Юлашки вӑхӑтра Патӑрьел районӗнче икӗ палӑк уҫӑлчӗ. Аса илтерер: Чӑваш Ишек ялӗнче вырӑс классикне Александр Пушкина сума суса лартнӑччӗ. Асӑннӑ районти Турхан ялӗнче ӗнер Алексей Кокель художникӑн палӑкне уҫнӑ. Палӑк-бюст авторӗ — Чӗмпӗр облаҫӗнчи паллӑ скульптор Николай Кондрашкин. Палӑка уҫма Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен пайташӗсен ассамблейин ертӳҫи Лев Кураков пулӑшнӑ.
Ҫак йӗркесен авторне Николай Кондрашкин скульптор пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр палӑк уҫасшӑн. Ӑна та Николай Кондрашкин хатӗрленӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, палӑксене маларахах туса хатӗрленӗ, «халӗ Лев Пантелеймонович Кураков ырласа чысланипе ӗҫе кӗрсе пыраҫҫӗ».
Николай Ашмарин палӑкӗ Шупашкарти Ашмарин урамӗнче пулӗ.
Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май Чӑваш Енре медаль ҫирӗплетме палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Халӗ чи лайӑх медаль эскизне хатӗрлемелли конкурс ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта медаль эскизне хатӗрлесси пирки калаҫнӑ. Конкурса Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ ирттерӗ.
Сӑмах май, совет халӑхӗн ӗҫри паттӑрлӑхне халалласа ҫитес ҫул пирӗн республикӑра палӑк лартӗҫ. Монумент федераци тӗллевӗллӗ пулӗ тесе пӗлтернӗ республика Элтеперӗ Олег Николаев.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Мускаври Ваганьково масарӗ ҫинче Иван Яковлевӑн вил тӑпри ҫине ҫӗнӗ палӑк вырнаҫтарнӑ. Кун пирки Раҫҫей Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ палӑка лартма тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑлараканӗн, чӑвашсене ҫырулӑх парнеленӗ, шкулсем уҫнӑ сумлӑ ҫыннӑн мӑнукӗн ывӑлӗ Владимир Павлов тата И. Яковлевӑн мӑнукӗн ачин хӗрӗ Любовь Ордынская хутшӑннӑ.
Палӑк ҫине Владимир Нагорнов скульптор хитрен ҫырса хунӑ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ ывӑлне сума сунине палӑртма Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ пайташӗ Пётр Чекмарёв тата Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Шупашкарти уйрӑм ҫыннӑн шӑл клиникисенчен пӗрин пуҫлӑхӗ Юрий Зорин хутшӑннӑ.
Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишек ялӗнче палӑк уҫнӑ. Ӑна вырӑс классикне Александр Пушкина сума суса лартнӑ. Ку хыпара Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ҫыравҫӑсен ушкӑнӗнче пӗлтернӗ.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, вырӑс поэчӗн палӑкне ӗнер, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче уҫнӑ.
Палӑк-бюст авторӗ — Николай Кондрашкин скульптор. Ку хыпара пӗлнисенчен пӗри: «Николай Ашмарин палӑкне уҫмалла пулнӑ», — тесе ҫырнине Лидия Филиппова хуравланӑ тӑрӑх, Александр Пушкин палӑкне ЧПУ ректорӗ пулнӑ Лев Кураков укҫипе тунӑ.
Тухӑҫ Германири Дессау-Рослау (Саксони-Анхальт, Берлинпа Лейпциг хушшинче вырнаҫнӑ) хула влаҫӗсем СССР президенчӗн Михаил Горбачевӑн тулли кӳлепеллӗ палӑкне уҫнӑ. ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ГДРпа ФРГ пӗрлешнӗренпе 30 ҫул ҫитнӗ ятпа вырнаҫтарнӑ — ҫак пулӑмра Горбачевӑн тӳпи пысӑк.
Дессау обер-бургомистрӗ Петер Курас палӑка уҫнӑ май, ӑна «хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫӗнетӳпе уҫҫӑнлӑх валли майсем тунӑ, вӗсене пулах 1989 ҫулта мирлӗ пӑлхавӑр ирттерме, 1990 ҫулта Германи халӑхне пӗрлештерме май туса панӑ политика асра тытса» хатӗрлени пирки каланӑ.
Паянтан пуҫласа палӑк ратуша тӳремӗнче тӑрать. Монумента Бернд Гебель кӳлепеҫӗ ӑсталанӑ, укҫи-тенкине хула ҫыннисем пухнӑ. Унччен Германире СССР пӗрремӗш президенчӗн бюстне вырнаҫтарнӑ. Ӑна Берлинра «пӗрлешӗвӗн ашшӗсемпе», Джордж Буш-Аслипе Гельмут Коль бюсчӗсемпе, юнашар лартнӑ.
Дессау-Рослура Горбачев пӗрре те пулман, анчах та ҫакӑ хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Ханс-Георг Оттохшӑн шухӑша пурнӑҫлама чӑрмантарман. «Унсӑр мирлӗ революци те Германи пӗрлешесси те пулмӗччӗ», — тенӗ экс-бургомистр.
Чӗмпӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗ Чӗмпӗрте чӑваш алфавитне халалланӑ палӑк лартма сӗннӗ. Кун пирки облаҫ кӗпернаттӑрӗпе тӗл пулсан калаҫнӑ.
Автономи председателӗ Олег Мустаев пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӗмпӗр облаҫӗн правительстви наципе культура организацине пулӑшас тӗллевпе грантсем уйӑрать. Ҫавна май организацисем хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме пултараҫҫӗ. Чӗмпӗрти чӑвашсен автономийӗ вара халӗ Иван Яковлевӑн бюстне лартас тӗлӗшпе ӗҫлет. Вӑл Чӗмпӗрти 47-мӗш шкулта пулӗ. Ҫитес ҫул Пӗтӗм Раҫҫейри ял Акатуйне ирттерме палӑртнӑ.
Олег Мустаев чӑваш ҫырулӑхӗ пуҫланса кайнӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ май ҫитес ҫул чӑваш алфавитне халалланӑ палӑк лартма сеннӗ. Ӑна Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн территорине вырнаҫтарасшӑн.
Екатеринбургра Граждан вӑрҫин паттӑрне Василий Чапаева асӑнса палӑк лартасшӑн. Палӑксем тӗрлӗ вӑрҫа: Граждан вӑрҫинче, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче, Афганистанпа Чечня вӑрҫисенче тата Украинӑра ҫапӑҫнисене – хутшӑннисене асра тытнине палӑртӗҫ.
Палӑксем ҫар комиссариачӗ умӗнче пулмалла.
Композицисен авторӗ – Виктор Мосиелев скульптор. Скульптурӑсен ҫӳллӗшӗ – 2,2 метр. Кашнине хатӗрлеме пӗр тонна таран бронза кайнӑ. Композици тӑватӑ тонна таять. Палӑксем пирки хыпарланӑ e1.ru порталта хыпарланӑ тӑрӑх, кун пек скульптура композицине лартассине ҫынсем ырламан.
Сӑмах май, Василий Чапаев 1887 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар уесӗнчи Будайкӑра хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ҫак вырӑс ялне XX ӗмӗрте Шупашкар хулине кӗртнӗ. 1897 ҫулта Чапаевсен ҫемйи Самар кӗпӗрнинчи Балаковӑна тухса кайнӑ.
Эсир Шупашкарта Чебурашкӑна курнӑ-и? Ҫук-и? Кӳлмеке кайса курмалла. Унта Гена крокодил тата Чебурашка кӳлеписем пур. Ҫывӑх вӑхӑтра Чебурашка ача-пӑча паркне те килӗ. Тӗрӗсрех каласан, Шупашкарта вырӑн тупӗ.
Чебурашка палӑкне хулари А.Г.Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ӑна чӑваш скульпторӗ Василий Кузьмин хатӗрленӗ.
Совет мультфильмӗнчи сӑнара, ахӑртнех, хальхи ачасенчен чылайашӗ пӗлмест. Палӑка парка вырнаҫтарсан Чебурашкӑпа шӑпӑрлансем хаваспах паллашӗҫ. Мультфильмри сӑнара паркри тӗп клумба ҫине лартӗҫ.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарта стела уҫӑлмалла. Унӑн эскиз проектне Шупашкарти хула тӑвакан канаш пӑхса тухмалла.
Обелиск 11 метр ҫӳллӗшӗ гранит юпа пулӗ. Ун ҫине Чӑваш Республикин бронза гербне вырнаҫтарӗҫ. Ҫӳле – икӗ метр тӑршшӗ икӗ пуҫлӑ ӑмӑрткайӑка. Стелӑн пӗтӗмӗшле ҫӳллӗшӗ 13,85 метр пулмалла.
Стелӑна Республика лапамӗнче, унчченхи Правительство ҫурчӗ енче вырнаҫтарма шухӑшлаҫҫӗ.
Обелиск чӑваш тата вырӑс халӑхӗн хӑватне, пӗрлӗхне палӑртмалла. Проекта «Минерал» тулли мар яваплӑ общество хатӗрленӗ.
Чӑваш автономи облаҫӗн 100 ҫулхине халалланӑ анлӑ мероприятисем ҫурла уйӑхӗнче иртмелле. Юбилея ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче сумлӑн уявлама кӑшӑлвирус кансӗрлерӗ.
Каҫал тӑрӑхӗнче палӑка япӑхтарса лартнӑ. Ахаль объекта та мар, культура эткерлӗхӗ шутланаканскере. Кӑлтӑка Комсомольски районӗнчи прокуратура асӑрханӑ.
Комсомольскисем 1921 ҫулти кулаксен пӑлхавӗ вӑхӑтӗнче вилнӗ коммунистсене тата совет хастарӗсене асӑнса лартнӑ палӑка пӑхса тӑман. Вӑл Комсомольски ял тӑрӑхӗн балансӗ ҫинче тӑнӑ. Регион пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ шутланаканскере «Об объектах культурного наследия (памятниках истории и культуры) народов Российской Федерации» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен культура эткерлӗхӗн объекчӗсем (истори тата культура палӑкӗсем) ҫинчен) федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн тытса тӑмалла. Каҫал тӑрӑхӗнчи палӑк вара япӑхнӑ, хӑйпӑнма пуҫланӑ, культура эткерлӗхӗ пирки вырӑсла тата чӑвашла ҫырса хуни те пулман.
Ял тӑрӑхне палӑка йӗркене кӗртме хушнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Савгачёв Фёдор Афанасьевич, чӑваш ҫыравҫи, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |