«Юрма» агрохолдингӑн пурлӑхне 3,2 миллиарда яхӑн тенкӗпе сутса янӑ. Ӑна Мускаври «Мегамикс Комбикорм» компани туяннӑ.. Вӑл предприятин хальхи хуҫипе, Волгоградри «МегаМикс» компанипе, ҫывӑх иккен.
Чӑваш Енри пысӑк кайӑк-кӗшӗк хапрӑкне панкрут тесе йышӑннӑ. Арбитраж управляющийӗ малтанласа ӑна 3,1 млрд тенкӗпе сутас тенӗ. Сутлӑха кӑларнӑ пурлӑх йышӗнче — кайӑк-кӗшӗк фабрики хӑй, унӑн склачӗсем, административлӑ ҫуртсем, цехсем, птичниксем, ҫӗр лаптӑкӗсем, тислӗк упрамалли вырӑн. Автомобильсемпе самосвалсем, лавкка витринисемпе чӑх-чӗп тата ҫӑмарта таранах сутса янӑ.
Каҫал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Завод урамӗнчи ҫул япӑххишӗн сӑмах лекнӗ. Комсомольски ял администрацине суд ҫула юсама хушнӑ. Укҫана тӳре-шара ҫав тӗллевпе 2022 ҫулта уйӑрма палӑртнӑ.
Завод урамӗнчи ҫул шӑтӑк-путӑкланса пӗтнӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта путӑк 14 сантиметр тарӑнӑш, 60 сантиметр тӑршшӗ.
Район центрӗн адмнистрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе надзор органӗ асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ хыҫҫӑн шӑтӑк-путӑка кӑштах саплакаланӑ-ха, анчах ӗҫе йӗркеллӗ туса пӗтермен. Ҫавӑн хыҫҫӑн ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 20 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Шупашкарти 25 ҫулти вӗрентекен патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та ултавҫӑсем унӑн банк счетне хапсӑнни пирки каланӑ. Хайхискер укҫана часрах хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ.
Ҫамрӑк вӗрентекен ӑна ӗненсе 100 пин тенкӗ куҫарнӑ. Тепӗр кунхине ҫав ҫынсем ӑна страховка тӳлевӗ тесе тепӗр 200 тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн тин ҫамрӑк хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл кредитне илнӗ ӗнтӗ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Дельман хӑй ертсе пыракан «Чебоксарский промстройпроект» проект институчӗн ӗҫченӗсене шалу вӑхӑтра тӳлеменнине, парӑм виҫи 1 миллион тенке яхӑн пухӑнса кайнине тупса палӑртнӑ.
Организацире тӗрӗслеве прокуратура пӗтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче ирттернӗ. Ҫавӑн чухне институтра ака-ҫу уйӑхӗсемшӗн шалу парӑмӗ пуррине асӑрханӑ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн административлӑ ӗҫ пуҫарса организацие тата ертӳҫӗне явап тыттарнӑ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче прокуратурӑна шалу пирки ушкӑнпа евитленӗ. Айӑплисене каллех явап тыттарнӑ. Ака уйӑхӗнче надзор органне ҫӑхав тата ҫитнӗ.
Хальхи вӑхӑта илсен, ҫурла уйӑхӗнчен авӑн уйӑхӗччен институтри 23 ӗҫчен умӗнче парӑм виҫи 1 миллиона яхӑн тенкӗ парӑм пухӑнса кайнӑ. Прокуратура хушша-хуппа кӗнӗ хыҫҫӑн парӑма тӳлесе татнӑ. палӑртнӑ тӑрӑх
Вӑрмар поселокӗнче туй уҫланки тата Эйфель башни пулӗҫ. Вӗсем культурӑпа кану паркӗнче вырнаҫӗҫ.
Ҫавна май Вӑрмар районӗн администрацийӗ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Малтанхи хак – 3,3 миллион тенкӗ. Аукцион чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗн ӗҫсене 2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа утӑн 15-мӗшӗччен вӗҫлемелле.
Проектпа килӗшӳллӗн, Вӑрмарти культурӑпа кану паркӗнче фонтан та пулмалла, ҫавӑн пекех карета та вырнаҫтарӗҫ.
Шупашкарта хӗрарӑм банка пысӑк укҫа куҫарса пама кайнӑ та полицие лекнӗ. Ҫапла вӑл ултавҫӑсен аллине каллех лекесрен хӑтӑлнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 56 ҫулти хӗрарӑм кредит илнӗ, 1,5 миллион тенкине куҫарса пама хӑтланнӑ. Юрать, банк ӗҫченӗ ӑна вӑхӑтра чарнӑ. Вӑл ку ӗҫ иккӗленӳллӗ пулнине сиснӗ. Банк ӗҫченӗ тӳрех полицейскисене чӗннӗ.
Ҫакӑ паллӑ: хӗрарӑм малтанхи кун 3 миллион тенкӗ кредит илнӗ, хӑйӗн 150 пин тенкине хушнӑ та ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Банк ӗҫченӗсем ӑна кун пирки ӑнлантарнӑ.
Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленйиӗнчен пӗр хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. Йӗрке хуралҫисене вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, тӗнче тетелӗ урлӑ перманент макияжӗ валли аппарат туянас тенӗ.
Тавар хакӗн пӗр пайӗшӗн тӳличчен вӑл посылка килнине йӗрлемелли трек-номер тата таварпа транспорт накладнойне илнӗ. Таваршӑн 10 пин тенкӗ тӳленӗ. Анчах кӑштахран ӑна йӳнӗ футболка ярса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн 43 ҫулти хӗрарӑм полицие пӗлтернӗ.
Ултавҫа Краснодарта тытса чарнӑ. Вӑл унта пурӑнакан 24 ҫулти хӗр пунӑ. Хайхискер унччен те ҫынсене ҫавӑн пек улталанӑ. Ӑна судпа та айӑпланӑ.
Вӑрмар районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм алимент тӳлемест. Унӑн ӗҫе вырнаҫас шухӑш та ҫук.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, 37 ҫулти амӑшӗн 3 ачишӗн суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн алимент тӳлемелле. Ӑна тӳлеменшӗн вӑл унччен административлӑ майпа явап тытнӑ-ха. Анчах ку та ӑна тӳрӗ ҫул ҫине тӑма пулӑшман.
Виҫӗ ача амӑшӗ ӗҫ шыраман, биржӑна шута тӑман. Ҫапла унӑн парӑмӗ 2,3 миллион ытла тенкӗ пухӑннӑ.
Канаш районӗн сучӗ 25 ҫулти арҫынна айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе палӑртнӑ.
Хайхискер Канашра пурӑнакан хӗрарӑма унӑн хӑрушсӑрлӑх органӗсенче ҫыхӑну пуррине ӗнентернӗ. Вӑл ҫак хӗрарӑмӑн тата унӑн пӗлӗшӗн 8,8 миллион тенкине вӑрланӑ ҫынсене явап тыттарссине каланӑ. Анчах куншӑн ӑна 1,5 миллион тенкӗ памалла-мӗн. Ку укҫа ФСБ ӗҫченӗсем валли имӗш. Арҫынна кӑҫал ҫу уйӑхӗнче тытса чарнӑ. Ун чухне ӑна хӗрарӑмсем 400 пин тенкӗ пама ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
Суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 1,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 2 ҫул.
Шупашкарта пурӑнакан ҫын лотерейӑра 4 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Анчах вӑл парнине илме халӗ те килмен-мӗн.
Паян «Спортлото «5 из 36» тиражра 4 миллион та 19 пин те 184 тенкӗ выляттарнӑ. Ӑна Шупашкарта пурӑнакан ҫын выляса илнӗ. Хальлӗхе вӑл укҫана илесси пирки пӗлтермен. Ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: билета мобильлӗ сарӑмра туяннӑ.
Йӗркепе килӗшӳллӗн, билетӑн пӗрремӗш йӗркинчи пӗтӗм 5 хисепе пӗлсен ҫӗнтерӳҫӗ шутланать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |