Пӗтӗм тӗнчери ҫыравҫӑсен кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 2000 яхӑн ҫын хӑйсем ӗҫӗ пирки шӑп та лӑп 2015 ҫеккунтлӑха маннӑ. Вӗсем 33 минут та 57 ҫеккунт кӗнеке вуланӑ. Хулара «Чи лайӑххине вулатпӑр: 2015 ҫеккунт — вулав» акци иртнӗ.
Акцие Ю.Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑш ирттернӗ. Унта ача пахчисем, шкулсем хутшӑннӑ. Чи хастаррисем «Березка», «Ласточка» ача пахчисем, 2, 9, 14, 19, 20-мӗш шкулсем пулнӑ.
Акцире вырӑс ҫыравҫисен хайлавӗсене вуланӑ: Л.Толстой, А.Чехов, П.Бажов, А.Пушкин, В.Короленко тата ыттисем. Аслӑрах класрисем И.Крылов, А.Куприн, В.Распутин, Б.Пастернак, А.Блок хайлавӗсемпе паллашнӑ.
Чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсем вара чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсене вулама сӗннӗ. Вӗсен йышне К.Иванов, Х.Уяр, Е.Лисина, Н.Сидоров, Г.Луч кӗнӗ. Ача пахинчи шӑпӑрлансем вырӑс халӑх юмахӗсемпе паллашнӑ.
Акципе килӗшӳллӗн, хайлавсене сасӑпа вуланӑ, вырӑс классикӗсен хайлавӗсем тӑрӑх ӳкернӗ фильмсемпе мультфильмсем курнӑ. Акци ачасемпе ҫамрӑксене кӗнекепе тата ҫывӑхрах паллаштарма май панӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗче, Ҫӗрпӳ хулинче Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа палӑк уҫнӑ. Унта Печкин почтальона сӑнарланӑ.
Вӑл велосипедпа, аллинче — сӑнчӑртан ҫакса янӑ Константин Васильевич Ивановӑн «Нарспи» поэми, тата 2015 ҫул тесе ҫырни те пур. Автор ҫакӑн пек сӑнарпа мӗн каласшӑн пулнине калама хӗн, анчах та халӑх ҫӗн палӑка хавассӑн кӗтсе илчӗ.
Вӑрнарти историпе таврапӗлӳ музейӗнче «Чӑвашсем» фотокурав уҫӑлнӑ. Ӑна I Петӗр ячӗллӗ Антропологипе этнографи музейӗн фондӗнчи материалсем тӑрӑх йӗркеленӗ. Курав материалӗсемпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ уйӑрса панӑ.
Фотокуравра Питӗрти Антропологипе энографи музейӗн япала тата иллюстраци коллекцийӗсен фотоӳкерчӗкӗсенчен тӑрать. Вӗсенче 18-ӗмӗр вӗҫӗнчен тытӑнса 20-мӗш ӗмӗрӗн ҫурричченхи тапхӑр вырӑн тупнӑ. Маларах асӑннӑ музейра пурӗ 323 япала упранать, вӗсене 12 коллекцие пухнӑ. Ҫав шутра — япаласем, фотоӳкерчӗксем, кантӑк ҫинчи негативсем. Курава Н.И.Гаген-Торис, А.А. Ходосов, П.Озеров этнограф-тӗпчевҫӗсен коллекцийӗнчи фотоматериалсем пуянлатаҫҫӗ. Ӳкерчӗксенче тӗрлӗ хуралтӑ, хресчен хуҫалӑхӗче усӑ курнӑ япаласем, халӑх ҫипуҫӗ, музыка инструменчӗ, чӑвашсен туррисем сӑнланнӑ. Вӑрнарсем Н.И. Гаген-Торис Вӑрнар районӗнчи Уравӑш ялӗнчи экспедицире пухнӑ япаласене пысӑка хурса хакланине пӗлтереҫҫӗ.
Сӑнсем (11)
Кун пек акцие Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫулталӑкра икӗ хутчен ирттерет. Аслисене театр ҫулталӑкра икӗ хутчен тӳлевсӗр кӗртет. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ тӗлне вӑл «Аттепе — театра!» акци ирттерет. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлне «Аннепе — театра!» акци палӑртса хунӑ. Иккӗшӗ те йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлне «Кот в сапогах» мюзикл пырса курма чӗнеҫҫӗ. Мюзикла амӑшӗсем е асламӑшӗсем ачисемпе пыма пултараҫҫӗ. Ачасемшӗн билет туянма тивӗ, анчах амӑшӗсемпе асламӑшӗснее тӳлевсӗрех кӗртӗҫ.
Ку спектакль Шарль Перро ҫыравҫӑн юмахӗ тӑрӑх лартнӑ. Йӑлана кӗнӗ ача-пӑча юмахӗсемпе танлаштарсан ӑна хальхи вӑхӑтри мюзикл евӗр лартнӑ. Унта вокал номерӗсем те, дуэтсем те, ташӑсемпе пластика интермедийӗсем пулӗҫ. Ӑна ҫемьепе пӑхма питӗ аван.
Спектакль Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче 12 сехетре пуҫланӗ. Фойере ачасем валли вӑйӑсемпе конкурссем йӗркелӗҫ.
Елчӗксем те ыттисемпе танах Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа мероприятисем ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Елчӗкри историпе таврапӗлӳ музейӗ акци йӗркелет. «Музее — парне» ятлӑскере пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Культура тытӑмӗнчи ӗҫченсем Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май халӑха тӗрлӗ мероприятие явӑҫтарасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ ҫав.
Акци пушӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен иртӗ. Ҫак тапхӑрта музей ҫынсенчен район историйӗпе культурине ҫутатакан иллюстрацисем, япаласем хаваспах йышӑнать. Ҫав экспонатсем музей фондӗнче тивӗҫлӗ вырӑн тупӗҫ.
Музейшӑн ҫемье реликвийӗ, кивӗ сӑнӳкерчӗксем, документсем ҫеҫ мар, халӑх костюмӗсем, йӑлара усӑ курмалли хатӗрсем, алӗҫӗсем те хаклӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӳпе, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ япаласене вара хӗпӗртесех йышӑнӗҫ. Тӗслӗхрен, салтак тумӗ, чашӑк-тирӗк, фронтран килнӗ ҫырусем, сӑнӳкерчӗксем…
Акцие чи пӗрремӗш Галина Витальевна Чернова хутшӑннӑ. Вӑл музее килте усӑ курмалли 30 ытла япала парнеленӗ.
Паян «Чӑваш Енӗн туризм индустрийӗнче малта пыракансем — 2014» республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫиснее чысланӑ.
Пӗлтӗрхипе 11-мӗш йӗркеленӗ ӑмӑртура республикӑн чи лайӑх экскурсовочӗ ята Куславккари Н.И. Лобачевскийӗн историпе краеведени музей-ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Надежда Егорушкина ҫӗнтернӗ. «Вырнаҫтармалли чи лайӑх хатӗр» номинацире «Волга Премиум Отель» хӑна ҫурчӗ ҫӗнтернӗ. «Вырнаҫтармалли чи лайӑх хатӗр — санатори» «Чӑваш Ен» хӑна ҫурчӗ мала тухнӑ. «Труизм отраслӗн сӑнӗ» — «Чӑваш Ен Турист» тулли мар яваплӑ общество. «Регионти чи лайӑх турфирма» — «ЛеКо» общество (хӑшӗсем ӑна «Стодорог» ҫул ҫӳрев клубӗ тенипе пӗлеҫҫӗ). «Тухса ҫӳремелли туризма аталантарассинчи ӑнӑҫушӑн» номинацире хастар хутшӑннӑшӑн «Сирӗн канӑвӑрӑн агентстви», «Спутник» тата «Сӑр шуҫӑмӗ» обществӑсене дипломпа палӑртнӑ. «Экологи туризмне аталантарассинчи ӑнӑҫушӑн» «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ наградӑна тивӗҫнӗ. «Промышленноҫ туризмне аталантарассинчи ӑнӑҫушӑн» Трактор историйӗн музейне чысланӑ. «Чи лайӑх турпартнер» номинацире харӑсах иккӗн ҫӗнтернӗ: «Экскурси тӗнчи» компанипе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ.
Мускаври «Нагаткино» культура ҫуртӗнче Мускаври «Атӑл» чӑваш хорӗн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.
Халӑх коллективне Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков саламланӑ. Вӑл «Атӑл» хор Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗ ирттерекен нихӑш мероприятирен те юлманнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа вӑл пултарулӑх ушкӑнне тав тунӑ, малашне те ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу суннӑ. Леонид Волков хор ертӳҫине Галина Никитинӑна та тав сӑмахӗ каланӑ, юбилей ячӗпе саламланӑ. Вӑл Галина Никитинӑна патшалӑх наградине илме тӑратмашкӑн сӗннине халӑх тӑвӑллӑн алӑ ҫупса ырланӑ.
«Атӑл» хора Пушкӑртстан халӑхӗн ентешлӗхӗ юрӑпа саламланӑ. Ҫавӑн пекех пултарулӑх ушкӑн тӗлӗшпе Мускаври чӑваш культурин обществин ертӳҫи Лира Смирнова та ырӑ сӑмах каланӑ.
Хора саламласа Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, 2-мӗш музыка шкулӗнче вӗреннӗ Сергей Давыдов юрӑ шӑрантарнӑ. Вӑл малтан ҫар оркестрне ертсе пынӑ, «Атӑл» хорта та юранӑ.
Пултарулӑх каҫӗ вӗҫӗнче «Атӑл» хор пухӑннисене икерчӗпе хӑналанӑ.
Сӑнсем (79)
Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери XIX балет фестивалӗ кӗҫех уҫӑлӗ. Унччен нумаях вӑхӑт юлмарӗ — фестиваль ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пуҫланать.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, балет фестивалӗ премьерӑпа — «Баядерка» спектакльпе — уҫӑлӗ. Ӑна 2002 ҫулта куракансем хапӑлласах йышӑннӑ пулнӑ. Ун хыҫҫӑн ӑна ҫӗнӗрен «чӗртнӗ».
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче куракансем Мари патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет труппипе киленӗҫ. Вӗсем кӑҫал Чӑваша «Лебединое озеро» постановкӑпа килӗҫ.
Акан 24-мӗшӗнче сцена ҫине Питӗрти тата Мускаври солистсем «Дон Кихот» спектакле кӑларӗҫ. Тепӗр кунхине премьера пулӗ. Чулхулари А.С.Пушкин ячӗллӗ патшалӑх академи оперӑпа балет театрӗ «Бахчисарайский фонтан» балет лартӗ.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче фестиваль гала-концертпа вӗҫленӗ.
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑсен кунӗ ҫывхарнӑ май хулара, республикӑри районсенче тӗрлӗ мероприятисем ирттерме пуҫлаҫҫӗ.
Арҫынсемпе каччӑсене Чӑваш наци музейӗ хӑйне евӗр тӗлпулу йӗркелеме сӗнет. Ӑҫта? Паллах, музейра.
Чӑваш наци музейӗ Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе акци ирттерет. Вӑл «Савнине музее илсе кай!» ятлӑ.
Арҫынсен ҫак меллӗ самантпа усӑ курса ҫуркуннехи акцие хутшӑнмаллах ӗнтӗ. Пуш уйӑхӗн 7–9-мӗшӗсенче, уяв кунӗсенче, Чӑваш наци музейне савнине ҫавӑтса килнӗ арҫын е каччӑ пӗр билет ҫеҫ туянать. Пӗр сӑмахпа, пӗр билетпа иккӗн музей кӗрсе курӗҫ.
Палӑртмалла: Чӑваш наци музейӗ «Савнине музее илсе кай!» акцие пӗр ҫул ҫеҫ ирттермен.
«Спектр» пултарулӑх студийӗ, унччен «Куратор» фильма ӳкернӗскер, ҫӗнӗ проект пунӑҫлама палӑртать. Хальлӗхе ӑна «Ветки» ят панӑ.
Владимир Синяев режиссер пӗлтернӗ тӑрӑх, «Куратор» фильм экран ҫине тухсан унта ӳкерӗннӗ артистем хавхаланса кайнӑ. Кӑштах каннӑ хыҫҫӑн вӗсем ҫӗнӗ фильмра ӳкерӗнме хатӗр-мӗн.
Сӑмах май, халӗ туй кӗрекинче ларнине, ЧР Прокуратуринчи офисра ӗҫленине ӳкернӗ ӗнтӗ. Наркотиксемпе хирӗҫ кӗрешекен фильма пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнчех ӳкерме тытӑннӑ-мӗн.
Владимир Синяев каланӑ тӑрӑх, фильм валли ҫынсем суйланӑ, халӗ вӗсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Унта Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем те хутшӑнӗҫ. Кунсӑр пуҫне унта общество деятелӗ Олег Никифоров, Таиланд боксӗн федерацийӗн президенчӗ Игорь Ильин, йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем, студентсем тата ыттисем те ӳкерӗнӗҫ.
Проекта ЧР Прокуратури пулӑшнипе пурнӑҫлаҫҫӗ. Ӑна та пысӑк экран ҫине кӑларӗҫ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, фильм экран ҫине кӑҫал раштав уйӑхӗнче тухмалла. Унта наркотике пула арканнӑ шӑпасене ҫутатӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |