Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче Аристарх Орлов-Шуҫӑм композиторӑн палӑкне уҫнӑ. Палӑка Апакасси ялӗнче туса лартнӑ.
Асӑннӑ ялтан ҫухрӑм ҫурӑра, Уйкасси ялӗнче, чӑваш музыкинче тарӑн йӗр хӑварнӑ композитор ҫут тӗнчене килнӗ. Ку вӑл 1914 ҫулта пулнӑ. Пӗчӗк чӑваш ялӗн арӗ паллӑ хор дирижёрӗ, композитор пулса тӑнӑ. Чӑваш АССРӗн телевиденийӗпе радивовещанин патшалӑх комитечӗн хорне пуҫарса янӑ. Вӑл коллектив паян Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли пулса ырӑ ӗҫе малалла тӑсать.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх драма театрӗ умӗнчи К. Иванов палӑкӗ умне чечек хунӑ. Ҫав кун вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ ҫуралнӑранпа 134 ҫул ҫитрӗ.
Чечек хунӑ ҫӗре республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова, Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн председателӗ Ольга Куликова (Улькка Эльмен), Чӑваш академи драма театрӗн ертӳҫисемпе артисчӗсем, писательсемпе поэтсем хутшӑннӑ.
«Чӑваш литературинче сыпӑк илемӗпе, сӑнарсемпе Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминчен иртекен ӗҫсем ҫук. Вӑл хайлав пире те. культура учрежденийӗсене те хавхалантарса тӑрать», – тенӗ министр. Палӑк умӗнче сӑмах каланӑ ытти сумлӑ ҫын та Константин Иванов пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ.
Элӗк округӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсене халалланӑ палӑка ишсе антарни, юлашкисене ҫырмана персе тӑпрапа хуплани, пуҫӗ айккинче йӑваланса выртни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫак хыпар тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑ. ЧР прокурорӗ Эдуард Гиматов ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерме хушнӑ.
Палӑка пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче Юнтапа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ, Элӗк округӗн администрацийӗ йышӑннипе ишсе антарма йышӑну тунӑ. Тӳре-шара каланӑ тӑрӑх, палӑк кивелнӗ, никӗсӗ ҫурӑлнӑ, ӑна ҫӗнетме май ҫук. Вӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, палӑка гипсран тунӑ. Ял ҫыннисем вара вӑл бетонран пулнине ӗнентереҫҫӗ.
Палӑртмалла: Паллӑ мар салтак палӑкне 1970 ҫулта халӑх укҫпе ҫӗклесе лартнӑ.
«Ырӑ кун. Элӗк округӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче Паллӑ мар салтака халалласа лартнӑ палӑка ишсе антарнӑ. Вӑл 50 ҫул ытла ларнӑ. Юнтапа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ халӑха ӑна гипсран тунӑ, ун вырӑнне ҫӗнӗ асӑну комплексӗ тумалла тесе ишсе антармалла терӗ (экспертиза пулман).
Курӑр-ха, палӑкран мӗнле мӑшкӑланӑ. Палӑкпа юнашар ҫырма пур, йӑлт ҫавӑнта кайса тӑкнӑ та тӑпрапа хупланӑ. Палӑк пуҫӗ, ытти пайӗ уйрӑм выртать. Эпир ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче унта фашистсене ҫӗнтернӗ паттӑрсене пуҫ тайма ҫӳренӗ, чечек хунӑ. Ҫакӑн пек тискерлӗхе курсан чун юнпа тулать.
Палӑк юлашкисене пӑхсан ӑна гипсран туманни паллӑ. Ахӑртнех, бетонран. Ӑна юсаса ҫӗнетнӗ тӗк вӑл нумай ҫул ларӗччӗ», - ҫапла ҫырна «Контактри» халӑх тетелӗнчи «Вести Чувашии» ушкӑнра.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремри Константин Ивановӑн палӑкӗ умне чечек хурӗҫ.
Аса илтерер: вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ ҫут тӗнчене ҫав кун килнӗ. Поэта сума сӑвакансем ҫуллен ҫавӑнта пухӑнаҫҫӗ. Кун пирки К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пӗлтернӗ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, Тутарстани Пӑвара Иван Яковлевӑн бюстне уҫнӑ.
Постамента гранитран хатӗрленӗ, хӑй бюстне – пӑхӑртан. Ӑна РОНОна хирӗҫ вырнаҫнӑ Ача-пӑча ӳнер шкулӗ умне лартнӑ.
Палӑк авторӗ – паллӑ скульптор Владимир Нагорнов. Укҫан вырӑнти Чӑваш наци культура автономийӗн председателӗ Владимир Ильин пулӑшнӑ.
Пӑва районӗн пуҫлӑхӗ Ранис Камартдинов каланӑ тӑрӑх, ку чӑваш алфавитне йӗркелесе янӑ Иван Яковлевича хисеплени, унӑн ҫитӗнӗвӗсене манманни.
Куславкка округӗнче туса лартнӑ «Чӗмсӗр чикӗсен строительствине халалласа» ятлӑ мемориал кӗҫех тата хитреленӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ валли унта йӑлтах хӑтлӑх кӗртӗҫ.
Ҫӗнтерӳ кунӗнче мемориалти музея тӳлевсӗр кӗрсе курма май пулӗ. Экскурсисене 13 сехетре тата 15 сехетре ирттерме палӑртнӑ. Унччен вара территорие 200 ытла хыр, лиственница тата кӑвак чӑрӑш лартӗҫ.
Палӑртмалла: пӗлтӗр мемориала 32 пине яхӑн ҫын килсе курнӑ. Музей пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче уҫӑлнӑ, унтанпа 1 пине яхӑн ҫын музейпа паллашнӑ. Унта «Пушкин карттипе» те кайса курма пулать.
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче Шупашкарти Максим Горький палӑкӗ ҫине такамсем ӳкернине асӑрханӑ. Ҫакна полицие те пӗлтернӗ, ҫынсем сӑн ӳкерсе тӗнче тетелне те вырнаҫтарнӑ.
Вырӑнти влаҫ палӑка икӗ хутчен тасатнӑ, анчах ун ҫине каллех такамсем ҫырса хунӑ.
Ҫак ӗҫе 9-ти тата 10 ҫулти хӗрачасем тунине палӑртнӑ. Вӗсем «шӗвӗ юр» спрейпа усӑ курса палӑк ҫине салам сӑмахӗ тата ятсем ҫырнӑ. Куншӑн вӗсен ашшӗ-амӑшӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Канаш хулинче ҫӗнӗ арт-объект пур. Ӑна ҫак хуларах пурӑнакан Владимир Матвеев хатӗрленӗ. Ку хыпара Канашри патшалӑх службин тата управленийӗн лицейӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Владимир Ильич – 2-мӗш класри Кирилӑн ашшӗ.
Ку арт-объект – Юр кӳлепе. Ӑна тимӗртен хатӗрленӗ. Юр кӳлепене Канаш администрацийӗ умӗнче Ленин палӑкӗпе юнашар вырнаҫтарнӑ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масар ҫинче СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан палӑкне уҫнӑ.
Ҫав ятпа ирттернӗ меропритие культура министрӗ Светлана Каликова, унӑн ҫумӗ Георгий Богуславский, артистка ӗҫленӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем, сцени ӑстин ҫемйи пырса ҫитнӗ.
Светлана Каликова палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, чӑваш халӑхне Вера Кузьмина пулнишӗн питӗ ӑннӑ. Чӑн та, Вера Кузьмина калӑпланӑ сӑнарсем халӑх асӗнче юлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Савгачёв Фёдор Афанасьевич, чӑваш ҫыравҫи, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |