Чӑваш Енри тата тепӗр муниципалитет пуҫлӑхӗ ӗҫрен кайнӑ. Хӑйӗн кӑмӑлӗпе. Кун пирки район администрацийӗсен сайчӗсенчи хыпарсенче ӗнентереҫҫӗ.
Ҫемҫе пукана, аса илтерер, иртнӗ эрнере Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров пушатнӑччӗ. Ку эрнере Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Николаев ҫавӑн пек тӑвас тенӗ. Вӑл та хӑйне тивӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени шӑрҫаланӑ. Унӑн ыйтӑвне Ҫӗрпӳ районӗнчи депутатсем ӗнер черетсӗр лару пухсах тишкернӗ. Вӗсем Игорь Николаев кӑмӑлне тивӗҫтерме йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ пуҫлӑха палӑртиччен район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине Алла Волчкова тытса пырӗ. Вӑл — район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗренӳ тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ.
Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров отставкӑна кайнӑ. Ҫакна пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче районти депутатсен пухӑвӗнче пӗр саслӑн ырланӑ.
Александр Викторович пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каясси пирки заявлени ҫырнӑ. Ӑна Хӗрлӗ Чутай районӗн пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне панӑ. Палӑртмалла: Александр Башкиров район администрацийӗн ертӳҫинче 2011 ҫултанпа ӗҫленӗ.
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Игорь Живоев пурнӑҫлать. Вӑл пуҫлӑх ҫумӗ пулнӑ, вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать.
Паян, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ҫыравҫӑсен пӗр ушкӑнӗ Раҫҫей Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫипе Анатолий Аксаковпа тӗл пулнӑ. Кун пирки республикӑри Профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ҫыравҫӑсен ушкӑнӗнче пӗлтернӗ.
Ҫыравҫӑсемпе ҫавӑн пекех Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов тӗл пулнӑ. Вӗсем, сӑмах май каласан, иккӗшӗ те — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем.
Чӑваш Енри ҫыравҫӑсем РФ Патшалӑх Думин тата Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемпе хальхи чӑваш литературин хӑш-пӗр ҫивӗч ыйтӑвне сӳтсе явнӑ.
Ӗҫлӗ курнӑҫу Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче иртнӗ. Унтан вӗсем асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.
Паян ЧР экономика министрӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Олег Молякова шаннӑ. Вӑл Игорь Моляков депутатӑн пӗртӑванӗ.
Аса илтерер: «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партире тӑракан Игорь Моляков нумаях пулмасть РФ Патшалӑх Думине Олег Николаев вырӑнне кайнӑ.
Олег Моляков 55 ҫулта. Вӑл 1993 ҫултан пуҫласа 2002 ҫулччен ЧР экономика министрӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ, унтан Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑ. 2010 ҫул пуҫламӑшӗнче «РУКС» предприятире те ӗҫленӗ.
Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Григорий Данилов республикӑн Правительство ҫуртӗнчи паянхи канашлу пирки Фейсбукра пӗлтернӗ. Унта пухӑннисем, вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, республика парламенчӗ ячӗпе Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ҫырупа тухасшӑн. Вӗсем чӑваш чӗлхине сыхласа хӑвармалли тата упрамалли патшалӑх программи хатӗрлеме сӗнесшӗн.
Халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн постӗнче Григорий Данилов ЮНЕСКО чӑваш чӗлхине пӗтекен чӗлхесен списокне кӗртнине аса илтернӗ.
Григорий Данилов депутат пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи канашлура МИХсен пӗр пайташӗ те пулман. «Патшалӑх Канашӗн аппарачӗ пӗлтермен-ши е ку темӑна хускатма ҫӳлтен хушман-ши?» — тесе пуҫ ватнӑ парламентари.
Чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн чӑваш парламентӗнчи фракцийӗ Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи сессийӗнче хускатнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн сайтӗнче Саккунлӑх тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен комисси ертӳҫин Игорь Иголкинӑн ҫырӑвне ӗнер пичетленӗ. Унта сӑмах муниципалитет служащийӗсен шалӑвне ӳстересси пирки пырать. Хула пуҫлӑхӗ тата депутатсем ҫапла шухӑшланине палӑртнӑ унта.
Асӑннӑ категорие кӗрекен тӳре-шаран шалӑвӗ пӗчӗкки пирки нарӑсӑн 14-мӗшӗнче шӑрҫаланӑ ҫырӑва Игорь Иголкин (вӑл — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ) Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ӑсатнӑ.
Политика вӑййине тӗшмӗртекенсем ҫак ҫырӑва провокаци тесе хаклаҫҫӗ. Олег Николаев пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫине чакарма хирӗҫ пулнине, вӑрҫӑ ветеранӗсене республика хыснинчен Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне 25-шер пин тенкӗ пама йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтерчӗ-ха. Социаллӑ пурнӑҫ енчен халӑхӑн сахал хӳтлӗхлӗ пайне пулӑшма тӑрӑшнӑ вӑхӑтра тӳре-шара шалу ӳстерме ыйтни, чӑн та, тӗлӗнмелле пек туйӑнать.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмне халӗ ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ертсе пынӑ. Малашне вӑл партин председателӗ пулмӗ, ку тивӗҫе урӑх ҫынна парӗҫ. Ҫакна парти ирттернӗ конференцире йышӑннӑ.
Малашне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей партин Чӑваш Енри уйрӑмне Олег Моляков ертсе пырӗ. Вӑл - регионти уйрӑмӑн Канаш Бюровӗн секретарӗ. Нумаях пулмасть Олег Николаев вырӑнне РФ Патшалӑх Думинче депутат пуканне йышӑннӑ.
Олег Николаев хӑй партирен каймасть.
Чӑваш Ен пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ Николай Федоров (халӗ вӑл — Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Канашӗн пӗрремӗш вице-спикерӗ), Раҫҫей Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков тата Чӑваш ЕН Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫывӑх вӑхӑтра тӗл пулса калаҫма палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Паян, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, енсем ӗҫлӗ калаҫу ирттернӗ.
Олег Николаев, Анатолий Аксаков тата Николай Федоров курнӑҫса калаҫни пирки Мария Пыркина (Анатолий Аксаковпа ҫыхӑннӑ хыпарсене асӑннӑ ушкӑнра вӑл пӗлтерсе тӑрать) Фейсбукра ҫырнӑ. Виҫӗ енлӗ тӗлпулура республика умӗнче тӑракан стратеги пӗлтерӗшлӗ ыйтусене хускатнӑ, ӗҫлӗ ҫыхӑнусене сарасси пирки канашланӑ.
Тӗнче тетелӗнчи хаҫатсенчен пӗринче Александр Белов журналист РФ Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗ ертӳҫипе Анатолий Аксаковпа интервью пичетленӗ. Унта илсе кӑтартнӑ кӑсӑклӑ самантсем чылай. Анатолий Аксаков патне, сӑмахран, пысӑк ӗҫ вырӑнӗ ыйтса пыракансем те пур-мӗн. Пӗр-пӗр муниципалитет, министерство пуҫлӑхӗ ҫеҫ мар, Правительство ертӳҫи пулас кӑмӑллисем таранах тупӑнаҫҫӗ. Анчах, Анатолий Аксаков ӗнентернӗ тӑрӑх, ку ыйтӑва татса параканни — Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ.
Анатолий Аксаков Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ Николай Федоровпа ӗҫлӗ ҫыхӑну тытнине те пытарман. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, «Николай Васильевич республикӑна май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать. Чӑваш Енӗн Мускаври тылӗ шанчӑклӑ».
Анатолий Аксаков, хӑй калашле, «пысӑках мар вӑрттӑнлӑха» уҫнӑ: ҫывӑх вӑхӑтра Федоров, Николаев, Аксаков тӗл пулса ҫитес малашлӑхра татса памалли ыйтусене сӳтсе явӗҫ.
Кӳкеҫри Первомайски урамри 20-мӗш ҫурта асӑннӑ поселокра пурӑнакансем аван пӗлеҫҫӗ. Тулашӗ — тимӗр, шалашӗ — нимӗр темелле ун пирки.
Астӑвасса, пӗр 15 ҫул каяллах ҫав ҫурт (обжежити) хӑтлисен шутӗнче пулман. Маларах вӑл 27-мӗш професси училищин балансӗ ҫинчеччӗ. Каярах ӑна Кӳкеҫ ял тӑрӑхне куҫарнӑ хыҫҫӑн «Жилкомцентр» управляющи компани (вӑл ҫулсенче район центрӗнче ун пек компани пӗрре ҫеҫчӗ) тытса тӑратчӗ. Анчах ҫуртра пӗр пӑта ҫапманпа пӗрехчӗ. Вӑхӑт иртнӗҫем вӑл пушшех япӑхса пычӗ. Управляющи компани те унтан пӑрахса кайрӗ.
Асӑннӑ ҫуртра пурӑнакансен нуши-тертне Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев ӑнланса пулӑшма тытӑннӑ хыҫҫӑн унта лару-тӑру аранах лайӑхланма тытӑннӑ. Ҫурта тытса тӑрассине кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн «Аквастрой» тулли мар яваплӑ общество хӑй ҫине илнӗ. Вӑл пӗрлехи пурлӑха йӗркене кӗртме тытӑннӑ та ӗнтӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |