ЧНК Аслӑ пухӑвӗ умӗнчи ятарлӑ халӑх пухӑвне ирттерме шутлани пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Хайхи вӑхӑтне те, кунне те паянхи куна палӑртнӑ иккен — умпуху эрнекун, юпан 18-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче иртмелле. Пуҫламӑшӗ — 16 сехетре.
Умпухӑва йӗркелекенсем ЧНК-ан Ваттисен канашӗ тата Чӑваш Енри ентешлӗхӗсем. Ку пухӑва Чӑваш наци конгресӗн пур ертӳҫӗсене те чӗннӗ. Унсӑр пуҫне умпухӑва ентешлӗх президиумӗсен ертӳҫисем те хутшӑнасса шанаҫҫӗ.
Ку мероприятире ҫитес аслӑ пухӑвӑн ӗҫ йӗркине сӳтсе явасшӑн тата ытти пӗтӗмӗшле ыйтусене пӑхса тухасшӑн. Тӗп тӗллев вара — аслӑ пухӑва хирӗҫӳсӗр те йӗркеллӗ, ҫураҫуллӑ ирттересси пулӗ. Мӗн енпе пулӑшмалла, туса ҫитереймен мӗнле ӗҫсем пуррине палӑртса вӗсене туса ҫитермелле — ҫак ыйтусене пӑхса тухӗҫ.
Иртнӗ шӑматкун Хусанта иртнӗ 1552 ҫулта хулана хӳтӗлекенсене аса илнӗ кун Чӑвашран та унта хутшӑнни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Хайхи ку хыпар «Про город» хаҫата та ҫитнӗ курӑнать, вӗсем ку тӗлӗшпе мӗн шутлани пирки ЧНК ҫыннинчен ыйтса пӗлнӗ иккен.
Кам хуравлани паллӑ мар, анчах Хусанти пухӑва «самозванецсем» пулни пирки пӗлтернӗ Чӑваш наци конгресӗ ятӗнчен: «Эп сире ӗнентеретӗп, ку митингра наци конгресӗн ялавӗпе самозванецсем пулнӑ. Пухура эпир унта хутшӑнма йышӑну туман», — тенӗ вӑл ҫын. Те чӑвашӗсене самозванец теесшӗн пулнӑ, те ЧНК ялавӗпе тухнисене. Чӑннипе вара ЧНК ялавӗ унта пулман та. Кунашкал хуравсене вуланӑ май Чӑваш наци конгресӗ тӑван халӑхӑмӑра хӳтӗлес вырӑнне тӳре-шарана тӗксе илессинчен сыхланине чӑн та ӗненетӗн.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-секретарӗ Михаил Васняцкий вара Чӑваш Ен ялавӗпе Хусанта ҫав митингра пулни патшалӑх символӗсене чыссӑрлатнипе танлаштарнӑ. Пӗлес килет — патшалӑх ялавӗсем халӑхӑн е влаҫ тытӑмӗнчи ҫынсен ҫеҫ-и? Уйрӑм ҫынсем нивушлӗ Чӑваш ҫӗрне мухтаса чӑваш ялавӗпе усӑ курма тивӗҫ мар (Чӑваш Ен ялавне йӑтса утакана Республика кунӗнче тытса чарни те пулкалать пирӗн тӗп хуламӑрта)?
Ӗнер Хусанта 1552 ҫулхине хулана хӳтӗленӗ ҫынсене астӑвассин кунӗ иртнӗ. Яланхи пекех унта кӳршӗллӗ халӑхсем те пухӑннӑччӗ, вӗсем шутӗнче — чӑвашсем те.
Тимӗр Акташ журналҫӑ каласа панӑ тӑрӑх халӑх пухӑвне пурӗ 400–500 (теприсем 300–400 пирки пӗлтереҫҫӗ) ҫын пуҫтарӑннӑччӗ. Ытти ҫулсенче ытларах та пулнӑ пулӗ, анчах кӑҫал ҫумӑр та ҫурӗ, ҫанталӑкӗ те ӑшах пулмарӗ.
Пухӑва Тутарстанран «Азатлык» (чӑв. Уҫӑмлӑх, Ирӗклӗх) ТҪП, «Алтын Урда» (чӑв. Ылтӑн Урта) тутарсен патриотла фрончӗ, «Правые татары» ушкӑн килнӗччӗ. Мари Элтен «Марий ушем» (чӑв. Ҫармӑссен пӗрлешӗвӗ) ушкӑн элчисем пулнӑччӗ.
Чӑвашран ку пухӑва Тимофеев Владимир, Эдуард Мочалов, Илья Алексеев тата ыттисем ҫитнӗччӗ. Пухура чӑвашсем те тухса сӑмах каларӗҫ — Эдуард Мочалов пухӑннисене нумай пулмасть вӗҫленнӗ Илле Иванов тӗлӗшӗпе пуҫарнӑ ӗҫ пирки каласа пачӗ, чӑваш чӗлхине хӳтӗленишӗн айӑплани пирки пӗлтерчӗ.
Сӑнсем: Тимӗр Акташ сӑнӗсем (10), «Правые татары» ушкӑнӗнчи (29).
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫак ятпа сӑвӑсен ҫӗнӗ пуххине кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Кӗҫех вӑл вулакан патне ҫитесси пирки иккӗленӳ ҫук.
Ӗнер ку кӑларӑмпа ӗҫлекен редколлеги пӗтӗмлетӳллӗ пухӑва пуҫтарӑннӑ. Унта кӗнекере пичетлемелли хайлавсен списокне ҫирӗплетнӗ.
Антологие пухаканӗсем тата редакторӗсем — Атнер Хусанкайпа Виталий Родионов филологсем, Юрий Сементер, Петӗр Яккусен тата Петӗр Эйзин сӑвӑҫсем тата Сергей Павлов ҫыравҫӑ.
Антологинче 250-а яхӑн сӑвӑ вырӑн тупмалла. Кӗнекере чул палӑксем ҫине ҫырса хӑварнӑ сӑвӑсем таранах кӗмелле. Ҫав вӑхӑтрах хальхи вӑхӑтри авторсем пирки те манман. Кӗнеке 600 страницӑна яхӑн хулӑнӑш пулӗ. Ӑна Ҫӗнӗ ҫул тӗлне кун ҫути кӑтартмалла.
Чӑваш поэзийӗн чи пӗрремӗш антологине 1908 ҫулта кӑларнӑ. Кайран та кун ҫути кӑтартакансем пулман мар-ха. Геннадий Айхи йӗркеленипе кун ҫути кӑтратнине акӑлчанла, итальянла тата венгрла куҫарса пичетленӗ.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян, юпан 4-мӗшӗнче, ЧНК ҫитес аслӑ пухӑвне сӳтсе яврӗҫ. Ҫавӑн пекех 2010 ҫулхи ҫырав пӗтӗмлетӗвне те тишкерчӗҫ, чӑвашлӑха упрамалли мелсене палӑртса хӑварчӗҫ.
Ҫавра сӗтеле Тимӗр Тяпкин ертсе пычӗ. Тухса калаҫакансем шутӗнче Виталий Станьял, Николай Егоров, Фёдор Мадуров, Константин Портнов, Николай Максимов, Николай Лукианов тата ыттисем пулчӗҫ.
Чи малтанхи ыйтура 2010 ҫулхи ҫырав пӗтӗмлетӗвӗ пулчӗ. Халӑх йышӗ епле улшӑнни ҫинчен Николай Иванович Егоров каласа пачӗ. Вӑл 20 ҫул хушшинче чӑвашсен йышӗ ҫур миллион таран чакса ларнине асӑнчӗ, лару-тӑру улшӑнмасан тепӗр 20 ҫултан тата ҫавӑн чухлӗ ҫухатас хӑрушлӑх тӑни пирки те пӗлтерчӗ. Республикӑра чӑвашсем ҫурри ытла пулин те хальхи вӑхӑтра чӑвашла йӗркеллӗ калаҫакансене тупма йывӑрлансах пыни те пур иккен. Деэтнизаци (чӑв. халӑхран писсе пыни) те пирӗн халӑха хавшантарать — эпир чӑваш пулма пӑрахатпӑр имӗш.
Ӗнер Шупашкарти Чапаев скверӗнче «Сӗтев» хаҫат йӗркелевҫи Эдуард Мочалов черетлӗ халӑх пухӑвне ирттернӗ. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» пӗлтерет.
Митингра Эдурад Мочалов хӑй, чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе ҫырнӑшӑн айӑпланакан Илле Иванов журналист тата ыттисем тухса калаҫнӑ. Ку пухура та, яланхи пекех, Михаил Игнатьева тата ытти ҫӳллӗ шайри тӳре-шарана ӗҫрен хӑтармалли пирки чӗнсе каланӑ.
Дмитрий Степанов хастар ҫамрӑк халӑх пухӑвне президент ята тата республикӑна патшалӑх статусне тавӑрмалли ҫинчен калакан плакатсемпе тухнӑ. «Патшалӑхпа президента каялла тавӑрар!» ҫырнисӗр пуҫне вӑл конституцине улшӑнусем кӗртичченхи статья текстне те илсе панӑ. Тепӗр плакатра вара «Президент бульварӗ пур — Президент ҫук! Патшалӑх Канашӗ пур — Патшалӑх ҫук!» ҫырса хунӑ.
Митингра ку хутӗнче 100 яхӑн ҫын пухӑннӑ тесе палӑртать «Ирӗклӗ сӑмах» тетел хаҫачӗ.
Паян, ҫурлан 18-мӗшӗнче Шупашкар хули хӑйӗн 544 ҫулхи ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ҫак куна уявлама республикӑн тӗп хулине пин-пин ҫын пуҫтарӑннӑ.
Унсӑр пуҫне паян Наци вулавӗшӗнче 14:00 сехетре регионсем хушшинчи общество организацийӗ «Чӑваш наци конгресӗ» лару ирттернӗ. Ларӑва пирӗн республикӑн элчисемсӗр пуҫне конгресс канашӗн Мари Эл, Пушкӑрт, Тутар республикисенчи, Мускавпа Питӗр хулисенчи, Самар, Чӗмпӗр, Чулхула, Тӗмен, Ӑремпур облаҫӗсенчи элчисем хутшӑннӑ.
Тӗпрен илсен ларура виҫӗ ыйту тавра сӑмахланӑ. Пӗррӗмӗш ыйту Чӑваш наци конгресӗн VIII съездне ирттерессипе ҫыхӑннӑ. Ку ыйтупа «Чӑваш наци конгресӗн» президенчӗ Архипов Геннадий Николаевич тухса калаҫнӑ. Вӑл съезда юпан 25-27-мӗш кунсем хушшинче ирттерме сӗннӗ. Вара сасӑланӑ хыҫҫӑн ун шухӑшӗпе нумайӑшӗ килӗшнӗ.
Иккӗмӗш ыйтура сӑмах ҫитес съезда хутшӑнакан делегатсене суйлассипе норма ҫирӗплетесси ҫинчен пынӑ. «Чӑваш наци конгресӗн» президиум членӗ Краснов Михаил Николаевич ларӑва пухӑннӑ ҫынсене йышшӑннӑ нормӑпа паллаштарнӑ. Ҫапла вара юпа уйӑхӗнче ирттерме планланӑ съезда 386 делегат хутшӑнмалла, вӗсенчен тулашран — 111, ют ҫӗршывран — 15, Чӑваш Республикинчи муниципаллӑ районсемпе хула округӗсенчен тата учрежденийӗсемпе организацисенчен — 260 делегат.
Хула кунӗнче — ӑна ҫак вырсарникун ирттереҫҫӗ — «Чӑваш наци конгресӗ» регионсем хушшинчи общество организацийӗ лару ирттерме шут тытнӑ. Вӑл Наци вулавӑшӗн ларусен залӗнче 14 сехетре пуҫланмалла. Унта конгресс канашӗн Мари Эл, Пушкӑрт, Тутар республикисенчи, Мускавпа Питӗр хулисенчи, Самар, Чӗмпӗр, Чулхула, Тӗмен, Ӑремпур облаҫӗсенчи элчисем килсе ҫитмелле. Унта Чӑваш наци конгресӗн VIII сьездне ирттерес ыйтӑва сӳтсе явмалла.
Виҫӗмкун Шупашкарти «Мир Люксор» кинотеатр умӗнче оппозици лидерне Алексей Навальныя хӳтӗлесе пикет иртнӗ. Ун тӗлӗшпе, аса илтеретпӗр, «Кировлес» продукцине вӑрланӑ тата «Ив Роше» компание улталанӑ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Прокурор ӑна ултӑ ҫуллӑха хупма ыйтнӑ.
Акцие РПР-ПАРНАС партин уйрӑмӗ йӗркеленӗ-мӗн. Унта хутшӑннисем Алексей Навальнӑя тата политика тӗлӗшӗнчен хупнӑ тесе шухӑшлакан ытти ҫынна хӳтте кӗрес шухӑшпа пухӑннӑ иккен. Унта 30-35 ҫын таран хутшӑннӑ. Вӗсене икӗ теҫеткене яхӑн йӗрке хуралҫи сӑнаса тӑнӑ теҫҫӗ. Тата информагентствӑсен пайташӗсемпе блогерсем те курма тухнӑ имӗш.
Паян Вӑрнар районӗнче таврапӗлӳҫӗсемпе экологсем республикӑри слета пуҫтарӑннӑ. Ӑна ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин шкул тулашӗнчи ӗҫсемпе тӑрмашакан «Эткер» центрӗ йӗркеленӗ.
Слета экологсен ҫичӗ, краеведсен виҫӗ ушкӑнӗ килсе ҫитнӗ. палаткӑсенчен йӗркеленӗ лагерь район центрӗн хӗрринче вырнаҫнӑ. Унта хӑй вӑхӑтӗнче лицей пулнӑ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |