Чӑваш ҫыравҫисем Йошкар-Олари Пукане театрӗнче «Йӳд орол» (чӑв. Каҫхи хурал) спектакль курнӑ. Ӑна Хусанти Денис Осокин писатель хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ.
Асӑннӑ спектакль — «Ылтӑн маска» преми лауреачӗ. Унта ҫулланнӑ арҫын тӑван тӑрӑхне, ашшӗ-амӑшӗн килне, пушанса юлнӑ ҫурта таврӑннине кӑтартса панӑ.
Мӗнпур зал – сцена. Куракансем спектакле тӗртнӗ кавир сарнӑ сак ҫине ларса курнӑ.
Чӑваш ҫыравҫисене ҫармӑссен спектакльне курма мари халӑх писателӗ Зоя Дудина йыхравланӑ.
Калмӑк Республикин тӗп хулинчи, Элистӑри, Б. Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗ ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш академи драма театрӗн сцени ҫине тухӗ. Гастрольпе килекен артистсем чӑваш сцени ҫине вырӑс классикӗн Александр Грибоедовӑн «Горе от ума» пьесине кӑтартӗҫ.
Писатель асӑннӑ хайлава 200 ҫул каялла, 1824 ҫулта, ҫырнӑ. Спектакле Раҫҫей, Калмӑк тата Тыва республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев лартнӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пьеса паян та актуаллӑ.
Артистсем Шупашкара ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче килӗҫ.
Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Чӑваш чӗлхи эрни иртӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 24-30-мӗшӗсенче пулӗ.
Эрне ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Машукпа Мишук» спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна В. Швембергер ӗҫӗпе лартнӑ.
Спектакле театр ака уйӑхӗн 24 тата 25-мӗшӗсенче 12 сехетре, 27-мӗшӗнче 15 сехетре кӑтартӗҫ.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Санӑн йыхравна эпӗ илтрӗм» моноспектакль пулӗ. Унӑн авторӗ – Ольга Туркай.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Аманнӑ шӑпа» ҫӗнӗ спектакль кӑтартнӑ. Нажиб Асанбаевӑн пьесипе ӑнаиБорис Манджиев лартнӑ.
«Аманнӑ шӑпа» – Борис Манджиевӑн чӑваш академи драма театрӗнчи пирвайхи спектаклӗ. Раҫҫейӗпех паллӑ калмӑк режиссёрӗ ку хайлава пӗрремӗш хут лартмасть иккен, анчах хальхинче, ҫӗршыври лару-тӑрӑва шута илсе, улшӑнусем те кӗртнӗ», — хыпарланӑ «Чӑваш Ен» ПТРК.
Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ пуласси пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӑл уҫӑлнӑ. Сцена ҫине чи малтан Коми Республикинчи оперӑпа балет театрӗ хатӗрленӗ «Крик» спектакль тухнӑ.
Ӑна Александр Зиновьевӑн «Иди на Голгофу» романӗ тӑрӑх лартнӑ. Унӑн ҫӗнӗ версийӗ иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче вырӑс литературин классикӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа тухнӑ. Тӗнче премьери вара 2014 ҫулта Одессӑра инкек пулнӑ чухне сцена ҫине тухнӑ. Спектакль Андрей Меркурьевшӑн хореограф-постановщик пек дебют пулнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл романри тӗп сӑнар пекрех.
«Крик» спектакле культура пуҫарӑвӗсен Президент фонче пулӑшнипе лартнӑ. Унта театр тӗнчинчи чи вӑйлӑ, пултаруллӑ ҫынсем выляҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче патриотизм темипе концертсемпе спекталкьсем кӑтартӗҫ. «Своих не бросаем» (чӑв. Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр) акци ӗнер Чӑваш паташлӑх филармонийӗнче пуҫланнӑ. Ун чухне сцена ҫине филармони солисчӗсем «Служу России» программӑпа тухнӑ.
Концерта курма ҫамрӑксем те, аслӑраххисем те пуҫтарӑннӑ. «Кун пек концертсем ҫамрӑксене патиотизм воспитани парас ӗҫе питех те паха. Ун пеккисене вӗсене кӑтартмалла», — хавхаланса калаҫнӑ концетра пулса курнӑ Галина Николаева пенсинерка.
Ака уйӑхӗн вӗҫӗччен пыракан акцие республикӑри мӗнпур патшалӑх театрӗпе концерт учреденийӗ хутшӑнӗ. Акцие хутшӑнса кӑтартнӑ ӗҫсем вӑхӑтӗнче пухнӑ укҫана ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшма куҫарса парӗҫ.
Ыран, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкара «Ылтӑн маска» пӗтӗм Раҫҫейри театр премийӗн жюри членӗсем килӗҫ. Вӗсем Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн «Король Лир» спектакльне хаклӗҫ.
Ҫав ӗҫе «Ылтӑн маска» премие илме тӑватӑ номинаципе тӑратнӑ: «Чи лайӑх спектакль», «Чи лайӑх режиссёр ӗҫӗ», «Чи лайӑх художник ӗҫӗ», «Чи лайӑх актёр ӗҫӗ».
Мускавран килнӗ ӑстасем Чӑваш патшалӑх культура институчӗн студенчӗсене тата патшалӑх театрӗсенче литература енӗпе ӗҫлекен специалистсене ӑсталӑха вӗрентӗҫ.
Унччен спектакль-номинантсене Мускавра кӑтартнӑ пулсан кӑҫал вӗсене жюри членӗсем театрсене ҫитсе курса хаклаҫҫӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, Театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑри конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Гран-прие Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче У. Шекспир хайлавӗпе Борис Манджиев режиссёр лартнӑ «Король Лир» спектакль ҫӗнтернӗ.
«Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль» – И. Тургеневӑн пьеси тӑрӑх Дмитрий Миронов режиссёр лартнӑ «Пӗр уйӑх ҫеҫ пӗрле» ӗҫ, «Ачасем алли лартнӑ чи лайӑх спектакль» – А. Болдинов пьеси тӑрӑх Денис Андронов режиссёр лартнӑ «Сказка о добром сердце».
«Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире «Пӗр уйӑх ҫеҫ пӗрле» спектакльти Наталья Петровна сӑнарне калӑпланӑ Эмилия Назаровӑна палӑртнӑ, «Чи лайӑх арҫын ролӗ» номинацире «Шурҫамка» спектакльти Шурҫамка сӑнарӗшӗн Сергей Никитина чысланӑ.
«Чи лайӑх сценографи» – «Король Лир» спектакль (ӑна Эмиль Капелюш илемлетнӗ). «Музыка енчен чи лайӑх илемлетни» – «Сказка о добром сердце» спектакль (композиторӗ — Андрей Галкин).
«Иккӗмӗш планти чи лайӑх роль» номинацире «История одной встречи» спектакльти Денис Латышева палӑртнӑ.
Чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Александров хӑй вӑхӑтӗнче СССР халӑх артисткипе Вера Кузьминапа ҫыру ҫӳретнӗ. Кун пирки вӑл Чӑваш патшалӑх акадми драма театрӗнче иртнӗ моноспектакль вӑхӑтӗнче каласа кӑтартнӑ.
«Шкулта вӗреннӗ чухне эпӗ пукане театрӗн кружокне ҫӳренӗ. Унта эпир сценкӑсем те, спектакльсем те лартма хӑтланаттӑмӑр. Ҫав ӗҫсемпе ялти клубсем тӑрӑх ҫӳреттӗмӗр. Канаш районне чӑваш театрӗ килсен кайса курманни ман нихҫан та пулман. Пӗринче мана Вера Кузьминапа тата Валерий Яковлевпа паллаштарчӗҫ. Вера Кузьминична ун чухне Чӑваш театр студине пырса пӑхма сӗнчӗ. Пултарулӑха тӗрӗслеме. Эпӗ шкул пӗтернӗ вӑхӑта унти студие илсе пӗтернӗччӗ. Ҫапла эпӗ Пукане театрне лекрӗм. Анчах чӑваш драмин сцени ҫинче выляс ӗмӗт мана кунта илсе ҫитерчӗ-ҫитерчех», – каласа кӑтартнӑ Вячеслав Александров.
Вячеслав Александров Вера Кузьминапа ҫыру ҫӳретнине аса илнӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи унӑн пӗрремӗш ролӗ Валерий Яковлев Николай Терентьев Вера Кузьмина валли ятарласа ҫырнӑ ӗҫ тӑрӑх лартнӑ «Ҫылӑх» спектакльте пулнӑ.
Шупашкарти Вырӑс драма театрӗн артисчӗсем Тулӑра пулнӑ. Унта вӗсем пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирех тухса кайнӑ. Пуш уйӑхӗн 15, 16 тата 17-мӗшӗсенче артистсем Тулӑри М. Горький ячӗллӗ патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче спектакльсем кӑтартнӑ.
Тулӑри куракансем пурӗ тӑватӑ спектакль пӑхма пултарнӑ: Д. Нигрогӑ «Тайны семьи Рейвенскрофт» детективне, Э.-Э. Шмиттӑн «Тектоника чувств» тата К. Гольдонин «Венецианские близнецы» камичӗсене, А. Белозеровӑн «Солдат и Змей Горынович» юмахне.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |