2012 ҫулхи ҫӗртмен 10-11-мӗшӗсенче Патӑрьелти «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра йӑлана кӗнӗ «Акатуй-Сабантуй» уяв иртрӗ.
Кӑҫалхи уява Раҫҫей историйӗн ҫулталӑкне тата района туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫак уява Аслӑ Чемен ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ, спортра палӑрнӑ вӗренекенсем те хутшӑнчӗҫ. «Ассорти» ташӑ ушкӑнӗ куракансене чӑваш ташшисемпе савӑнтарчӗ. Аслӑ Чемен ял тӑрӑхӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ ҫӗр ӗҫӗн йӑли-йӗркине кӑтартса пачӗ (ака-суха тунине, тырӑ акнине, вырса тӑпачӑпа ҫапнине, алапа тырӑ алланине, ал арманӗпе авӑртнине). Ҫӗр ӗҫӗн йӑли–йӗркине кӑтартса паракан хӗрарӑмсен тумӗсене, ӗлӗкхи ӗҫ хатӗрӗсене курса тӗлӗнекенсем те пайтах пулчӗҫ. Пир кӗпе, сурпан сырса хушпу тӑхӑннӑ, ҫӑпата сырнӑ чӑваш хӗрарӑмӗсем уҫланкӑри хӑнасене Аслӑ Чемен «хуҫалӑхне» йыхравларӗҫ.
Сӑнсем (140)
Акатуйсен тапхӑрӗ пуҫланнӑ тесен та йӑнӑш пулмӗ. Авалтан пыракан уява хальхилле чылай вырӑнсенче уявлаҫҫӗ. Республикӑн кашни районӗнче тенӗ пекех вӑл иртет. Ыран вара Акатуй — Канаш районӗнче.
Ку тӑрӑхри Акатуя Канаш районне йӗркеленӗренпе 85 ҫул ҫитнине тата Раҫҫей шайӗнче иртекен истори ҫулталӑкне халалласа ирттереҫҫӗ. Уяв вырӑнӗ Канаш хулинче мар, юнашар ларакан Аслӑ Асхва Пикшик ялти «Урожай» стадионра.
Уява ҫитсен сире кӗтеҫҫӗ: «Ҫын ӑсталӑхӗ — халӑх пуянлӑхӗ» (халӑх ушкӑнӗсен концерчӗ); «Чун ӑшши — Канаш ен» (фотокурав); «Ҫӑкӑртан асли ҫук» (ҫакӑр-пӗремӗк куравӗ); «Канаш Ен шӑпчӑкӗсем» (ача-пӑча лапамӗ: концерт, ӑмӑрту, вӑйӑ). Паллах, вӑйӑ-ӑмӑртусӑр уяв иртмӗ, вӗсем 10 сехетре пуҫланса 16 сехетченех иртӗҫ.
Акатуя 10 сехетре уҫӗҫ. 16 сехетре чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ пуҫланӗ. Ун хыҫҫӑн — ҫамрӑксем валли дискотека!
Акатуй уявӗсем районсемпе ялсен шайӗнче кӑна мар, шкулсенче те иртеҫҫӗ. Нумай пулмасть, ав, Акатуй уявне Пушкӑртстанри Пелепей хулинче вырнаҫнӑ чӑваш гимназинче ирттерчӗҫ.
Ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче иртрӗ Акатуй. Унта пӗрремӗш класра пӗлӳ пухакансенчен пуҫласа директор таранах хутшӑнчӗҫ. Вӑйӑсемпе ӑмӑртусенче тупӑшрӗҫ, юрӑпа ташӑ пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Пӗлӗве тӗрӗслеме те манмарӗҫ — экологипе историе епле пӗлнипе ӑмӑртрӗҫ.
Чи матуррисем, чи хастаррисем вара парнелле пулчӗҫ — вӗсене пылак ҫимӗҫ лекрӗ.
Пелепей хулинчи чӑваш гимназире 2011-12 вӗренӳ ҫулӗ ҫапла вӗҫленчӗ. Чӑн та маттурсем!
Ҫураки ӗҫӗсем вӗҫленсен чӑваш халӑхӗ Акатуй уявӗнче савӑннӑ. Темиҫе кун маларах хатӗрленнӗ уява — йывӑр ӗҫ хыҫҫӑн канни питӗ те усӑллӑ, тата акнӑ тырӑ ӑнса пултӑр тесе чӳклени те кирлӗ-ҫке. Уяв умӗн кил-ҫурта тирпейленӗ, кашни кил Акатуя ирттерме кашни мӗн те пулин панӑ — пир-авӑр, кӗпе, сурпан тата ытти — вӗсем пурте парне шутне кӗнӗ.
Акатуя ваттисем пуҫланӑ — вӗсем ҫураки епле иртнине пӗтӗмлетнӗ, Турӑран ырлӑх ыйтса чӳкленӗ. Халӑх пухӑннӑ май пӗр-пӗр ыйтӑва пӗрле канашласа сӳтсе явни те час-часах пулнӑ ку уявра. Малалла вара тупӑшу-кӗрешӳ пуҫланнӑ — кам чупса, кам сиксе, кам кӗрешсе, кам ухӑран тӗл персе мала тухма тӑрӑшнӑ. Вӑййисем чӑнах та тӗрлӗрен пулнӑ, карусельпе чуччу таврашӗнчен вара ача-пӑча уйрӑлма пӗлмен. Хальхи вӑхӑтра ытларах вӗрен туртасси, футбол, волейбол вӑййисене ирттереҫҫӗ. Дартс, артреслинг, пневматика пӑшалӗнчен пересси те тӗл пулать.
Йӗпреҫ районӗнчи Акатуй ҫӗртмен 16-мӗшӗнче иртӗ. Кӑмӑл пулсан эсир Йӗпреҫри культрӑпа кану паркне пыма пултаратӑр, пуҫламӑшӗ 11 сехетре.
Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Чӗмпӗрте чӑваш наци уявӗ — Акатуй — пулать. Вӑл Винновка ращинче 11 сехетре пуҫланать.
Программӑра:
• чӑваш Кӗрешӗвӗ (тӗп парне — така);
• облаҫран тата Чӑваш Республикинчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗ;
• халӑх, ача-пӑча, спорт вӑййисем;
• кире пукан йӑтасси;
• тӗрлӗ конкурссем.
Уява уҫма Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов та хутшӑнать.
Хапӑл туса кӗтетпӗр!
Аслӑ Ҫӗнтерӳ Кунне Шупашкар кӑҫал та — 67-мӗш хут — мӑнаҫлӑн кӗтсе илме хатӗрленет. Тӗп хула урамӗсене вӑрҫӑ тата тыл ветеранӗсем, мӗнпур ватти-вӗтти савӑнӑҫлӑ кулӑ-юрӑпа тултарӗҫ. Ҫак кун Шупашкарти ҫар гарнизонӗ те вӑрҫӑ паттӑрӗсене валли ятарлӑ парад ирттересшӗн.
Ҫӗнтерӳ Уявӗ Хӗрлӗ Тӳремре (лаптӑкра) кӑнтӑрла пуҫланать. Вӑрҫӑ ҫулӗсенчи техникӑсӑр пуҫне парадра хастар ҫапӑҫусенче тава тивӗҫнӗ «Катюша» тата «Т-34» танк та хутшӑнма кирлӗ теҫҫӗ. Иртнӗ ҫулсенче уява хутшӑннисем аса илнӗ тӑрӑх ҫак кунра пӗр ҫын та килте чӑтса лараймӗ, кашнин ырӑ кӑмӑлӗпе савӑнӑҫне ҫиҫсе тӑрӗҫ.
Ҫӗнтерӳ Уявӗпе сире, Тӑванӑмӑрсем!
АКА | 26 |
Ӗнер чӑваш чӗлхи кунне Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа шкулӗнче та анлӑн паллӑ турӗҫ. Иртенпех чӑваш юррисем янрарӗҫ. Тӗрлӗ вӑйӑ-кулӑ, ӑмӑртусем ирттерчӗҫ. Уроксем хыҫҫӑн вара чӑваш эстрада юррисен пысӑк концерчӗ пулчӗ. Кунта вара 1 класран пуҫласа 11 класс ачисем хутшӑнчӗҫ. Чӑннипех те, ачасем хӑйсене артистсем пек тытма тата юрлама пултарни куракансене тӗлӗнтерчӗ. Тури Туҫа шкулӗнче вӗренекен ачасем вӗренӳре те, ӗҫре те, уявра ҫапла хастаррӑн хутшӑнни ашшӗ-амӑшсене савӑнтарчӗ.
Паян, акан 25-мӗшӗнче, кашни чӑваш хӑйӗн тӑван чӗлхи кунне уявлать. Ҫак уява халалласа республикӑра тата ун тулашӗнче тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ: ҫавра сӗтелсем, митингсем, семинарсем.
И. Я. Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче иртекен уява палӑртма пуҫланӑранпа кӑҫал 20 ҫул ҫитрӗ — постановление 1992 ҫулхи акан 9-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ.
Чӑваш халӑх сайчӗ пурне те ҫак уяв ячӗпе саламлать!
Шанас килет! Паянхи вӑхӑтра та хӑйӗн актуаллӑхне ҫухатман чӑваш чӗлхи малалла аталанӗ, ун сассийӗ ҫак Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчен нихӑҫан та ҫӗтмӗ, нихӑҫан та ҫухалмӗ. Вӑл пирӗн пурнӑҫри кашни хутлӑха кӗрсе вырнаҫӗ, тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗ! Пирӗн чӗлхе вӑл халӑх мӑнаҫлӑхне кӑтартакан паллӑсенчен пӗри! Вӑл яланах чӑвашпа пӗрле пулӗ, халӑха телей парса тӑрӗ! Петӗр Хусанкай сӑмахӗсем — чӑн сӑмахсем: «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!»
Чӑваш чӗлхи кашни кун янратӑр — килте те урамра та, хулара та ялта та! Ҫапла пултӑр!
Акан 19-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче чӑн-чӑн уяв пулчӗ. Чӑваш тумӗн уявӗ. Мӗн тери селӗм эсӗ, чӑваш кӗпи! Пирӗн умра мӗнле кӑна тӗрӗллӗ кӗпесем пулмарӗҫ пулӗ. Кашни кӗпен хӑйӗн историйӗ, хӑйӗн пурнӑҫӗ.
Пирӗн умра тури, анатри чӑваш тумӗсем пулчӗҫ. Авалхи чӑваш кӗписем анчах мар, сцена валли ятарласа ӗҫлеттернӗ тумсене те сӑнарӑмӑр.
Факультет деканӗ В.Г. Родионов профессор каласа хӑварнӑ тӑрӑх, турипе анатри чӑвашсен тумӗсен тӗррисем хушшинче уйрӑмлӑхсем пур-мӗн. «Турисен тӗррисем вӗтӗрех, анатрисен вара шултӑрарах. Енчен те паянхи чӑвашсем тӗрӗллӗ масмак пуҫа ҫыхсан та еплерех илемлӗ те аван пулӗччӗ, тӳрех урампа чӑваш ҫынни пынине пӗлме пулӗччӗ», — терӗ хисеплӗ профессор.
Факультет ӗҫченӗсем ҫавӑн пекех пӗчӗк курав та йӗркеленӗ. Тумӗсем анчах мар, капӑрлӑхӗсем те куҫа савӑнтарчӗҫ. Пирӗн шутпа, ку пурне те кӑсӑклантарчӗ. Халӗ тури чӑваш хӗрарӑмсем туя кайнӑ чух еплерех эрешсем ҫакса ҫӳренине куртӑмӑр. Анатрисем те ку енчен юлса пымаҫҫӗ.
Мӑнкун — провослави тӗнне ӗненекенсен чи пысӑк та савӑнӑҫлӑ уявӗ. Христос чӗрӗлнине палӑртакан куна вӗсем: «Пур уявсен уявӗ», — теҫҫӗ. Ӗненекенсем ҫак ҫутӑ вырсарникун Иисус шуйттан хӑватне ҫӗнтернине, урӑхла каласан, Ырӑ Усала ҫӗнтернине паллӑ тӑваҫҫӗ, ҫавна май савӑнаҫҫӗ. Ҫак кун пур ҫын та начаррине манса лайӑххи пирки ҫеҫ шухӑшлать, ырӑ малашлӑх пирки ӗмӗтленет.
Мӑнкуна Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке шкулӗн вӗренекенӗсем те лайӑх хатӗрленсе кӗтсе илчӗҫ: паян шкулта «Асамлӑ ҫӑмартасем» ӑмӑрту иртрӗ. Конкурса вӑтам тата кӗҫӗн класра вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ӑсталанӑ Мӑнкун ҫӑмартисем ҫав тери асамлӑ та илӗртӳллӗ пулса тухнӑ. Уйрӑмах ҫак ачасен пултарулӑхӗ пурин кӑмӑлне те кайрӗ: Ермолаева Ясминӑн (6 кл.) «Чӑх-чӗп картинче», Васильева Светланӑн (5 кл.) «Эп ҫуралтӑм», Павлова Августинӑпа Яковлева Иринӑн «Тутлӑ мӑшӑр», Шельтямова Виолеттӑн (2 кл.) «Асамлӑ кайӑк», Шельтямова Анжелӑпа Харитонова Лианӑн (2 кл.) «Шӑши тус», Шибаева Татьянӑн (2 кл.) «Мулкач тусӑм», Школьников Стасӑн (3 кл) «Ман хаваслӑ чӗппӗмсем» ӗҫӗсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |