«Россельхозцентр» федерацин патшалӑхӑн хысна учрежденийӗн Чӑваш Енри филиалӗн пуҫлӑхӗ коррупци ҫинчен калакан саккуна пӑснӑ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн прокуратуринче ӗнер пӗлтернӗ.
Филиал ертӳҫи хӑйӗн тӑванне (надзор органӗн вырӑсла хыпарӗнче «брат» тенӗ. Те пиччӗшӗ ӗнтӗ, те шӑллӗ — ӑна пӗлместпӗр) лешӗ пульницӑра сипленнӗ вӑхӑтра та ӗҫ укҫи тата преми тӳленӗ. Ҫапла вара саккуна пӑсса 90 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ.
«Россельхозцентр» учрежденийӗн филиалӗнче йӗркене пӑснине прокуратура тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ.
Прокуратура директор ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Филиал ертӳҫи халӗ ӗҫлемест ӗнтӗ, унпа ӗҫ килӗшӗвне енсем калаҫса татӑлнипе пӑрахӑҫланӑ. Следстви органӗсем вара пӑтӑрмах тӗлӗшӗпе тӗпчев ирттереҫҫӗ.
Хӗрарӑм таксире телефон тупнӑ та ӑна хӑйӗнпе пӗрле илсе кайнӑ. Хуҫипе ҫыхӑнсан унран 40 пин тенкӗ ыйтнӑ. Телефонӗ вара 15 пин тенкӗ тӑраканскер пулнӑ.
Арҫын таксипе кайнӑ та телефонне манса хӑварнӑ. Таксист номерне шыраса тупнӑ ҫӗре телефон урӑх ҫын аллине лекнӗ. Ку ҫапла пулса иртнӗ: 29 ҫулти хӗрарӑм такси чӗннӗ, водитель вара ӑна йытӑпа лартма килӗшмен. Ку тухса кайнӑ. Таксист ларкӑч ҫинче телефон выртнине курсан хӗрарӑма чӗннӗ. Лешӗ ним пулман пек тав тунӑ та ют ҫын телефонне илсе кайнӑ.
Телефон хуҫи 40 пин пама килӗшмесен вӑл ӑна пӗлӗшне тыттарнӑ. Полици 29 ҫулти хӗрарӑма шыраса тупнӑ тӗле телефон тата тепӗр ҫын аллине лекнӗ. Ҫапла ӑна тупайман та.
Хӗрарӑм тӑкака саплаштарма шантарнӑ, анчах сӑмахне тытайман. Ӑна суд кӗтет.
Банкоматра тепӗр ҫын хӑварнӑ укҫана кӗсьене чикнӗ икӗ арҫынна шыраҫҫӗ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.
Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарти 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи чарӑнура пӗр ҫын банкоматра укҫа манса хӑварнӑ. Ун хыҫҫӑн икӗ арҫын кӗнӗ. 4 пин тенке шӑпах ҫавсем илсе кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсен сӑнӗсем видеокамера ҫине лекнӗ.
Ку арҫынсене палласа илтӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлӑр: 89176594360, 24-09-88.
Кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, РФ Президенчӗ Владимир Путин шкул ачисене 10-шар пин тенкӗ пама йышӑннӑ. Ку укҫапа ашшӗ-амӑшӗ вӗсене тумлантарӗ, шкул хатӗрӗсем илсе парӗ.
Малтан 10 пин тенке ҫурлан 15-мӗшӗнче пама тытӑнасси пирки пӗлтернӗ. Анчах Президент ку ӗҫе хӑвӑртлатма ыйтнӑ – ашшӗ-амӑшӗ кирлӗ хатӗр-хӗтӗре, тумтире хыпаланса ан туянтӑр.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Владимир Путин ӗҫлев министрӗпе Антон Котяковпа тӗл пулсан шӑпах кун пирки калаҫнӑ. Владимир Владимирович тӳлеве маларах куҫармашкӑн сӗннӗ. Министр укҫана ҫурлан 2-мӗшӗнчен куҫармашкӑн пуҫлама хатӗр пулнине пӗлтернӗ.
Сӑмах май, Чӑваш Енре ку тӳлеве 158 пин ача тивӗҫӗ.
Чӑваш Енре ҫуртсен картишӗсене тата тротуарсене хӑтлӑлатма республика хыснинчен 1 млрд тенкӗ уйӑрнӑ. Йышӑнӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Уйӑрнӑ укҫа-тенке 26 муниципалитета пайласа парӗҫ. Вырӑнти тӳре-шаран подрядчиксемпе килӗшӳ тумалла та ӗҫе пуҫӑнмалла. Ӗҫе авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен кая юлмасӑр тытӑнмалла та ҫулталӑк вӗҫлениччен пӗтермелле.
Ӗҫе пуҫӑниччен проектсенче Чӑваш Енӗн тӗп архитекторӗ ҫирӗплетӗ. ЧР Строительство министерстви укҫа-тенке мӗнле тӑкакланине, проектсене епле пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑрӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр ку тӗллевпе 1,2 млрд тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ку укҫапа 330 объекта хӑтлӑлатнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан ҫынсем йытӑ шыраса укҫасӑр юлнӑ. Пысӑк суммах мар та, ҫапах та...
61 ҫулти хӗрарӑмӑн тӑванӗн хӗрӗ (вӑл Шупашкартан килнӗскер пулнӑ) йоркшир терьерӗпе вырӑнти стадион ҫывӑхӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ. Вӗсем патне овчарка чупса пырсан пӗчӗк йытӑ хӑранипе ҫӑва енне тарса кайнӑ. Унта вӑл ҫухалнӑ.
Хӗр ҫынсене пулӑшма ыйтса тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗринче ҫырнӑ. Ырӑ кӑмӑлшӑн укҫа тӳлеме шантарнӑ. Кӗҫех шӑнкӑравлакан тупӑннӑ. 4,5 пин тенкӗ тӳлесен йытта тавӑрса пама пулнӑ. Хӗр укҫана хӑйӗн тӑванне куҫарса пама тата йытта кайса илме ыйтнӑ. Хӗрарӑм укҫана куҫарса панӑ, анчах вырӑна ҫитсен йытӑллӑ ҫын пулман. Улталаннине ӑнлансан йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
ЧР Транспорт министерствине 20 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Кун пирки Правительство сайтӗнче хыпарланӑ.
Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков 2021 ҫулта Чӑваш Енри резерв фончӗн пӗр пайне, 20 миллион тенке, Транспорт министерстви валли транспорт реформи йӗркелеме уйӑрасси пирки хушу алӑ пуснӑ.
Тӳре-шара пӗр операторпа тата пӗрлехи билетсемпе сет йӗркелесшӗн, парка ҫӗнетесшӗн, брутто-килӗшӳсем тӑвасшӑн.
Шупашкарти фитнес-клубра ӗҫлекен администратор полицие пырса хӑйне улталани пирки каласа кӑтартнӑ. Ун патне унӑн «пуҫлӑхӗ» шӑнкӑравланӑ, кассӑра миҫе тенкӗ укҫа пурри пирки ыйтнӑ. Хӗрарӑм ним шутламасӑр 43 пин тенкӗ пуррине каланӑ.
Хайхи «пуҫлӑх» укҫана таксист урлӑ парса яма ыйтнӑ. Ку илсе тухса панӑ. Таксиста такам укҫа кайса илме, ӑна счет ҫине куҫарма ыйтнӑ-мӗн. Куншӑн хӑйӗн валли 2 пин тенкине хӑварма ирӗк панӑ. Таксист укҫана куҫарса парсан тин иккӗленме тытӑннӑ, каялла фитнес-клуба таврӑннӑ. Администратор унран хӑй улталанни пирки пӗлнӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан ҫулланнӑ пӗр хӗрарӑм икӗ хутчен улталаннӑ. Иккӗшӗнче те «МММ» компание пула. Пӗрремӗшӗнче — ҫав ушкӑна укҫа хурса, тепрехинче — укҫана каялла илес тесе.
Пӗр кунхине ун патне палламан этем шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗнпе «МММ» компани ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Эпир хӑй вӑхӑтӗнче улталаннӑ ҫынсене укҫа тавӑрса парассипе ӗҫлетпӗр тесе каланӑ. 65-ри хӗрарӑм компанин акцине темиҫе ҫул каялла, чӑн та, туяннӑ. Укҫана тавӑрас тесен 23 пин тенкӗ комисси тӳлемеллине пӗлтернӗ. Хӗрарӑм укҫана куҫарса панӑ. Кӑштахран ӑна 700 пин тенкӗлӗх сертификата 64 пин тенкӗпе туянма сӗннӗ. Вара хӗрарӑм сисчӗвленнӗ, тек укҫа куҫарса паман.
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр арҫын Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцине ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленни, пули-пулми ҫынна илес ҫук тесе шухӑшланӑран ултавҫӑ-хӗрарӑм капкӑнне ҫакланнине Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑхра пӗлтернӗччӗ. Ултавҫӑ-хӗрарӑм Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнать иккен.
Хӗрарӑм ҫынна шанакансене паллашу сайчӗ урлӑ тупнӑ. Хӑшӗсене вӑл сипленме укҫа кирлӗ, теприсене бизнеса аталантарма кирлӗ, виҫҫӗмӗшӗсене ӗҫе вырнаҫма пулӑшанҫи пулнӑ. Капкӑна ытларах чухне арҫынсем ҫакланнӑ. Йӗрке хуралҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, улталанакансем тата та нумайрах, вӗсем полицие хальлӗхе пурте пӗлтермен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |