Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ палӑка тума укҫа парса пулӑшнӑ. Ӑна вӑл шалуран уйӑрнӑ.
Аса илтерер: чӑваш алфавитне халалласа Чӗмпӗрте палӑк лартасшӑн. Шӑпах унта «Раҫҫейри чи пысӑк этноссенчен пӗрин ҫырулӑхне чӗртсе тӑратнӑ». Асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсем хальхи вӑхӑтри чӑваш алфавитне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалласа хулара палӑк вырнаҫтарас сӗнӳпе тухнӑ. Вырӑнтисем конкурс ирттерсе палӑкӑн чи лайӑх проекчӗ тесе Виктор Егоров (Аванмарт) скульпторӑн ӗҫне суйланӑ. Виктор Аванмарт палӑка ҫаврашкана ҫырнӑ Ӑ саспалли евӗр хатӗрлесшӗн.
Каярах ҫав палӑк валли укҫа пухнине пӗлтерчӗҫ.
Палӑк проекчӗн хакӗ — 1,8 миллион тенкӗ.
«Пирӗн халӑхӑн «ниме» йӑли пур. Палӑк укҫи пӗр ҫыншӑн пысӑк сумма. Анчах пӗрле пулса эпир укҫа пухайӑпӑр. Ҫавӑнпа эпӗ шалӑвӑн пӗр пайне уйӑрса парас терӗм», — тенӗ Элтепер.
Чӑваш Енӗн патшалӑх пурлӑхне ҫитес ҫул приватизацилессипе прогноз планне хатӗрленӗ. Унта пӗр объект кӑна кӗртнӗ. Ку вӑл — «Чӑваш Енӗн Апат-ҫимӗҫ фончӗ» тулли мар яваплӑ обществӑн склачӗсем. Складсем Шупашкарти Николаев урамӗнчи 14-мӗш «а» ҫурт адреспа вырнаҫнӑ.
Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2019 ҫулта ҫӗр участокне ҫуртсемпе пӗрле 48 миллион тенкӗпе хакланӑ, ҫав шутран 28 миллионӗ — ҫӗр хакне шута илмесӗр. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче шухӑшланӑ тӑрӑх, Апат-ҫимӗҫ фончӗн склачӗсемпе аренда хакӗ ытла пысӑккине кура усӑ курмаҫҫӗ.
Шупашкар хулинчи ҫамрӑк арҫын хӗрарӑма пула улталаннӑ.
29 ҫулти вӑйпитти ар ҫыхӑнӑвне укҫалла кӗме килӗшекенсен сайчӗ урлӑ хӗрарӑма чӗнсе илес тенӗ.
Анчах кӗтни кӑлӑхах пулнӑ — никам та килмен. Хӗрарӑма чӗнсе илме хӑтланса арҫын укҫа куҫарса янӑ. Ултавҫӑ капкӑнне ҫакланса вӑл 16 пин те 400 тенкӗсӗртӑрса юлнӑ.
Хӗрарӑм та килмен, укҫа та ҫухатнӑ арҫын хытах пӑшӑрханнӑ. Унтан вӑл йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтас тенӗ. Весем патне вӑл ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирхине персе ҫитнӗ, шар курни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Юрату мӗн патне илсе ҫитерет? Ӑна пула укҫасӑр кӑна мар, акцисемсер те тӑрса юлма пулать.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти арҫын Мускав хӗрарӑмӗпе кӑрлач уйӑхӗнче паллашнӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, вӗсем пӗр-пӗрне питӗ шаннӑ. Вӑл хӗрарӑма пӗрре мар кивҫен панӑ.
Арҫын пӗтӗмпе ӑна 1 миллион та 300 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Кун валли вӑл пысӑк предприятири акцисене те сутнӑ. Хӗрарӑм Шупашкара таврӑнсан парӑма татма шантарнӑ. Анчах кӗҫех вӑл телефона тытма пӑрахнӑ. Ҫапла арҫын шӑнман пӑр ҫинче ларса юлнӑ.
Юлашки вӑхӑтра ҫынсем паллӑ мар ҫынсене укҫа куҫарса пани пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтерсех тӑраҫҫӗ. Тимлӗ пулмалли пирки йӗрке хуралҫисем киле пырсах асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ патне (тӗрӗсрех, пирӗн ҫурта), сӑмахран, икӗ хутчен те килсе кайрӗҫ.
Шел те, улталанакансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. «Банкра ман укҫа ҫук-ха, улталанмӑп», — темелле мар. Счет ҫинче пӗчӗк сумма пуррисемех кредит илсе укҫа куҫарса параҫҫӗ. Ара, вӗсене: «Сирӗн ятпа такам кредит илет, ултавҫӑсен ҫулне часрах пӳлсе хумалла», — йышши шӑнкӑравсемпе аптӑратса яраҫҫӗ те...
Ҫӗмӗрле хулинче вӑтам ҫулсенчи пӗр хӗрарӑм банкоматра Мускав номерӗсем ҫине 10 пин тата 15 пин тенкӗшер куҫарнӑ. Ҫавна асӑрахакан тупӑннӑ. Хӗрарӑма асӑрхаттарасан лешӗ тарӑхсах кайнӑ. Апла пулин те тимлӗ ҫын хӗрарӑма пӑрахса утман, йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ. Лешӗсене те хӗрарӑма айван утӑмран тытса чарма ҫӑмӑл пулман. Кайран та вӑл шанмасӑртарах тӑнӑ, иккӗленнӗ. Нумай сумма куҫарса ӗлкӗреймен те, анчах «кӗмӗлӗн» пӗр пайне ултавҫӑсене куҫарса панӑ.
Чӑваш Енре ӗҫлесе пурӑнакансем уйӑхсерен вӑтамран 35 пине яхӑн тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ.
Ку цифрӑна курсан: «Ман вӑл укҫана илес тесен икӗ уйӑх тар тӑкмалла» е тата: «Ун чухлӗ укҫана икӗ уйӑхра та илейместӗп!» — тесе тарӑхакансем тупӑнасси иккӗлентермест пулин те статистикӑна хирӗҫ каяймӑпӑр. Маларах эпир асӑннӑ цифрӑна Чӑвашстат кӑҫалхи ҫу уйӑхне пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн пӗлтернӗ.
Ака уйӑхӗнчипе танлаштарсан ҫу уйӑхӗнче шалу виҫи 1,4 процент ӳснӗ, унчченхи ҫулхи танлаштаруллӑ тапхӑртипе танлаштарсан тата та сумлӑрах — 9,1 процент хӑпарнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхсенче Чӑваш Ен ҫыннисем уйӑхсерен вӑтамран 33 038,8 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
Шупашкарти филармоние юсама пуҫӑннӑ Питӗрти «Спецстрой» организаци республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствипе судлашнӑ. Тавӑҫпа строительство организацийӗ республикӑн Арбитраж судне ҫитнӗ. Ҫапла тума ӑна юсав ӗҫӗшӗн укҫа тӳлесе татманни хистенӗ.
«Спецстрой» тулли мар яваплӑ обществӑпа республикӑн Культура министерстви контракта 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче алӑ пуснӑ. Ӗҫ хакне 149,5 миллион тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Организаци хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ, анчах саккасҫӑ ӑна тӳлесе пӗтермен-мӗн. Парӑм виҫи 6,651 миллион тенкӗ тӑрса юлнӑ.
Суд парӑма шыраса илме йышӑннӑ.
Икӗ ҫамрӑк аслашшӗн /е кукашшӗн/ банк картти ҫинчен укҫа вӑрланӑ. Сахал мар – 244 пин тенкӗ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ пӑхса тухӗ.
Хӗрпе каччӑ 15-ре тата 16-ра. Вӗсем аслашшӗн карточкине сӑн ӳкернӗ те сарӑмпа усӑ куса счет ҫинчен тепӗр карта ҫине укҫа куҫарнӑ та куҫарнӑ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен вӗсем 244 пин тенкӗ ытла йӑкӑртнӑ. Укҫана хӑйсем пӗлнӗ пек тӑкакланӑ.
Ватӑ ҫын укҫа ҫухалнине курсан полицие кайнӑ. Вӑрӑсене часах тупнӑ.
ҪУР | 06 |
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи кафесенчен пӗринчен икӗ ещӗк сӑра тата кассӑри 2 пине яхӑн тенкӗ укҫа ҫухалнӑ. Кафере ӗҫлекенсем апатлану заведенине питӗрнӗ чухне пӗрре ҫеҫ ҫавӑрса илнӗ. Ҫӑрана икӗ арҫын ҫӑмӑллӑнах уҫса кӗме пултарнӑ.
Алӑка уҫнӑ хыҫҫӑн вӗсем кафене икӗ хутчен хутласа икӗ ещӗк сӑра тата кассӑри 2 пине яхӑн тенкӗ укҫана вӑрласа кайнӑ.
Кафене вӑрӑсем кӗни пирки унта ӗҫлекенсем йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Усал ӗҫе тунӑ тесе 20-22 ҫулсенчи икӗ ҫамрӑка тытса чарнӑ. Вӗсенчен пӗрине унччен пуҫиле майпа явап тыттарнӑ иккен. Халӗ каллех суд тенкелӗ ҫине ларма тивӗ.
«Чӑваш бройлерӗ» акционерсен обществин производствӑпа технологи комплексне пӗтӗмпех сутса янӑ. Пурӗ 108 миллион та 941 пин тенкӗпе. Кун пирки Борис Литти арбитраж управляющийӗ пӗлтернӗ.
Предприятин пурлӑхне хака пӗчӗкшерӗн чакарса сутнӑ. Маларах 435,5 миллион тенкӗ ыйтнӑ. Кайран, ав, ӑна 108,9 миллион тенкӗпе сутнӑ. Пурлӑха туянаканни — Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкри «ВДС» предприяти.
«ВДС» тулли мар яваплӑ общество «Чӑваш бройлерӗн» кредиторӗсенчен пӗри пулнӑ.
«Чӑваш бройлерӗ» кредиторсем умӗнче 207,6 миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |