Улатӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗнчи палӑк-самолета хӑтлӑлатӗҫ. Ҫавӑнпа ятарласа аукцион ирттереҫҫӗ. Ку ӗҫшӗн 999 пин те 997,93 тенкӗ тӳлеме хатӗр.
Подрядчикӑн фюзеляж геометрине йӗркене кӗртмелле, чӳречесем тата алӑксем вырнаҫтармалла, самолета сӑрламалла, ҫутӑ тата видеосӑнав вырнаҫтармалла. Кунсӑр пуҫне таврари территорие хӑтлӑх кӗртӗҫ.
Аукциона ҫӗртмен 6-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ӗҫсене вара ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вӗҫлемелле.
Палӑртмалла: ҫак Ил-16 самолетпа Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн чӑваш летчикӗ Федот Орлов вӗҫнӗ.
Паян пирӗн республикӑра Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине анлӑн уявлаҫҫӗ. Патриархӑмӑра сума суса Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ умӗнче лартнӑ палӑк умӗнче митинг иртнӗ.
Пухӑннисем умӗнче республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова тата ыттисем сӑмах тухса каланӑ. Министр паянхи кун Чӑваш Еншӗн ҫеҫ мар, республика тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсемшӗн те пысӑк уяв пулнине палӑртса хӑварнӑ.
Светлана Каликова Иван Яковлев халалне пысӑка хурса хакланӑ май вӑл чӑвашсемшӗн ҫеҫ мар, ытти наци ҫыннисемшӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине асӑнса хӑварнӑ.
Чӗмпӗр хулинче пӗлтӗр чӑваш алфавитне халалласа палӑк лартнӑччӗ. Ӑна Иван Яковлев уҫнӑ чӑваш шкулӗн картишӗнче вырнаҫтарнӑ. Вырӑнтисем ӗнентернӗ тӑрӑх, ун патӗнчен ҫын татӑлмасть.
«Пӗлтӗртенпе кунтан халӑх татӑлмасть: тӗрлӗ ӗҫлӗ тӗлпулусем иртеҫҫӗ, хула хӑнисем кунта ятарласа сӑн ӳкерӗнме килеҫҫӗ», — теҫҫӗ иккен Чӗмпӗр хулинче пурӑнакан хастар чӑвашсем. Кун пирки Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ.
Аса илтерер: ҫӗнӗ чӑваш алфавитне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнӗ ятпа лартнӑ палӑк авторӗ — Виктор Аванмарт скульптор. Палӑка халӑхран пухнӑӑ укҫа-тенкӗпе ӑсталанӑ.
Чӗмпӗр хулинче пӗлтӗр чӑваш алфавитне халалласа палӑк лартнӑччӗ. Ӑна Иван Яковлев уҫнӑ чӑваш шкулӗн картишӗнче вырнаҫтарнӑ. Вырӑнтисем ӗнентернӗ тӑрӑх, ун патӗнчен ҫын татӑлмасть.
«Пӗлтӗртенпе кунтан халӑх татӑлмасть: тӗрлӗ ӗҫлӗ тӗлпулусем иртеҫҫӗ, хула хӑнисем кунта ятарласа сӑн ӳкерӗнме килеҫҫӗ», — теҫҫӗ иккен Чӗмпӗр хулинче пурӑнакан хастар чӑвашсем. Кун пирки Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ.
Аса илтерер: ҫӗнӗ чӑваш алфавитне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнӗ ятпа лартнӑ палӑк авторӗ — Виктор Аванмарт скульптор. Палӑка халӑхран пухнӑӑ укҫа-тенкӗпе ӑсталанӑ.
Чӗмпӗр хулинче палӑка хӑтлама пуҫтарӑнӗҫ.
Виктор Аванмарт халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, презентаци ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ.
Ҫӗнӗ чӑваш алфавитне халалланӑ палӑк хӑтлавӗн программинче:
палӑк умӗнчи митинг тата унта чечек хуни, чӗннӗ хӑнасем тухса калаҫни, «Сӑрнай» халӑх вокал ансамблӗн номерӗсем, ӑсталӑх лаҫҫисем, пӗрремӗш букварь ҫинчен ролик кӑтартни, ача-пӑча ӳкерчӗксен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслани.
Хӑтлава Чӗмпӗрти чӑваш культурин центрӗ,
«В.И. Ленинӑн тӑван ҫӗршывӗ» музей-заповедник, Чӗмпӗрпе Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ ирттереҫҫӗ.
Митинга хутшӑнас кӑмӑллисене «Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ» музейра кӗтеҫҫӗ.
Шупашкарта упана калпак тӑхӑнтартнӑ.
Хулари «Элара» завод умӗнчи упана (унта ҫавӑн пек кӳлепе ларать) ҫак кунсенче хӑлхаллӑ ҫӗлӗк тӑхӑнтартнӑ. Ахаль ҫӗлӗк те мар, мулаххайӗ салтакри пек, ҫитменнине вӑл тата – хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ..
Упана унччен те тем тӗрлӗ тӑхӑнтартса пӑхнӑ. Халӑх тетелӗнчи «Новостная барахолка» пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн гардеробӗнче унччен Раҫҫей ялавӗ те, лӗпӗш евӗр кӑвак галстук та тата ытти те пулнӑ.
Упа кӳлепи айне «Рядовой медвежьей сотни» тесе ҫырса хунӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче паттӑрлӑх кӑтартнӑ салтаксене асӑнса Нева юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче Астӑвӑм аллейи йӗркеленӗ.
Нева плацдармӗнчи салтаксем блокадӑри Ленинграда хӳтӗлеме паттӑррӑн хутшӑннӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ ҫавӑнта куҫне хупнӑ.
Асӑну аллейинче Питӗрти чӑваш хастарӗсем ентешсене асӑнса стелла вырнаҫтарасшӑн. Ку ӗҫе укҫасӑр тӑваймӑн. Ҫавна май Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен общество организацийӗ укҫа пухассине пӗлтернӗ.
Улатӑрта Хаяр Иван патшан палӑкне лартаҫҫӗ. Ҫакна тума халӑх ыйтнӑ-мӗн. Ҫапла пӗлтерет ЧР Строительство министерстви.
Тӳре-шара 2019 ҫултах ҫак патшана халалласа палӑк лартма сӗннӗ. Ун чухне хула администрацийӗн сайтӗнче сасӑлав та ирттернӗ. Анчах унта хутшӑннӑ ҫынсенчен 2376 ҫынран 1274-шӗ палӑка лартма хирӗҫ пулнӑ.
Нумаях пулмасть Улатӑр Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтерсе 80,8 миллион тенкӗ грант ҫӗнсе илнине пӗлтернӗччӗ. Строительство министерстви ку укҫапа мӗн тӑвассине ӑнлантарнӑ. Хулари Революци лапамне хӑтлӑх кӗртнӗ чухне Хаяр Иван патшана халалланӑ палӑка та лартӗҫ.
Шупашкарта Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене халалланӑ палӑк пуласси пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Кун тӗлӗшпе конкурс та ирттернӗ.
Виҫӗ ҫӗнтерӳҫӗ ӗҫне суйланӑ, вӗсемпе усӑ курӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтерет. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче – Альфред Ибрагимов, Семен Удяков тата Владимир Нагорнов архитекторсем.
Сӑмах май, Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене халалланӑ палӑк Куславкка районӗнче те пур. Ӑна кӑҫал утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енри хастарсем Иван Яковлев вӗрентекенӗмӗре асӑнса унӑн Шупашкарти палӑкӗ умне чечек хума пуҫтарӑннӑ.
И.Я.Яковлев Тутар Республикинчи Кӑнна Кушки ялӗнче 1848 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ, ҫут тӗнчерен вӑл 1930 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ. Чӑвашсене тата Атӑл тӑрӑхӗнчи ытти вак халӑха ҫутта кӑларассипе нумай тимленӗ Иван Яковлев Чӗмпӗрти гимназире тата Хусанти университетра вӗреннӗ. Пурнӑҫне чӑвашсемшӗн тӑрӑшса ирттернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Савгачёв Фёдор Афанасьевич, чӑваш ҫыравҫи, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |