Чӑваш Енре уйрӑм ҫынсен килӗсене газ ҫитерме кӑҫал та пулӑшӗҫ. Социаллӑ газификаци программине пирӗн республикӑра пурнӑҫа кӗртме федераци бюджетӗнче 8,3 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, правилӑра ҫынсен ҫак категорине пулӑшма пӑхса хӑварнӑ:
— яталӑ ҫар операцине хутшӑнакансем тата вӗсен ҫемйинче пурӑнакансем,
— Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем,
— Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин инваличӗсем тата тӗрлӗ ҫар хирӗҫтӑрӑвне хутшӑнса сусӑрланнисем,
— ҫар хирӗҫтӑрӑвне хутшӑннӑ ветерансем,
— нумай ачаллӑ ҫемьсем,
— сахал тупӑшлӑ ҫынсемпе сахал тупӑшлӑ ачаллӑ ҫемьесем,
— I ушкӑн инваличӗсем,
— инвалид-ачисене пӑхакансем.
Ултавҫӑсем налук службин ӗҫченне те шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти хӗрарӑмӑн полицие кайса заявлени ҫырма тивнӗ.
Ӑна та стандартлӑ схемӑпах улталанӑ. Мессенджерта ун патне пуҫлӑх ятӗнчен ҫыру килнӗ, унпа кӗҫех йӗрке хуралҫисем ҫыхӑнаҫҫӗ-мӗн. Лешсем каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн укҫине такамсем террористсене куҫарса парасшӑн. Вӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм палламан счетсем ҫине 3 миллион ытла тенкӗ куҫарнӑ. Ку укҫа- банкра кредит илни.
Чӑваш Енри массӑллӑ информаци хатӗрӗсене укҫа валеҫсе парӗҫ. Кӗмӗле хыснаран уйӑрӗҫ.
Республикӑн Цифра аталанӑвӗн министерстви социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене хыснаран грант евӗр субсили ваплеҫсе парасси ҫинчен калакан йышӑну проектне хатӗрленӗ.
Пӗтӗмпе 19 миллион та 356 пин те 700 тенкӗ валеҫсе парӗҫ. Грантӑн чи пӗчӗк виҫи — 70 пин тенкӗ, чи пысӑкки — 550 пин тенкӗ.
Укҫана пурӗ 67 проектшӑн парӗҫ. Вӗсем пурте наци тата регионти проектсене ҫутатса параканнисем. Тепӗр майлӑ каласан, Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Экологи культурин ҫулталӑкне, экономика аталанӑвне, право йӗркине пӑсакансемпе кӗрешес темӑсем пулӗҫ.
Вӑрмар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пӗлтӗртенпе ниҫта та ӗҫлемен, 6 ҫулти ывӑлӗшӗн алимент тӳлесе тӑман, воспитани парас ӗҫе те хутшӑнман. Ҫапла унӑн парӑмӗ самаях пухӑннӑ: 124 пин тенкӗ.
Куншӑн арҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Анчах ку та ӑна тӳрӗ ҫул ҫине тӑма хистемен. Кайран ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавӑн чухне тин вӑл яваплӑхран хӑраса кайнӑ, пухӑннӑ алимент укҫине йӑлтах тӳлесе татнӑ.
Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче почта уйрӑмне ертсе пынӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Канашри почтамта пӑхӑнса тӑракан почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ хӗрарӑм сутма панӑ таварпа тата ӑна сутса тунӑ укҫапа хӑй пӗлнӗ пек хуҫаланнӑ. Вӑл 200 пине яхӑн тенке хӑйӗн кӗсйине пӗтӗрсе чикнӗ.
Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май хӗрарӑмӑн килӗнчен полицейскисем 150 пин тенкӗ укҫа илсе тухса кайнӑ, ӑна шар курнӑ ене тӑкака саплаштарма панӑ.
Пуҫиле ӗҫе Йӗпреҫ районӗнчи суда ярса панӑ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артистне Василий Павлова уйӑхсерен патшалӑх пособине мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе парса тӑма йышӑннӑ. Ҫак укҫана Раҫҫей тата чӑваш халӑх артисчӗ «культурӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» тивӗҫнӗ.
Василий Павлов театр ӳнерӗнче 1967 ҫултанпа тӑрӑшать тесе пӗлтернӗ театрта. Малтан Чӑваш пукане театрӗнче ӗҫленӗ, 1971-2023 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫленӗ. Чылай ҫул вӑл театр труппине ертсе пынӑ. Халӗ вӑл тава тивӗҫлӗ канура.
Кӗҫех Шупашкарта урӑлтаркӑч пулӗ. Ӑна тума тытӑннӑ ӗнтӗ. Подрядчикӗ - Чулхулара регистрациленнӗ организаци. Унпа 42,6 милион тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ.
Проектне хатӗрлеме вара 2,85 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Вӑл кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче экспертиза витӗр тухнӑ.
Строительство кӑҫал ҫулла вӗҫленмелле. Урӑлтаркӑча кӗркунне уҫма палӑртнӑ. Вӑл Васкавлӑ медпулӑшу пульници ҫывӑхӗнче пулӗ. Унта 4 койкӑллӑ 5 пӳлӗм, душ, туалет, ертӳлӗх пӳлӗмӗсем тума палӑртнӑ.
Шупашкарти стоматолог патне мессенджерта пульницӑн тӗп тухтӑрӗ ҫырса янӑ. Аватаркӑра унӑн сӑнӳкерчӗкӗ пулнӑран хӗрарӑм чӑннипех те вӑл ҫырнине ӗненнӗ.
Хайхи ҫын ун патне часах йӗрке хуралҫисем шӑнкӑравлассине, унӑн счечӗпе усӑ курса такамсем Украинӑна укҫа куҫарма хӑтланнине пӗлтернӗ. Ҫак операцисене пӑрахӑҫлас тесен кредит историне нульпе танлаштармалла-мӗн. Хӗрарӑм кредитсем илсе виртуаллӑ счет ҫине 1 миллион та 70 пин тенкӗ куҫарнӑ. Ултавҫӑсем 1 миллион та 700 пин тенкӗлӗх кредит илме сӗнсен тин стоматолог хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса янине ӑнланнӑ.
Комсомольскинче авариллӗ тесе йышӑннӑ 2-мӗш шкул вырӑнне ҫӗнӗ ҫурт хӑпартма йышӑннӑ. Ӗҫ кӑҫӑлах пуҫланма пултарать.
Шкула 2026 ҫулта туса пӗтермелле. Кун валли 1,5 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Сӑмах май, Комсомольскинчи 2-мӗш шкула авариллӗ тесе йышӑннӑ хыҫҫӑн хупнӑ. Ҫурт – 1994 ҫулта хӑпартнӑскер. 2023 ҫултанпа ачасем Комсомольскинчи 1-мӗш шкулта вӗренеҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех Вӑрнарти 1-мӗш шкулта хушма ҫурт тума палӑртнӑ. Кун валли 364,1 миллион тенкӗ кирлӗ.
Шупашкарта пурӑнакан упӑшкипе арӑмӗ ултавҫӑсенчен шар курнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене пула ҫемье хысни 65 пин тенкӗ катӑлнӑ.
Вӗсене тӗрлӗ ҫынсем улталанӑ. 51 ҫулти арӑмӗ инвестиципе ӗҫлесе илес тесе палламан счет ҫине 45 пин тенкӗ куҫарнӑ. 52-ри упӑшки вара ултавҫӑсен серепине кӑшт маларах лекнӗ. Вӑл пахча валли чуччу туянас тенӗ, тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ тупнӑ. Мессенджер урлӑ вӑл сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ. Лешӗ ӑна укҫа куҫарма QR-код ярса панӑ. Арҫын 20 пин тенкӗ куҫарсан хайхискер телефонне тытма пӑрахнӑ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |