Шупашкарти Ашмарин урамӗнче вырнаҫнӑ офтальмологи пульницин тӗп тухтӑрӗ Дмитрий Арсютов куҫ микрохирургине ертсе пыма пуҫланӑ. Ку хушӑва РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви кӑларнӑ.
Дмитрий Арсютов Республикӑри клиника офтальмологи пульницине 13 ҫул ертсе пынӑ. 2000-2002 ҫулсенче вӑл Куҫ микрохирургинче тухтӑр-интерн пулнӑ, кайран унта хирург-офтальмологра ӗҫленӗ.
Ашмарин урамӗнчи Республикӑри клиника офтальмологи пульницине вӑл 2010 ҫултанпа ертсе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл – ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ.
2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ЛДПР депутачӗсем раштавӑн 31-мӗшне канмалли кун тесе йышӑнма сӗннӗ. Вӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ун чухне нумайӑшӗ отгул илет. Кун тӗлӗшпе мӗнле йышӑну пуласси паллӑ.
Раҫҫей Министрсен Кабинечӗ ку сӗнӗве ытлашши тесе хакланӑ, ЛДПР депутачӗсен шухӑшӗпе килӗшмен. Вӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, кирлӗ тӗк ытти канмалли куна раштавӑн 31-мӗшӗ ҫине куҫарма пулать. Ҫакна тума саккун чармасть.
Паянтан Вӑрмар районӗн администрацине Василий Шигильдеев ертсе пырӗ. Унччен ку должноҫре Дмитрий Иванов ӗҫленӗ.
Василий Викторович 1966 ҫулта ҫуралнӑ, Мускавра ФСБ Академине пӗтернӗ. Хальхи вӑхӑтра «НПП «Каскад-ГРУП» тӗп директорӗнче вӑй хурать. Хӑй Чупай ялӗнче пурӑнать. Унччен ҫак ял тӑрӑхӗн депутачӗ пулнӑ.
Аса илтерер: Дмитрий Иванов администрацие 2020 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнченпе ертсе пынӑ.
2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Енри пӗтӗм район муниципалитет округӗ пулӗ. Ҫапла йышӑннӑ ЧР Министрсен Кабинечӗн кӑҫалхи юлашки ларӑвӗнче.
Хальччен республикӑра 5 хула округӗ тата 21 муниципалитет районӗ пулнӑ. Ҫак статуса чи малтан йышӑннисем – Красноармейски тата Ҫӗмӗрле районӗсем. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен ытти 19 район муниципалитет округӗ пулӗ.
Мӗн улшӑнӗ? Ял тӑрӑхӗсенче депутат корпусӗ пулмасть, муниципалитет округӗн шайӗнчисем кӑна юлаҫҫӗ.
Тӳре-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, кун пек улшӑнӑвӑн лайӑх енӗ кӑна: укҫа-тенкӗ пӗр алӑра пулӗ, ыйтусем хӑвӑртрах татӑлӗҫ. Ҫапла майпа халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхӗ те лайӑхланӗ.
Пирӗн республикӑра иртнӗ "Чӑваш Ен туризмӗ" форумра РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Сергей Казанков тухса калаҫнӑ. Вӑл пирӗн патра чи пысӑк сӑра фонтанӗ тума сӗннӗ.
Мӗн тӗллевпе? Депутат каланӑ тӑрӑх, ку Чӑваш Ен символне, хӑмлана, анлӑ сарӑлма пулӑшӗ.
"Чӑваш Ен хӑмла туса илессипе пӗрремӗш вырӑн йышӑнать пулсан, анчах ҫакна ҫынсене ӑнлантарма йывӑр тӑк, тен, кунта чи пысӑк сӑра фонтанӗ тумалла? Мӗншӗн вӑл пирӗн патра мар, Европӑра вырнаҫнӑ? Вара вау-эффект пулать, пӗтӗм тӗнчери ҫынсене хӑнана чӗнсе тӗлӗнтерме пулать", - тенӗ депутат.
Чӑваш Ен парламенчӗн депутачӗсем Раҫҫейӗн Бюджет кодексӗн 78-мӗш статйине улшӑну кӗрттересшӗн. Ҫапла тусан этил спирчӗ 0,5 процент таран сӑра туса илекенсене субсидипе пулӑшма май килӗ.
«Паянхи куна илсен Раҫҫейре хӑмла тата салат туса илекенсем рынока хӑйсен продукцийӗпе тивӗҫтерсе пыраймаҫҫӗ. Ҫӗршывра хӑмла кирлинчен 5 процентне ҫеҫ туса илеҫҫӗ. Ют ҫӗртен кӳрсе илнине саплаштарма самай вӑхӑт кирлӗ», — палӑртнӑ парламентарисем.
Хӑмла туса илессине тата унӑн пахалӑхне ӳстерме патшалӑх пулӑшӑвӗ кирлӗ. Ҫав шутра техника тата хунав туянма та.
КПРФ депутачӗ Александр Андреев Шупашкар хула администрацине хулари пӗр урама Иосиф Сталин ятне пама сӗнсе ыйтупа тухнӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ патне ҫынсем ку ыйтупа пӗрре мар тухнӑ-мӗн.
Тахҫан Шупашкарта унӑн ячӗпе хисепленекен урам пулнӑ. Малтан Ленин проспекчӗ Сталин проспекчӗ пулнӑ.
Сӑмах май, "Ҫыхӑнура" форум ҫырнӑ тӑрӑх, 2014 ҫалта Раҫҫейре 30 яхӑн урам Иосиф Сталин ячӗпе хисепленнӗ.
Ҫак эрнере, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова республика парламенчӗн депутачӗсем умӗнче тухса калаҫнӑ. «Правительство сехечӗ» форматпа йӗркленӳ калаҫу вӑхӑтӗнче «халӑх тарҫисем» министр докладне итленипех ҫырлахман, ыйтусем те панӑ.
Игорь Моляков депутат, акӑ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн «Сурский рубеж» спектаклӗ пирки сӑмах хускатнӑ. Парламентари палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл шкулта музыка пӗлӗвне ҫичӗ ҫул вӗреннӗ, унсӑр пуҫне унӑн килӗнче музыка хайлавӗсен пуян коллекцийӗ упранать. Игорь Моляков шухӑшланӑ тӑрӑх, опера пахалӑхӗ пысӑк мар.
Сӑмах май каласан, асӑннӑ ӗҫ пахалӑхӗ начар тесе шухӑшлани пирки унччен «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра та ҫырса кӑтартнӑччӗ.
Ӳнер ӑсталӑхне ӑнланакансем хакланӑ тӑрӑх, оперӑна лартма 5 миллион тенке тухӑҫлӑ усӑ курман.
Светлана Каликова вара урӑхларах шухӑшлать. Игорь Молякова вӑл хуравланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ музыка хайлавӗсене пур чухне те ырласа йышӑнмаҫҫӗ. Пётр Чайковскин «Лебединое озеро» балетне халӑх 20 ҫултан ҫеҫ йышӑннӑ тесе ӑнлантарнӑ министр. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Шостаковича «Леди Макбет» оперӑшӑн тиркенине те, Ж.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗнче 1961 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче пулнӑ пушарта вилнӗ ачасемпе вӗрентекенсен ячӗпе часавай ҫӗклӗҫ. Ку инкекре 106 ачан тата 4 вӗрентекенӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсене тӑванла вилтӑпринче пытарнӑ.
Часавай тӑвасси пирки пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнчех калаҫма пуҫланӑ, вырӑнне сӑвапланӑ та. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ пулӑшма шантарнӑ. Анчах ӗҫ пӑчланнӑ. Кӑҫал юпа уйӑхӗнче тин пӗрремӗш кирпӗче хунӑ. Халӗ унта иртен пуҫласа каҫчен ӗҫсем пыраҫҫӗ. Часавая ҫитес ҫул ҫулла туса пӗтермелле.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха урӑх ҫын пурнӑҫлать. Алексей Ермолаев вырӑнне Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗн директорӗ Олег Матвеев йышӑннӑ. Вӑлах – спутник хулан депутатсен пухӑвӗн депутачӗ.
Алексей Ермолаев тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки сайтра унччен пӗлтернӗччӗ. Ку коррупципе ҫыхӑннӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарсан Алексей Ермолаев ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каясси пирки заявлени ҫырнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |