Чӳк уйӑхӗн 7–9-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра студентсен пӗрлешӗвӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри IV «Хастар» слечӗ иртмелле. Ӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ йӗркелет.
Слет программине студентсен пӗрлешӗвӗсене хӑтлассине, студентсен хӑй тытӑмлӑхне, ҫамрӑксен организацийӗсемпе пӗрлешӗвӗсене ӗҫлеттерес ыйтупа ҫавра сӗтел йӗркелессине, мастер-классемпе тренингсем кӗртнӗ. Ҫаксем ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсене тухӑҫлӑрах ӗҫлеттерме пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Слетӑн тӗп тӗллевне палӑртнӑ май федераци проекчӗсемпе программисене студентсене явӑҫтарассине ҫӗнӗ мелсем кӗртессине, пӗрлехи пысӑк проектсем хатӗрлессине, ушкӑнпа йӗркелессине аталантарассине, аслӑ шкулсемпе студентсен пӗрлешӗвӗсен хушшинче килӗштерсе ӗҫлессине йӗркелессине тата ыттине палӑртнӑ.
«Хастар» слета Шупашкарти, Питӗрти, Тольяттинчи, Ижевскри студентсен пӗрлешӗвӗсем кӑмӑл тунине пӗлтернӗ.
Паянтан пуҫласа Чӑваш Ен Элтеперӗн ӗҫне Иван Моторин пурнӑҫлать. Михаил Игнатьева хӑйӗн пуканне, паллах, пушатма ыйтман — ку улшӑну республика Элтеперӗ канма шутланипе ҫыхӑннӑ. Михаил Игнатьевӑн канӑвӗ чӳкӗн 22-мӗшӗччен пырӗ.
Ӗнер вара Михаил Васильевич Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене хутшӑннӑ. Хӗрлӗ тӳремре иртнӗ митинга пурӗ 10 пин ҫын пухӑннӑ, унта республика Элтеперӗ те ҫитнӗ. Сӑмах май, халӑха пӗрлештерес тесе ирттернӗ митингра темшӗн ытларах вырӑс чӗлхи кӑна хуҫаланнӑ, ялавӗсем те ытларах Раҫҫей патшалӑхӗн пулнӑ. Патшалӑх органӗсене купи-купипех ҫак танмарлӑх пирки ҫыру ҫырсан та ку тӗрӗсмарлӑха ниепле те пӗтерме ҫук пулас.
Сӑнсем («ПроГород» хаҫатӑн)
Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче паян шкулсенче чӑваш чӗлхине малашне мӗнле вӗрентессине сӳтсе яврӗҫ — пухӑва Чӑваш патшалӑх университечӗн, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн преподавателӗсем, вӗренӳ институчӗн ӗҫчешӗсем, «Халӑх шкулӗ» журнал ӗҫченӗсем, хула шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем тата ытти чӑваш хастарӗсем пуҫтарӑнчӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра ФГОС пурнӑҫа кӗнӗ май хӑш-пӗр шкулсем ачасене эрнере 6 кун вырӑнне 5 кун вӗрентесшӗн, ҫапла май хӑш-пӗр предметсен сехечӗсене пӗчӗклетме тивет имӗш. Ҫӗнӗ вӗренӳ стандарчӗпе вӗренӳ тытӑмне шкул хӑй йӗркелет имӗш. Хӑш-пӗр шкулсем вара ҫак юхӑма лексе 5 кунлӑха куҫнӑ чухне чӑваш чӗлхипе литературин сехечӗсене катаҫҫӗ иккен — тӗрлӗ ҫӗнӗлӗхе пула яланхилле тӑван чӗлхе яваплӑ пулса тӑрать. Пуҫлӑхсен «пуртти» айне ӑна чи малтан чикеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине вӗрентес шайне сахалатман темех пуль министерствӑри пуҫсене пӗр шухӑш пырса ҫапнӑ — 5 сехетрен иккӗшне хӑварса виҫӗ сехетне дистанцилле те вӗрентме пулать имӗш.
Пухӑва пуҫтарӑннисем ку ҫӗнӗлӗхе сивлерӗҫ — пӗр енчен дистанцилле вӗрентме материалӗсем ҫук, тепӗр енчен программи таврашне йӑлт ҫӗнӗрен шутласа кӑларас пулать.
Нумай пулмасть ЧНК пухӑвӗ иртнӗ, унта конгресӑн хулари уйрӑмне йӗркеленӗ (ертӳҫӗ пулма Эдуард Бахмисова шаннӑ). Хула мэрӗ Леонид Черкесов тухса сӑмах каланӑ чухне Шупашкарти предприятисем умне палӑрткӑчсемпе вывескӑсене саккун хушнӑ пек икӗ чӗлхепе ҫырма тӗллев лартнӑ.
Черкесов шухӑшӗпе ҫак ӗҫе Чӑваш наци конгресӗ ертсе пырсан килӗшӳллӗ пулмалла. Унсӑр пуҫне тӗп хулари урам ячӗсене тӗрӗс е йӑнӑш ҫырнине тӗрӗслеме ятарлӑ комисси йӗркеленӗ.
Палӑрткӑчсемпе вывескӑсене икӗ чӗлхепе ҫырмаллине Чӑваш Республикин «Чӗлхесем ҫинчен» саккун хушать, анчах пурнӑҫра хӑшӗ-пӗри ӑна пӑхӑнмасть. Саккуна пӑснӑшӑн та никама та явап тыттарман хальлӗхе — кун пирки пӗр сас-хура та ҫук-ха.
Йӑлӑмра авӑн уйӑхӗн 26–28-мӗшӗсенче шкул ачисен республикӑри турист слечӗ иртнӗ. Унӑн кӑтартӑвӗсене IV Туриадӑра тата шкул ачисен XVII спартакиадинче шута илмелле.
Район чысне слетра Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнчи «Ҫамрӑк турист» вӗренӳ пӗрлешӗвӗн ушкӑнӗ хӳтӗленӗ. Йыша асӑннӑ шкулти В.П. Елизаров вӗрентекен ертсе пырать.
Ҫӗнтерӳшӗн тупӑшу виӗҫ куна пынӑ. Унта республикӑри ял-хуласенчи 15 ушкӑн хутшӑннӑ. Чӑрӑшкасси ачисем пӗтӗмӗшле команда зачетӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӗсем «Тӗрӗслевпе туризм маршручӗ», «Тӑваткал», «Туризм», «Йышпа паллаштарни», «Конкурс программи» ӑмӑртусенче мала тухнӑ.
Йышри ачасенчен Ирина Мазеева, Александра Николаева, Эмилия Матвеева, Артем Афанасьев, Владислав Федотов, Никита Карпов, Илья Сумков уйрӑмах палӑрнӑ.
Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть те, малашне нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре юсама тесе хваттер хуҫисем укҫа пухма тытӑнӗҫ. Вӑл тупрана ӑҫта хурса пырассине харпӑрлӑхҫӑсене пухусенче татса пама ирӗк параҫҫӗ.
Ҫак ыйтупа нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле районӗнчи Саланчӑкра пуху иртнӗ. Унти нумай хваттерлӗ ҫуртра (вӑл — Николаев урамӗнчи 8-мӗш ҫурт) пурӑнакансем пуҫтарӑнса калаҫнӑ. Халӑхпа тӗл пулма вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Людмила Егорова тата район администрацийӗн строительство, ҫул-йӗр тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн специалист-эксперчӗ Алина Маскина пырса ҫитнӗ. Вӗсем ҫӗнӗ йӗркепе паллаштарнӑ, пухӑннисен ыйтӑвне хуравланӑ.
Нумаях пулмасть Тутарстанри Арск хулинче Раҫҫейӗн тӗп халӑхӗсен ассоциацийӗн йӗркелӳ пухӑвӗ тата I съезчӗ иртнӗ. Унта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи наци республикисенчен хутшӑннӑ. Чӑвашсенчен пухӑва тата съезда наципе культура чӗрӗлӗвӗн «Ирӗклӗх» пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи — Дмитрий Степанов) кайнӑ.
Пухӑва хутшӑннисем Патшалӑх Думи тата регионсенчи Патшалӑх Канашӗсем «Вӗренӳ ҫинчен» тата «Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен чӗлхисем ҫинчен» саккунсене ҫӗнӗрен пӑхса тухнине тиркенӗ. Съездра ҫӗршывӑн Президенчӗ, федераци парламенчӗн икӗ палатине тата Атӑлҫи тӑрӑхсенчи регионсен: Чӑваш Енӗн, Тутартсанӑн, Пушкӑртстанӑн — ертӳҫисемпе вӗсенчи парламентсене ямалли резолюци йышӑннӑ.
Асӑннӑ хутра виҫӗ саманта палӑртнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, регионсене хӑйсен ертӳҫисене епле калассине хӑйсене суйлама ирӗк пама ыйтнӑ. Иккӗмӗшӗ Чӑваш Ене кӑна пырса тивет. Унта Чӑваш ене патшалӑх ят тавӑрасси пирки сӑмах пырать. Виҫҫӗмӗшӗнче вырӑнти халӑхсене хӑйсен чӗлхипе пӗлӳ илме тан майсем туса парасси ҫинчен каланӑ иккен. Республикӑсенче, сӑмахран, тӑван чӗлхепе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тыттарма май туса пани аван тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт шӑпи нумайӑшне пӑшӑрхантарть. Ун тавра чылайӑшӗ калаҫать, тавлашать… Пурте ҫак ыйтӑва уҫӑмлатасса кӗтеҫҫӗ.
Паян, авӑнӑн 23-мӗшӗнче, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫав ҫуртри ҫынсемпе пуху ирттернӗ. Вӑл унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ Петров 9-мӗш урамӗнчи ҫурт пурӑнма юрӑхсӑр пулнине палӑртнӑ-мӗн. Ҫавна май строительсем ҫитес вӑхӑтра ҫуртӑн пӗрремӗш подъездне аркатма тытӑнӗҫ.
Кун хыҫҫӑн 2-мӗшпе 3-мӗш подъездсен шӑпине татса парӗҫ. Алексей Ладыков Чӑваш Ен авариллӗ ҫуртрисене сертификат партармашкӑн кирлӗ ҫӗре ыйтупа тухнине пӗлтернӗ. Анчах вӑл ҫурта тепӗр хут тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ уҫӑмланӗ-мӗн.
Хальлӗхе ҫав ҫуртри ҫынсем Г.Лебедев ячӗллӗ лицейӗн авариллӗ ҫуртне куҫнине унччен пӗлтернӗччӗ.
Авӑнӑн 13-мӗшӗнче Шупашкарта историн пӗрлӗхлӗ кӗнекине йышӑнма хистесе митинг иртнӗ. Мероприятие 20 яхан ҫын хутшӑннӑ. Вӑл Хӗрлӗ тӳремре пулнӑ.
Пӗтӗм Раҫҫей акцине «Партия Великое отечество» йӗркеленӗ. Унӑн хастарӗсем РФ вӗренӳ министрне Дмитрий Ливанова Владимир Путин президентӑн Хушӑвне пурнӑҫлама, шкул ачисем валли историн пӗрлӗхлӗ кӗнекине кӑларма ыйтса митинга тухнӑ.
Митигн аслисене кӑна мар, Шупашкарти шкулсенче вӗренекенсене те кӑсӑклантарнӑ. 2-мӗш гимназире 11-мӗш класра вӗренекен Алексей Свеклов пӗрлӗхлӗ кӗнеке кирлине палӑртнӑ. Вӑл хальхи учебниксем тӗнчере, ҫӗршывра пулса иртнӗ пулӑмсене туллин ҫутатманнине каланӑ. Истори вӗрентекенӗ те ку е вӑл пулӑма туллин ҫырса кӑтартманнине палӑртать-мӗн.
Авӑн уйӑхӗн 6–7-мӗшӗсенче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял ҫывӑхӗнчи «Хӗрлӗ партизан» аэродромра регионсем хушшинчи XI Маресьев слечӗ иртнӗ. Унта авиацие кӑмӑллакан ҫынсем Мускавран, Улатимӗртан, Йошкар-Оларан, Хусантан, Шупашкартан пырса ҫитнӗ.
Мероприятие паллӑ вӗҫӗвҫӗсен ятне асра тытса йӗркелеҫҫӗ. Акӑ, сӑмахран, Совет Союзӗн Паттӑрӗ Алексей Маресьев Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче икӗ ура тупанне татмалла аманнӑ. Унтан сипленнӗ хыҫҫӑн Йӗпреҫри вӗҫев шкулӗнче ҫӗнӗрен вӗҫме хӑнӑса самолет умне ларнӑ, тӑшманпа кӗрешӗве тухнӑ. Е тата Йӗпреҫ районӗнчи Липовка поселокӗнче ҫуралнӑ Леонид Константинова илер. Вӑл Патшалӑх Думин тата Раҫҫей ҫарӗн аслӑ офицерӗсене хӑйӗн пурнӑҫне шеллемесӗр ҫӑлнӑ. Хисепе тивӗҫ летчиксем хушшинче хӗрарӑм та пур. Вӑл — Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсри Валентина Волковаӗ Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫи вӑхӑтӗнче харсӑрскер каҫхи бомбардировщиксен хӗрарӑмсен полкӗнче пулнӑ.
Слета пухӑннисене тӳресем те саламланӑ. Сӑмахран, республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗн ҫумӗ Владимир Степанов, Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |