РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Валентин Шурчанов раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче кӑшӑлвируса пула вилни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Депутатпа хӑҫан тата ӑҫта сывпуллашассине пӗлтернӗ.
Валентин Шурчановпа ыран, раштавӑн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче 10-12 сехетсенче сывпуллашӗҫ. КПРФӑн регионти уйрӑмӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта пурне те кӗртеҫҫӗ, анчах санитари нормисене пӑхӑнмалла. Депутата пытарасси патшалӑх шайӗнче иртӗ.
Аса илтерер: Валентин Шурчанов 73 ҫулта пулнӑ, вӑл Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнче ҫуралнӑ.
Раҫҫейре иртнӗ «Моё село» (чӑв. Манӑн ял) конкурс ҫӗнтерӳҫисене хавхалантарнӑ. Кун пирки РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов ӗнер Фейсбукра пӗлтернӗ. Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫӗсене республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе Сергей Павловпа чысланӑ.
«Манӑн юратнӑ ялӑм» номинацире Гелфия Зейдулина ҫӗнтернӗ. Вӑл Комсомольски районӗнчи Чӗчкен шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентет. Конкурса тӑратнӑ «Ҫумӑр хыҫҫӑн. Чӗчкен ҫийӗнчи асамат кӗперӗ» иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Гелфия Ильдизяровнӑна фотоаппарат парнеленӗ.
Конкурса «Ял ҫемйин сӑнӗ» номинацие ӗҫ тӑратнӑшӑн Красноармейски районӗнчи Александр Терентьев усламҫа тата «Хресченӗн пултаруллӑ ӗҫӗ» енӗпе хутшӑннӑшӑн Вӑрмар районӗнчи Чӑлкассинчи шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Елена Семёновӑна дипломпа хавхалантарнӑ.
Паян Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Валентин Шурчанов вилнӗ. Вӑл 73 ҫул тултарса 74-а кайнӑ. «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентствине парламентарипе пӗр партири (Шурчанов — коммунист) ҫын, РФ Патшалӑх Думин граждан обществине аталантарас енӗпе ӗҫлекен комитечӗн пуҫлӑхӗ Сергей Гаврилов пӗлтернӗ.
Вилӗм сӑлтавӗ — кӑшӑлвирус инфекцийӗ. Шурчанов 14 сехет те 40 минутра вилсе кайнӑ.
Парламентари Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттӗмре 1947 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш. Чӑваш патшалӑх университетӗнче, ытти ҫӗрте пнлӳ илнӗ.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов ҫамрӑксен ҫулне ӳстерессине Фейсбукра пӗлтернӗ.
Вӑл РФ Патшалӑх Думин тепӗр депутачӗпе, Анатолий Аксаковпа, вӗренекенсен тата ӗҫлекен ҫамрӑксен форумне хутшӑннӑ. Парламентари пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑксемпе пурнӑҫри вырӑна тупма пулӑшас, патриотизм, сывӑ пурнӑҫ йӗркине сарас ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Николай Малов ҫамрӑксене «Раҫҫей Федерацийӗнчи ҫамрӑксен политики ҫинчен» саккун проектне пӗрремӗш вулавпа пӗр шухӑшлӑн ырланине пӗлтернӗ. Унта ҫамрӑксен политикине аталантарас ыйтӑва пӑхса хӑварнӑ. Ҫав шутра ҫамрӑксене йывӑрлӑхра пулӑшасси, ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса парасси те пур. Ҫамрӑк усламҫӑсене, яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа ӗҫе вырнаҫма пулӑшас пирки те шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫамрӑксен ӳсӗмне 14-ран пуҫласа 35 ҫулчченхи ҫамрӑксене кӗртме палӑртнӑ. Халӗ 30 ҫула ҫитичченхисем ҫамрӑк шутланаҫҫӗ.
Пултаруллӑ ҫамрӑксене: Артем Дютина, Ирина Коптевӑна, Татьяна Ляпустинӑна, Юлия Петровӑна, Алексей Сизова — депутат тав хучӗсемпе тата парнесемпе хавхалантарнӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн паянхи черетсӗр ларӑвне 25 депутатран 23-шӗ хутшӑннӑ. Вӗсем хулан сити-менеджерне суйланӑ. Ку тлхепене Павел Семенова тыттарнӑ.
Патшалӑхӑн влаҫ органӗсенче ӗҫлесе пуян опыт пухнӑ ҫав ҫын 1976 ҫулта Канашра ҫуралнӑ. Экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. РФ Патшалӑх Думине икӗ хутчен суйланнӑ, РФ ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ, РФ ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ, РФ Наци ӗҫӗсен агентствин ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ.
Чӑваш Енри студент-комсомолецсем общежитишӗн налук тӳлесшӗн мар. Ку хыпара республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Раҫсей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн пайташӗ Александр Андреев Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Комсомолец-студентсем Чӑваш Ен Элтеперӗ тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти общежитисем валли налук сӗннине хирӗҫ. @Чӑваш Республикин Правительство ҫурчӗ», — тесе ҫырса хунӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, сӑмах вӗренӳ учрежденийӗсен балансӗ ҫинчи общежитисене пурлӑх налукӗ хурса парас пирки пырать.
Александр Андреевӑн страницине вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗкре Правительство ҫурчӗ умӗнче плакатпа каччӑ тӑрать. Пӗринче вӑл пӗччен, тепринче Алесандр Андреев унпа сӑн ӳкерӗннӗ, виҫҫӗмӗшӗнче ҫамрӑк патне пакунлисем тӑваттӑн тан пырса тӑнӑ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 45-мӗш сессийӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусем хушшинче республикӑра Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй кандидатурине сӳтсе явни те пулнӑ. Омбудсмен пулас кӑмӑллӑ ҫын — Сергей Романов.
Парламентӑн сессийӗнче пулнисем каланӑ тӑрӑх, Уполномоченнӑй пуканне йышӑнма ӗмӗтленекен ҫынна депутатсем видеоҫыхӑну мелӗпе итленӗ. Сергей Романов хӑйӗн биографийӗпе паллаштарса тӑман, анчах унчченхи омбудсменсен ӗҫне пысӑка хурса хакланине, хӑй те вӗсенчен юласшӑн маррине палӑртса хӑварнӑ.
Уполномоченнай кандидатурине Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен ҫӗршыври омбудсмен пӑхса тухса ырламалла.
Чӑваш кӗнеке издательствине туса хунӑранпа паян 100 ҫул ҫитнӗ. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов Фейсбукри хӑйӗн страницинче ҫак датӑна халалласа пост ҫырнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствине депутат пысӑка хурса хакланӑ. Хӑйӗн малтанхи ҫулӗсенчех ҫамрӑк предприяти Николай Ашмаринӑн 17 томлӑ чӑваш словарьне, вырӑс тата тӗнче классикӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарса пичетленине, вӗренӳ литературине кун ҫути кӑтартнине палӑртнӑ депутат.
Чӑн та, издательствӑра чӑваш культурин ылтӑн фондне кӗрекен хайлавсем: Константин Ивановӑн, Ҫеҫпӗл Мишшин, Ҫемен Элкерӗн, Петӗр Хусанкайӑн, Ухсай Яккӑвӗн, Геннадий Айхин тата ыттисен вилӗмсӗр ӗҫӗсем – пичетленнӗ. Паян та кӗнеке издательстви унчченхи ырӑ йӑла-йӗркене сумлӑн тытса пыма тӑрӑшать.
Тӗнче экономики кризиса кӗрсе ӳкнӗ саманара пӗчӗк ҫеҫ регион, Чӑваш Республики, ниме пӑхмасӑр ҫирӗппӗн аталанма пултарӗ-и? Мускав хушасса, вӑл пулӑшасса шанса-кӗтсе лармасӑр талпӑнайӗ-и? Ҫак ыйтусем тавра Раҫҫей Патшалӑх Думин Финанс рынокӗн кнмитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков тӳрӗ эфирта пуҫ ватӗ. Вӑл чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 17 сехетре ҫынсен ыйтӑвне хуравлӗ.
Анатолий Аксаков Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра Аслӑ экономика канашӗ те туса хунӑ. Сӑмах май каласан, канаш ертӳҫи пулма Анатолий Аксакова суйланӑ.
Анатолий Аксаков тӳрӗ эфирти диалога ҫынсем хастар хутшӑнасса шанать. Тӳрӗ эфир ҫак каҫӑпа иртӗ.
Мурманск облаҫӗнчи вӗренӳ министрӗ пулнӑ Анна Попова ку должноҫрен кайнӑ хыҫҫӑн депутат пулӑшуҫи пулса тӑнӑ. Вӑл малашне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутатне Алена Аршиновӑна пулӑшса пырӗ.
Палӑртмалла: Анна Попова министрта ҫур ҫула яхӑн ӗҫленӗ нарӑсӑн 17-мӗшӗнче министра ларнӑ, авӑнӑн 14-мӗшӗнче Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Андрей Чибис унпа килӗшӗве пӑрахӑҫланӑ.
Анна Попова Алена Аршиновӑпа пӗрле 84 ҫулти кинемей валли апат-ҫимӗҫ туянма лавккана кайнине асӑрханӑ. Вӗсем нимеҫӗсем пек пулнӑ.
Аса илтерер: Мурманск облаҫӗнче Анна Попова халӑх тетелне лартнӑ постсенче вырӑсла йӑнӑш ҫырнӑшӑн ҫынсем кӑмӑлсӑрланнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |