Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӳп-ҫап тиекен станцире ӗҫлекенсем ӑнсӑртран чӗрӗп тупнӑ. Телее, вӑл кӑшт ҫеҫ аманнӑ, унта вӑй хуракансем унӑн суранӗсене сипленӗ. Ҫӑва тухиччен чӗрӗпе станцире ӗҫлекен пӗр ҫын хӑйӗн патӗнче усрӗ.
Ҫитес вӑхӑтра чӗрчуна ветеринар патне тӗрӗслеме илсе кайӗҫ. Хальлӗхе чӗрӗп хӗл ыйхинчен вӑранман-ха. Ӑшӑтсанах ӑна ялти пахчана кайса ярӗҫ.
Сӑмах май, ҫак станцире пӗлтӗр кушак ҫури тупнӑ, ӑна ҫӑлнӑ. Телее, вӑл чӗрех юлнӑ. Унта ӗҫлекенсем ӑна Босс ят панӑ.
Чӑваш Енри ветеринарсем ӗнене ҫӑлнӑ. Вӑл ҫӳҫ ҫыхмалли резинка ҫине пуснӑ. Ӑна кӑларсан тин сывалма пуҫланӑ.
Ветеринарсене пӗлтернӗ тӑрӑх, выльӑх пӗр уйӑх ӗнтӗ утнӑ чух уксахланӑ, ытларах выртма пуҫланӑ. Тухтӑрсем ӑна пӑхнӑ та чӗрни хушшине силикон резинка кӗрсе ларнине асӑрханӑ. Вӑл чылай вӑхӑт унта пулнӑран ӳт те илме пуҫланӑ.
Выльӑх хуҫисем тухтӑрсене чӗнмен тӗк ӗнене аш-какая ямалли ҫеҫ юлӗччӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта кӑҫал 100 килсӗр йытта тытма палӑртнӑ. Пиллӗкӗшне промзонӑра тытнӑ ӗнтӗ. Пӗрин хуҫи те тупӑнма ӗлкӗрнӗ. Ыттисене Шупашкарти приюта ӑсатнӑ.
Приюта лекнӗ йытта мӗнле шӑпа кӗтет-ха? Унӑн хуҫи пулнӑ тӑк ун патне таврӑнӗ, текех ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть тӗк (стерилизациленӗ,вакцинациленӗ хыҫҫӑн/ малтанхи вырӑннех кайса ярӗҫ. Е йытӑн ҫӗнӗ хуҫа тупӑнма пултарӗ.
Ҫапкаланчӑк йытӑсене тытсан вӗсен сӑнӳкерчӗкӗсене Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн Телеграм-каналне вырнаҫтарнӑ. Пӗрин хуҫи ҫапла тупӑннӑ та. Чӗрчун хӑйӗн пулнине ӗнентерсен унӑн вакцинациленӗшӗн, ыттишӗн кӳнӗ тӑкака саплаштармалла.
Сӑмах май, пӗлтӗр Ҫӗнӗ Шупашкарта 202 йытта тытма палӑртнӑ. Чӳк уйӑхӗнче 22 чӗрчуна тытни пирки пӗлтернӗ.
Вӑрмар районӗнчи арҫынна хир качакине вӗлернӗшӗн явап тыттарӗҫ.
Шалти ӗҫсен министерствин Вӑрмар районӗнчи пайне республикӑн Ҫутҫанталӑк тата экологи министерствин чӗрчунсене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен дирекцийӗ такам хир качакине персе вӗлерни ҫинчен пӗлтернӗ. Чӗрчунӑн тирне тата пуҫне Саруй ял ҫывӑхӗнче асӑрханӑ.
Пакунлисем вырӑнти 36 ҫулти арҫын килӗнче хир качакин ашне тупнӑ. Ҫав ҫынна унччен хӗҫпӑшала саккуна пӑсса упранӑшӑн явап тыттарнӑ. Саккуна пӑсса сунара кайнӑшӑн халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
2022 ҫултанпа Раҫҫейре зоопарксене, цирксене ҫӗнӗ йӗркепе ӗҫлеттермелли саккунсем вӑя кӗнӗ. Ҫавна май Шупашкарти "Ковчег" зоокӗтӗс нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче лицензи илнӗ. Вӑл сроксӑр пулӗ.
Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче зоокӗтесе Роспотребнадзор ӗҫченӗсем тӗрӗсленӗ. Лицензи илме ирӗк панӑ. Зоокӗтес директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Надежда Айвенова Шупашкарти ҫак вырӑн аталанассине, унта тӗрлӗ мероприяти иртессине пӗлтернӗ. Ҫитес вӑхӑтра вӗсем ҫӳлевӗҫ туянасшӑн.
Палӑртса хӑварар: зоокӗтес 2010 ҫултанпа ӗҫлет. Унта халӗ 150 ытла чӗрчунпа 40 ытла кайӑк-кӗшӗк пур. Зоокӗтес юнкунран пуҫласа шӑматкунччен 10-18 сехетсенче ӗҫлет. Сӑмах май вӑл республикӑра лицензи илнӗ иккӗмӗш зоопарк. Пӗрремӗшӗ - Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ ращинчи зоопарк.
Килсӗр йытӑсемпе кушаксене тытса ятарлӑ ҫӗрте усраҫҫӗ. Ку тӗллевпе ятарласа укҫа уйӑраҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗ ҫак ӗҫе пурнӑҫлакана тупас тӗллевпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.
Малтанхи хак – 3 миллион тенкӗ. Аукцион раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗн кӑрлачӑн ҫитес ҫул 1-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 31-мӗшӗччен килсӗр чӗрчунсене тытмалла. Вӗсене пӗр вӑхӑт усрамалла, стерилизацилемелле, операци хыҫҫӑн пӑхмалла, маркерламалла та пурӑннӑ ҫӗрех тавӑрмалла.
Пӗр чӗрчуншӑн вӑтамран 7641 тенкӗ лекет. Пӗтӗмпе 390 чӗрчун.
Канашра урнӑ тилӗ ҫынсене ҫыртнӑ. Ҫавна май унта чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен карантин пулнине палӑртнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш урамӗнчи 4-мӗш ҫурт путвалӗнче тилӗ тупнӑ. Унта пытаниччен вӑл тӑватӑ ҫынна тапӑнса ҫыртма ӗлкӗрнӗ. Вӗсене Канашри пульницӑн травматологи уйрӑмне янӑ. Вӗсене тата ҫак ҫынсемпе хутшӑнннӑ ЖКХн 2 ӗҫченне сиплеҫҫӗ.
Путвалти тилле чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станци ӗҫченӗсем тата сунарҫӑсем тытнӑ. Биометариала республикӑри лабораторие илсе кайнӑ.Тилӗ урнӑ чирпе аптӑрани палӑрнӑ.
Канашра карантин пулнӑ май эпидемие хирӗҫ мероприятисене туса ирттернӗ. Тилле тупнӑ путвалта икӗ хутчен дезинфекци тунӑ.
Авӑн уйӑхӗнче Тӑвай районӗнче пурӑнакан арҫын регистрациленӗ пӑшалне йӑтнӑ та, ҫӗҫӗ илнӗ те сунара кайнӑ. Унпа пӗрле сунар ӑратӗнчи йытӑсем те пынӑ.
Вырӑна ҫитсен арҫын хир сыснисене курнӑ та вӗсене йӗрлеме пуҫланӑ. Анчах унӑн ку чӗрчуна пеме ирӗк паракан документ пулман. Ҫавӑнпа вӑл хир сыснисене ҫӗҫӗпе чиксе, йытӑсем пулӑшнипе вӗлернӗ. Ҫапла вӑл патшалӑха 90 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна тишкерсе пӗтернӗ, кӗҫех суд пӑхса тухӗ.
Чӑваш Енре чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗччен кӑшӑлвирус сарӑлнине пула суту-илӳ центрӗсем ӗҫлемеҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫ лавккисем ҫеҫ уҫӑ. Зоолавккасене те хупнӑччӗ. Анчах ҫынсем кӑмӑлсӑрланнине кура-тӑр, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев вӗсене хупни йӑнӑш пулнине пӗлтернӗ.
Паян Правительство ҫуртӗнче ку ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Элтепер патне зоолавккасене уҫмалли пирки нумай ыйту килме пуҫланӑ. Ара, чӗрчунсене ҫитермелли хӑш-пӗр апата, препаратсене ахаль лавккара туянаймӑн. Ҫавна май Олег Николаев хушӑва улшӑнусем кӗртмеллине каланӑ.
«Вӗсем ятарлӑ лавккасем. Паллах, вӗсен ӗҫлемелле. Ку пирӗн йӑнӑш, ӑна часрах тӳрлетмелле», — тенӗ Элтепер.
Патӑрьел районӗнче пурӑнакан арҫын саккуна пӑсса тискер чӗрчунсене тытнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.
Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхи 9 сехетре Ыхракасси тата Чӑваш Ишекӗ ялӗсен хушшинчи уйра ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем арҫын машинӑпа ҫӳренине асӑрханӑ. Унӑн машининче пӑшал тупнӑ, багажникре мулкач вилли выртнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 30 ҫулти арҫын тискер чӗрчунсене машинӑпа хӑваласа пенӗ. Кун пек тума вара юрамасть. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарма та хатӗр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |