Ҫу уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринчен Шупашкарти урамсенче куҫса ҫӳрекен вулавӑшсем пулӗҫ. Ку вӑл — Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗн пуҫарӑвӗпе пулнӑ япала.
Мобильлӗ вулавӑшсене Шупашкарти кӳлмекре, Республика тӳремӗнчи скверта, Студентсен скверӗнче вырнаҫтарӗҫ.
Мобильлӗ вулавӑшсене QR-кодпа тивӗҫтерӗҫ. Вӗсем электрон меслетпе вуламалли кӗнекесен каҫҫине кӑтартрӗҫ. Ҫапла майпа элеткрон кӗнекесене смартфон е планшет урлӑ вулама май килӗ. Сӗнекен литература шутӗнче — тӗнче, Тӑван ҫӗршыв тата ача-пӑча литератури. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи ҫинчен калакан кӗнекесене те куҫса ҫӳрекен вулавӑшсем пулӑшнипе вулама май килӗ. Ҫынсем «буккроссинг» текен кӗнекепе ылмашмалли пӗтӗм тӗнчери юхӑма та хутшӑнайӗҫ. Ятарлӑ ҫӳлӗк ҫинчен вӗсем хӑйсене килӗшнӗ кӗнекене илме, ун вырӑнне урӑххине хӑварайӗҫ.
А. Николаев ячӗллӗ, Шупашкара — 500 ҫул парксенче тата Лакрей вӑрманӗнче тата Шупашкар ҫыннисем канма юратакан тӑватӑ ҫӗрте кӗнеке вуласа ларма хатӗрленӗ вырӑнсем пулӗҫ.
Ыран, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче тутарсем хӑйсен наци уявне Сапантуя паллӑ тӑвӗҫ.
ЧР правительствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Чӑн-чӑн праҫник пулӗ-мӗн. Унтан пурте наци вӑййисене хутшӑнма пултарӗҫ: шӑчӑ ҫине хӑпарӗҫ, михӗсемпе чупӗҫ, куҫ хупса куршак ҫӗмӗрӗҫ, вӗрен туртӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ парнесемпе чыслӗҫ. Уяв кунӗнче кану паркӗнче тутар апат-ҫимӗҫне сутакан павильонсем ӗҫлӗҫ. Ҫавӑн пекех алӗҫӗсене туянма та май пулӗ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсем наци юррине юрлӗҫ, ташлӗҫ. Мероприяти 11 сехетре пуҫланӗ.
Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май вулавӑшсенче, шкулсенче тӗрлӗ мероприяти иртет. Ҫапла майпа аслисем ҫамрӑксемпе ачасене кӗнекепе ытларах туслаштарасшӑн.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче сӑвӑ вулакансен «Чутаях туртать ман чун» конкурс иртнӗ. Ӑна Мӑн Этменри шкулта йӗркеленӗ.
Конкурс ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ, унта кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ.
Жюри сӑвӑ вулакансен пултарулӑхне хакланӑ. Вырӑнсене вӗсем ҫапла пайланӑ. 3-4-мӗш классен хушшинче А.Жижайкина, 1-2-мӗш классен йышӗнче Е.Никифоров пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Паян Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче вара «Чутаях туртать ман чун» конкурс район шайӗнче иртнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Красноармейскинчи культура ҫуртӗнче педагогсен хорӗсен конкурсӗ иртнӗ. Унта вӗренӳ учрежденийӗсенчи виҫӗ хор хутшӑннӑ.
Вӗсем тӗрлӗ юрӑ шӑрантарнӑ. Чӑвашла та юрланӑ вӗсем. Юрӑсем Аслӑ Ҫӗнтерӳпе ҫыхӑннӑ.
Малтанах конкурсҫӑсене Красноармейски район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Васильев, вӗренӳ ӗҫченӗсен профсоюз председателӗ Светлана Суховетрюк саламланӑ.
Юлашкинчен жюри председателӗ Николай Никоноров тухса калаҫнӑ май пӗтӗмлетӳ тунӑ. Ҫапла майпа пӗрремӗш вырӑна Красноармейски шкулӗн вӗренткенӗсен хорӗ йышӑннӑ. Иккӗмӗшне Трак шкулӗ тухнӑ. Виҫҫӗмӗшне чатукассисем йышӑннӑ.
Сӑнсем (9)
Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗнер черетлӗ премьера иртнӗ. «Ан пӑрахсам мана» ятлӑ спектакле театр ӗҫченӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Белорусси драматургӗн Алексей Дударевӑн «Ан пӑрахсам мана» пьеси тӑрӑх лартнӑскере асӑннӑ авторӑн Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пирки ҫырнӑ чуна чи тивмелли драмӑллӑ баллади тесе хаклаҫҫӗ специалистсем. Дударев драматургшӑн, режиссершӑн тата актершӑн вӑрҫӑ теми питӑ ҫывӑх иккен. Вӑл — фронтовик ывӑлӗ.
«Ан пӑрахсам мана» спектакль вӑрҫӑ чӑнлӑхӗнчен ытла урӑхла пулнӑ тӑк еплерех ҫаврӑнса тухассине халалланӑскер тесен тӗрӗсрех. Пьесӑри ӗҫ-пуҫ 1944 ҫулта пулса иртет. Разведчика тӑватӑ хӗре шанса параҫҫӗ. Ӗнерхи шкул ачисене курсан вӑл шалт тӗлӗнет. ара, вӗсемпе унӑн ятарлӑ операци ирттермелле-ҫке.
Рольсене Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артистне Владимир Семенова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткисене Елизавета Хрисанфована, Светлана Андреевана тата ыттисене шаннӑ.
Спектакле Наталия Сергеева лартнӑ. Художникӗ — Светлана Зверева.
Паянтан Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Чӑваш классики тата хальхи» фестиваль пуҫланнӑ. Ку мероприятие чӑваш литературин классикӗ, вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Фестиваль паянтан пуҫласа ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫак вӑхӑтра спектакльсен ярӑмӗ пырӗ. Ун пеккине маларах театр, сӑмах май, Валерий Яковлев тӗп режисерӑн юбилейне халалласа йӗркеленӗччӗ.
Хальхи фестиваль Федор Павловӑн «Ялта» спектаклӗпе уҫӑлӗ. Программӑна ҫавӑн пекех Денис Гордеевпа Геннадий Кирилловӑн «Хурлӑхлӑ хурама сасси», Петр Осиповӑн «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш», Арсений Тарасовӑн «Мунча кунӗ», Анатолий Чебановӑн «Праски кинеми мӑнукне авлантарать», Иоаким Максимов-Кошкинскийӗн «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектаклӗсене кӗртнӗ.
ЧР Наци вулавӑшӗ Пӗтӗм тӗнчери проекта «Нарспие» вулатпӑр» проекта вӗҫлесе пырать.
Пӗрремӗш тапхӑрта поэмӑна пысӑках мар сыпӑксем ҫине пайланӑ. Ӑна акцие хутшӑнакан 120 ҫын питӗ хӑвӑрт ярса илнӗ. Йӗркелӳҫӗсем хӑйсем те тӗлӗнсе пӗтереймен: ҫынсем шӑнкӑравласа, электронлӑ почтӑна ҫыру ярса поэма сыпӑкне хӑйсене, тӑванӗсене, юлташӗсене пама ыйтнӑ.
Проект тӗнчипех сарӑлнӑ. Поэма сыпӑкӗсене Раҫҫейре, Китайра, АПШра, Швецире, Кувейтра, Перура, Германире, Англире, Гоара, Турцире, Испанире, Мексикӑра, Канадӑра, Австралире, Ирландире, Грецире, Иорданире, Австрире, Казахстанра, Венгрире, Финляндире, Таиландра, Латвире, Ҫӗнӗ Зеландире — пӗтӗмпе 25 ҫӗршывпа 45 хулара — вуланӑ.
Проекта хутшӑннисен йышӗнче Францири чӑваш культурин «Avan-T-garde» ассоциацийӗн президенчӗ Ольга Николаева тата секретарӗ Ольга Барбье пур. «Пуэр-бар» чей клубӗн директорӗ Андрей Кудрин Дали хулинчен (Юньнань) видео ярса панӑ. Норвеги поэчӗ Гуннар Вэрнесс тата Швеци куҫаруҫи Микаэль Нюдаль те сыпӑка вуланӑ.
Шупашкар ҫыннисем те айккинче юлман. Халӗ йӗркелӳҫӗсенче поэмӑн пур сыпӑкӗ те пур.
Журналист-публицист, ҫыравҫӑ, поэт, «Республика» хаҫат редакторӗ, ЧНКн Мӑн Канашӗн пайташӗ Лидия Филиппова (хушма ячӗсем — Алла Давыдова, Лидия Ригель, Лидия Майская тата ыттисем) «Чӗре таппи» (Пульсация) ҫӗнӗ кӗнеке кӑларнӑ Унта чӑвашла тата вырӑсла суйласа илнӗ сӑвӑсем кӗнӗ.
Авторӑн литература тата публицистика хайлавӗсем хӑйне евӗр, уйрӑлса тӑраҫҫӗ, тарӑн шухӑшлӑ. Унӑн лирики чӑваш халӑхӗн уйрӑмлӑхне, унӑн кӑмӑлне, йӑли-йӗркине пӗлессипе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ.
Автор Ҫеҫпӗле ӳстернӗ ҫӗрӗ тав тӑвать. Вӑл тата ашшӗ-амӑшӗ ӑна патриотлӑх воспитанийӗ панӑ.
Хыҫсӑмахра автор паянхи пурнӑҫпа киленме чӗнет, малашнехи лайӑхрах пуласса шанса ҫырать.
«Чӗре таппи» пур ӳсӗмри вулакан валли те. Вӑл 25 ҫул журналистикӑра тата ҫыравҫӑ ӗҫӗнче тӑрӑшакан авторӑн 13-мӗш кӗнеки пулнӑ.
Ҫy уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 18 сехет ҫypӑpa, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ, Раҫҫей писательсен союзӗн пайташӗ пулнӑ филологи наукисен кандидатне Валентин Абрамова халалласа И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче асӑну кaҫӗ иртет. «Валентин Александрович Чӑваш наци конгресӗн пархатарлӑ ӗҫне чылай ҫул аталантарса пынӑ. Шел, шӑпа ӑна питӗ кӗcke ӗмӗp панӑ», — тесе ҫырнӑ ЧНК сайтӗнче. Аса илтеретпӗр, Валентин Абрамов 2012-мӗш ҫулта уйралса кайрӗ.
Валентин Абрамова аса илсе, ӑна хисеплесе те сума суса асӑну каҫне тус-юлташӗсем, унӑн вӗренекенӗсем, паллӑ юрӑҫсем пуҫтарӑнӗҫ: Валерий Клементьев, Сергей Павлов, Алексей Московский, Петр Ермолаев, Андрей Алексейпе Шадриковсем, Лариса Васильева, «Янташ» ушкӑн тата ыттисем.
Билет сутса пуҫтарнӑ укҫана концерта йӗркелекенсем пӗтӗмпех Валентин Александрович Абрамовӑн вил тӑприне тирпей-илем кӳмe тӑкаклас шухӑшлӑ.
Чӗмпӗрти «Губернаторский» Культура керменӗнче «Еткер» телекӑларӑмӑн 25-ҫулхи уяв каҫӗ иртрӗ.
1989 ҫулта Чӗмпӗр КПСС Обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ Ю.Ф. Горячевӑн наци политкипе облаҫра тӑватӑ наци телевиденийӗ тата наци хаҫачӗсем тухма тытӑннӑ: чӑвашла, тутарла, нимӗҫле тата мӑкшӑлла. Хальхи вӑхӑтра чӑвашла «Еткер» тата тутарла «Чишме» кӑларӑмсем тухаҫҫӗ.
«Еткерӗн» малтанхи тӑватӑ кӑларӑмне Чӗмпӗр облаҫӗнчи «Атӑл» телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Римма Шепелькова вырӑсла ертсе пынӑ. Чӑвашла пӗрремӗш кӑларӑмӗ вара 1989 ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тухнӑ. Ҫав вӑхӑтран тытӑнса паянхи кунччен ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Олег Николаевич Мустаев аслӑ редактор йӗркелесе ертсе пырать. Уяв каҫне пуҫтарӑннӑ тулли зал умӗнче пӗрремӗш сӑмах на пулчӗ.
— Эпӗ Чӗмпӗр ҫӗрӗ ҫинче уҫӑлнӑ чӑваш кӑларӑмне ертсе пыма килнӗ улттӑмӗш журналист. Мана Чӗмпӗре Чӑваш патшалӑх университетӗнче историпе филологи факультетӗнче пиллӗкмӗш курсра вӗреннӗ вӑхӑтра ячӗҫ. Унччен килнӗ чӑваш журналисчӗсене кунти ӗҫ условийӗсем тивӗҫтермен. Малти пулма, ҫӗнӗрен ӗҫе йӗркелесе яма никама та ҫӑмӑл мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |