Шупашкарта Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсене халалласа палӑк лартасшӑн. Конкурса ирттерме Шупашкар хула администрацийӗ 100 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Палӑка «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплексӗнче вырнаҫтарасшӑн. Конкурсра пӗрремӗш, иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннисене укҫан хавхалантарӗҫ. Ку тӗллевпе уйӑрнӑ ҫав 100 пин тенке тӑкаклӗҫ.
Сӑмах май, «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Олег Николаев Элтепер тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑниччен кунашкал палӑк 3 пулнӑ: Пӑрачкав, Тӑвай тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче. Халӗ вара – 10-а яхӑн палӑк.
Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ҫывӑхӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» ятлӑ палӑка Чӑваш наци музейӗн харпӑрлӑхне панӑ. Малашне унта экскурсисем тӑтӑшах иртмелле. Палӑкпа паллашма килсен республика Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче мӗнле пурӑнни пирки пӗлме пулать.
Наци музейӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче палӑка кунсерен 600 ҫын таранах курма килнӗ. Авӑн уйӑхӗнчи ҫумӑрлӑ кунсенче те унта 200 ҫынран кая мар пырса каять. Ҫынсем 23 сехетре тин, алӑксем хупӑнсан, килме пӑрахаҫҫӗ.
Музей директорӗ Ирина Меньшикова И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ саккас панипе «Ҫӗнтерӳ ҫулӗпе» анлӑ экскурси хатӗрленине палӑртнӑ.
Куславкка районӗнчи Куснар ялӗ ҫывӑхӗнчи «Чӗмсӗр Сӑр чиккин строителӗсене» палӑка утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Унтанпа вӑхӑт нумай та иртмен - ҫӑхавсем те пулнӑ. Ҫынсем халӑх тетелӗсенче ун пирки япӑх комментарисем ҫырнӑ. Ҫакна регион управленийӗн центрӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Газонсенче ҫум курӑк ашкӑрать, каҫхине палӑк ҫывӑхӗнче ҫутӑ та ҫук. Ҫапла хурласа ҫырнӑ ҫынсем.
Халӗ палӑка хӑтлӑлатас ӗҫ пырать: ҫум курӑка ҫулаҫҫӗ, брусчаткӑсене йӗркене кӗртеҫҫӗ. Унта туристсем пирӗн регионтан кӑна мар, ытти хуларан та килеҫҫӗ. Палӑка кӗрсе курма чӑрмавсем ҫук.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра Тинӗс-ҫар флочӗн кунне паллӑ турӗҫ. Ҫав ятпа темиҫе ялта палӑк уҫнӑ.
Канаш районӗнчи Вӑтапуҫ ял тӑрӑхӗнче Тинӗс-ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнӑ ентешсене асӑнса палӑк лартнӑ.
Канаш районӗнчи Ухманта вара Раҫҫей морякӗсене асӑнса палӑк уҫнӑ. Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре Тинӗс Ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнисен ячӗпе палӑк уҫнӑ.
Патӑрьелсем Тинӗс-ҫар Флотӗнче хӗсметре тӑнисен энциклопедине пичетленӗ.
Тутарстанӑн Ҫарӑмсан районӗнчи Акрел чӑваш ялӗнче 1921–1922 ҫулта выҫлӑх ҫулӗсене пула вилнисене асӑнса палӑк лартнӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗн корреспондентне Пушкӑртстанри Вячеслав Ерохин (Ярухха Витти) таврапӗлӳҫӗ вырӑна ҫитсе курса пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑну паллине вырӑнти халӑх пуҫарӑвӗпе лартнӑ, вӗсен шутӗнче Федор Трофимов (Хаяр Хӗветӗрӗ) йӗркелӳҫӗ те пур.
2021 ҫулта Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ (ЧНӐӲА) Шупашкарта «1921 ҫулхи хресчен пӑлхавӗ «Ҫар коммунизмӗн» Чӑваш Ен территорийӗнчи политика кризисӗ» ятпа ҫавра сӗтел ирттернӗччӗ. Пухура историк-ӑсчахсем Атӑлҫи тӑрӑхӗнче выҫлӑх ҫулӗсен сӑлтавне тишкернӗ – типӗ ҫанталӑк тӑнӑ вӑхӑтра продотрядсем хресченсенчен чылай тырра пуҫтарса кайнине.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Шупашкарта Маргелов генерал палӑкне уҫнӑ. Ӑна «Ҫӗнтерӳ» паркра вырнаҫтарнӑ.
Василий Маргелов Сывлӑшпа десант ҫарӗсен командирӗ пулнӑ. Вӑл 1908 ҫулта Украинӑри Екатеринославра (халӗ ҫав хула Днепропетровск ятлӑ) ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, Херсон хулине ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. 1944 ҫулта Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫнӗ.
Палӑка уҫма хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев асӑннӑ пулӑм ветерансене сума сунине тата паян Раҫҫейӗн Ҫарпа десант ҫарӗсенче тӑракансене хисепленине палӑртать тесе каланӑ.
Шупашкар хулинче Семён Ислюкова асра тытнине палӑртса палӑк лартӗҫ. Халӗ хула мэрийӗн архитектурӑпа градостроительство управленийӗ проектсен конкурсне ирттерессине пӗлтернӗ. Малти виҫӗ вырӑна йышӑннӑ проектсемшӗн преми парӗҫ. Премин пӗтӗмӗшле фончӗ – 100 пин тенкӗ.
Семен Ислюков пирӗн республикӑна 30 ҫул – 1955-1985-мӗш ҫулсенче – ертсе пынӑ. Чӑваш АССРӗн Верховнӑй Совечӗн президиумӗн председателӗ, РСФСР Верховнӑй Совечӗн президиумӗн председателӗн заместителӗ, СССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗ пулнӑ. Семён Ислюков республикӑна ертсе пынӑ ҫулсенче Шупашкарта Агрегат тата Трактор завочӗсем, Пир-авӑр тата хими комбиначӗсем, гидроэлектростанци туса лартнӑ.
Шупашкарта Семён Ислюков урамӗ тата вӑл пурӑннӑ Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 14-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Паян Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ҫывӑхӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» палӑка уҫӗҫ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти 11 сехетре пуҫланӗ, ӑна Чӑваш наци телекуравӗпе тӳрӗ эфирта кӑтартӗҫ.
Паян Чӑваш Ене РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Игорь Комаров килсе ҫитмелле. Ҫавӑн пекех кӳршӗ регионсенчен хӑнасем пулӗҫ.
Аса илтерер: палӑка пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Ӑна юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑччӗ, анчах срока раштав ҫине куҫарнӑ. Ун чухне те палӑк уҫӑлман. Мероприятие кӑҫал утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ ҫине куҫарма йышӑннӑччӗ.
Паян 9 сехетре Мускавра Паллӑ мар салтакӑн вилтӑпри патӗнчен ҫулӑм илӗҫ. Ӑна авточупупа пӗрле Чӑваш Ене илсе килӗҫ. Ҫак ҫулӑм Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ҫывӑхӗнчи окоп чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халалланӑ палӑк патне ҫитӗ, унпа унти ҫулӑма ҫутӗҫ. Вӑл ӗмӗр сӳнми пулӗ.
Александр садӗнче ЧР Элтеперне Олег Николаева, саккун тӑвакан влаҫ органӗсен элчисене, ҫамрӑк армеецсене, нимеҫӗсене, Чӑваш Енрен тухнӑ офицерсене, Кремль курсанчӗсене, тыл ӗҫченӗсен ҫемйисене кӗтсе илӗҫ.
Ҫулӑма йӑтнӑ авточупу Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулин ятне ҫӗнсе илнӗ хӑш-пӗр хула урлӑ Чӑваш Ене ҫитӗ. Колонна йышӗнче байкерсем, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи машинӑсем пулӗҫ.
Чӑваш халӑхӗн паллӑ хастарӗсенчен пӗри, Ҫеҫпӗл Мишши, пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑранпа паян 100 ҫул ҫитнӗ. Ҫак куна халалласа республикӑра тӗрлӗ мероприятисем иртнӗ. Вӗсенчен пӗри вӑл — Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ умӗнче митинг.
Митинга Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Татьяна Казакова уҫрӗ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишшин ӗҫне асра тытмалли пирки каларӗ, чӑваш халӑхӗ ӑна манманни пирки асӑнчӗ. Ҫавӑн пекех Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Елена Николаева, ЧНК пайташӗ Михаин Краснов, Лидия Сарине сӑвӑҫ тухса сӑмах каларӗҫ. Митинг палӑк умне чечек хунипе тата пӗрлехи сӑн ӳкернипе вӗҫленчӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши 1899 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗнче Канаш районӗнче ҫуралнӑ. Унӑн чӗри 1922 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Украина ССРӗн Чернигов облаҫӗнчи Остер хули ҫывӑхӗнчи Старогородка салинче тапма чарӑннӑ. Унӑн сӑввисене 56 ытла чӗлхепе куҫарса кӑларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Савгачёв Фёдор Афанасьевич, чӑваш ҫыравҫи, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |