Шупашкарта пурӑнакан 59 ҫулти арҫын патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл медӗҫчен имӗш. Хайхискер медкарттӑна йӗркене кӗртмеллине пӗлтернӗ. Ҫапла вӑл телефон ҫине килнӗ кода пӗлтернӗ.
Кӗҫех тепӗр ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗн ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер арҫынна пӗтӗм укҫине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма хушнӑ. Вӑл итленӗ. Ку кӑна мар, арҫын машинине те сутнӑ. Укҫине палламан ҫынна куҫарса панӑ. Ҫапла вӑл 4 миллион ытла тенкӗ ҫухатнӑ.
Канашри вӗрентекене ултавҫӑсем хӑратса пӑрахнӑ: терроризма укҫан пулӑшнӑшӑн ӑна уголовлӑ майпа явап тыттарӗҫ-мӗн. Ун патне телефонпа шӑнкӑравланӑ.
Ҫав вӑхӑтра Дмитрий Васильев тата Алла Ефимова участковӑйсем участока пӑхса ҫӳренӗ. Вӗсем хӗрарӑм такампа телефонпа калаҫнине, хӑй пӑлханнине асӑрханӑ. Полицин аслӑ сержанчӗ калаҫуран такам ӑна укҫа куҫарма хушнине ӑнланнӑ та пырса калаҫнӑ. Анчах лешсем 63-ри хӗрарӑма полицейскисенчен аякрах пӑрӑнма хушнӑ, вӗсене «вӑрттӑн операцие» хутшӑнтармалла мар-мӗн. Кун хыҫҫӑн Дмитрий Васильев ҫав палламан ҫынпа хӑй калаҫма шутланӑ. Лешӗ тӳрех телефона сӳнтернӗ.
Чӑнах та, аферист ӑна хӑйӗн укҫине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма хушнӑ иккен.
Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Ӑстакассинче пурӑнакан Верӑпа Николай Долговсем ывӑлӗн туйӗ валли укҫа пухнӑ. Лешӗ Мускавра ӗҫлесе пурӑнать.
Анчах ывӑлӗ кун пек пысӑк парнене йышӑнман, унпа ялти хӑтлӑхшӑн усӑ курма ыйтнӑ. Вӑл хӑй ӗҫлесе илнӗ укҫа та ҫитсе пынине каланӑ. Тӑван тӑрӑхне юратни те ӑна ҫапла тума хистенӗ.
Кун хыҫҫӑн Долговсем Инна Великанова депутатпа ҫыхӑннӑ. Ҫапла Ӑстакассинчи 600 метр ҫула пуҫаруллӑ бюджет программипе юсама тытӑннӑ. Долговсен хӑйсен укҫине ҫавӑнта хывнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм финанс организацийӗсен умӗнчи тата налук парӑмне вӑхӑтра татман. Парӑм 1,1 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ.
Суд приставӗсем хӗрарӑма куҫма пурлӑхсӑр юласси пирки асӑрхаттарнӑ. 52 ҫулти хӗрарӑмӑн банкри мӗнпур счетне суд приставӗ арестленӗ, чикӗ леш енне кайма, пурлӑха хӑйӗн ячӗпе регистрацилеме чарнӑ.
Унсӑр пуҫне суд приставӗ дача ҫуртне тата ҫӗр лаптӑкне арестлесси пирки асӑрхаттарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн хӗрарӑм парӑма тӳлесе татнӑ. Унсӑр пуҫне унӑн суд приставӗсене ӗҫшӗн 80 пин тенкӗ ытла тӳлеме тивнӗ.
Элӗк районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 41 ҫулти арҫын хӗрӗпе ывӑлне алимент тӳлесшӗн пулман. Парӑм 200 пинрен иртсе кайнӑ. Явапсӑр ашшӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫ суда ҫитнӗ.
Вырӑнти суд приставӗсен протоколне унта пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн арҫынна ӗҫлеттермелле йышӑну кӑларнӑ. Икӗ ача ашшӗ урама тирпейлесе тӑрӗ.
Унсӑр пуҫне арҫынна транспорт рулӗ умне ларма чарнӑ. Суд йышӑнӑвӗпе 50 сехет ӗҫлеттернӗ хыҫҫӑн та парӑма татмасан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарма пултарӗҫ.
Шупашкарта ҫынсене харпӑр ӳсӗм тӑвассипе консультаци паракан хӗрарӑм ултавҫӑсене 16 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ. 3,5 миллион тенки - кредит илнӗскер.
Ултавҫӑсем анлӑ сарӑлнӑ схемӑпах улталанӑ: такамсем Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗн паролӗсене пӗлнӗ имӗш, вӗсем кредит илме пултараҫҫӗ-мӗн.
Хӗрарӑмпа мессенджерта ҫырӑннӑ, патшалӑх структуринчен пулнине ӗнентерме лешсем электронлӑ документсем те янӑ. Хӗрарӑм укҫана каялла тавӑрса параҫҫӗ тесе ӗненнӗ. Укҫине вӑл банкомат урлӑ куҫарнӑ. Инҫех мар ултавҫӑсем пирки асӑрхаттаракан полицейски кӳлепи тӑнӑ.
Красноармейски муниципаллӑ округӗнчи пӗр шкул директорӗ хӑйне пӑхӑнакансене пӗр алӑпа преми панӑ та тепринпе туртса илнӗ.
2021 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа 2023 ҫулхи ҫу уйӑхеччен хӗрарӑм ӗҫченсенчен пӗрне преми (хавхалантармалли тӳлев) панӑ та унӑн пӗр пайне хӑйне куҫарса пама ыйтнӑ. Ҫав вӑхӑтра пурӗ 130-а яхӑн пин тенке ҫапла майпа хӑйне илнӗ. Укҫапа директор хӑй усӑ курнӑ.
Шкул директорне РФ Пуҫиле кодексӗн 159 статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ. Хӗрарӑм укҫана саплаштарнӑ. Суд ӑна 80 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ преподавателӗсем ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Ку тӗслӗхсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пӗр вӗрентекен палламан ҫынсене 4,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Вӑл «ФСБ, банк тата Вӗренӳ министерствин информаци хӑрушсӑрлӑхӗн ӗҫченӗсемпе» калаҫнине ӗненнӗ. Лешсем хӑратса ӳкернӗ: мерӑсем йышӑнмасан укҫа-тенкӗ террористсене пулӑшма кайӗ-мӗн. Ҫапла преподаватель кредит илнӗ, машинине салук хурса микрозайм ҫыртарнӑ, пӗлӗшӗсенчен укҫа кивҫен илнӗ.
Тепӗр преподаватель – хӗрарӑм. Вӑл ҫак майпах улталаннӑ, 2 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти арҫын 2 миллион тенкӗ парӑма мӗнле кӗрсе кайнине ӑнланман та. Вӑл полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Йӗрке хуралҫисем мӗн пулса иртнине палӑртнӑ. Арҫын нумаях пулмасть телефон номерне улӑштарнӑ иккен, анчах мобильлӗ банкран ҫав номере илмен. Номерӗн ҫӗнӗ хуҫи вара кунпа усӑ курнӑ, онлайн майпа кредит илсе укҫине илнӗ.
Хальхи вӑхӑтра ҫав ҫынна шыраҫҫӗ.
Комсомольскинче 640 ача валли шкул тӑвасшӑн. Вӑл унччен 2-мӗш шкул пулнӑ территорийӗнче вырнаҫӗ. Шкул икӗ блокран, 3 тата 3 хутлӑ пулӗ.
Подрядчике палӑртма аукцион ирттереҫҫӗ. Малтанхи хак – 1 миллиард та 275 миллион та 462,81 тенкӗ. Аукциона утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Подрядчикӑн шкула икӗ ҫулта туса пӗтермелле, 2026 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хута ямалла. Малтан кивӗ ҫурта ишсе антармалла, газ пӑрӑхне, пысӑк вольтлӑ линие куҫармалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |