Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра пурӑнакансем ултавҫӑсене 300 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Вӗсен серепине нумай ҫын лекет. Ҫапла ан пултӑр тесе ШӖМ ӗҫченӗсем ҫынсемпе калаҫу ирттереҫҫӗ.
Полици подполковникӗ Александр Темнов энергосбыт компанийӗсемпе пӗрле халӑха кун пирки информаци пама калаҫса татӑлнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗнче вара тивӗҫлӗ канурисемпе тата социаллӑ ӗҫченсемпе тӗл пулнӑ.
Шупашкарта вӑйпитти арҫын тӑххӑрти ачана ҫаратнӑ. Вӑл унӑн 750 тенкине туртса илнӗ. Преступлени кӑҫалхи кӑрлач уйӑхенчех пулса иртнӗ-ха. Халӗ вӑйпиттие явап тытарнӑ.
Усал шухӑшлӑ арҫын хулари Уруков урамӗнчи лавккара пӗр ачана тавар туяннӑ хыҫҫӑн сутуҫӑ укҫа каялла панине асӑрханӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑлм ача хыҫҫӑн йӗрлесе кайнӑ. Ача кӑшкӑрсан та, укҫана парасшӑн пулмасан та 750 тенке туртса илнӗ. Унпа лавккана эрех илме кайнӑ.
Судпа унччен темиҫе хутчен те айӑпланнӑ 33 ҫулти арҫынна кӗҫех тытса чарнӑ. Тӑкака вӑл саплаштарнӑ-ха. Ҫапах та суд ӑна пӗр ҫул ӗҫлесе юсанмалла, ӗҫ укҫин 10 процентне патшалӑха тытса юлмалла йышӑну кӑларнӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи управляющи компанисем ҫынсене укҫа ытларах шутласа панӑ.
Вырӑнти прокуратура ҫурт-йӗр калӑпӑшне Роскадастрпа тата управляющи организацисен сведенийӗпе танлаштарса пӑхнӑ. Управляющи компанисем ҫурт-йӗре тытса тӑнине асӑннӑ калӑпӑш тӑрӑх шутласа параҫҫӗ-ҫке.
Тӗрӗслев управляющи компанисем хӑш-пӗр хваттерсен калӑпӑшне 0,1 тӑваткал метртан пуҫласа 2,4 тӑваткал метр таран ӳстерсе кӑтартнӑ иккен.
Тӗрӗслев тӑрӑх надзор органӗ 5 управляющи компани пуҫлӑхӗн ячӗпе асрхаттару хучӗсем шӑрҫаланӑ. Кӑлтӑка пӗтернине прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ.
Банк ӗҫченӗсем 87-ри старике палламан ҫынсене укҫа куҫарса парассинчен хӑтарасшӑн пулнӑ – унпа калаҫнӑ, анчах ӳкӗте кӗртеймен.
Ултавҫӑсем старике ҫапла суйнӑ: укҫа палламан ҫынсен аллине ан лектӗр тесен ӑна «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫармалла. Ватӑскер лешсем каланине икӗ эрне пурнӑҫланӑ. Вӑл банка пынӑ, кредит пайӗн ӗҫченӗсем сисчӗвленӗ, кун пирки полицейскисене те каланӑ. Анчах пенсионера никам та чарайман. Ултавҫӑсем ӑна ҫав тери вӑйлӑ ӗнентерсе лартнӑ.
Ҫапла старик темӗнле счетсем ҫине 2 миллион тенкӗ куҫарнӑ. Кредит илнӗ чухне вӑл укҫа дача тума тата ача кӗтекен мӑнукне пулӑшма кирлӗ тесе суйнӑ.
Улатӑр муниципаллӑ округӗн депутатсен пухавӗн депутачӗ Сергей Павленков Ҫӗмӗрлере йытӑ приючӗ вырӑнне хӑйсен округӗнчи Чуварлейра шкул хута яма сӗннӗ. Аса илтерер: приют валли 264 миллион тенке яхӑн уйӑрма хатӗррине пӗлтерсе аукцион ирттерме палӑртнӑ. Анчах тепӗр кунхине ӑна пӑрахӑҫланӑ.
Депутат палӑртнӑ тӑрӑх, Чуварлейри шкул 1957 ҫулта тунӑскер, хальхи стандартсемпе килӗшсе тӑмасть.
Шупашкарта пурӑнакан 62 ҫулти арҫынна унӑн укҫи Украинӑна кайӗ тесе хӑратнӑ. Ултавҫӑсене ӗненсе арҫын темиҫе кредит илсе 2,5 миллион ытла тенке ют ҫынсене куҫарса панӑ.
Шар курнӑ ҫын патне мессенджерсенчен пӗринче СМС-ҫыру ҫитнӗ. Ӑна арҫыннӑн пуҫлӑхӗ ячӗпе ҫырнӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, компанире ӗҫлекенсен даннӑйӗсем ырӑ мар шухӑшлисен аллине лекнине, ҫавна май Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тӗрӗслев пуҫарнине пӗлтернӗ.
Ултавҫӑсем сӗннипе арҫын темиҫе кредит илнӗ та ҫав укҫана паллӑ мар ҫынсене куҫарса панӑ. Ахальлӗн ҫав укҫа Украинӑна кайӗ тесе хӑратнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкара Шупашкартан тройллейбуспа ҫӳреме пуҫласан ҫул укҫине маршруткӑринчен йӳнӗрех тума йышӑннӑ. Ҫакӑ пассажирсене илӗртес тӗллевпе ҫыхӑннӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен троллейбуспа ҫула тухсан аллӑн укҫа тӳлесен 33 тенкӗ тӳлемелле, карттӑпа пулсан — 29 тенкӗ. Проезднойпа ҫӳрекенсен 60 хутчен ҫула тухмалли билет (вӑл 45 куна пырӗ) ҫул укҫи 27 тенке ларӗ.
Маршруткӑсем ҫинче ҫул укҫи 34 тата 30 тенкӗ (аллӑн укҫа тӳлесен тата карттӑпа татӑлсан).
Канашри пӗр ҫемьере ҫиччӗри хӗрача амӑшне укҫасӑр хӑварнӑ. Сумми ытла пысӑках мар та, ҫапах та...
Пӗррӗмӗш класра вӗренекен ача виртуаллӑ вӑйӑ выляса ларнӑ чухне палламан ҫынпа ҫыру урлӑ калаҫма тапранса кайнӑ. Лешӗ ачана виртуаллӑ валюта туянма сӗннӗ. Ун валли амӑшӗн банк карттинчен тӳлеме май пуррине пӗлтернӗ. Хӗрача амӑшӗн банк карттине илсе унӑн банк приложенине кӗрсе кайнӑ. Унтан 41 пин те 200 тенкӗ куҫарса панӑ.
Укҫа ҫухалнине пӗлсен 46-ри хӗрарӑм, ҫиччӗри хӗрача амӑшӗ, йӗрке хуралҫисем патне пулӑшу шыраса кайнӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 47 ҫулти хӗрарӑм эрнере 2 миллион ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Ниҫта та ӗҫлемен хӗрарӑм интернет-лапамсенчен пӗринче реклама курнӑ, унта инвестици хывса укҫа ӗҫлесе илме май пуррине пӗлтернӗ. Кун валли уйрӑм менеджерпа канашлама сӗннӗ, вӑл ӑс-тӑн парассине ӗнентернӗ.
«Консультантпа» калаҫа-калаҫа хӗрарӑм пӗр эрнере тӗрлӗ банкра 2 миллион ытла тенкӗ кредит илсе тултарнӑ, укҫана паллӑ мар счётсем ҫине куҫарса янӑ.
Ултавҫӑсем Шупашкарта пурӑнакан 82 ҫулти кинемее улталама тӑнӑ. Ун патне вӗсем килти телефон ҫине шӑнкӑравланӑ.
Паллӑ мар ҫынсем кинемее ватӑ ҫын ячӗпе такамсем шанчӑк хучӗ илнӗ тесе ӗнентернӗ. Ҫавна май укҫа-тенке хӑрушсӑр счёт ҫине куҫарса хумалла тесе асӑрхаттарнӑ.
Шӑнкӑравлаканни хӑйӗн пирки право хуралӗнче ӗҫлекен ҫын тесе каланӑ. Банка ҫитсе укҫана хӑрушсӑр счёт ҫине куҫарма хушнӑ.
Кредит учрежденийӗнче ӗҫлекенсем кинемее укҫа парас вырӑнне полицие чӗнсе илнӗ. Ҫапла вара ватӑ ҫыннӑн укҫине ултавҫӑсен вӑрлама май килмен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |