«Сӑрҫи» заповедникри фотокапкӑна упа лекнӗ. Заповедник ӗҫченӗсем ӑна палласа та илнӗ.
Упана фотокапкӑн малтан утӑ уйӑхӗнче ӳкернӗ. Ун чухне унӑн пуҫӗ ҫинче сулахай енче суран пулни палӑрнӑ.
Хальхинче те фотокапкӑна ҫав упах лекнӗ. Пуҫӗ ҫинче суран пулнӑ, вӑл кӑштах пӗчӗкленнӗ. Суран ӳт илме пуҫлани, упа кӑштах самӑрланни палӑрнӑ. Эппин, утаман йӗркеллех хӗл каҫма выртӗ.
Ҫӑлавҫӑсене тивӗҫлӗ канури ватӑ хӗрарӑм чӗнсе илнӗ. Унӑн кушак ҫурисем картан тимӗр пӑрӑхӗ ӑшне кӗрсе ларнӑ та хӑйсем тӗллӗн тухайман иккен.
Ҫӑлавҫӑсем пӑрӑх ҫинче аялта шӑтӑк туса икӗн кушак ҫурине ирӗке кӑларнӑ. Хуҫи куншӑн питӗ савӑннӑ. Ҫӑлавҫӑсене вӑл чунран тав тунӑ.
Хӑнтӑрсен шутне палӑртас тӗллевпе хӑнтӑрсен «ҫыравне» ҫулсерен ирттереҫҫӗ.
Юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре хӑнтӑрсем нумайланнӑ. 2022-мӗш ҫулта 2024-шне асӑрхаса шута илнӗ пулсан, пӗлтӗр — 2180.
Хӑнтӑрсем ҫут ҫанталӑка ҫав тери пысӑк усӑ кӳреҫҫӗ. «Хӑнтӑрсем шыв тӑрӑх пӗрене юхтарса плотинасем туни, сӑмахран, кӳлӗсене типесрен сыхлать», — тесе пӗлтернӗ Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта.
Грегори РМ лаша каллех ҫитӗнӳсем тунӑ. Вӑл «Супер-Дерби» ӑмӑртура ҫӗнтернӗ. Лаша Раменскри ипподромра 2400 метра чупса рекорд лартнӑ. Унӑн кӑтартӑвӗ – 3.00,4 минут. Йӗвене опытлӑ маҫтӑр Вадим Кулыгин тытса пынӑ.
Палӑртмалла: Грегори РМ Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ лаша савутӗнче ҫуралнӑ. Ӑна 2021 ҫулта аукционра чи пысӑк хакпа сутнӑ. Вӑл кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче те «Дерби» ҫӗнтерӳҫи пулнӑ.
Юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫӑлавҫӑсем капот айне лекнӗ кушак ҫурине ҫӑлнӑ. Вӗсем вӑл макӑрса ларнӑ сасса илтнӗ.
Кушак ҫури пӗр ҫӑлавҫӑ машинин капочӗ айӗнче пулнӑ иккен. Специалистсем капот ҫуначӗн хӳтӗлевне илсе пӗчӗк чӗрчуна ирӗке кӑларнӑ. Унпа нимӗн те пулман, чиперех. Халӗ вӑл ҫӑлавҫӑсем патӗнче пурӑнать.
Паян ирхине М-7 ҫул ҫинче, Лапсарпа Карачура хушшинче, машина пашие ҫапса кайнӑ. Ку ир-ирех пулнӑ.
Пӑши вӑйлах суранланнӑ. Машинӑсем ҫинчи регистраторсем ӳкернӗ видеора ҫак паллӑ: пӑши малтанах ҫул ҫинчи выртнӑ. Шел те, кайран вӑл йывӑр сурансене пула вилнӗ.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче ӗҫлекенсем паркран хир качакине йӑтса тухнӑ. Асӑннӑ чӗрчун Канашри парка пырса кӗрсе унӑн карти хушшине ҫакланса ларнӑ.
Хир качакине ҫӑлма пынӑ специалистсем унӑн урине тӑлланӑ, ӑна карта хушӑкӗнчен кӑларнӑ
Хир качакисем ынсем ҫурекен вырӑнсене пырса кӗни час-часах пулать. 2023 ҫулта ӑна Явӑшри масар патӗнче куракан пулнӑ. Тепрехинче тата пӗр мӑшӑр хир качаки машинӑпа ӑмӑртмалла чупнӑ.
2014 ҫулта Румыни влаҫӗсем Кӑнтӑр Карпатра зубрсен йышне ӳстерме тытӑннӑ. Халӗ унта 170 чӗрчун пурӑнать. The Guardian тесе ҫырнӑ тӑрӑх, ӑсчахсем ҫакна тӗпчесе пӗлнӗ: вӗсем экосистемӑна пуянлатаҫҫӗ тата климат улшӑнӑвӗн сиенне ҫемҫетеҫҫӗ.
Зубрсен кӗтӗвӗ ҫулталӑкра 54 000 тонна углеродпа вараланнине сиенсӗрлетет. Ку вара сывлӑша варалакан 43 000 автомобильпе танлашать.
Чӗрчунсем 50 тӑваткал ҫухрӑм лаптӑк улӑхсенче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем курӑка «кӗскетеҫҫӗ», ҫӗре тислӗкпе имҫамлаҫҫӗ, ӳсентӑран вӑрлӑхне вырӑнтан вырӑна куҫараҫҫӗ тата ҫӗре хытараҫҫӗ. Ҫакӑ пӗтӗмпех ӳсен-тӑранпа тӑпрара пухӑннӑ парник газӗсене сывлӑша тухасран сыхлать.
Зубрсем Румынине ҫухалнӑ хыҫҫӑн икӗ ӗмӗр иртсен таврӑннӑ — XIX ӗмӗр варринче вӗсене сунарҫӑсем тӗппипех пӗтернӗ пулнӑ. Ҫак йӗкӗр чӗрнеллӗ чӗрчунсем — сунчӑк евӗрлӗ чӗрчунсен тӗсӗ шутне кӗрекенскерсем. Вӗсем регионта пулни ытти организма аван аталантарма майсем туса парать. Хальхи вӑхӑта илес пулсан Кӑнтӑр Карпатра пӗр-пӗрне кансӗрлемесӗр пурӗ 350-450 зубр пурӑнма пултарнӑ пулӗччӗ.
Чӑваш Енре Америкӑри шашка пурӑнать. Ку чӗрчуна Шупашкар арҫынни асӑрханӑ. Влад Чарков хаклӑ ҫав чӗрчуна курнӑ кӑна та мар, ӑна сӑн ӳкерсе илме ӗлкӗрнӗ.
«Шашкӑ хӗвел шевлипе киленме ирех тухнӑ», — тесе ҫырнӑ Влад Чарков.
Асӑннӑ чӗрчун — Америка шашки иккен.
Шупашкарта «Йытӑсен парачӗ» иртнӗ. Хуҫисем вӗсенк регистрациленӗ те «Каскад» суту-илӳ центрӗ патне пынӑ, унтан кӳлмекри юрӑ уйӗ патне утнӑ. Унта вара концерт пулнӑ.
Пнтӗмпе 600 ытла йытӑ параа хутлӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ хуларан, тӗрлӗ ӑратлӑ пулнӑ. Йытӑсене уяв тумӗ тӑхӑнтартнӑ.
Кунашкал парад кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртнӗ. Йӗркелӳҫӗсем вӑл ҫулсеренех пуласса шантараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |