, сӑмахран, Ишекри чиркӗве илсе кайнӑ. «Вдохновение» (чӑв. Хавхалану) клуба ҫӳрекенсем Алькешри чиркӗве ҫитнӗ. Кӑрмӑшри ватӑсене Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра пулнӑ.
Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче пурӑнакан Людмила Егоровна Спиридоновӑна тахҫантанпах шыраҫҫӗ. Ӑна юлашки хутчен ял ҫывӑхӗнчи ЯХПК патӗнче 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче курнӑ. Унтанпа вӑл киле таврӑнман.
Людмила Егоровна 1952 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл 165 сантиметр ҫӳллӗш. Хӑй туллирех, ҫӳҫӗ шуралнӑ. Унӑн уйрӑмлӑх палли те пур: сӑмси ҫинче ҫӗвӗ йӗрри курӑнать.
Людмила Егоровна килтен тухса кайнӑ чухне тӗттӗм хура тӗслӗ куртка, хура тӗслӗ резин атӑ тӑхӑннӑ, сарӑ тутӑр ҫыхнӑ пулнӑ.
Людмила Спиридоновӑна куракансене ШӖМе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 (83548) 2-11-15.
Республикӑра пурӑнакан пӗччен кинемисемпе мучисене социаллӑ ӗҫченсем пӑхса тӑма тивӗҫ. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта та ҫаплах ӗҫлеҫҫӗ. Ун тытӑмӗнчи социаллӑ ӗҫченсем стационарлӑ уйрӑмсенче (кусене тепӗр майлӑ ваттисен ҫурчӗсем теҫҫӗ) пурӑнакансен пурнӑҫ условийӗпе кӑна мар, хайсен килӗнче тӗпленнисен пӑшӑрханӑвӗ-ыратӑвӗпе те вӗсем кӑсӑкланаҫҫӗ.
Ваттисен ҫурчӗсенче хӳтлӗх тупнисене кунӗн-ҫӗрӗн пӑхса тӑраҫҫӗ пулсан килте пурӑнакансем патне социаллӑ ӗҫченсем ун пек пырса тӑраймаҫҫӗ. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвне тивӗҫтерекен центрӑн килте социаллӑ пулӑшу кӳрекен уйрӑмӗсен ертӳҫисем социаллӑ ӗҫченсен тӑрӑшӑвне вырӑна ҫитсе тӗрӗслеҫҫӗ. Нумаях пулмасть 1-мӗш уйрӑм ертӳҫи Екатерина Москаленко Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнче пулнӑ. Унти 7 яла ҫитсе ватӑсен пурнӑҫӗпе паллашнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |