RuStore хӑш ҫулти ҫынсем мобильлӗ приложенисем валли ытларах тӑкакланнине тишкернӗ.
Ку енчен Z ӑрурисем — 18 ҫултан пуҫласа 27 ҫулчченхи ҫамрӑксем — уйӑхне вӑтамран 1026 тенкӗ тӑкаклаҫҫӗ иккен. Ку вӑл миллениалсенчен (28-43 ҫултисем) 18 процент нумайрах.
Мобильлӗ контент валли X ӑрурисем (44-60 ҫултисем) вӑтамран 976 тенкӗ пӗтереҫҫӗ.
Ҫынсенчен ытларахӑшӗ пуҫватмӑшсене кӑмӑллать. Вӗсене X ӑрурисем ытларах юратаҫҫӗ. X ӑрурисемпе миллениалсем сӗтелҫи вӑййа тата карта вӑййине суйлаҫҫӗ, зумерсем — шутерсем тата симуляторсем.
Красноармейски районӗнче ашшӗпе ывӑлӗ ватӑ ҫынна ҫаратма шут тытнӑ.
Ҫӗньял Шетмӗ ялӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын усал ӗҫе хӑйӗн 15-ри ывӑлне явӑҫтарнӑ.
Ырӑ мар шухӑш тытнӑ ҫак ҫемье ялта пӗччен пурӑнакан 88 ҫулти кинемейӗн укҫа пурах тесе шухӑшланӑ. Ҫавна май вӗсем ватӑ патне кӑҫалхи ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче каҫхи тӑхӑр сехет иртсен кайнӑ. Алӑка ватса кӗрсе кинемее тапӑннӑ, унӑн 200 пин тенкине илсе тухса кайнӑ.
Пӑтӑрмах пирки кинемей кӑштах пурӑнсан ҫеҫ кӳршисене каласа панӑ, леш йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Хайхи пуҫтахсем ватта тавӑрассипе хӑратнӑ иккен, вӑл ҫавӑнпа каласа кӑтартма шикленнӗ.
Ҫӗршыв шайӗнчи олимпиада ҫӗнтерӳҫисен вӗрентекенӗсене укҫан хавхалантараҫҫӗ. Кун пирки Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ.
Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Педагогсене пӗр хутчен паракан тӳлев виҫи — 75 пин тенкӗрен пуҫласа 150 пин тенкӗ таран.
Пурӗ 2024-мӗш ҫулта Чӑваш Енри 19 учитель хатӗрленӗ шкул ачисем Раҫҫей шайӗнчи олимпиадӑра мала тухнӑ.
Патӑрьелте 12 ҫулти арҫын ачапа шкултан таврӑннӑ чухне инкек пулнӑ. Совет урамӗнче пынӑ чухне ӑна килсӗр-ҫуртсӑр йытӑ тапӑннӑ.
Чӗрчун арҫын ачана уринчен ҫыртса суранлатнӑ. Ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ.
Ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн Патӑрьел районӗн прокуратури вырӑнти администрацирен ачана кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа шыраса илме суда тавӑҫ тӑратнӑ. Судья тавӑҫа тивӗҫтернӗ, администрацирен ачан ҫемйи валли 10 пин тенкӗ шыраса илмелле тунӑ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ «Машзавод» индустри паркӗ уйрӑм ҫыннӑн шутланать иккен. Кун пирки республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Машзавод машиностроени тата металлообработка енӗпе специализациленет.
Инвестици виҫи — 628 миллион тенкӗ. Ҫав суммӑран ҫур миллиарда яхӑн тенки —федераци укҫа-тенки.
Индустри паркӗнче хальлӗхе 12 резидент ӗҫлет.
Чӗмпӗрте хальхи чӑваш алфавитне йӗркеленӗ Иван Яковлев тата унӑн мӑшӑрӗ Екатерина Бобровникова (вӑл Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн хӗрарӑмсен уйрӑмне 40 ҫул ертсе пынӑ) пирки фильм ӳкерме тытӑннӑ. «Иван и Екатерина. Победа на двоих» ятлӑ вӑл.
Фильма грант укҫипе ӳкереҫҫӗ. Ун валли 1 миллион та 489 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Проект авторӗсем тепӗр 1 миллион та 509,7 пин тенкӗ хывӗҫ. Фильма Чӗмпӗр облаҫӗнче, Тутарстанра, Мускавра, Чӑваш Енре ӳкерӗҫ. Унӑн хӑтлавӗ 2025 ҫул пуҫламӑшӗнче иртмелле.
Фильм авторӗ тата режиссерӗ - Наталья Цуканова.
Пӗр округри пульница заведующийӗ ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Ӑна унччен вӗсем пирки асӑрхаттарнӑ пулсан та палламан ҫынна ӗненнӗ вӑл.
Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл йӗрке хуралӗн ӗҫченӗ имӗш. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн пухнӑ укҫине такамсем вӑрласшӑн имӗш, ҫавӑнпа ӑна сыхласа хӑвармалла. Хайхискер ӑна банкомата кайса укҫана хӑй каланӑ счет ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ.
Хӗрарӑм йӑлтах палламан ҫын каланӑ пек тунӑ. Ҫапла вӑл пухнӑ 599 пин тенкине куҫарса панӑ.
Раҫҫейри чи лайӑх вӗрентекенсене хавхалантарӗҫ. Вӗрентекен кунӗ тӗлне вӗсене 200 пин тенкӗ парӗҫ.
Вӗсен йышӗнче - Чӑваш Енри 11 педагог.
200 пин тенке Шупашкарти Татьяна Андреева, Михаил Зыков, Александр Григорьев, Елена Михайлова, Алевтина Калинина, Ирина Диарова, Анжелика Панкратова, Ҫӗмӗрле округӗнчи Татьяна Надеева, Йӗпреҫ округӗнчи Алена Ядрицова, Элӗк округӗнчи Альжбета Краснова, Ҫӗнӗ Шупашкарти Екатерина Владимирова тивӗҫӗҫ.
Республикӑри 10 округ Сосновский пултӑранӗпе кӗрешме хушма укҫа ыйтнӑ. Вӗсен йышӗнче - Улатӑр, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Етӗрне, Елчӗк, Патӑрьел округӗсем. Вӗсене пӗтӗмпе 4,5 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫапа 2,85 тӑваткал ҫухрӑм лаптӑк ҫинчи Сосновский пултӑранне пӗтерме май парӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫак наркӑмӑшлӑ курӑкпа кӗрешме 11,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Паян пирӗн ҫӗршыври экономикӑна ИТ-специалистсем питех те кирлӗ. Ҫавна шута илсе патшалӑх вӗсене ҫӑмӑллӑхлӑ ипотекӑпа пулӑшма йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. ИТ-специалистсене паракан ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека вӑхӑтне 2023 ҫулччен тӑснӑ. Ӑна ҫӗнӗ условипе ҫитес ҫулхи ҫуола уйӑхӗнчен пама тытӑнӗҫ.
Ҫӑмӑллӑхлӑ ипотекӑн чи пысӑк ставки ҫулталӑкра 6 процент таран пулӗ. Кредитӑн чи пысӑк виҫи – 9 миллион тенкӗ таран. Регионсенчи тата банксенчи программӑсемпе килӗшӳллӗн ҫав ставкӑна татах пӗчӗклетме пултарӗҫ.
Программа 18 ҫултан пуҫласа 50 ҫулчченхисене пырса тивӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |