Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсем: палӑксем

Культура

Вилӗмсӗр чӑваш классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа ӗнер, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 131 ҫул ҫитнӗ. Тӑван тӑрӑхӑмӑрти чӑваш хастарӗсем мухтавлӑ поэта асра тытаҫҫӗ.

Ӗнер поэтӑн Шупашкарти палӑкӗ умне пухӑннӑ. Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Фйсбукра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, палӑк умне пухӑннисен йышӗнче тӳре-шара, ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем пулнӑ.

Константин Васильевич Иванов — чӑваш сӑвӑҫӗ, чӑваш литературин классикӗ. Пушкӑрт Республикинчи Пелепей районне кӗрекен Слакпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1915 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тӑван ялӗнче куҫ хупнӑ. 2015 ҫулта Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ иртнӗччӗ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта 22-мӗш шкул умӗнче уҫӑ тӳпе айӗнчи музей уҫнӑ. Аса илтерер: унччен Раҫҫей Паттӑрӗ Николай Гаврилов шкула Ми-8 вертолет панӑ.

Шӑпах ҫавӑн пек вертолетпа Николай Гаврилов вӗҫнӗ. Музея уҫнӑ чухне вӑл хӑй те пулнӑ. «Пирӗн ывӑлсем пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва, пӗлӗте халаллама йышӑнӗҫ тӗк вӗсем ҫак вӗҫев аппарачӗпе вӗренӳ пособийӗ пек усӑ курма пултарӗҫ», - тенӗ Николай Гаврилов.

ЧР Элтеперӗ тата хисеплӗ хӑнасем вертолет патне чечексем хунӑ, пӗр минут тарса вилнисене асӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/69888
 

Республикӑра

Кӑҫал Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнчи шкулта пушар пулнӑранпа 60 ҫул ҫитет. Ҫавна май инкек пулнӑ вырӑнта часавай уҫасшӑн. Кун пирки РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков Аслӑ экономика ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

1961 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулнӑ пушарта 110 ҫын вилнӗ: 106 ача тата 4 аслӑ ҫын. Ҫав кун физика вӗрентекенӗпе икӗ ача кинофильм кӑтартма хатӗрленнӗ. Вӗсен айӑпне пула шкул ҫунма тытӑннӑ. Аслӑраххисем, вӑйлӑраххисем ҫеҫ урама тухса ӗлкӗрнӗ.

Вилнисене тепӗр кун тӑванла масар ҫинче пытарнӑ. Унта чи ҫывӑх ҫыннисене ҫеҫ кӗртнӗ. 1994 ҫулта пушар вырӑнӗнче палӑк лартнӑ.

 

Культура

Улатӑрти хула училищи пулнӑ икӗ хутлӑ ҫурт пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче шеллевлӗн курӑнса ларнӑ. 1911 ҫулта хӑпартса лартнӑскере 1990 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче республика шайӗнчи историпе культура палӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ҫурта юсаса ҫӗнетмелле пулин те укҫа-тенкӗ уйӑрман.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, 2020-2021 ҫулсенчи хӗле ҫурт ӑшӑсӑр кӗтсе илме пултарнӑ. «Вырӑнти таврапӗлӳ музейӗн директорӗ Татьяна Алексеевна Борисова мана укҫа уйӑрма май тупма ӳкӗте кӗртрӗ, унтан подряд организацийӗ ӗҫе тытӑнчӗ», — аса илнӗ Элтепер. Халӗ историпе культура палӑкне юсаса ҫӗнетнӗ, унта ӑшӑ та ҫутӑ.

Каярах ҫав ҫурт тавралли лаптӑка хӑтлӑлатасшӑн, унта Вырӑс провинцийӗн музейне уҫасшӑн. Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, территорие илемлетиччен проект хатӗрлемелле, ун валли каллех укҫа тупмалла. «Тупӑпӑр», — шантарнӑ Элтепер.

 

Кӑсӑклӑ Раҫҫейре

Эпир сирӗнпе нумай пулмасть Бутан ҫӗршывӗнчи Кури Чу юханшывӗ хӗррипе ҫӳресе куртӑмӑр. Паян вара Тула облаҫӗнчи Песковатски ялне ҫитсе пӑхӑпӑр. Енчен те инҫетри Монграна эпир ӑнсӑртран лекрӗмӗр пулсан — кунта вара ятарласа ҫул тытрӑмӑр. Мӗн сӑлтавпа тетӗр-и? Ара, хальхи вӑхӑтра эпир Василий Смирнов ҫырнӑ «Саша Чекалин» повеҫе мӑшӑрлатпӑр. Унта вара вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пуҫне хунӑ 16 ҫулхи ҫамрӑк каччӑ пирки ҫырса кӑтартнӑ. Александр Павлович шӑп та шай ҫак ялта, Песковатски (выр. Песковатское) ятлинче, ҫуралнӑ та.

Малтанах ку яла Яндекс картти тӑрӑх ҫитме май пулӗ тесе шутларӑмӑр та, шел те вӗсен машинисем ҫак инҫетри яла килсе каяйман. Ирӗксӗрех Google картти ҫине пӑхма тиврӗ — кусен аппаратури вара кунта пулнӑ.

Яла кӗнӗ май мӗн куҫа курӑнать? Чи малтанах, Р92 ятлӑ ҫула хунарсемпе ҫутатнӑ, ҫулӗ такӑр, шӑтӑк-путӑк ҫук (Бутанри ҫула саплани курӑнатчӗ). Тата, паллах, йӑмрасем.

Малалла...

 

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Эпир — Чӑваш республикин тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем, яланах Шупашкар хулине, ӑна хисеплесе, «Шупашкар» — тетпӗр. Пирӗн патри чӑвашсем пӗр-пӗринпе калаҫнӑ чухне ҫак шӗкӗр хула ҫинчен «Чебоксары» — тесе каланине илтмен. Ытти халӑхсен ҫыннисемпе калаҫнӑ чухне ҫеҫ «Чебоксары» — тетпӗр. Ма «Шупашкар» — тетпӗр-ха? Мӗншӗн тесен вӑл пирӗншӗн — Чӑваш республикин шӗкӗр хули. Пирӗн уйпа, ҫак хулара чӑваш чӗлхи янраса тӑмалла пек, унти тӳре-шарасем те, пуҫлӑхсем те, ахаль ҫынсем те пурте пӗр-пӗринпе чӑвашла калаҫмалла пек. Сӑмахран, пирӗн Пушкӑрт республикинче пушкӑртла калаҫнӑ пек. Е Тутар республикинче тутарла калаҫнӑ пек.

Шупашкар урамӗсемпе утса пынӑ чухне эпӗ яланах хама Ӗпхӳ е Пушкӑртри ытти хуласен урамӗсемпе утса пынӑ пек туятӑп. Мӗншӗн тесен, Шупашкар урамӗсенче те Ӗпхӳри, Ҫтерлӗри е Мелевӗсри кӗре сӑн-питлӗ тутар-пушкӑртсем пекех кӗре сӑн-питлӗ ҫынсем васкавлӑн хӑйсен ӗҫӗсемпе утаҫҫӗ, ҫӳреҫҫӗ, тӗрлӗ магазинсемпе организацисенче ӗҫлеҫҫӗ. Ку ҫынсем- пирӗн чӑвашсем иккенне ӑнланатӑн! Мӗншӗн тесен, вӗсен ҫамкисем ҫине, пирӗн авалтан килекен генсем, ҫуралнӑ-ҫуралманах, чӑвашсем иккенне палӑртса ҫырса хунӑ-ҫке.

Малалла...

 

Республикӑра

Канаш районӗнчи Ушанар ял масарӗ ҫинче хӑйне евӗр палӑк уҫнӑ. Ӑна асӑннӑ ялта ҫуралса ӳснӗ Федор Игнатьева халалланӑ.

Федор Игнатьев 1900 ҫулта ҫуралнӑ. Хӗрлӗ ҫар ретне ӑна 1942 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шӑхасанти ҫарӗҫ комиссариачӗ илсе кайнӑ. Игнатьев стрелок-артиллерист 1945 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Хӗвелтухӑҫ Пруссинче вилнӗ. Ӑна Ильичевка поселокӗнче (унччен ӑна Ланк тенӗ, халӗ вӑл Калининград облаҫне кӗрет) юлташла масар ҫинче пытарнӑ.

Ҫывӑх ҫыннин вил тӑпри ҫине ҫитсе унти тӑпрана тӑван тӑрӑха илсе килессишӗн мӑнукӗ Георгий Аркадьевич нумай тӑрӑшнӑ. Вӑл хӑй аллипе палӑк тунӑ. Виҫӗ тӑрнаран пӗри аслашшӗне пӗлтерет, иккӗшӗ — аслашшӗн тӑванӗсене.

 

Политика

Паян Шупашкарта, Геннадий Волков скверӗнче, паллӑ этнопедагога хисеплесе унӑн палӑкӗ патне чечек хума пуҫтарӑннӑ.

Чӑваш Енри Профессионал писательсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, академик, ӑсчах, ҫыравҫӑ, чӑваш этнопедагогикине пуҫарнӑ Геннадий Волков пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑранпа кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче 10 ҫул ҫитет. Паян вара – унӑн ҫуралнӑ кунӗ. Хисеплӗ ҫынна сума сӑвакансем Геннадий Волков палӑкӗ умне пуҫтарӑннӑ, чечек хунӑ.

Сӑмах май каласан, Геннадий Волков калавӗсем те тарӑн пӗлтерӗшлӗ. Вӗсенче вӑл яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа ваттисен сӑмахӗ урлӑ ӑса вӗрентсе калама тӑрӑшни аван сисӗнет.

 

Культура

Пирӗн халӑхӑмӑр хӑйне ҫутта кӑларма нумай тӑрӑшнӑ, чӑваш букварьне парнеленӗ, Атӑлҫи тӑрӑхнчи вак халӑхсемшӗн нумай тӑрӑшнӑ Иван Яковлева сума суса та асра тытса пурӑнать.

Вӑл 1848 ҫулхи ака уйӑхӗн 25 хальхи Тутар Республикине кӗрекен Кӑнна-Кушки ялӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗр гимназийӗнче, Хусан университетӗнче вӗреннӗ, чӑваш шкулӗн инспекторӗнче, Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн ертӳҫинче ӗҫленӗ. Н.И. Ильминский вӗренекенӗ. 1930 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Мускавра Ваганьково масарӗнче пытарнӑ.

Паян Шупашкарти Иван Яковлев палӑкӗ умне тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансем чечек хума тата хисеплӗ ҫыннӑмӑрӑн капашсӑр пысӑк ӗҫне сума сунине палӑртма пуҫтарӑннӑ. Ҫав йышра республика Элтеперӗ Олег Николаев та пулнӑ.

 

Республикӑра
regionorel.ru сайтри сӑн
regionorel.ru сайтри сӑн

Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗ – автомобилист кунӗ. Ҫак уяв умӗн Ҫӗрпӳ хулинче васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗнче палӑк уҫма палӑртнӑ. Вӑл «03»-ӗн пӗрремӗш автомобилӗ пулӗ.

Автомобилӗн макетне Ҫӗрпӳри колонире айӑпне каҫарттаракан ҫынсем хатӗрленӗ. Кун пирки васкавлӑ медпулӑшун пресс-служби хыпарлать.

Палӑртмалла: юлашки 4 ҫулта васкавлӑ медпулӑшу машинисен паркӗ ҫӗнелсех пынӑ, вӗр ҫӗнӗ 189 машина туяннӑ. Кӑҫал тепӗр 30 машина илсе килнӗ. Уҫҫисене Шоферсен уявӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура парӗҫ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, ... 36
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сирӗншӗн чӑн-чӑн экспериментсен уйӗ пулӗ. Вӑй-хал тапса тӑрӗ, шухӑшсем пӗрин хыҫҫӑн тепри суралӗҫ. Ку вӑхӑта харпӑр пурнӑҫа улӑштарас тесе тӑрӑшӑр. Пӗр хӑрамасӑр ҫӗнӗ проектсене пуҫӑнӑр, кая хӑварса пынӑ ӗҫсене тытӑр.

Нарӑс, 01

1919
106
Савгачёв Фёдор Афанасьевич, чӑваш ҫыравҫи, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1932
93
Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын