Паянтан Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Ладыков пулманни пирки пӗлтертӗмӗр. Аса илтерер: вӑл РФ Президенчӗн Чӑваш Енри тулли праваллӑ элчин тивӗҫӗсене пурнӑҫлӗ тата Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ пулӗ.
Алексей Ладыков ку должноҫра 10 ҫул ӗҫленӗ. Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем ун вырӑнне ҫӗнӗ ҫынна суйланӑ. Нумайӑшӗ Мускав районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗшӗн Андрей Петровшӑн сасӑланӑ. Ҫапла майапа вӑл хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ҫиччӗмӗш созыври Патшалӑх Канашӗ хӑйӗн пӗрремӗш ларӑвне пуҫтарӑннӑ. Кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусем, тӗпрен илсен, йӗркелӳ саманчӗсемпе ҫыхӑннӑ. Вӗсенчен пӗри – парламент ертӳҫине суйласси. ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ пулма Леонид Черкесова шаннӑ.
Леонид Черкесов юлашки ҫулсенче РФ Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑччӗ.
«Пысӑк шанӑҫшӑн сире, хисеплӗ ӗҫтешӗмсем, тав тӑватӑп. Республика парламентне тухӑҫлӑ ӗҫлеттерессишӗн хамӑн мӗнпур пӗлӳпе, опытпа усӑ курӑп», – тенӗ Леонид Черкесов.
Аван уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти Шупашкар мэрӗ пулнӑ, халӗ РФ Патшалӑх Думин депутатӗнче ӗҫлекен Леонид Черкесова ЧР Патшалӑх Канашӗн председательне лартма сӗннӗ.
Ыран, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Патшалӑх Канашӗн ҫиччӗмӗш созывӗн пӗрремӗш сессийӗ пулать. Шӑпах унта председателе, унӑн ҫумне, комитетсен председательне, аппарт ертӳҫине, Чӑваш Ен сенаторне суйлӗҫ. Патшалӑх Канашӗн депутачӗсенчен ытларахӑшӗ, 30-шӗ, - «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсем. Ҫавна май Леонид Черкесовӑн председатель пулас шанчӑк пысӑк.
Ҫавӑн пекех Шутлавпа тӗрӗслев палатин ертӳҫине палӑртӗҫ. Ку пукана Светлана Арисова йышӑнма пултарӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне – вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрне Алла Салаевӑна ӗҫрен кӑларнӑ. 150-мӗш номерлӗ хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Алла Салаевӑна должноҫран хӑтарни вӑл РФ Патшалӑх Думине депутата суйланнипе ҫыхӑннине тавҫӑрма йывӑр мар. Алла Салаева – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ.
Алла Леонидовна 1979 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 2000 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен историка вӗренсе тухнӑ, 2002 ҫулта — Патшалӑх службин Атӑл-Вятска академийӗнчен. Педагогика наукисен кандидачӗ. Чылай ҫул Шупашкар хула администрацийӗнче тӑрӑшнӑ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра виҫӗ кунлӑх сасӑлав тапхӑрӗ пуҫланчӗ. Сасӑлав правипе усӑ курас кӑмӑллисем унта ирхи 8 сехет хыҫҫӑн суйлава хутшӑнма пултарӗҫ. Суйлав участокӗсем ҫынсене йышӑнма хатӗр. Вӗсем пирӗн республикӑра пурӗ 1108 шутланаҫҫӗ.
Пӗрлехи сасӑлав кунӗнче РФ Патшалӑх Думин саккӑрмӗш созыври депутачӗсене, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн ҫиччӗмӗш созыври депутачӗсене, хӑш-пӗр муниципалитетра Депутатсен вырӑнти пухӑвӗсене депутатсене суйлама май пулӗ. Красноармейски тата Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗсенче Депутатсен пухӑвӗсен пӗрремӗш созывне депутатсене суйлӗҫ.
Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫей» партин пайташӗ, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн директорӗ Юрий Попов машинӑпа ҫул хӗррипе пынине видеорегистратор ҫине ӳкерсе илекенсем тупӑннӑ.
Вӑл К781ЕУ 21 номерлӗ «Мерседес» автомобиль рулӗ умӗнче ларса пынӑ. Машина Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн харпӑрлӑхӗнче шутланать иккен.
Пӑтӑрмах пирки «Руль умӗнче» порталта ҫырса кӑтартнӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр правилине пӑсакан ҫав ҫын тепӗр икӗ уйӑхран 60 ҫул тултарӗ. Ҫамрӑк мар пулин те вӑл ҫул айккипе кайма хирӗҫ мар иккен.
Депутата ҫул айккипе иртсе кайма тепӗр машина кансӗрленӗ. Анчах кӑштахран Попов машини каллех ҫул айккипе сиксе тухнӑ. Хӑйне кансӗрленӗ водителе вӑл ятлсшӑн пулнӑ имӗш, анчах лешӗ телефонпа ӳкернине курсан хӑйне тытса чарнӑ-мӗн.
Вӑрнар хула тӑрӑхӗн депутачӗ Артур Афнасьев вӑйӑ усламӗ йӗркеленӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 32 ҫулти депутат 31 ҫулти пӗлӗшӗпе калаҫса татӑса Элӗкре, Вӑрнарта тата Ҫӗмӗрлере пилӗк вӑйӑ салонӗ уҫнӑ. Вӗсене ахаль-махаль ҫынсем кӗреймен, хӑйсеннисем ҫеҫ. Алӑк ҫине вара нимӗн те ҫырман, видеосӑнав талӑкӗпех ӗҫленӗ.
Йӗрке хуралҫисем ухтарнӑ чухне хатӗр-хӗтӗре туртса илнӗ, унта 680 пин тенкӗ укҫа пулнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра тӗрлӗ шайри тӳре-шара тата депутат пулас кӑмӑллӑ ҫын авӑн уйӑхӗнчи суйлав пирки пуҫа хытах ватать. Мӗн тетӗн — авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче сасӑлав-ҫке. Ун чухне Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне тата Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине депутатсем суйлӑпӑр. Хӑш-пӗр ҫӗрте вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене хушма тата ҫӗнӗрен суйлав иртӗ.
Кӑшӑлвирусран сыхланас тӗллевпе сасӑлав вӑхӑчӗ виҫӗ куна пырӗ: авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗччен.
Суйлав ҫитнине сиссе урамсенче халех кандидатсен сӑнӗсене курма пулать. Пирӗншӗн, тӑван чӗлхемӗре сума сӑвакан чӑвашсемшӗн, чӑвашла ҫырни нимрен паха. Ҫавӑн пек баннера РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков хатӗрленӗ.
Владимир Жириновский ЧР Патшалӑх Канашне суйламнашкӑн кандидат пулса тӑнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» сайт пӗлтерет.
Сӑмах май, ЛДПР партин председателӗ Владимир Жириновский унччен Шупашкар хула пухӑвӗн депутатне суйланма кандидат пулнӑччӗ. Хальхинче вӑл Патшалӑх Канашне суйланасшӑн. Ҫитес вӑхӑтра документсем Чӑваш Енри Тӗп суйлав комиссине ҫитӗҫ.
Палӑртмалла: суйлав кӗркунне иртӗ, виҫӗ куна тӑсӑлӗ: авӑнӑн 17-мӗшӗнче пуҫласа 19-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Ҫӗмӗрлепе Красноармейски районӗсенче депутатсен пухӑвӗсене вӑхӑт ҫитичченех салатса ярӗҫ. Ҫакӑ ҫав районсенче муниципалитет округӗсем тӑвассипе ҫыхӑннӑ.
Кӗркунне парламент суйлавне ирттернӗ хыҫҫӑн ҫӗмӗрлесемпе красноармейскисем район тата ял тӑрӑхсен шайӗсенчи депутатсен пухӑвӗсене салатса ярӗҫ. Кун пирки «REGNUM» информаци агентстви Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков пӗлтернине кура хыпарланӑ.
«Парламент суйлавӗ хыҫҫӑн Ҫӗмӗрлепе Красноармейски районӗсенче муниципалитет округӗн депутачӗсем ҫеҫ юлӗҫ. Красноармейски районӗнче 15 депутат пулӗ, Ҫӗмӗрле районӗнче — 17», – пӑнлантарса панӑ Александр Цветков.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |