Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Хулара
cheb.mk.ru сайтри сӑн
cheb.mk.ru сайтри сӑн

Общество транспотӗнче билет хакӗ ӳснӗренпе ҫур ҫул кӑна иртнӗ. Кӑрлачӑн 1- мӗшӗнчен каллех хакланасси пирки пӗлтереҫҫӗ.

Троллейбусра билет хакӗ 4-7 тенкӗ ӳсӗ. Ҫапла Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн билет 37 тенкӗ тӑрӗ. Карттӑпа тӳлесен – 33 тенкӗ. Автобусра та, Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара ҫӳрекен троллейбусра ҫак хаках пулӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуспа ҫӳреме 31 тенкӗ кирлӗ пулӗ, карттӑпа тӳлесен – 29 тенкӗ.

 

Персона
t.me/alenaelizarova каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/alenaelizarova каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар хулинче пурӑнакан ачана министр гитара парнеленӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Ӗмӗтри ёлка» акци ҫӗршывӗпех иртет. Унта усламҫӑсем, тӳре-шара, ырӑ кӑмӑллӑ ытти ҫын хутшӑнать.

Чӑваш Енӗг ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова

Шупашкарти Кондратьевсен ҫемйинчи ачана савӑнтарнӑ. 12 ҫулти Дарья музыкант пулма ӗмӗтленет иккен. Вӑл гитара пирки ӗмӗтленнӗ, министр ӑна ҫак музыка инструментне туянса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/alenaelizarova/2383
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 331-мӗш маршрутка ҫул ҫинче пынӑ чухнех алӑксӑр тӑрса юлнӑ. Ку Шупашкарта Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче пулнӑ.

Ку видеорегистратор ҫине лекнӗ. Автобус «Мегастрой» чарӑну патӗнчен хускалса Ҫӗнӗ Шупашкар еннелле кайсан уҫӑ алӑкпа пынӑ. Кӑштах кайсан ҫул хӗрринчи юр патнерех пынӑ та алӑк хӑйпӑнса ӳкнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян республикӑра кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвӗ. Шупашкарта – 16 сехетрен пуҫласа ҫур ҫӗрччен.

Унтан термометр «плюс» кӑтартма тытӑнӗ. Кӗҫӗр ҫумӑр ҫӑвӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Ыран сывлӑш температури 2-4 градус ӑшӑ пулӗ. Кӑнтӑр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн йӗпе юр ҫӑвӗ. Шупашкарта – каҫхине тата ҫӗрле.

Тунтикун хӗвел тухма пултарать. Ҫитес эрнере 0-5 градус сивӗ тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 10 кунра ҫанталӑк климат норминчен 5 градус ӑшӑрах пулӗ.

 

Политика

ЧР Элтеперӗн администрацийнче коррупципе кӗрешме чӗнсе калакан курав уҫӑлнӑ. Ӳкерчӗксене Шупашкаррти ӳнер училищин студӗнчӗсем РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Толстов ертсе пынипе хатӗрленӗ. Куравра – ҫамрӑк дизайнерӑн 31 ӗҫӗ.

Плакатсене ятарласа Коррупципе кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун тӗлне хатӗрленӗ. Ӳкерчӗксенче ҫамрӑксем ҫак ҫивӗч ыйтӑва мӗнле хакланине кӑтартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_412372
 

Хулара
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти Куҫ микрохирургийӗ патӗнчен иртсе ҫӳренӗ чухне эсир хӑйне евӗр кӳлепе асӑрхаман-и? Унта матрӳшке вырнаҫтарнӑ, ун ӑна чӑваш наци сӗмӗпе илемлетнӗ.

Чӑваш тумне тӑхӑнтартнӑ матрӳшке ҫинче куҫ ҫивӗчлӗхне тӗрӗслемелли Сивцев таблици пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_412331
 

Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта пуҫарса янӑ «Ҫӗнӗ ҫула кашни киле» уяв акцийӗ малалла пырать.

Асӑннӑ учрежденин социаллӑ ӗҫченӗсем пӑхса тӑракан пенсионерсемпе сусӑрсене ҫулталӑкри чи асамлӑ уяв умӗн Хӗл Мучипе Юрпике саламласа ҫӳреҫҫӗ.

«Пирӗн социаллӑ ӗҫченсен саламӗ ватӑҫемпе сусӑрсене хавхалантарасса шанатпӑр», – теҫҫӗ центр ӗҫченӗсем.

 

Вӗренӳ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Республикӑри виҫӗ вӗренӳ организацине Элтеперӗн 200 пин тенкӗлӗх грантне парӗҫ. Ӑна вӗсем финанс пӗлӗвӗ парассипе лайӑх практика пулнӑшӑн тивӗҫнӗ.

200 пин тенкӗлӗх гранта, парасси пирки хушӑва Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӑна Патӑрьел округӗнчи «Юмах» ача пахчи, Шупашкарти 204- мӗш ача, пахчи, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицей тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12474
 

Хулара
cheboksary.ru сайтри сӑн
cheboksary.ru сайтри сӑн

Ку канмалли кунсенче, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 13 сехетре «Амазония» этнокомплексра Хӗл мучин ҫуртне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.

Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗ патне уяв асамҫин тронне вырнаҫтарӗҫ. Унта кашни ача ларса курма, сӑвӑ каласа, юрласа кӑтартма пултарать. Ҫавӑнтах хитре сӑн ӳкерӗнме май пулӗ.

Чи лайӑх хыпарӗ вара акӑ мӗн: Хӗл мучин ҫуртне тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_18749
 

Персона

Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче чӑваш юрӑҫи, проазикӗ тата куҫаруҫи Валентин Урташ (20.12.1924 — 18.04.1973) ҫуралнӑранпа ҫул ҫитет. Ҫавна май Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче астӑвӑм каҫӗ иртӗ.

Мероприяти ыран, раштавӑн 18-мӗшӗнче, 14 сехетре пуҫланӗ. Литература музейӗ Ленинград урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, [16], 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, ... 1023
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Уйрӑах харпӑр хутшӑнура ӑнӑҫу пулӗ ку эрнере. Ҫемье ҫавӑрма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ ача ҫуратасси пирки шутламалла. Пӗрлешменнисем те тимлӗхсӗр юлмӗҫ. Тен, тахҫанхи ӗмӗт пурнӑҫланӗ.

Пуш, 11

1903
122
Логинов Алексей Романович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1955
70
Брусова Галина Фёдоровна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй