«Хыпар» Краснов депутата явап тыттарасшӑн. Ҫапларах пӗтӗмлетме пулать «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче «Краснов о тиражах и миражах» ятпа пичетленнӗ блогра.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗсен пӗр ушкӑнӗ республика парламенчӗн депутатне Пётр Краснова редакцие пӗрмай критикленӗшӗн (ӑнланманлӑх пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче «Петр Краснов депутат «Хыпара» мӗншӗн тапӑннӑ?» ятпа пичетленнӗ хыпарта Софья Савнеш унччен пӗлтернӗччӗ-ха) явап тыттарма ыйтса Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн этика енӗпе ӗҫлекен комиссине заявлени ҫырса панӑ-мӗн. Комисси вара ҫав хута пӑхса тухассине каярах вӑхӑта хӑварнӑ имӗш.
Асӑннӑ блогра Пётр Краснов депутат ӗнентернӗ тӑрӑх, унӑн тӗп чӑваш хаҫатне е пӗр-пӗр ҫынна тапӑнас тӗллев ҫук. Вӑл, республикӑн пӗрремӗш пичет министрӗ пулнӑскер, «Хыпар» шӑпишӗн питӗ пӑшӑрханать-мӗн.
Депутатсене курас тесен... вулавӑша каймалла.
Республикӑн Культура министерстви депутатсемпе тӗл пулмашкӑн ятарлӑ пӳлӗм уйӑрса парасси пирки йышӑну проектне хатӗрленӗ, ӑна республика Правительстви ырланӑ.
Раҫҫей Патшалӑх Думин, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене суйлавҫӑсемпе тӗл пулма унччен Чӑваш Республикин киностудийӗнче вырӑн уйӑрса панӑ пулнӑ. «Чӑвашкинона» реорганизациленӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ вырӑн тупса пама тивнӗ. Ун валли Чӑваш Республикин Наци вулавӑшне палӑртнӑ.
Улатӑрта депутатсен черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Унта вӗсем хула администрацийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйланӑ.
Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче депутатсем хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Трифонов ӗҫрен каяссине пӑхса тухнӑ.
Халӗ ав, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ку тивӗҫе Павел Аринин йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен хула пухӑвӗн депутачӗ офис валли (халӑха йышӑнмалли пӳлӗм) тесе саунӑна тара илсе пурӑннӑ. Пурӑнмалли мар ҫав ҫурта (унта амӑшӗн сауни ҫеҫ пулнӑ) тара илесси ҫинчен калакан килӗшӗве 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнче килӗшӳ тунӑ. Ҫав хут тӑрӑх вӑл Хулари депутатсен пухӑвне финанс отчечӗ тӑратса пурӑннӑ, унпа килӗшӳллӗн хыснаран укҫа илнӗ. Уйӑхсерен — 9 пин те 600 тенкӗ. Ҫав укҫа тара илнин тӑкакне саплаштарма каймалла пулнӑ.
Пӑтӑрмаха вырӑнти прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Красноармейски район администрацине урӑх ҫын ертсе пыма пуҫланӑ. Ку пукана Павел Юрьевич Семенов йышӑннӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче депутсем пухура унӑн кандидатурине пӗр саслӑн пулса ырланӑ.
Павел Семенов - 34 ҫулта. Унччен вӑл Канаш районӗнчи Сухайкасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Ку должноҫе вӑл 27 ҫулта йышӑннӑ. Вӑл ӗҫленӗ ҫулсенче ял тӑрӑхӗ Пӗтӗм Раҫҫейри "Чи лайӑх муниципалитет практики" конкурсра малтисен йышне кӗнӗ.
Палӑртмалла: Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ унччен Борис Клементьев пулнӑ. Вӑл кӑҫал ака уйӑхӗнче ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ.
Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен ларӑвӗ иртнӗ. Унта хула администрацине реорганизацилес ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Ҫапла хула администрацийӗ ҫумне Калинин, Мускав, Ленин районӗсен администрацийӗсене, Атӑл леш енчи территори управленине, хула пурӑхӗн комитетне пӗрлештерме йышӑннӑ.
Депутатсем пурте тенӗ пекех, тӑваттӑшӗсӗр пуҫне, килӗшсе сасӑланӑ.
Тӗнче тетелӗнче Петр Краснов депутат "Хыпар" Издательство ҫуртне тапӑннине хӗрӳ сӳтсе яваҫҫӗ. Ку ӑнланманлӑх тахҫанах сиксе тухнӑ-мӗн, "Хыпар" ертӳлӗхӗ ӑна обществӑна кӑларман кӑна.
"Эпир, "хыпарҫӑсем", ку ыйтӑва обществӑна кӑларасшӑн марччӗ. Анчах депутат унччен, 3 ҫул, ҫыру ҫырса ӑнлантарма, тӗрӗслевсем пуҫарма ыйтнӑ пулсан халӗ ҫынсен умӗнче республика прокуратурине "Хыпар" тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарма ыйтни патне ҫитрӗ", - ҫапла ҫырнӑ Издательство ҫурчӗ Телеграмра тытса пыракан "Хыпар - Вести Чувашии" каналта. Ҫине-ҫине тӗрӗслевсем пулни кулленхи ӗҫе йӗркелесе пыма чӑрмантарнине палӑртнӑ унта.
Нумаях пулмасть Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Петр Краснов депутат каллех (вӑл кашни сессирех "Хыпар" пирки япӑх калаҫать-мӗн) трибуна умне тухса хаҫата "ислетнӗ", прокуратурӑна 6 пуҫиле ӗҫ пуҫарма ыйтнӑ. Кунсӑр пуҫне пӗтӗм депутат умӗнче вӑл Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина пирки каланӑ чухне ӑна "эта дамочка" тенӗ. Ҫак видеопа ку хыпара илнӗ ҫӑлкуҫра паллашма пулать.
РФ Патшалӑх Думинче ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Человек, определивший время» ятлӑ курав уҫӑлнӑ. Ӑна чӑваш патриархӗ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин сайтӗнче хыпрланӑ тӑрӑх, экспозицире Иван Яковлевӑн ҫемье альбомӗнчи сӑнӳкерчӗксем, алҫырусем, ӗҫсен копийӗсем вырӑн тупнӑ. Иван Яковлевӑн вӗренекенӗсемпе унӑн пархатарлӑ ӗҫне тӑсакансене уйрӑм ярӑм халалланӑ.
Иван Яковлева халланӑ курава уҫма РФ Патшалӑх Думин Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ А.Д. Жуков, Председателӗн ҫумӗ Б.А. Чернышов, парламент фракцийӗсен ертӳҫисем С.М. Миронов тата Г.А. Зюганов тата ыттисем хутшӑннӑ.
«Новые люди» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫынсем) фракци РФ Патшаӑх Думине ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче канассипе ҫыхӑннӑ саккун проектне сӗннӗ. Асӑннӑ парти хастарӗсем кӑрлач уйӑхӗнчи вӑрӑм канмалли кунсен шутне чакарса ҫу уйӑхӗн 1-9-мӗшӗсенче ытларах кантарасшӑн.
Асӑннӑ фракци кӑрач уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче тата 7-мӗшӗсенче ҫеҫ канмалла, ун вырӑнне ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ытларах канма май пултӑр тесе шухӑшлать.
Саккун проектне ытти депутат ырласан ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫӑнса ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ таранах ӗҫлеттермӗҫ.
Ыран иртекен Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче самакун сутакансене ҫирӗпрех явап тыттарас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Ӑнлантару ҫырӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, РФ КоАПӗн 14.17.1-мӗш статйи алкоголь тата спирт пур апат-ҫимӗҫ продукцине кӑна пырса тивет. Ку статьяна пӑссан 30-50 пин тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ. Анчах штраф хурас тесен 30 пин тенке яхӑн тӑракан экспертиза тумалла.
Хальхи вӑхӑтра сӑмакун сутнӑшӑн 15-2 пин тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ. Депутасем вара спиртлӑ апат-ҫимӗҫшӗн кӑна мар, сӑмакун сутнӑшӑн та РФ КоАПӗн 14.17.1-мӗш статйипе килӗшӳллӗн штраф тӳлеттермелле тӑвасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |