Чӑваш Енре культурӑпа ӑслӑлӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ ятлӑ-сумлӑ ҫынсене уйӑхсерен патшалӑх пособийӗ параҫҫӗ. Вӑл укҫана тивӗҫнӗ ҫынсем ӑна мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе илсе тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӳнер, культура тата ӑслӑлӑх енӗпе пултаруллисене ҫулталӑклӑха стипендипе те хавхалантараҫҫӗ.
Ӳлӗмрен ҫав укҫасен виҫи ӳсӗ. Ку хыпара нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ирттернӗ тӗлпулура пӗлтернӗ. 2022 ҫлхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн укҫа виҫи хальхи 3 пин тенкӗрен 5 пин тенке ҫитӗ.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ посёлокӗнче пурӑнакан арҫын машина валли саппас пай туянма хӑтланса улталаннӑ.
Тӳлевсӗр пӗлтерӳ паракан сайтсенчен пӗринче вӑл хӑйӗн ют ҫӗршывра кӑларнӑ автомашини валли саппас пай сутакана шыранӑ. Тавар сутакана унта асӑрханӑ хыҫҫӑн 16 пин тенкӗ укҫа куҫарса панӑ. Тавар сутаканни саппас пая ҫывӑх вӑхӑтра ӑсатма шантарнӑ. Ӗҫе пуҫӑннине ӗнентерсе видео та ярса панӑ. Анчах Кӳкеҫ арҫынни тавара кӗтсе илеймен.
Ултавҫа Дон ҫинчи Ростов хулинчи арҫын пулнӑ. Вӑл Шупашкарти йӗрке хуралҫисем патне кӑмӑлпа килменрен ӑна конвойпа илсе килнӗ. 37-ри арҫын хӑйне тӳрре кӑларас тесе телефона ҫухатнине, ӑҫта ярса памаллине пӗлменнине ӗнентерме пӑхнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑ аллине лексе пысӑк укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл полици уйрӑмне пырса каласа кӑтартнӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хӗрарӑм ячӗпе такам 1 миллион тенкӗ кредит илесшӗн-мӗн. Ҫак ӗҫе ан туччӑр тесен кирек мӗн чухлӗ кредит илмелле имӗш, ӑна счет ҫине куҫармалла. Кун пирки никама та калама хушман, унсӑрӑн уголовлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ-мӗн.
Анчах хӗрарӑма банк кредит пама хирӗҫленӗ. Ҫапла вӑл хӑйӗн акцийӗсене 2 миллион те 140 пин тенкӗлӗх сутнӑ. Укҫана палламан ҫын каланӑ счет ҫине куҫарнӑ.
Ку кӑна мар, хӗрарӑм укҫа куҫармалли программа вырнаҫтарас тесе смартфон та туяннӑ.
Пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче пӗр арҫын Чӑваш Енри икӗ ҫын патне шӑнкӑравланӑ. Вӑл Шупашкар-Чӑваш Ен епархийӗн ертӳҫи-мӗн. Хайхискер аварие ҫакланнӑ тӗн ҫыннине сипленмешкӗн укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра республикӑн митрополичӗ вырӑнта пулман. Варнава владыка ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
34 ҫулти арҫын тата 48-ти хӗрарӑм ӑна ӗненмен, полицие пӗлтернӗ. Ултавҫӑ вӗсенчен 40 пине яхӑн тенкӗ сӑптӑрма шутланӑ.
ЧР ШӖМӗн уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем ҫак ӗҫе 33 ҫулти арҫын тума пултарнине палӑртнӑ. Вӑл – Кемӗр облаҫӗнчен, унччен те судпа айӑпланнӑскер.
Шупашкарти йӗрке хуралҫисем Мари Элти арҫынсем тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Кӳршӗллӗ регионти 24, 30 тата 35 ҫулсенчи арҫынсене ҫынсене вӑрланӑшӑн, ҫаратнӑшӑн, пусахласа укҫа тапӑннӑшӑн, паспорт вӑрланӑшӑн, наркотик упранӑшӑн явап тыттарӗҫ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи ҫурла тата авӑн уйӑхӗсенче Чӑваш Енри хӗрсемпе укҫалла ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ, унтан вӗсен хӑйсем патне лартса тухса кайнӑ. Хӑйсемпе йӗрке хуралҫисем тесе паллаштарнӑ, мӗнпе аппаланса пурӑннине пӗлтерес килмесен укҫа пама ыйтнӑ. Ӳтне укҫалла сутакансенчен пӗри 45 пин тенкӗ тыттарнӑ, тепри — 70 пин. Хӗрсен сумкинчи хаклӑ япаласене те ҫаратнӑ. Пӗринне 48 пин ытла тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ, теприне — 11 пин ытлалӑх. Пӗри паспортсӑр тӑрса юлнӑ.
Мари Элти арҫынсене Шупашкарти тепӗр хӗртен 300 пин тапӑннӑ чухне банк уйрӑмӗсенчен пӗри патӗнче тытса чарнӑ. 24-ри каччӑ ҫумӗнче марихуана пулнӑ.
Улатӑрта ют ҫӗршыв ҫыннисем ӗҫленине тупса палӑртнӑ. Вӗсем хулари Горшенин урамӗнче брусчатка сарнӑ.
Ют ҫӗршыв ҫыннисем тимленине Шалти ӗҫсен министерствин Улатӑрти пайӗн миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен уйрӑмӗн ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Ютран килнисен ӗҫлеме юрать-ха, анчах малтан ятарлӑ ирӗк (е патент) илмелле. Хайхисен ун пек хутсем пулман.
Ҫавӑ саккуна административлӑ майпа пӑсни пулать. Брусчатка саракансенчен кашнинех 2-шер пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Ют ҫӗршыв ҫыннисене ӗҫлеттернӗ организаци (вӑл — кӳршӗллӗ регионта регистрациленнӗскер) тӗлӗшпе те протоколсем ҫырнӑ. Ӗҫе суда ярса панӑ. Саккуна пӑснӑ организацие 250 пин тенкӗрен пуҫласа 800 пин тенкӗ таран штрафлама е предприяти ӗҫне 90 кун таранлӑха чарса хума май юрать.
Туризм енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви Раҫҫейре канакансене хавхалантаракан программӑна вӗҫлессине пӗлтернӗ. Аса илтерер: кешбэк программипе турсене, пуйӑс-самолёт ҫине билетсене ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшччен туянма май пурччӗ, каярах ҫав вӑхӑта авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тӑсрӗҫ. Анчах халӗ вӑл программӑна вӑхӑт ҫитичченех вӗҫлессине хыпарланӑ. Ҫакӑ программа валли уйӑрнӑ укҫа-тенкӗ пӗтнипе ҫыхӑннӑ.
Кӑҫалхи 6 уйӑхра 1,6 миллион ытла турист хамӑр ҫӗршывра канса тӑкакланнине ятарлӑ программӑпа усӑ курса чакарма пултарнӑ. Кешбэка туризм отраслӗ кӑшӑлвируса пула йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ хыҫҫӑн пама тытӑннӑччӗ. Программӑна кайран татах тӑсрӗҫ.
Денис Рощупкин биатлониста стипенди парса тӑма йышӑннӑ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.
Денис Рощупкин — Раҫҫей Федерацийӗн пӗрлештернӗ спорт командин пайташӗ, ӑна юниорсем хушшинче хӗллехи биатлон енӗпе ҫӗршвӑн пӗрлештернӗ командине илме резерва кӗртнӗ.
19 ҫулти каччӑн тренерӗ — Геральд Салдимиров. Денис кӑҫал Чехири Нове-Местӑра иртнӗ ҫуллахи биатлон ӑмӑртӑвне хутшӑннӑччӗ. Юниорсен суперспринтӗнче вӑл 14-мӗш вырӑн йышӑннӑччӗ.
Каччӑна кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен уйӑхсерен 10-шар пин тенкӗ преми парса тӑрӗҫ.
Швейцарире иртнӗ Бриллиант лигинче ҫӳллӗшне шӑчӑпа сикекен пирӗн ентешӗмӗр Анжелика Сидорова 5,01 метр ҫӳллӗшне ҫӗнме пултарчӗ. Ӑмӑртӑва ҫӗркаҫ спорт телеканалӗсенчен пӗри тӳрӗ эфирта кӑтартрӗ.
Бриллиант лигӑн финалти ӑмӑртӑвне тӗнчери чи вӑйлӑ спортсменсем хутшӑнчӗҫ. Америкӑри Кэти Нажотт, сӑмахран, 4,95 метра сиксе кӑҫал Олимп чемпионки пулса тӑнӑччӗ. Великобританри Холли Брэдшоу, Грецири Катерина Стефаниди те мӗне тӑраҫҫӗ! Пирӗн ентешӗмӗр кӑҫалхи Олимпиадӑра кӗмӗл медале тивӗҫнӗччӗ. Ӗнер вара вӑл Бриллинт лигӑра ҫӗнтерме пултарчӗ. Тӗнчипе илсен Анжелика Сидоровӑран хӑй вӑхӑтӗнче Елена Исинбаева ҫеҫ ирттерме пултарнӑ. Унӑн тӗнче рекорчӗ — 5,05 метр.
Республикӑн правительство комиссийӗ вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем 2020 ҫулта епле ӗҫленине тишкернӗ май тухӑҫлӑ тӑрӑшнисене ҫӗнтерӳҫӗсем тесе йышӑннӑ. Ҫак ушкӑна Шупашкар хули, Ҫӗмӗрле тата Красноармейски районӗсем лекнӗ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – экономика аталанӑвӗн тта пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ.
Муниципалитетсене вунӑ енпе хакланӑ: вырӑнти хыснан налук тата налук мар тупӑшӗсене, тӗп капитала инвестици хывнине, пӗчӗк усламҫӑсен йышне т.ыт.те кура.
Ҫӗнтерӳҫӗ районсемпе хуласене хавхалантарма республика хыснинче 5 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |