Авиабилет туяннӑ чухне асӑрхануллӑ пулмалла. Суя сайтсем те пулма пултараҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти арҫын Питӗре вӗҫме билет туянас тесе ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын Питӗре вӗҫме палӑртнӑ, сайта кӗрсе билет туяннӑ. Хайхискер заявка ҫырнӑ, банк карттин реквизичӗсене кӑтартнӑ. Счечӗ ҫинчен 13 пине яхӑн тенкӗ илнӗ. Анчах электрон билет ун патне ҫитмен.
Кайран ҫакӑ палӑрнӑ: арҫын билета ултавҫӑсем йӗркеленӗ суя сайтра илнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Улатӑр районӗнче пурӑнакан 51 ҫулти хӗрарӑм кӑшӑлвируспа чирленӗ хыҫҫӑн компенсаци илме ӗмӗтленнӗ ахӑртнех. Ҫапла вӑл ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вал полици участокне пырса каласа кӑтартнӑ. Халӑх тетелӗнче ун патне пӗлӗшӗнчен ҫыру килнӗ, лешӗ кӑшӑлвируспа чирленӗ хыҫҫӑн компенсаци илме май пуррине пӗлтернӗ. Ку ӑна ӗненсе банк карттин реквизичӗсене каланӑ. Кӗҫех унӑн карточки ҫинчен 9 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Чӑннипе вара ҫырӑва пӗлӗшӗ ҫырман, унӑн аккаунтне ют ҫын ҫӗмӗрсе кӗнӗ.
Пурте кураҫҫӗ ӗнтӗ: республикӑра наркӑмӑшлӑ пултӑран таҫта та ӳсет. Тӳре-шара унпа кӗрешме хыснаран 8 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ.
Пирӗн республикӑра наркӑмӑшлӑ пултӑран 300 гектар ҫинче алхасать. Уйрӑмах вӑл Красноармейски районӗнче нумай иккен. Унта пӗтӗмпе 13,2 гектар ҫинче шӑтса тухнӑ вӑл. Ытларах юханшыв хӗррипе ӳсет. Ҫавӑнпа химипе усӑ кураймӑн.
Специалистсем сисчӗвленнӗ: лару-тӑрӑва алла илмесен вӑл тата ҫивӗчленӗ. Ҫавӑнпа наркӑмӑшлӑ пултӑранпа кӗрешме укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ та ӗнтӗ.
Чӑваш Енри икӗ хула — Куславккапа Ҫӗмӗрле — Раҫҫейри пӗчӗк хуласене хӑтлӑлатма V конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӗсем хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме федераци грантне тивӗҫӗҫ. Икӗ хула валли 120 ытла миллион тенкӗ уйӑрӗҫ!
Куславккара Культурӑпа кану тӗп паркне уҫӗҫ. Вӑл «Геометрика» ятлӑ пулӗ. Паркӑн тӗп шухӑшне Николай Лобачевский ячӗпе ҫыхӑннӑ. Кану вырӑнӗн кашни лапамӗ аслӑ математик кун-ҫулне, унӑн ӗҫ-хӗлне уҫса парӗ.
Ҫӗмӗрлере хулари тӗп парк вырӑнӗнче Пионер организацине йӗркеленӗренпе 50 ҫул ҫитнине халалласа парк тӑвӗҫ. Унта кӳлӗ, фонтан пулӗ, амфитеатр тӑвӗҫ.
Проектсене 2022 ҫулта пурнӑҫа кӗртмелле.
Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑм, шкулта ачасене вӗрентекенскер, ултавҫӑсене ӗненсе самай пысӑк укҫа куҫарса панӑ: 900 пин тенкӗ.
Ку ҫапла пулса иртнӗ: ҫарла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ун патне «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ, ун ячӗпе такам кредит илесшӗн-мӗн. Вӗрентекен тӳрех ӗненмен. Анчах лешсем унран хӑпман, ҫине-ҫинех шӑнкӑравланӑ.
Юлашкинчен ҫамрӑк хӗрарӑм палламан ҫынна ӗненнӗ, 29 абонент номерӗ ҫине 900 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӑл хӑйне улталанине ӑнланнӑ та полицие заявлени ҫырма кайнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Малашне ЧР Элтеперӗн стипендине 30 ҫул тултарман ҫамрӑксем ҫеҫ мар, 35 ҫула ҫитнисем те илме пултараҫҫӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче йышӑнӑва пӑхса тухнӑ та ырланӑ.
Палӑртмалла: пултаруллӑ ҫамрӑксене кунашкал стипендие 2003 ҫултанпа параҫҫӗ. Унӑ виҫи 1830 тенкӗпе танлашать, ӑна кашни уйӑхра, пӗр ҫул, параҫҫӗ. Стипендие ҫулсерен тӗрлӗ тытӑмра ҫитӗнӳсем тунӑ, пултарулӑх енчен палӑрнӑ 1000 ҫамрӑк илсе тӑрать.
РФ Президенчӗ Владимир Путин йӗрке хуралҫисене пулӑшас тӗллевпе хушу алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем 15 пин тенке тивӗҫӗҫ.
Ку йыша ҫар ҫыннисем, курсантсем тата йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем кӗреҫҫӗ. Пурне те 15 пиншер тенкӗ парӗҫ, ҫыннӑн должноҫне, пакун ҫинче миҫе ҫӑлтӑр пуррине пӑхмӗҫ – кашниех пӗр пек суммӑна тивӗҫӗ.
«Ку тӳлеве пурте пӗр пек виҫепе, пакун ҫинчи ҫӑлтӑрсен хисепне пӑхмасӑр, илччӗр. Кунта пурте, каҫарӑр та, мунчари пек пӗр тан пулмалла», - тенӗ Владимир Путин.
Паян пирӗн республикӑра пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене 2022 ҫул валли ҫирӗплетӗҫ.
1997 ҫулхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче йышӑннӑ «Раҫҫей Федерацийӗнчи пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе ҫинчен» саккунта пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, асӑннӑ виҫене ҫулталӑкра 1 хутчен, халӑхӑн вӑтам тупӑшне кура, тишкерсе йышӑнаҫҫӗ. Унччен потребитель карҫинккине кура кварталта пӗрре палӑртнӑ.
Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе 10158 тенкӗ пулӗ, ӗҫлекенсем валли – 11072 тенкӗ, пенсионерсем валли – 8736 тенкӗ, ачасем валли – 10130 тенкӗ.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ паян иртмелле. Вӑл 10 сехетре пуҫланӗ. Мероприятие онлайн-мелпе трансляцилӗҫ.
Шупашкар хулинчи 1-мӗш клиника пульницин бактериологи лабораторине ӗҫре кирлӗ оборудованипе пуянлатасшӑн.
Паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртмелле. Унӑн кун йӗркине кӗртнӗ 31 ыйту хушшинче ҫавӑ та пур.
2021 ҫулта бактериологи лабораторийӗ валли тӗрлӗ йышши анализатор, ҫав шутра микроорганизмсене уйӑрса илмеллисем, микроскопсем, тӗпчев ирттермелли инструментсем, тӗрлӗ хатӗр, шӑнтмалли камерӑсем, ятарлӑ сӗтел-пукан.
Оборудовани туянма федераци тата республика хыснисенчен пурӗ 98 ытла миллион тенкӗ уйӑрасшӑн.
Чӑваш Енри 9 вӗрентекен 200 пин тенке тивӗҫнӗ. Ҫакна РФ Ҫутӗҫ министерствин хушӑвӗнче палӑртнӑ. Ку укҫана вӗсене кӑҫал педагогикӑра тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн панӑ.
Премие Шупашкарти 44-мӗш лицейри хими вӗрентекенӗ Екатерина Александрова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкулти вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ Надежда Алексеева, Вӑрмарти Г.Егоров ячӗллӗ шкулти технологи учителӗ Оксана Васильева, Шупашкарти 1-мӗш гимназири математика вӗрентекенӗ Ксения Коллэ, Ҫӗнӗ Шупашкарти кадет лицейӗнчи истори учителӗ Артем Максимов, Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнчи математика вӗрентекенӗ Ольга Маряхичева, Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш гиназири истори учителӗ Алена Тимофеева, Шупашкарти 20-мӗш шкулти музыка вӗрентекенӗ Светлана Турбина, Шупашкарти 61-мӗш шкулти пуҫламӑш классен учителӗ Надежда Федотова тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |