Кӑҫал республикӑри ялсенче карантин хыҫҫӑн карантин. Акӑ Канаш районӗнчи Вӑтакас Татмӑш ялӗнче те урнӑ чире пула карантин пулнине пӗлтернӗ.
Ку — ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа. Вӑтакас Татмӑш ялӗнче пурӑнакан ҫын каланӑ тӑрӑх, унӑн кушак аҫи икӗ эрнелӗхе ҫухалнӑ. Кайран таврӑннӑ-ха вӑл, анчах кайри урипе уксахланӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кушак аҫи кил хуҫи хӗрарӑмӗн ывӑлне алӑран ҫыртнӑ. Тепӗр кунхине вӑл хӗрарӑма тапӑннӑ та ҫыртса илнӗ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм пӗлӗшне кушак аҫине вӗлерме хушнӑ. Ҫав кунах вӑл кун пирки ветеринарсене пӗлтернӗ.
Ҫурлан 25-мӗшӗнче ветлаборатори ӗҫченӗсем экспертиза пӗтӗмлетӗвне илсе кушак урнӑ чирпе чирлине ҫирӗплетнӗ.
Крымри Шурту (Белогорск) районӗнче вырнаҫнӑ «Тайган» сафари-паркра виҫӗ арӑслан ами хаклӑ йышши крокодила ҫисе янӑ. Кун пирки «Крым. Реалии» пӗлтерет.
Парка курма килнӗ ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх крокодилсем арӑслансемпе юнашарах пӗвере пурӑнаҫҫӗ. Пӗр крокодилӗ шывран тухсан ун ҫине виҫӗ арӑслан ами тапӑннӑ. Пысӑк кушаксем шыв чӗрчунне хӑвӑрт кӑна кӑнтнӑ хыҫҫӑн апат патне ытти арӑслансем те ҫитнӗ.
Сафари-паркӑн директорӗ Олег Зубков ку пӑтӑрмах чӑн та пулса иртни пирки каласа панӑ. Крокодилӗ вара 3 пин доллар таранах (хальхи курспа ку вӑл 180 пин тенке яхӑн шутланать) тӑнӑ.
Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха ялне те карантина хупнӑ. Мӗн пулнӑ-ха унта?
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнче юнкун, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче каҫхине Кудеиха ялӗнче тилӗ 14 ҫулти хӗрачана тапӑннӑ. Ку Кире юханшывӗ хӗрринче пулнӑ.
Хӗрача, мӗн пулса иртнине лайах ӑнланса ӗлкӗрейменскер, тилле шывра путарнӑ. Унтан вӑл ӑна пулӑ тытмалли ҫеткӑпа ҫавӑрса илнӗ те ҫыран хӗрринче хӑварнӑ. Ҫав каҫах аллине тилӗ ҫыртна хӗрачана васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе кайнӑ.
Тилӗ виллине вара республикӑри ветлабораторие илсе ҫитернӗ. Специалистсем чӗрчун урнӑ чирпе чирлине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен Кудеиха ялӗнчи кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ ҫӗрӗ ҫинче карантин пулнине палӑртнӑ.
Чӑваш Енре хир качакин путекне тупни пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Унтанпа вӑхӑт нумаях та иртмерӗ — Атӑлта тепӗр тӗлӗнмелле чӗрчун тупнӑ.
Хальхинче Шупашкар ҫыннисем тимӗр шапа тупнӑ. Ӑна Атӑлтан кӑларни пирки «Про Город» хаҫата Анастасия Рыбакова пӗлтернӗ. Тимӗр шапа пулӑҫсен вӑлтине ҫакланнӑ-мӗн.
Анастасия Рыбакова каланӑ тӑрӑх, вырсарникун, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, тӗп пасара пулӑҫсем килнӗ. Хайхискерсем такама кӗтнӗ чухне вӗсене тӗлӗнмелле чӗрчуна кӑтартнӑ. Пулӑҫсем каланӑ тӑрӑх, тимӗр шапа вӗсен вӑлтине ҫаклансан ҫекӗле те ҫӑтса янӑ.
Пулӑҫсем тимӗр шапана Мускава илсе каясси пирки пӗлтернӗ. Анастасия унӑн малашнехи пурнӑҫӗ пирки пӗлмест.
Александр Дмитриев биолог Атӑлта тимӗр шапасем пурӑнманнине пӗлтернӗ. Унӑн шухӑшӗпе, ахӑртнех ӑна такам шыва ывӑтнӑ. Тимӗр шапа Инҫет хӗвелтухӑҫӗнчи евӗр-мӗн. Атӑлта вӑл пурӑнаймасть.
Иртнӗ эрнере Чӑваш Енре тӗлӗнмелле чӗрчуна тупнӑ. Мӗншӗн тӗлӗнмелле-ха? Ара, унашкаллине пирӗн республикӑра кашни кун кураймӑн та.
Вӑрманта хир качаки путекне тупнӑ. Иртнӗ эрнере Шупашкар ҫыннисем хурӑн ҫырли пуҫтармашкӑн Муркаш районӗнчи вӑрмана кайнӑ. Ӑнсӑртран вӗсем путеке, амӑшӗсӗр, юлнӑскере, асӑрханӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ирхине вӗсем кун пирки Госохотрыбслужбӑна пӗлтернӗ. Ведомство инспекторӗсем вӑрмана ҫитсе чӗрчуна тупнӑ. Специалистсем пӗр вӑхӑт чӗрчуна сӑнанӑ. Анчах унӑн амӑшӗ каялла таврӑнман.
Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хир качаки путекки выҫса кайнӑ, нӑйкӑшма тытӑннӑ, вӑйсӑрланнӑ. Амӑшӗ ун патне таврӑнманран инспекторсем чӗрчуна Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ паркри зоокӗтесе пама шутланӑ.
Чӑваш Енри тепӗр яла карантина хупнӑ. Хальхинче — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫатракасси ялне.
Карантина асаннӑ яла ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хупнӑ. Унта пурӑнакан Николай каланӑ тӑрӑх, ҫав ялта кушак урнӑ чирпе чирленӗ.
Николай килти кушак хӑйне темӗнле тытнине пӗр эрне каялла сиснӗ. Вӑл аслӑ ҫынсене тапӑнса сикнӗ. Вӑл кушака тӳрех Шупашкарти ветеринари клиникине илсе кайнӑ. Специлистсем кушака тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн кӑмӑлсӑрланнӑ ҫеҫ. «Мӗнле чир илсе килтӗр пирӗн пата? Каялла часрах илсе кайӑр!» — тенӗ вӗсем.
Тӗрӗссипе, вӗсен кушака илсе юлмалла пулнӑ. Ара, урнӑ чир пулни тӳрех курӑнать-ҫке. Анчах специалистсем кушака ытти ҫынсенчен уйӑрма ҫеҫ хушнӑ.
Николай кушака читлӗхе хупнӑ. Виҫӗ кунтан вӑл вилнӗ. Унтан ӑна лабараторине тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Роспотребнадзор диагноз палӑртнӑ: урнӑ чир.
Ҫапла майпа яла карантина хупнӑ. Унтан чӗрчунсене пӗр уйӑх илсе тухма юрамасть.
Чӑваш Енре хӑрушӑ инфекци малалла сарӑлнине пӗлтереҫҫӗ. Халӗ ав ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Павлушкӑнь ялӗнче урнӑ чире тупса палӑртнӑ, карантин пулнине пӗлтернӗ.
Икӗ уйӑха тӑсӑлӗ вӑл. Хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Документра карантин мӗн сӑлтавпа пулнине палӑртман.
Ветеринарсем палӑртнӑ тӑрӑх, урнӑ чир ҫыншӑн та, чӗрчуншӑн та хӑрушӑ. Вӑл тӗп нерв тытӑмне сиенлетет. Ҫавӑнпа халӑха документра кӑтартнӑ сӗнӳсене пӑхӑнма ыйтаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кил хуҫисен выльӑх-чӗрлӗхпе тимлӗрех пулмалла.
ЧР Патшалӑх ветеринари служби хыпарланӑ тӑрӑх, Раҫҫейре кӑҫал ҫу уйӑхӗн 16–31-мӗшӗсенче 128 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Ытларах чухне урнӑ чир — тилӗсен (49), йытӑсен (34 тӗслӗх).
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Тӗкӗрҫ ращи» культурӑпа кану центрӗнче мини-зоокӗтес уҫӑлнӑ. Унта ятарлӑ вольерсем лартнӑ, тӑватӑ пакша илсе килнӗ.
Зоокӗтес паян, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, уҫӑлнӑ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Бирюков тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ.
Ку — ҫӗнӗ шупашкарсемшӗн пысӑк савӑнӑҫ. Вольерсене хӑш чӗрчуна вырнаҫтарассине нумай шутланӑ. Кайран пакша яма шут тытнӑ. Ку — Ҫӗнӗ Шупашкар палли. Малашне унта чӗрчунсем хутшӑнасса пӗлтерет тӳре-шара.
Уява килнӗ ачасем питӗ савӑннӑ. Хӑшӗ-пӗри пакшана вӑрттӑн та ачашлама пултарнӑ. Анчах малашне вӗсене тыттарма, ачашлаттарма чарӗҫ. Ку — чӗрчунсен тата ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн. Хӗлле вольерсене хӑтлӑлатӗҫ, ӑшӑрах тӑвӗҫ.
Республикӑра урнӑ чирпе чирлекен тискер чӗрчун, уйрӑмах тилӗ, нумайланнӑран виҫӗ ялта карантин пулни пирки пӗлтернӗччӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, карантина лекнӗ ялсен шучӗ нумайланни паллӑ пулнӑ. Ку, паллах, урнӑ чир хӑвӑрт сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Вируса тискер чӗрчунсем сарни, уйрӑмах тилӗ, паллӑ.
ЧР ИӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, урнӑ чирпе аптӑракан тискер чӗрчунсем ялсене, ҫын хуҫалӑхӗсене тӑтӑшах кӗме пуҫланӑ. Тӗслӗхрен, пӗр ҫын хуҫалӑхӗнче урнӑ чирпе аптӑранӑ чӗрчун виллине тупнӑ. Килти йытӑ тата кушак урнӑ чирпе чирлени те пулнӑ. Вӗсене е тилӗ ҫыртнӑ, е вӗсем унпа ҫывӑх хутшӑннӑ.
Лару-тӑру ҫивӗчленнине кура республикӑри 9 районти 20 ялта, чирлӗ чӗрчунсене тупнӑскерсенче, карантин палӑртнӑ. Ку — 2 уйӑхлӑха. Ҫав ялсенче чӗрчунсене ӑҫта та пулин илсе тухма, урӑххисене илсе килме чарнӑ. Килти чӗрчунсене вакцинаци тума сӗннӗ.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра урнӑ чир пирки шавлаҫҫӗ. Чылай тӑрӑхра урнӑ тилӗ ҫынна, килти чӗрчунсене тапӑнать. Ҫавна май Михаил Игнатьев Элтепер Чӑваш Республикинче нарӑсӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 16-мӗшӗччен тилӗсемпе кашкӑрсене персе вӗлерме ирӗк пани пирки те пӗлтернӗччӗ.
Ҫак кунсенче Муркаш, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче чӗрчунсем урнӑ чирпе чирленине тупса палӑртнӑ. Унти хӑш-пӗр ялта карантин пулнине пӗлтернӗ. Ҫакӑн пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев нарӑсан 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Документпа килӗшӳллӗн Етӗрне районӗнчи Тури Пӑрнаш тата Элешкушкӑнь ялӗсенче, Шупашкар районӗнчи Вӑрӑмту ялӗнче, Муркаш районӗнчи Милютакассинче карантин пулнине палӑртнӑ. Ҫакна урнӑ чире пӗтерес тӗллевпе тунӑ. Ҫав вырӑнсенче йытӑсемпе кушаксен куравне йӗркелеме, тискер чӗрчунсене тытма юрамасть.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |