Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин симфони оркестрӗ 15 ҫулхине паллӑ тӑвать. Ку коллектива Раҫҫей халӑх артисчӗ, Морис Яклашкин художество ертӳҫи тата тӗп дирижер пулса ертсе пырать.
Симфони оркестрӗнче паян 70 ытла артистпа музыкант. Ҫӳллӗ шайри профессионалсем тӗрлӗ жанра тата музыка направленине куракан патне ҫитереҫҫӗ. Ҫапах та ушкӑн хӑйӗн тӗп тӗллевӗ чӑваш наци юрӑ-ҫеммине упраса хӑварасси тата ӑна малалла аталантарасси тесе шухӑшлать. Репертуарта паян Федор Павловӑн, Степан Максимовӑн, Анисим Асламасӑн, Владимир Иванишинӑн, Григорий Хирпӳн, Филипп Лукинӑн, Федор Васильевӑн, Тимофей Фандеевӑн классика пулса тӑнӑ хайлавӗсем янӑраҫҫӗ.
Чӑваш юрри-ҫеммипе пӗрлех оркестр вырӑс тата ют ҫӗршыв классикине те куракан патне ҫитерет. Кунта И.С. Бахӑн «Магнификат», В.А. Моцартӑн «Реквием» вокалпа симфони пысӑк хайлавӗсене тата ыттине асӑнма пулать.
Раҫҫейри чи лайӑх симфони ушкӑнӗсенчен пӗри шутланакан коллектив ыран, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, тата акан 3-мӗшӗнче музыка уявне йыхравлать.
Хамӑрӑн тымарсем пирки манмалла мар. Уйрӑмах — халь. Кашни ачанах тӑван патшалӑх историне хисеплеме вӗренмелле. Ҫакӑн пек тӗллевсем лартнӑ республикӑри пӗр хулара иртнӗ канашлура.
Улатӑрта регионсен хушшинче «Социокультура тымарӗсем» канашлу иртнӗ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ.
Михаил Васильевич канашлӑва уҫнӑ май чӑваш халӑхӗ пуян культурӑллӑ пулнине, хӑйӗн йӑли-йӗркине куҫ пек упранине палӑртнӑ. Ҫак пуянлӑха ӑруран ӑрӑва куҫармаллине те каланӑ Михаил Игнатьев.
«Социокультура тымарӗсем» канашлу вӗрентекенсене чӑн-чӑн патриотсене хатӗрлеме те пулӑшать. Улатӑр хули сӑнав лапамӗ шутланать. Ҫак проекта мӗншӗн шӑпах ҫак хула пурнӑҫа кӗртме тытӑнни те ахальтен мар. Чылайӑшӗ Улатӑра православиллӗ Атӑлҫин центрӗ тесе шутлать. Проекта хула духовенстви хастар хутшӑнать.
«Социокультура тымарӗсем» вӗренӳ курсӗпе килӗшуллӗн ачасем тӑван ен историне тарӑннӑн вӗренеҫҫӗ, паллӑ ҫынсем пирки пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӳнерпе, живопиҫпе паллашаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче культура ӗҫченӗсен уявӗ пулчӗ. Республикӑн Культура министерстви вара ялсенчи чи лайӑх культура учрежденийӗсене тата пултаруллӑ ӗҫченсене суйламалли конкурса пӗтӗмлетнине пӗлтерет.
Конкурса Чӑваш Енри 18 районтан 48 заявка тӑратнӑ, вӗсенчен 29-шӗ культура учрежденийӗсенчен, 19-шӗ культура ӗҫченӗнчен.
Тӳресем чи маттуррисене суйласа илни пирки пӗлтереҫҫӗ. Республикӑри «Чи лайӑх культурӑпа кану учрежденийӗ» ята Куславкка районӗнчи Кӗтеснерти, Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкилти, Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальти клубсем тивӗҫнӗ. «Чи лайӑх вулавӑш» ята Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакассинчи тата Етӗрне районӗнчи Пушкӑртри вулавӑшсене панӑ. «Чи лайӑх культура ӗҫченӗ» ята вара 12 ҫын илнӗ. Вӗсен хушшичне, сӑмахран, Пӑрачкав районӗнчи Лариса Карташова библиотекарь, Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалти Культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Надежда Керимова, Элӗк районӗнчи Ураскилтри Альбина Козлова библиотекарь тата ыттисем пур.
Чӑваш Республикин культурӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!
Сире професси уявӗпе саламлатӑп!
Культурӑпа искусство деятелӗсем чунне парса пурнӑҫлакан ӗҫ-хӗл пӗлтерӗшне тата вӗсем культура еткерлӗхне сыхласа упраса хушӑнтарса пырас, нацин хӑйне евӗрлӗ йӑли-йӗркине ҫирӗплетес ӗҫе хывакан витӗмлӗ тӳпене хаклама та май ҫук. Сирӗн пултаруллӑ ӗҫӗр халӑха ӑс-хакӑл енчен пуянланма, гуманизм тӗллевӗсене ҫирӗплетме, обществӑна этемлӗхӗн улшӑнми хаклӑхӗсем тавра пӗрлештерме пулӑшать.
Халӑх малашлӑхӗ культурӑсӑр пулма пултараймасть. Шӑпах ҫавӑнпа Чӑваш Республикинче культура сферине аталантарасси патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри шутланать. Культура еткерлӗхӗн объекчӗсене реставрацилес тата ҫӗнетес ӗҫ аван пурнӑҫланса пырать. Культура учрежденийӗсем юсанса ҫӗнелеҫҫӗ, вӗсем хальхи йышши оборудованипе, музыка инструменчӗсемпе пуянланаҫҫӗ. Чӑваш Енре пурӑнакансен пултарулӑх вӑй-хӑватне уҫса пама, пултарулӑх анинчи ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан профильлӗ программӑсем тухӑҫлӑн пурнӑҫланаҫҫӗ. Искусство шкулӗсенче вӗренекен ачасен тӳпи республикӑри ачасен пӗтӗм йышӗнче 13,5 процентпа танлашать, ку кӑтарту Раҫҫей Федерацийӗнчи вӑтам шайран пысӑкрах.
Литература тата Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа районта фестиваль пырать. Тралькасси ял тӑрӑхӗнчи хастарсем ӗнер Штанашри шкулта ял халӑхне концертпа савӑнтарчӗҫ.
Ертӳҫи Ираида Горланова, баянисчӗ Штанашра ҫуралса ӳснӗ Николай Федорович Мемедейкин.Вӑл хӑйпе пӗрле вӗреннӗ тусӗсене аса илчӗ, пухӑннисене тӑван ялӗшӗн тунсӑхланине пӗлтерчӗ, ялсем хушшинчи туслӑха малашне татах та ытларах аталантарма чӗнсе каларӗ.
Николай Мемедейкин баянист ертсе пынипе хор «Ой туманы мои растуманы» тата «Салтак ҫырнӑ ҫырусем» юрӑсем шӑрантарчӗ. Хӗрарӑмсен ушкӑнӗ «Над окошком месяц», «Нонна» тата Николай Мемедейкинсем «Упра мӑшӑрна» юрӑсемпе чуна витерчӗҫ. Зинаида Чернова хӑйӗн вӑрҫӑран таврӑнайман ашшӗне аса илсе хӑйӗн сӑмаххисемпе «Кӗтрӗм» юрӑ хайланӑ, ӑна халӑх хапӑл йышӑнчӗ. В. Максимовпа В. Хромов тутар ташшине ташларӗҫ. «В землянке» композици те халӑх кӑмӑлне кайрӗ.
Тралькасси клубӗ ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ Константин Иванов ҫырнӑ «Нарспи» поэмӑри пӗр сыпӑкне сӑнарласа пачӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Урхас Кушкӑ шкулӗ ҫумӗнче пӗчӗккисем валли ушкӑн йӗркеленӗ. Нумаях пулмасть унта чӑваш наци вӑййисен ярмӑрккине ирттернӗ.
Ярмӑрккӑра тӗп сӑнарсем Марине (Вика Александрова) тата Симун (Павел Егоров) ачасем пулнӑ. Вӗсем ачасене кӗтсе илнӗ, хӑнасене чӗнсе пӗчӗк чухне урамра вылянӑ вӑйӑсене выляма йыхравланӑ.
Шӑпӑрлансем пурте пӗрле Ылтӑн хапхалла, Ят пӗлмелле, Пӳртле, Чана чӗпписене ҫитермелле вылянӑ. Юлашки ачасене уйрӑмах вилӗшнӗ. Пӗчӗкскерсем чана чӗпписем выҫӑ ан ларччӑр тесе тӑрӑшнӑ, йӑвана тӗл лектерсе ҫитерме тӑрӑшнӑ.
Тупмалли юмахсем те айккинче юлман. Ку пӗчӗккисен тавракурӑмне аталантарма пулӑшать. Шӑпарлансем Верук аппан тупмалли юмахӗсен хуравӗсене йӑлтах пӗлнӗ.
Ҫавӑн пекех ачасем Лаша тытмалла, Ҫӗлӗк тӑхӑнмалла вылянӑ. Юлашкинчен Верук аппа пурне те тав тунӑ. Пӗчӗкскерсем асламӑшӗсемпе аслашшӗсем вылянӑ вӑйӑсене аса илнӗшӗн тем пек хӗпӗртенӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Анатолий Калафати 104 ҫул тултарнӑ.
Анатолий Васильевич Питӗрте 1911 ҫулта паллӑ композиторсен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗ, Василий Калафати, теоретик вӗрентекен, Питӗрти консерватори профессорӗ пулнӑ.
Анатолий Васильевич ачалӑхӗ Питӗрте иртнӗ. Вӑл 1917 ҫулхи революцие астӑвать. Анатолий Калафати ашшӗ пекех пурнӑҫне кӗвӗпе ҫыхӑнтарма шутланӑ. 22 ҫулта чухне вал джаз оркестрне ертсе пыма пуҫланӑ.
Вӑрҫӑра Анатолий Калафати пулеметчик пулнӑ. Йывӑр кунсенче те вӑл кӗвӗ пирки манман. Фронтра вӑл тӑрӑшнипе оркестр йӗркеленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл сӑвӑсем, юрӑсем сахал мар ҫырнӑ. Ҫав йышра — «Забайкалье помнится седое». Вӑл каярахпа стрелоксен 65-мӗш дивизийӗн маршӗ пулса тӑнӑ.
1965 ҫулта Анатолий Калафати Вырӑс драма театрӗн директорӗ чӗннипе Шупашкара куҫса килнӗ. Унтан вӑл Чӑваш патшалӑх филармонинче концертмейстерта ӗҫленӗ, унтанах 1980 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа ЧР Культура министерстви, ЧР Наци вулавӑшӗ республика шайӗнче «Чӑваш Енӗн литература палитри: 100 кӗнеке — вуласа тухма» акци ирттереҫҫӗ.
Ӑна наци литературинчи чи лайӑх тӗслӗхсене тупса палӑртас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Акци пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 1-мӗшӗччен пулӗ.
Эксперт ушкӑнӗ сасӑлав валли кӗнекесене ака уйӑхӗн вӗҫӗччен суйлӗ. Ушкӑн йышне культура, ӑслӑлӑх, вӗренӳ ӗҫченӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе общество организацийӗсен элчисем кӗрӗҫ.
Унтан ҫав списока ҫынсем сӳтсе явма, тӗнче тетелӗнче, ЧР Наци вулавӑш сайтӗнче, сасӑлама пултарӗҫ.
Сасӑлава кура ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗ тӗлне 100 кӗнеке списокне хатӗрлӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вара «Чӑваш Енӗн литература палитри: 100 кӗнеке — вуласа тухма» электрон коллекци хатӗрлеҫ. Ӑна ЧР Наци вулавӑшӗн сайтне вырнаҫтарӗҫ. Ҫапла майпа унпа кирек кам та паллашма пултарӗ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗпе Буинскри патшалӑх драма театрӗ вун-вун ҫул туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа Ҫамрӑксен театрӗ «Театрлӑ Буинск — 2015» фестивале хутшӑнма хаваспах килӗшнӗ.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Хусанти Г.Камал ячӗллӗ театр, К.Тиньчурин ячӗллӗ наци театрӗ, Мӑкшӑри наци драма театрӗ, Дмитровградри А.Островский ячӗллӗ драма театрӗ хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех Чуллӑ Ҫырти, Анат Камӑри, Атнинскри, Мензелинскри, Элметри театр ушкӑнӗсем ҫитнӗ. Спектакльсене чӑвашла, тутарла тата вырӑсла лартнӑ.
Театр хӑнасене хӑнасене парнесем, чечексем, наци тумне тӑхӑннӑ пуканесем парнеленӗ. Шупашкар артисчӗсем «Ылтӑн кӗрӳ» спектакль кӑтартнӑ. Икӗ ҫамрӑк юратӑвӗ пирки кӑтартнӑ постановка ыттисене те килӗшнӗ.
Буинскри тата ял тӑрӑхӗсенчи ҫамрӑк куракансене «Кот в сапогах» юмахпа паллашарнӑ. Мюзикла Егор Шашин композитор, Евгений Муравьев, Иосиф Дмитриев режиссер, Ольга Ежова, Алина Михайлова сцена ҫине кӑларнӑ. Сергей Никитин, Ольга Мацуцына, Полина Чамжаева, Владимир Григорьев, Дмитрий Петров артистсем сӑнарсене уҫса пани ачасене ҫав тери килӗшнӗ.
Шупашкар кӳлмекӗнче ҫӗнӗлӗхсем пуласса пӗлтереҫҫӗ. Иртнӗ шӑматкун хула администрацийӗн элчисем, культурӑпа спорт учрежденийӗсен ертӳҫисем, коммуналлӑ организацисем лару ирттернӗ. Унта вӗсем Шупашкар кӳлмекне мӗнле улшӑнусем кӗртессине, ҫынсене канма май туса парассине сӳтсе явнӑ.
Кӑҫал кӳлмекре 10 метрлӑ кимӗсемпе ярӑнма май пулассине пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем аҫтахар е истори тапхӑрӗпе килӗшсе тӑракан ытти чӗрчун евӗр пулаҫҫӗ-мӗн.
Унччен кӳлмекре шурӑ акӑшсем пулнӑ. Кӑҫал вара хурисене те илсе килӗҫ. Акӑшсене ҫитермешкӗн ятарлӑ вырӑн уйӑрӗҫ. Ҫынсем унта вӗсене тӑрантарма пултарӗҫ.
Ҫавӑн пекех кӳлмекре саксем нумай лартӗҫ, информаци хӑмисем, кӑтарткӑчсем вырнаҫтарӗҫ. Кӳлмеке чечек кулмбисемпе капӑрлатӗҫ. Шупашкар хула аминистрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӳлмекре халӑх ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчех туллин те кӑсӑклӑ канма пултарӗ. Унти ӗҫсене ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ валли вӗҫлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |