Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче вертолет-палӑк уҫнӑ. Палӑртмалла: унашкалли халӗ республикӑра – ултӑ палӑк.
Асӑну объектне Хутар шкулӗнчен тата Сызраньти аслӑ ҫар авиаци училищинчен вӗренсе тухнӑ вертолетчиксене, «хӗрӳ точкӑсенче» пулнӑ ҫынсене халалланӑ.
Хутарта вертолет-палӑка унчченех лартма шутланӑ. Ку пуҫарӑва РФ Хӳтӗлев министерстви ырланӑ. Халӗ унта Ми-24 вертолет вырнаҫтарнӑ. Вӑл Сызраньти ҫав авиаци училищинче вӗренӳ машини пулнӑ.
Палӑка уҫнӑ чухне хисеплӗ хӑнасем пилеш аллейи лартнӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарта ҫӗнӗ палӑк уҫнӑ. Вӑл — вертолет. Ӑна уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ.
Палӑка Хутарти вӑтам шкултан тата Сызраньти аслӑ ҫар авиаци училищинчен вӗренсе тухнӑ, хӗрӳ точкӑсене хутшӑннӑ вертолетчиксене хисеп туса лартма йышӑннӑ.
Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗмӗрлесем хула кунне уявланӑ. Элтепер хутарсене палӑк уҫнӑ ятпа тата хула кунӗпе саламланӑ.
Сӑмах май каласан, Хутарта вертолет вырнаҫтарассине 2017 ҫулта Раҫҫей Хӳтӗлев министерстви ырланӑ. «Ми-24» ҫар вертолечӗпе малтан Сызраньти авиаци училищинче усӑ курнӑ. Кивелсе вӗҫме юрӑхсӑра тухнӑ хыҫҫӑн ӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялне илсе килнӗ. Вертолета ял ҫыннисем сумлӑ вырӑна вырнаҫтарнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 75 ҫул ҫитнӗ май кӑҫал Чӑваш Енре 20 асӑну объекчӗ уҫма палӑртнӑ. Палӑксене хӑтлӑх кӗртмешкӗн пуҫаруллӑ бюджетировани программипе килӗшӳллӗн уйӑрнӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: кунашкал объект Улатӑр районӗнчи Чуварлей ялӗнче уҫӑлнӑ ӗнтӗ. Астӑвӑм стенине «Вӗсем Ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ» ят панӑ.
Сӑмах май, республикӑра Тӑван ҫӗршывӑн ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине, хирӗҫтӑрусене халалланӑ 1382 палӑк, обелиск, стелла шутланать. Вӗсен йышӗнче «Нихӑҫан сӳнми ҫулӑм» 91 мемориал.
Куславкка хулинче кире пуканӗн спорчӗн ветеранне Бронислав Чернова халалласа палӑк уҫнӑ. Мероприяти ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Куславкка хулин ҫуралнӑ кунӗнче, иртнӗ.
Палӑка Бронислав Черновӑн мӑнукӗ пуҫарнипе уҫнӑ. Паттӑр ҫак спортсмен Кавал ялӗнче ҫуралнӑ, Куславккари интернат шкулта вӗреннӗ.
Бронислав Чернов 1998, 2000, 2010 ҫулсенче ветерансен хушшинче кире пуканӗ йӑтас енӗпе иртнӗ ӑмӑртура ҫӗнтернӗ. 1999 ҫулта вара вӑл иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Комсомольски районӗнчи Урмаел ялӗнче «ц» саспаллине халалласа палӑк лартасшӑн. Вӑл районта пурӑнакан, «ц» саспаллипе калаҫакан тутарсене халалланӑ палӑк пулӗ.
«Эпӗ шутланӑ тӑрӑх, тен, «ц» саспаллипе калаҫакан мишерсен ячӗпе палӑк лартмалла. «Ц» саспалли пирӗн калаҫу чӗлхине кӑтартать. Ҫынсем шухӑша ырларӗҫ. Проекта йышӑннӑ, ҫитес вӑхӑтра Культура ҫурчӗ умне палӑка лартӑпӑр», - тенӗ Регионти тутарсен наципе культура автономийӗн канашӗн председателӗ Фарит Гибадтинов.
Вӑл тата акӑ мӗн палӑртнӑ: тутар чӗлхи диалектсемпе тӗрлӗ ушкӑнсене пӗрлештерет – мишерсем, тептярсем, Ҫӗпӗр тутарӗсем… «Ҫав вӑхӑтрах мишерсене калаҫу чӗлхипе уйӑраҫҫӗ, Эпир, тӗслӗхрен» «ц» саспаллипе калаҫатпӑр», - тенӗ Фарит Гибадтинов.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Николай Шелепи палӑкӗ патне чечек хунӑ.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Тутарсранри Аксу поселокӗнче чӑвашсен «Уявӗ» иртессине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Унта Чӑваш Енӗн тӗрлӗ районӗнчи (Шӑмӑршӑ, Шупашкар, Патӑрьел, Етӗрне районӗсенчен, Шупашкар хулинчен), Пушкӑртстанри, Самар облаҫӗнчи тата Тутарстанри пултарулӑх ушкӑнӗсем пырсӑ ҫитнӗ.
Уява кайнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗпе Тутарстан Президенчӗ чӑваш халӑх поэчӗ Шелепи бюсчӗ патне чечек хунӑ.
Тутарстанри вӑрман хуҫалӑхӗн пӗрремӗш министрӗн Владимир Гуляевӑн бюстне уҫма хутшӑннӑ.
Икӗ регион ертӳҫи ун хыҫҫӑн Тутарстанра пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртнӗ пӗтӗм чӑвашсен «Уявне» хутшӑннӑ.
Ӗнер хыпар ҫитрӗ, Ялавӑрта (Чӗмпӗр облаҫӗ) иккен Алексей Ургалкинӑн палӑкне уҫнӑ. Чаплӑ япала — хамӑрӑн паллӑ ҫынсене асра тытма кунашкал бюстсем тем тесен те питӗ кирлӗ. Уйрӑмах вӗсен тӑван ялӗсенче. Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ сӑваплӑ ӗҫ туса ирттернӗ, Олег Мустаева ҫакӑншӑн пысӑк тав сӑмахӗ каламалла.
Ҫавах та пӑшӑрханмалли те ҫук мар. Темшӗн бюстӑн постаментӗнчи ҫыпӑҫтарнӑ чул ҫине сӑмахсене вырӑсла кӑна касса хунӑ. Вырӑнти чӑвашсем хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫырма вӑтаннӑ пуль терӗм те автономи ертӳҫи эп йӑнӑшни пирки каларӗ: «Микула тусӑм, чиновниксемпе ҫапӑҫса халтан кайрӑм ирӗк памарӗҫ. Эпир чӑваш республикинче мар терӗҫ», — хуравларӗ (орфографине сыхласа хӑварнӑ /WhatsApp-па ҫыхӑнса, ҫавна май орфографи ҫине тӑрӑнмасан та юрӗ. Тӗллевӗ кунта — информацие ман пата мӗнле ярса панӑ ҫавӑн пекех сире тивӗҫтересси/ — Авт.).
Чӑн та Чӗмпӗр облаҫӗ Чӑваш Республики мар. Анчах та ку пӗрре те чӑваш чӗлхипе усӑ курма чӑрмав кӳмелле мар пек.
Шупашкар Арбачӗ текен районта вырнаҫнӑ Пионерсен ҫурчӗн шӑпи прокуратурӑна та пӑшӑрхантарать.
1890 ҫулта хӑпарнӑ икӗ хутлӑ чул ҫурта 1990 ҫулта республика шайӗнчи культура эткерлӗхӗн палӑкӗсен йышне кӗртнӗ. Ехрем купса урамӗнчи 14-мӗш ҫурта пилӗк ҫул каялла пушар самай сиен кӳнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Пурлӑх Шупашкар хулинчи «Тӗплӗ строительствӑн хулари управленийӗ» акционерсен обществин харпӑрлӑхӗнче шутланать. Ҫавна май ӑна тивӗҫлипе тытса тӑрассишӗн те вӑлах яваплӑ.
Шупашкар хулинчи Ленин районӗнчи прокуратура ҫурта нумаях пулмасть тӗрӗсленӗ те ҫурт арканса та ишӗлсе ларнине ырламан. Ҫавӑншӑн «Тӗплӗ строительствӑн хулари управленийӗ» акционерсен обществин ертӳҫи ячӗпе хут шӑрҫаланӑ. Ҫурта тивӗҫлипе тытса тӑмаллине те ҫырсах асӑрхаттарнӑ.
Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен савучӗн ӗҫченӗсене хисеплесе палӑк уҫнӑ.
Хулари ҫав савута хута янӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче предприяти юбилейне уявланӑ.
Савут умне вара «ЗИЛ-157» автомобиле палӑк евӗр вырнаҫтарнӑ. Палӑка уҫма «Проект-техника» корпораци (савут асӑннӑ тытӑма кӗрет) ертӳҫисем, машина тӑвакан отрасль пайташӗсем, Ҫӗмӗрле хула администрацийӗнчи тата ытти шайри тӳре-шара, вырӑнти депутатсем, савутӑн ӗнерхи ӗҫченӗсемпе ҫамрӑк специалисчӗсем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем ҫак предприяти хула экономикишӗн, унӑн социаллӑ пурнӑҫӗшӗн, Ҫӗмӗрлере пурӑнакансемшӗн питех те пӗлтерӗшлине палӑртнӑ. Савутра паян тӑрӑшакансемпе унччен вӑй хунисене ырласа ӑшӑ сӑмахсемпе хавхалантарнӑ.
Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Упи ялӗнче Упи Паттӑра хисеплесе бюст вырнаҫтарнӑ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Акатуй вӑхӑтӗнче, халӑха пухса савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫасшӑн.
Упи паттӑра 13-14-мӗш ӗмӗрсенче пурӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Унӑн ячӗ юрӑ-кӗвӗре те ҫырӑннӑ. Упи каҫман ҫырминчен эпир каҫса килтӗмӗр йӗркесене пирӗнтен чылайӑшӗ илтнех, пӗлет пулӗ. Юрий Сан ҫыравҫӑ, ав, «Упи каҫман ҫырминчен…» роман та ҫырнӑ. Ҫав хайлавшӑн 2013 ҫулта ӑна Митта Ваҫлейӗн премийӗпе чысланӑччӗ.
Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Упи ялӗнче Упи паттӑр бюстне уҫассипе Владимир Ярухин хастар таврапӗлӳҫӗ, Петр Ухваркин тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ярухин нумай тӑрӑшнӑ. Бюста вӗсем ҫӗртмен 2-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Савгачёв Фёдор Афанасьевич, чӑваш ҫыравҫи, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |