Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: уявсем

Уява ертсе пыракан Диана Ятманова
Уява ертсе пыракан Диана Ятманова

Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче пӗтӗм Раҫҫей Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне паллӑ тӑвать. Ҫак пысӑк уява кашни хӑйне май кӗтсе илет. Пӗрисем тин ҫеҫ хӗсметре пулнӑ яшсемпе тӗлпулусем ирттереҫҫӗ, теприсем вӑрҫӑ ветеранӗсене хӑнана йыхравлаҫҫӗ, хӗсметере пӗрле пулнисем пӗр-пӗрне саламлаҫҫӗ, пӗрле пуҫтарӑнса иртнӗ кунсене аса илеҫҫӗ.

Хырхӗрри тӗп шкулӗнче уяв ячӗпе савӑнӑҫлӑ концерт пулса иртрӗ. Ӑна шкул ачисем вӗрентекенсем ертсе пынипе хатӗрленӗ. Шкулта хӑйне май йӑлана кӗнӗ: ҫулталӑкри кашни уява черетлӗн пӗр класс хатӗрлесе ертсе пырать. Хальхинче ҫак хисепе саккӑрмӗшсем тивӗҫрӗҫ. Вӗсем Н.К. Иванова класс ертӳҫипе килӗшсе сӑвӑсем хатӗрлерӗҫ, уяв сценарине сӳтсе яврӗҫ. Палӑртнӑ кун уроксем иртсенех пӗрремӗш-тӑххӑрмӗш классенче вӗренекенсем тата вӗрентекенсем савӑк кӑмӑлпа истори кабинетне пуҫтарӑнчӗҫ. Уява уҫса салтак тумне тӑхӑнна саккӑрмӗш класс ачисем тухса тӑчӗҫ. Ҫар тумтирӗ вӗсене ҫӳллӗрех те, кӗрнеклӗрех те кӑтартрӗ. Салам сӑмахӗсем хыҫҫӑн хӑйсен пултарулӑхӗпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем паллаштарчӗҫ. Ҫиҫсе тӑракан куҫсемпе вӗсем авалхи тата хальхи салтак юррисене шӑрантарчӗҫ, ҫав хушӑрах вӗсене инсценировкӑсемпе илемлетрӗҫ.

Малалла...

 

ЧНК ҫуртӗнче вырнаҫнӑ «Ҫӑлкуҫ» хупахра паян чӑваш халӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшакансем пуханчӗҫ — философсем, ӳнерҫӗсем, ҫыравҫӑсем, вӗрентевҫӗсем, ӑсчахсем. Блогерсем те пурччӗ кунта.

Пухӑва чӑвашсен хӗллехи чи паллӑ уявне пӗрле ирттермелле пуҫтарӑннӑччӗ те чи малтанхи сӑмаха Виталий Петрович Станьял илчӗ. Вӑл халӑха ҫак уяв мӗнле иртни пирки кӗскен каласа пачӗ, унӑн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен. Уяв пӗлтерӗшӗ пирки ыттисем те сӑмах хушрӗҫ пулин те Виталий Петрович ятарласа хатӗрленсе килни сисӗнче — сӑмахӗ лекцие ирттернӗ вӑхӑтри пекех пулчӗ. Калаҫу малалла ӗҫлӗ пулчӗ — чӑваша мӗн хумхантарни пирки кашни сӑмах хускатрӗ: чӑвашсен йышӗ чакни, юрӑсенче чӑваш сӗмӗ ҫукки, тата ытти пӑшӑрхантаракан ыйту. Ырри пирки те асӑнмасӑр хӑвармарӗҫ: шӗпсутсен (скульптурӑсен) фестивалӗсене тӗрлӗ енлӗ тӑвасси тата вӗсене аталантарасси (хӑвӑрах пӗлетӗр, Шупашкарта халӗ пӑртан кӳлепесем тӑвас фестиваль иртет), тӑван яла ҫӗнӗ вӗркӗш кӗртсе анлӑ аталантарасси (кунта ытларах Кӑмаша ялӗн тӗслӗхӗ пирки калаҫрӗҫ) тата ытти те.

Малалла...

 

Тӗмен тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсем хӑйсен обществӑлла пӗрлешӗвне — «Тӑван» ассоциацине туса хунӑранпа 20 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ятпа хулари Наци культурисен «Строитель» керменӗнче пысӑк уяв пулчӗ. Вырӑнти чӑвашсем хӑнасене наци апачӗпе сӑйларӗҫ, хӑйсен аллипе ӑсталанӑ япаласен куравне йӗркелерӗҫ. Уява Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫавал» ансамблӗ те хутшӑнчӗ, курма килнисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗ. Тӗмен облаҫӗн правительстви ячӗпе пухӑннисене национальнӑҫсен ӗҫӗсен комитечӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Виктор Хоменко саламларӗ. Чӑвашсем Раҫҫейре тата регионта чи йышлӑ халӑхсенчен пӗри пулнине палӑртрӗ вӑл. Официаллӑ ститистика тӑрӑх, Тӗмен облаҫӗнче 13 пин чӑваш пурӑнать. Тӑван енрен аякра пулин те, вӗсем халӑх культурине упраса пыраҫҫӗ, тӗрлӗ наци ҫыннисем хушшинчи туслӑха ҫиреплетеҫҫӗ, — терӗ Виктор Хоменко.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.tumentoday.ru
 

Кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче чӑваш хӗллехи чи паллӑ уява, Сурхурине уявлама пуҫлать. 19-мӗшӗнче вара ҫак уяв вӗҫленет.

Сурхури уявӗ вӑрӑма тӑсӑлать, хатӗрлӗнессе те малтанах пуҫлаҫҫӗ — ачасемпе ҫамрӑксем килӗрен киле ҫӳресе Сурхури ирттерме хатӗр-хӗтӗр‚ ӗҫме-ҫиме‚ салат-хӑмла‚ кӗрпе-ҫӑнӑх пуҫтараҫҫӗ. Уяв кунӗнче юрланӑ, ташланӑ, юмӑҫ янӑ, картана кӗрсе сурӑх ури тытнӑ... Пӗрле апат ларса ҫинипе вара вӑл кун уяв вӗҫленнӗ. Тепӗр кунне ҫветке пуҫланнӑ. Эрнипех ҫӳренӗ вара.

Чӑваш халӑх сайчӗ сире пурне те Сурхури ячӗпе саламлать!

Чӑваш халӑхӗн хастарӗсем Сурхурине уявлама кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче (вырсарникун) «Ҫӑлкуҫ» хупаха пухӑнӗҫ. Пуҫламӑшӗ — кӑнтарла иртсен.

 

Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсар шкулӗнче паян Ҫӗнӗ Ҫул чӑрӑшӗ иртрӗ. Уява шкул ачисем, вӗрентекенсем, ашшӗ-амӑшӗсем пухӑнчӗҫ.

Ҫӗнӗ Ҫул чӑрӑшӗ вӗренӳ чӗрӗкӗ вӗҫленсе пынӑ май ачасене хаваслӑх самай кӳчӗ. Шкулта вӗренекенсем хӑйсем те ӑна интереслӗ ирттерес тӗлӗшпе нумай тӑрӑшрӗҫ — ятарлӑ тумсем ҫӗлерӗҫ, сӑвӑсем вӗренчӗҫ, уяв программине хатӗрлеме хутшӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ Ҫула чипер кӗтсе илессишӗн, Хӗл Мучин (9-мӗш класс вӗренекенӗ Евгений Андрюшечкин) парнисене илессишӗн ачасен чылай тӑрӑшмалла пулчӗ — пурте пӗрле йыхравламасӑр Хӗл Мучи килмест иккен, Ашапатман карчӑкне те сӑтӑр тӑвасран хӑваламалла, Юрпикене (9-мӗш класс вӗренекенӗ Оксана Леонтьева) те ҫӑлмалла. Пуҫламӑш классенче вӗренекенсем те хӑйсене маттуррӑн кӑтартрӗҫ — 2-3 классенче вӗренекенсем чӑвашла юмах лартса пачӗҫ, хӑйсен тӑван чӗлхине юратнине кӑтартрӗҫ.

Ҫӗнӗ Ҫул чӑрӑшӗн иккӗмӗш ҫурринче вара дискотека пулчӗ — аслӑрах классенче вӗренекенсем юрӑ-ташӑпа киленчӗҫ.

 

Чӑваш Енри чи пултаруллӑ та хастар ачасем юмах тӗнчине лӗкӗҫ. Олимпиадӑсен, спорт ӑмӑртӑвӗсен, тӗрлӗ конкурссен ҫӗнтерӳҫисем, ҫавӑн пекен пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лӗкнисем Элтепӗр ячӗпе ирттерекен Ҫӗнӗ ҫул уявне хутшӑнӗҫ. Вӑл раштавӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗччен Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртет.

3 кун хушшинче уяв чӑрӑшӗ хӑй тавра 2 пин ачана пухӗ. Вӗсем валли анлӑ программа хатӗрленӗ: «Алые паруса» («Кӗрен парӑс») музыка спектаклӗ курма пултарӗҫ, Хӗл Мучипе тата Кӗл пикепе пӗрле хаваслӑ уяв картине тӑрӗҫ. Кашниех Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ ятӗнчен салам хутне тата Ҫӗнӗ Ҫул парнине тивӗҫӗ. Унран та ытларах уяв пур ачана та савӑнӑҫ тата асамлӑх парнелессе шанаҫҫӗ ӑна йӗркелекенсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://cap.ru
 

Раштавӑн 19-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ каҫ иртрӗ. Телее, Ухсай Яккӑвӗн ячӗ пирӗншӗн ют мар. Шкул ачисен программинче те пур унӑн ӗҫӗсем, яш-кӗрӗм ҫепӗҫ лирикине килӗштерет, аслӑ ӑру валли — чӑвашлӑхпа, тӑванлӑхпа тулнӑ вун-вун сӑвӑ, поэма, роман. Драматургире, критикӑпа публицистикӑра нумай тӑрӑшнӑ. Ун ячӗ вилӗмсӗр Константин Ивановпа, Ҫеҫпӗл Мишшипе, Петӗр Хусанкайпа, ыттипе юнашар. Эпир ӑна вулатпӑр, пӗлетпӗр, хисеплетпӗр, ҫапах та сӑмах ӑстин поэзи «тарӑнлӑхне» уҫса ҫитереймен-ха, ун пирки каламалли, ӑна тӗпчемелли пайтах.

Халӑх поэчӗ ячӗпе йӗркеленӗ каҫра та, ӑна ЧР культура министрӗ Роза Лизакова ертсе пычӗ, ҫак шухӑша палӑртрӗҫ.

Малалла...

 

Чӑваш наци конгресӗ чи хастар ӗҫченсене пӗрле пухса чыслассине йӑлана кӗртнӗренпе 3 ҫул ҫитрӗ. Тӗрлӗ професси ҫыннисем ырӑ сӑмаха, парнесене тивӗҫеҫҫӗ тата паллӑ эстрада артисчӗсен пултарулӑхӗпе киленеҫҫӗ. Хальхинче уяв хӑнисем ҫурт-йӗрпе комуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем пулчӗҫ.

Кашни ҫын хӑйӗн пурнӑҫне тӗрӗс-текел, хӑтлӑ пурӑнса ирттересшӗн. Коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем шӑпах ҫав условисене туса паракансем. Чӑваш наци конгресӗ вӗсене чысласа патшалӑх филармонийӗнче «Юрӑ-кӗвӗ пӗтӗм чунтан» ятлӑ уяв ирттерчӗ.

Кӑҫал ҫакнашкал уява 4-мӗш хут йӗркелерӗҫ. Унччен учительсемпе воспитательсене, тухтӑрсене, чӑваш чӗлхи учителӗсене чысланӑччӗ. Коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем те йышлӑн пухӑнчӗҫ — кашни районтанах килнӗ.

Уява килнисене Чӑваш Республикин строительство министрӗ Александр Гончаров саламларӗ. «Эсир пирӗн килте яланах газ, шыв, ҫутӑ, ӑшӑ, урамсем, картишсем, подъездсем таса, парксемпе скверсенче канма кӑмӑллӑ пултӑр тесе тӑрӑшатӑр, — терӗ министр, — Чыс та хисеп сире ҫавӑншӑн».

Малалла...

 

Ҫӗпӗр чӑвашӗсем Чӳклеме ирттерни чӑннипех те Красноярск крайӗн наципе культура пурнӑҫӗнче историе кӗрсе юлмалли пулӑм. Мӗншӗн тесен чӑвашсен уявне регион шайӗнче уявлани кунта хальччен пулман. Ҫапах та йӗркелекенсене ҫак мероприятие мӗнле ирттересси мар, палӑртнӑ кунра ҫанталӑк мӗнле пуласси ытларах хумхантарнӑ, ара, Ҫӗпӗр кӗркуннинчен темӗн те кӗтме пулать-ҫке. Йӗпе-сапа ҫанталӑк мероприятие пӑсать ҫеҫ мар, унта хутшӑнакансен, курма пыракансен кӑмӑлне те хуҫать. Телее, ҫанталӑк уяр пулчӗ.

Красноярскран Назарово хулине уява автобуспа каяс текенсем ирхине ирех Мир тӳремне пуҫтарӑнчӗҫ. Унта вӗсем йӑхташсемпе Вадим Антонов генералпа тата Чӑваш Енри Элӗк районӗнчи «Валинкке» фольклор ушкӑнӗпе тӗл пулчӗҫ.

Палӑртнӑ кун кӑнтӑрла пултарулӑх ушкӑнӗсен артисчӗсем хӑнасемпе, куракансемпе алла-аллӑн тытӑнса вӑйӑ картине тӑрса юрӑ пуҫларӗҫ. Назарово хулин пуҫлӑхӗ Сергей Сетов, Назарово районӗн администраци пуҫлӑхӗ Сергей Крашенинников, крайри Кӗпӗрнаттӑр Аппарачӗн, Правительствин, Законодательство Пухӑвӗн официаллӑ ҫыннисем чӑвашсене, курма килнисене крайри пӗрремӗш чӑваш уявӗпе саламларӗҫ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/4158.html
 

Етӗрне районӗнче «Мухтав хӗрарӑма» уяв иртнӗ. Пухӑннисене республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗн социаллӑ политика, сывлӑх сыхлавӗн, физкультурӑпа спорт комитечӗн председателӗ Ольга Зайцева, Президентӑн пепкелӗх центрӗн тӗп тухтӑрӗ Алла Самойлова, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Леонид Ефремов, Чӑвашпотребсоюз Канашӗн председателӗ Валерий Павлов саламланӑ. Етӗрне районӗнчи Хӗрарӑмсен канашӗн пердседателӗ Ирина Облинова Тав ҫырӑвне тивӗҫ пулнӑ.

Районти кашни ял тӑрӑхӗнчен пӗрер хӗрарӑм сцена ҫине тухса хӑйӗнпе паллаштарчӗ, кашниех тӗрлӗ номинацире палӑрчӗ. Альбина Наумова Мӑн Сӗнтӗртен, Валентина Корчева Кӑкшӑмран, Людмила Русскова Мӑн Шемертентен, Ирина Григорьева Пӗрҫырлантан, Роза Михайлова Советскинчен, Нина Стексова Стрелецкинчен, Светлана Мельникова Мучартан.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 147, 148, 149, 150, 151, 152, 153, 154, 155, 156, [157], 158, 159, 160, 161, 162, 163, 164
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ