Шупашкарта пурӑнакан 68 ҫулти хӗрарӑм патне мессенджерсенчен пӗринче такам шӑнкӑравланӑ, ҫав вӑхӑтра «поликлиника» тесе ҫырни тухнӑ.
Шӑнкӑравлаканни кинемее медицина тӗрӗслевӗ тухма сӗннӗ, ун валли регистрациленмелле тесе ӗнентернӗ.
Ют ҫын каланине итлесе хӗрарӑм телефона приложени вырнаҫтарнӑ, вӑл сиенлӗскер пулнӑ май ватӑ ҫыннӑн счёчӗпе усӑ курма май панӑ.
Ҫапла вара такамсем хӗрарӑмӑн 800 пине яхӑн тенкине вӑрланӑ.
Вӑрнар округӗнче Ҫӗнӗ ҫул тӗлне тивӗҫлӗ канури 6 ҫын пенси укҫине илеймен. Мӗншӗн тесен ӑна почта уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ /халӗ вӑл ӗҫлемест/ хӑйен кӗсйине чикнӗ.
Судра палӑртнӑ тӑрӑх, 2023 ҫулхи раштавран пуҫласа 2024 ҫулхи кӑрлаччен ҫак пуҫлӑх вӗсемшӗн хӑй алӑ пусса укҫине хӑй илнӗ. Пӗтӗмпе – 197 пине яхӑн тенкӗ.
50 ҫултискер ҫапла тунине прокуратура палӑртнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарсан ӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Судра вал айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ.
Шупашкарти косметолог Патшалӑх пулашӑвӗсен порталӗн ӗҫченӗпе калаҫатӑп тесе ӗненнӗ. Ҫапла вӑл пысӑк укҫа ҫухатнӑ.
Хайхискер 50-ри хӗрарӑма страхлав полисне пластикпа ылмаштарма сӗннӗ. Калаҫнӑ вӑхӑтра Шупашкар хӗрарӑмӗ телефон ҫине килнӗ кода пӗлтернӗ, ҫапла ултавҫӑ порталти унӑн харпӑр кабинетне кӗнӗ.
Кайран ӑна ултавҫӑсем унӑн счетне хапсӑннине, кредит илме хатӗрленнине пӗлтернӗ. Хӗрарӑма пухнӑ укҫине йӑлтах «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма хушнӑ. Ҫапла туса вӑл 7,5 миллион тенкӗ ҫухатнӑ.
Шупашкарта Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине тума 52 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрма хатӗр. Аукционра малтанхи хака палӑртнӑ: 51 миллион та 934,9 пин тенкӗ.
Саккас параканни - Чӑваш наци музейӗ. Аукционра ҫӗнтернӗ подрядчикӑн музея чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Унӑн лаптӑкӗ 250 тӑваткал метр пулӗ.
Сӑмах май, чӳкӗн 26-мӗшӗнче республикӑра Чӑваш тӗррин кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти хӗрарӑм полицие пынӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине лекнӗ.
Вӑл тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче ӗҫ шыранӑ, резюме хӑварнӑ. Кӗҫех ун патне хӗр шӑнкӑравланӑ, килтен тухмасӑрах тупӑш тума сӗннӗ. Анчах малтан онлайн мелпе вӗренмелле, унта вара укҫа хывмалла имӗш. Кайран ку тупӑш пама тытӑнассине ӗнентернӗ.
Хӗрарӑм ӑна ӗненсе темиҫе банкра кредитсем илнӗ, укҫине лешӗ каланӑ счет ҫине куҫарнӑ. Темиҫе уйӑхра вӑл пӗр пус та ӗҫлесе илеймен, укҫине вара самаях хывнӑ – 2 миллион тенке яхӑн.
Чӑваш Енри усламҫӑсем хӑна ҫурчӗсем тума патшалӑхран ҫӑмӑллӑхлӑ укҫа илейӗҫ. Пысӑк инвесторсене отельсене тума тата юсаса ҫӗнетме укҫа парас пирки республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтерет.
«15 ҫуллӑха 70 миллиарлд тенкӗ таран илме пулать. Ҫулталӑкри процент ставки — 5 процент таран. Тӗп ставкине патшалӑх тӳлет. Инвесторсен хӑна ҫурчӗ, отель е виҫӗ ҫӑлтӑрлӑ санатори тумалла. Вӗсенче номер фончӗ 120-рен кая мар пулмалла», — уҫӑмлатнӑ экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Ольга Рассанова.
Модульлӗ отель тӑвакансене патшалӑх пӗр номершӗн 1,5 миллион тенкӗ таран саплаштарма пултарать.
Улатӑрта пурӑнакан 72 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 1 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Вӑл полицире ҫапла каласа кӑтартнӑ: 2 кун каялла ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, такамсем унӑн укҫине чикӗ леш енне куҫарма тӑни пирки каланӑ. Вӗсен ҫулне пӳлес тесен кредит илсе маларах «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫармалла-мӗн.
Ватӑ хӗрарӑм хӑйӗн 300 пин тенкине тата кредит илнӗ 422 пин тенкине палламан ҫын каланӑ счет ҫине куҫарнӑ. Кун пирки вӑл тӑванӗсемпе те калаҫнӑ. Лешсем ӑна ку ултавҫӑсем пулнине каланӑ. Анчах кинемей ӗненмен.
Палӑртмалла: 2021-2023 ҫулсенче вӑл ултавҫӑсен аллине виҫӗ хутчен лекнӗ, ун чухне вӗсене 430 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ҫӗрпӳре пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче интим-пулӑшу кӳрекен (ҫапла калӑпӑр ӗнтӗ) хӗр шыранӑ. Пӗлтерӗве ятарлӑ сайтра (ун пеккисем те пур-мӗн) тупнӑ.
Вӑл йӗрке хуралҫисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, малтан хӗрпе калаҫнӑ, вӑл прейскурантпа паллаштарнӑ, укҫа куҫарса панӑ хыҫҫӑн пыма шантарнӑ.
Каччӑ укҫана куҫарса панӑ хыҫҫӑн ун патне темле арҫын шӑнкӑравласа программа ванни пирки пӗлтернӗ, каччӑна тӑкака саплаштарма хушнӑ. Ҫапла майпа яш 30 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Улталаканни 18 ҫулти Сарту облаҫӗнчи каччӑ пулнӑ. Ӑна пирӗн патри йӗрке хуралҫисем ӗҫпе комнадировкӑна кайса тытса чарнӑ. Вӑл хӗрарӑм тата арҫын сассипе хӑй калаҫнӑ иккен. Ҫӗрпӳ каччине вӑл укҫана куҫарса панӑ. Йӗрке хуралҫисем халӗ Сарту яшӗ ытти ҫынпа та ҫавӑн пек хӑтланман-ши тесе тӗрӗслеҫҫӗ.
Чӑваш Енри икӗ ҫын банк приложенийӗн номерне ылмаштарман пирки укҫасӑр юлнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче йӗрке хуралҫисенчен 52 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, унӑн уйрӑм пӳлӗмӗпе усӑ курса 147 пин тенкӗ ытла укҫа вӑрланӑ. Арҫын унччен пӗр телефон номерӗпе усӑ курнӑ, ӑна банк приложенийӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Кайран номерпе усӑ курма пӑрахсан номере ылмаштарман.
Ҫӗрпӳре пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм ҫавна пула 1,5 миллион тенкӗсӗр юлнӑ.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын чӗрӗ юмана касса антарнӑ. Чӗрӗ йывӑҫа каснине асӑннӑ тӑрӑхри лесник асӑрханӑ. Вӑл йӗрке хуралҫисене евитленӗ. Тӑкак 1 миллиона яхӑн тенкӗпе танлашнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 260-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Йывӑҫ каснӑ ҫынна та кӗҫех тытса чарнӑ. Вӑл Вӑрнарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын пулнӑ. Юманран вӑл хӗле валли вутӑ хатӗрлесшӗн пулнӑ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |