Чӑваш кинематографийӗ тепӗр фильмпа пуянланнӑ — «Аксар» студи нумай пулмасть «Вӗлтрен кайӑкӗ» мелодрама кӑларнӑ. Мӗн ҫинчен-ха вӑл? Тӗп вырӑнта ашшӗсӗр ӳснӗ хӗр. Ҫитӗнсе ҫитнӗ хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн ашшӗне шыраса Шупашкара каять. Паллах, ҫӑмӑл мар ӑна тупма. Ҫӗнӗ фильмра эсир хӗрпе пулса иртнӗ тӗрлӗ пӑтӑрмахсемпе паллашма пултаратӑр.
Сценарие Ирина Кузнецова калӑпланӑ, режиссёр пулса Валерий Иовлев ӳкернӗ. Рольсенче: Валерий Иовлев, Алена Тимкова, Ирина Кузнецова, Галя Щербакова, Артур Вазиров, Николай Дмитриев, Анна Алексеева, Дмитрий Романов, Пётр Тимофеев, Ольга Михайлова. Фильм пурӗ 82 минут пырать.
Туянас шутлисем ӑна «СУМ» лавккара укҫалал илме пултараҫҫӗ. Хакӗ 110 тенкӗ.
Нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Галина Кузнецова 55 ҫул тултарнине халалласа пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ун чухнех Александр Пӑррта пьеси тӑрӑх лартнӑ «Килех килчӗ Тур ҫырни» спектакле те кӑтартнӑ.
Арсений Димитриев хӑнасене Галина Кузнецовӑн пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ. Юбиляра ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов та саламлама пынӑ.
Галина Юлиановнӑна театрта нумай ҫул вӑй хунӑшӑн Тав хучӗпе чысланӑ. Театр артисчӗсем те ӑшшӑн саламласа автор юррине шӑрантарнӑ. Ҫак кун Галина Кузнецова йӑл кулӑпа ҫиҫнӗ, ӑна чечек ҫыххисем парнеленӗ.
Театрта, фойере, Галина Кузнецовӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне ҫутатакан курав йӗркеленӗ. Унӑн сӑнӳкерчӗкӗсемпе кашниех киленме пултарнӑ.
Комсомольски районӗнче фольклор фестивалӗ иртнӗ. Каҫалсем иккӗмӗш хут иртекенскере Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа «Мирлӗ пурнӑҫшӑн» ят панӑ.
Ҫак фестивале ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Владимир Павлов йӗркелесе янӑ. Кӑҫалхи фестивале каҫалсем Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне, Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Чӑваш Енри К.Иванов ҫулталӑкне те халалланӑ.
Уява район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев тата Комсомольскипе Елчӗк районӗсен ҫар комиссариачӗн пуҫлӑхӗ Сергей Данилов уҫнӑ. Унтан ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем сцена ҫине тухнӑ.
Аслӑчурчӑксем, кӗҫӗнҫӗрпӳелсем, элпуҫсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче улах ларнине кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ Сӗнтӗр каччи Александр Тарасов вӑрҫа тухса кайна салтаксен юррине шӑрантарнӑ.
Сцена ҫине ҫавӑн пекех Хырхӗрринчи «Палан» ансамбль, Асанкасси тӑрӑхӗнчи юрӑҫсем тухнӑ. Юнтапа тата Йӳҫ Шӑхаль ҫыннисем вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи мирлӗ пурнӑҫ вӑхӑтӗнчи хӑна юррисене юрланӑ.
Нумаях пулмасть Куславкка районӗнчи культура ҫуртӗнче ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗн «Калейдоскоп талантов» тата «Ташша яра пар» конкурс-фестиваль иртнӗ.
Фестивале пултарулӑх ушкӑнӗсем те, уйрӑм юрӑҫӑсем те, шкул ачисем те хутшӑннӑ. 5 ҫултан пуҫласа 35-ри таранах сцена ҫине тухнӑ. Тӑватӑ номинаципе иртнӗ. Халӑх вокалне «Эткер» фольклор ушкӑнӗ, «Шевле» фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ.
Эстрада вокалне чылаййӑн хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — Дарья тата Полина Мораньковсем, Мария Романова, Диляра Нуруллина, Ангелина Сорокина…
Вокал ансамблӗсенче «Улыбка», «Снежинки» вокал ансамблӗсем, «Асамат» вокал дуэчӗ, «Волшебное детство» тата «Пчелка» дуэтсем хутшӑннӑ. Кашниех икшер юрӑ юрланӑ.
Хореографи номинацийӗнче «Подсолнух», «Созвездие», «Молния» тата ытти ташӑ ансамблӗсем сцена ҫинче ташланӑ.
Фестиваль пилӗк сехете тӑсӑлнӑ.
Сӑнсем (86)
Вӑрнарта вырнаҫнӑ «Август» фирмӑн филиалӗ хӑйӗн 85 ҫулхи юбилейне халалласа художество пултарулӑхӗн смотр-конкурсне ирттернӗ. Ку вӑл ӑмӑртӑвӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ пулнӑ. Акт залне халӑх лӑк тулли пуҫтарӑннӑ. Смотр-конкурс икӗ куна тӑсӑлнӑ.
Концерт номерӗсен ярӑмне предприятин ветеранӗсен ансамблӗ уҫнӑ. Йышра савутӑн унчченхи йышне ҫӳренӗ Борис Петровпа Анатолий Терентьев та пулнӑ. Хальхи ӑру та маххӑ памасть. Автотранспорт цехӗн водителӗсем Роман Петровпа Юрий Лукоянов, ав, гитарӑпа каласа хитре юрлаҫҫӗ. Юлашкинчен асӑнни мӑшӑрне Еленӑна тата пӗчӗк хӗрне Полинӑна та сцена ҫине кӑларнӑ.
Конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрӗнче сцена ҫине ҫемьепе тухакансем йышлӑ пулнӑ. Альбертпа Алексей Волковсем, ашшӗпе ывӑлӗ, пӗрле тӑрса юрланӑ. Зоя Белякова Татьяна Иванова хӗрӗпе тухнӑ. «Ҫӗнӗ чӑваш кинемийӗсене» ҫаврӑннӑ склад хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсене те куракансем кӑмӑлтан йышӑннӑ. Ӑслӑлӑхпа производство центрӗн хӗрарӑмсен ушкӑнӗ вырӑс халӑх ташшине кӑтартнӑ. Фирмӑн ҫум предприятийӗсенче ӗҫлекен хӗрсем хӗвелтухӑҫ ташшипе авкаланнӑ.
Уяв концертне смотр-конкурсри 20–25 чи лайӑх номере суйласа илӗҫ.
Ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Национальноҫсен ҫуртӗнче, иртнӗ шӑматкун Константин Ивановӑн юбилейне халалласа уяв йӗркеленӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ элчи Л.В.Волков йыхравланипе унта Шупашкартан виҫҫӗн кайнӑ: РФ тава тивӗҫлӗ художникӗ, ЧР халӑх художникӗ Праски Витти, «Сӑвар» фонд хастарӗ Тимӗр Тяпкин тата «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Валери Туркай.
Асӑну каҫне Мускаври Национальноҫсен ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Николай Комаров уҫнӑ май чӑваш халӑхӗпе чӑваш культури, Константин Ивановпа «Нарспи» поэма пирки вӑл чунтан юратса каланӑ-мӗн. Унтан сӑмах илнӗ Леонид Волков ун патне нумай ҫын К.В. Иванова асӑнса Мускавра палӑк лартма тӗп хуламӑрӑн ертӳҫисен умӗнче хускатма ыйтса ҫыру ҫырни, шӑнкӑравлани пирки асӑнса хӑварнӑ. Ҫакна илтсен залра ларакансем «Нарспи» авторне асӑнса Мускавра палӑк лартма палӑртнине чунтан ырланине пӗлтерсе тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ.
Леонид Валерьевич хӑйӗн сӑмахӗнче ун патне юлашки вӑхӑтра питӗ нумай ҫын К.В. Иванова асӑнса Мускавра палӑк лартассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва тӗп хуламӑрӑн ертӳҫисен умӗнче хускатма ыйтса ҫыру ҫырни, шӑнкӑравлани пирки асӑнса хӑварнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьел ялӗ культура ҫуртне уява пухӑннӑ. Культура ҫурчӗн тата вулавӑш ӗҫченӗсем «Манӑн ял — манӑн савӑнӑҫ» концерт тата алӗҫӗсен куравне хатӗрленӗ.
Литература тата К.Иванов ҫулталӑкӗсене уҫнӑ май мероприяти пуҫламӑшӗнче сӑвӑсем вуланӑ.
Пӑлапуҫ Пашьел ҫыннисене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Никитин, Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов, Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Олег Мешков саламланӑ.
Чӑван наци конгресӗн вице-президенчӗ Валерий Клементьев Светлана Никитинӑна тата Вера Козловӑна чӑваш йӑли-йӗркипе культурине сыхласа хӑварас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн хисеп грамотипе чысланӑ.
Патӑрьел районӗнчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Алексей Емельянов чи нумай пурӑнакан ҫынна тата ялти чи кӗҫӗн ачана парнесем кӳнӗ. Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ тата «Матрешки» ташӑ ансамблӗ пухӑннӑ халӑх умне юрӑ-ташӑпа тухнӑ.
Сцена ҫине Валерий Клементьев, чӑваш эстрада артисчӗсем те тухса юрланӑ.
Сӑнсем (34)
Океан леш енчен Мускава ырӑран та ырӑ хыпар килнӗ. Халӗ Андрей Звягинцӑвӑн «Левифанӗ» ҫеҫ мар кинофестивальсене тыткӑнлать иккен. Чӑваш ҫӗрӗнен тухнӑ ҫынсем те чаплӑ кино ӳкерме пултараҫҫӗ. Вӗсем те пӗтӗм тӗнчери конкурссенче ҫӗнтереҫҫӗ.
Кӑрлачӑн 23-25-мӗшесенче АПШри Полсон хулинче пӗтӗм тӗнчери Flathead Lake International Cinemafest кинофестиваль иртнӗ. Унта тӗрлӗ жанрпа ӳкернӗ фильмсем хутшӑннӑ.
Кӑҫал фестивале 13 ҫӗршыври 82 картина хутшӑннӑ. Фестиваль триумфаторӗсенчен пӗри Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Евгений Корчагин пулнӑ. Халӗ вӑл Мускавра парӑнать. Евгений икӗ номинацире ҫӗнтернӗ: «Чи лайӑх ӳнер фильмӗ» тата «Чи лайӑх режиссер».
«Чи лайӑх ӳнер фильмӗ» номинацире унӑн «Феликс тата унӑн юратӑвӗ» фильм ҫӗнтернӗ.
Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков ырӑ хыпара илтсенех Евгений Корчагина саламланӑ. «Феликс тата унӑн юратӑвӗ» фильм — аслӑ ару ҫыннисен юратӑвӗ пирки.
Юлашки вунӑ ҫулта халӑх хӑйӗн историйӗпе культурӑпа, тӑван кӗтеспе, хӑйсен ентешӗсемпе, паллӑ ҫынсемпе кӑсӑкланма пуҫларӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ Муркаш район администрацийӗнче. «Чӑваш Енӗн кашни районӗн культури пуяннине палӑртнӑ май хӑйсен, Муркаш районӗн те, ҫавӑн пекех», — хыпарланӑ унта.
Муркаш районӗн кунӗ тӗлне, сӑмах май, вӑл паян 71 ҫул тултарать, районти тӗп вулавӑш «Муркаш районӗнче ҫуралнӑ ӑсчахсем» брошюра хатӗрленӗ. Унта тӑван республикӑн, районӑн, тӑван ялӑн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисен ячӗсем кӗнӗ. Кӑларӑмра усӑ курнӑ литература списокне те вырнаҫтарнӑ.
Брошюрӑна хатӗрленӗ чух «Ученые-уроженцы Моргаушского района», «Краткая энциклопедия Моргаушского района» кӑларӑмсемпе усӑ курнӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ЧР Наци вулавӑшӗнче нарӑс уйӑхӗнче Айхи кунӗсем иртеҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Литература ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн Айхие халалланӑ чылай мероприяти иртет. Нарӑсӑн 12-мӗшӗнчен пуҫласа «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра Владимир Пикин, Игорь Макаревичӑн, Владимир Коноваловӑн сӑнӳкерчӗксен куравӗ ӗҫлӗ. Унӑн анонсӗ пӗлтӗр юпа уйӑхӗнчех иртнӗ. Халӗ вара ҫынсем икӗ эрнере ӳнерҫӗсен архивӗнчи сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллашма, Айхи ҫине пултарулӑх ҫыннисен куҫӗпе пӑхма пултараҫҫӗ.
Ҫав кунах «Айхин пултарулӑх еткерӗ» кӗнекесен куравӗ уҫӑлӗ. Вӑл Айхи поэзийӗпе кӑна мар, Айхи-библиографпа та, редакторпа та, куҫаруҫӑпа та паллаштарӗ.
Куравсем ӗҫленӗ вӑхӑтра студентсемпе, шкул ачисемпе тӗлпулусем ирттерӗҫ, Айхи залӗнче экскурси пулӗ, «Айгиана» пухмачпа паллаштарӗҫ.
Сӑнӳкерчӗксен куравӗ нарӑсӑн 21-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Ӑна хупнӑ кун Айхин тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем пухӑнӗҫ. Айхин тӑлӑх арӑмӗ Галина Куборская-Айхи те килме палӑртнӑ.
Кӗнеке куравӗ вара нарӑсӑн 28-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |