Шупашкарта пурӑнакан пӗчӗк Аделина Ертмакова ҫӗнӗрен ҫуралнӑ темелле. Остеопетрозпа чирлӗ ачана ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Израильти тухтӑрсем операци тунӑ, шӑмӑ мимине куҫарса ларнӑ.
Паллах, операци тӳлевсӗр. Ертмаковсене ырӑ ҫынсем пулӑшнӑ. Ҫапла операци валли 23 миллион тенкӗ пухнӑ.
«Ҫӗнӗ клеткӑсем хӑвӑрт вӑй илессе, Адель сывӑ пуласса шанапӑр. Тавах сире хавхалантарнӑшӑн, пулӑшнӑшӑн», -тенӗ Аделинӑн амӑшӗ.
Ҫак операци ачана малалла тулли пурнӑҫпа пурӑнма май парать. Халӗ малта - нумая тӑсӑлакан реабилитаци.
Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем 10 пин тенке тивӗҫеҫҫӗ. Кун пирки Социаллӑ фондӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пӗлтерет.
Пӗлтӗр республикӑра 100 ветеран пулнӑ, 2022 ҫулта – 141. Кӑҫал вара 65 ветеран ҫеҫ пурӑнать. Вӗсене пурне те пенси укҫипе 10 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Уяв ячӗпе Тӑван ҫӗршвывӑн Аслӑ вӑрҫин сусӑрӗсене те 10 пин тенкӗ параҫҫӗ.
Сӑмах май, паян Шупашкарта пурӑнакан ветеран Николай Пискун 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Вӑл Украинӑра ҫуралнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Шупашкарти промышленноҫ тракторӗсен савутӗнче ӗҫленӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лексе вӗсене 1,7 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Лешсем яланхи схемӑпах усӑ курнӑ.
Малтан хӗрарӑм патне телефон операторӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ. Унӑн тарифӗ улшӑнать-мӗн, ҫавӑнпа смспа килнӗ кодсене калама ыйтнӑ. Унтан «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ, хӗрарӑма укҫине хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ку вӗсене итлесе 1 млн тенкине куҫарнӑ.
Анчах ултавҫӑсене ку та ҫитмен. Вӗсем хӗрарӑм патне шӑнкӑравлама пӑрахман. Ҫапла вӑл 1,7 млн тенкине ҫухатнӑ.
Халӗ полици ултавҫӑсене тупас тӗлӗшпе ӗҫлет.
Шупашкарти 74 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче арҫынпа пӗлтӗрех ҫырӑнма тытӑннӑ. Вӑл ӑна савни вырӑнне йышӑннӑ.
Ҫак тапхӑрта виртуаллӑ савни тӗрлӗ сӑлтав тупса хӗрарӑмран укҫа ыйтнӑ: авари хыҫҫӑн машинӑна штрафстоянкӑран илсе каймалла-мӗн, тата темӗнскер... Хӗрарӑм ӑна пулӑшма килӗшнӗ, укҫи ҫук пулсан та ҫынран кивҫен илсе панӑ. Савнине пулӑшас тесех вӑл хӑйӗн хваттерне сутса янӑ. Пӗтӗмпе ҫав арҫынна 5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Савнийӗ кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче килме шантарнӑ. Анчах килмен. Хӗрарӑм икӗ уйӑхран тин, туй пулмассине ӑнлансан, полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ.
Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков Хула кунне Раҫҫейри паллӑ юрӑҫа Шамана илсе килесси пирки пӗлтернӗччӗ. Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Константин Степанов вара ҫӗршывшӑн ҫӑмӑлах мар тапхӑрта укҫана перекетлеме сӗннӗ - Аксаков юрӑҫа хыснари мар укҫапа илсе килме шантарсан та.
Степанов депутат Хула кунне вырӑнти тата кӳршӗ регионсенчи юрӑҫсене чӗнме сӗннӗ. Ҫавна май вӑл Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Доброхотов патне ҫырупа тухнӑ, уяври тӑкаксене тепӗр хут пӑхса тухма ыйтнӑ.
Сӑмах май, Шаман юрӑҫа чӗнме вӑтамран 12 миллион тенкӗ тӑрать.
Куславккари Н.И. Лобачевский музей-ҫуртне ҫӗнӗ оборудованипе пуянлатӗҫ.
Музей директорӗ Мария Солдатихина пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр учреждени музее техника енчен пуянлатмалли конкурса хутшӑннӑ. «Пирӗн заявкӑна Раҫҫейӗн Культура министерстви ырларӗ, 5 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса пачӗ», — пӗлтернӗ музей директорӗ.
Унсӑр пуҫне 2024 ҫулта пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетме республика хыснинчен 10 млн тенке яхӑн уйӑрса панӑ.
«Ку укҫапа музей сӗтел-пукан, ҫав шутра экспонатсене упрамалли тата кӑтартмалли хатӗрсем, ҫутӑ диодлӑ экран, проектор тата интерактивлӑ киосксем, кирлӗ ытти борудовани тата программа туянӗ», — каласа кӑтартнӑ республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова.
Суту-илӗвӗн пысӑк агрегаторӗн сайтӗнче пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Хучашри шкулӑн ҫуртне (тӗрӗсрех каласан, унччен вӗренӳ учрежденийӗ пулнӑскере) сутса ярасси пирки пӗлтернӗ. Суту-илӳ ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртмелле.
Пуҫламӑш хак — 9,18 миллион тенкӗ. Ҫав хакпа икӗ хутлӑ ҫурта ҫеҫ мар, ҫӗр лаптӑкне те сутӗҫ.
Сӑмах май каласан, 2022 ҫулта Хучашри шкула Тури Ачакри шкулпа пӗрлештернӗ.
Шупашкарта Правительство ҫурчӗ умӗнчи лапама тата хӑтлӑлатасшӑн. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ.
Кун валли республика Правительстви 7 миллион та 347 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Аукцион ҫӗнтерӳҫин килӗшӳ алӑ пуснӑ хыҫҫӑн ҫав территорие 30 кунра хӑтлӑлатмалла. Подрядчикӑн асфальт сармалла, борт чулӗсене улӑштармалла, брусчаткӑсене ҫӗнетмелле, газон курӑкне йӗркене кӗртмелле.
Чӑваш Ен Правительстви Эрӗнпург облаҫӗнче ейӳрен шар курнӑ ҫынсене пулӑшма хатӗр. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.
Олег Алексеевич каланӑ тӑрӑх, Правительство команди пӗр ӗҫ кунӗн шалӑвне ейӳрен шар курнисене пулӑшмашкӑн куҫарма йышӑннӑ. Пирӗн строительсем те унти объектсене хута яма пулӑшӗҫ. Республика ачасене, аслӑ ҫынсене хамӑр патра канма йышӑнмашкӑн хатӗррине те пӗлтернӗ вӑл.
Аса илтерер: Урал шывӗ дамбӑна татса кайнӑран ейӳ шывӗ Орск хулинче сарӑлнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 21 тата 22 ҫулсенчи икӗ хӗр-тус комментари ҫырса укҫа тӑвас тенӗ. Анчах вӗсем 900 пине яхӑн тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Укҫана кивҫен илнӗ.
Капкӑна малтан туссенчен пӗри ҫакланнӑ. Тӗрӗссипе, капкӑн иккенне вӑл тавҫӑрса илеймен-ха. Ун патне «финанс аналитикӗ» шӑнкӑравласа «интернет урлӑ укҫа ӗҫлесе илме» сӗннӗ. «Комментари ҫыр та укҫаллӑ пулӑн», — сӗннӗ хайхи.
Савӑнса кайнӑ хӗр валюта счёчӗ уҫнӑ. Унтан кредит илнӗ. Ку вӑл кивҫен укҫана епле майпа панине ӑнланса илме кирлӗ пулнӑ иккен. Кивҫене вӑл хӑйӗн счёчӗ ҫине куҫаратӑп тесе шаннӑ. Мӗнпур утӑма вӑл «аналитик» сӗннипе тунӑ.
Укҫа тума май пурри ҫинчен тусне те пӗлтернӗ хӗр. Лешӗ те савӑнсах килӗшнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |