Кӑҫал республикӑра ҫуралнӑ пӗрремӗш йӗкӗреше пульницӑран кӑларнӑ. Ку – ӗнерхи савӑнӑҫлӑ пулӑм.
Канашра пурӑнакан Семеновсен хӗр Александра тата ывӑл Дмитрий ҫуралнӑ. Вӗсем 38-мӗш эрнере Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче кун ҫути курнӑ.
Нинӑпа Алексейӑн 14 ҫулти хӗр Софья пур ӗнтӗ. «Эпир ҫак саманта нумай кӗтрӗмӗр, акӑ халӗ вӑл ҫитрӗ: ҫемье пысӑкланчӗ!» - свӑнӑҫӗпе пайланнӑ Нина Семенова.
Шупашкарта темиҫе кун каялла ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче «Водоканал» ӗҫченӗсем канализаци люкне аннӑ чухне ҫӗленсене асӑрханӑ. Ҫывӑхри ҫуртсенче пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, вӗсем унтан хурӑн пуҫлӑ икӗ ҫӗлен тата хура ҫӗлен кӑларнӑ та йывӑҫ ҫине ҫакса хунӑ.
Кайран вӗсене урам шӑлакан пуҫтарнӑ. Ҫапах ҫынсем ҫӗленсене сӑн ӳкерсе юлнӑ.
«Про Город» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче ҫав ҫурт ҫывӑхӗнче каллех хура ҫӗлен выртнӑ. Анчах – вилнӗскер.
Ыран Шупашкарта 1-мӗш маршрутпа вӗр ҫӗнӗ троллейбуссем ҫӳреме тытӑнӗҫ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутри транспорта тӗпрен улӑштарнӑ.
Троллейбуссене пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче «Хӑрушсӑр паха ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн субсидии лизингӗпе илнӗ. Пӗтӗмпе 40 троллейбус туяннӑ.
1-мӗш маршрут – чи вӑрӑммисенчен пӗри. Унпа нумай ҫын усӑ курать. Ҫулталӑкне вӑтамран 10 миллион ытла ҫын ҫӳрет.
Шупашкарта пурӑнакан Наталья Мельденева «Хӗл королеви — 2025» проект финалне лекнӗ. Халӗ унта вӑл Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗ.
Наталья — модель тата телеертӳҫӗ. Унӑн психологи енӗпе аслӑ пӗлӳ пур. Ку таранччен чипер хӗрарӑм чылай илем конкурсне хутшӑнса титул ҫӗнсе илнӗ. Наталья пушӑ вӑхӑтра живопиҫпе, психологипе кӑсӑкланать. Ну, апла хамӑрӑн ентеше финалта ӑнӑҫу сунатпӑр!
Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти хӗрарӑм криптовалютӑпа укҫа ӗслесе илес те хваттер туянас тенӗ. Анчах ӑна шӑнман пӑрпа лартса янӑ.
Вӑл пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче паллашу сайтӗнче пӗр арҫынпа паллашнӑ. Кӑштахран лешӗ ӑна пысӑк укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Хӑйӗн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ Лев Австринче криптовалюта аналитикӗ пулнӑ май кӗске вӑхӑтрах хваттер туяннине ӗнентернӗ.
Хитре юмаха ҫамрӑк хӗрарӑм ҫеҫ мар, ӑна 4 миллион тенкӗ панӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче вӑл ҫав укҫаран 900 пинне тӗрлӗ счёт ҫине хунӑ, раштавра – 3 миллион та 250 пинне. Ҫапла вара укҫасӑр тӑрса та юлнӑ.
О том, что свыше четырех миллионов рублей отправила мошенникам, чебоксарка поняла под новый год.
15 ҫулти Ольга Перепелкина урамра пынӑ чухне пӗр хӗрача тӑрук ӳксе хускалми пулнине асӑрхасан ӑна пӗр тӑхтамасӑр пӗрремӗш медпулӑшу кӳме тытӑннӑ, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Ольга ҫынна пӗрремӗш медпулӑшу мӗнле памаллине лайӑх пӗлет. Вӑл - «Воин» центр курсанчӗ. «Паллах, ку манекенпа тренировка ирттернинчен йывӑртарах пулчӗ. Анчах шухӑшлама вӑхӑт ҫуккине ӑнланатӑп», - тенӗ Ольга. Тухтӑрсем киличчен 3 минут маларах хӗрача куҫне уҫса сывласа янӑ.
Ольгӑшӑн тактика медицини питӗ интереслӗ. Вӑл шкулта ку енӗпе вӗренӳ проектне те пуҫарнӑ. Унӑн команди пӗрремӗш медпулӑшу парас енӗпе регион шайӗнче иртнӗ чемпионатра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ольга халӗ Рязаньти сывлӑш десанчӗн училищине е Ҫар-космос академине вӗренме кӗмешкӗн ӗмӗтленет.
Пирӗн республикӑра пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗсене Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ юбилей медалӗсем пама пуҫланӑ. Паян ӑна Шупашкарта пурӑнакан Надежда Лабузова тивӗҫнӗ.
Ун патӗнче паян хула пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов тата Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр директорӗ Светлана Милкина пулнӑ.
Надежда Лабузова 1936 ҫулта Смоленск тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. Хӑйсен ялне нимӗҫсем ярса илнине те вӑл аван астӑвать. Шупашкара Костромари технологи институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкара направленипе килнӗ. Кунти пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫлесе ӗмӗрленӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти хӗрарӑм криптовалютӑпа ӗҫлесе илес тенӗ те ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Хӑй – хулари предприятире касса уйрӑмӗнче ӗҫлекенскер.
Вӑл юпа уйӑхӗнче паллашу сайтӗнче арҫынпа ҫырӑнма пуҫланӑ. Лешӗ ӑна пысӑк укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Унӑн иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ, Лев ятлӑскер, Австрире криптовалюта аналитикӗ-мӗн. Хайхискер пулӑшӗ имӗш.
Ҫав палламан ҫынна 35-ри хӗрарӑм кӑна мар, амӑшӗ те ӗненнӗ. Вӑл хӗрне 4 миллион тенкӗ панӑ. Чӳк уйӑхӗнче хӗрарӑм тӗрлӗ счет ҫине 900 пин тенкӗ куҫарнӑ, раштавра – тепӗр 3 миллион та 250 пин тенкӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн кӑна хӑй ултавҫӑсене серепине лекнине ӑнланнӑ.
Кун тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче ирхи 5 сехетре Шупашкарти «Керосинка» каҫхи клубра бомба хуни пирки полицие шӑнкӑрааласа каланӑ. Экстреннӑй службӑсем вырӑна ҫитсе ҫынсене эвакуациленӗ те тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Хыпар суя пулни палӑрнӑ. Полицие хулара пурӑнакан 22-ри хӗр шӑнкӑравланӑ иккен. Кӑшт маларах вӑл хуралҫӑпа хирӗҫнӗ, лешӗ ӑна хӑйне килпетсӗр тытнӑран урама кӑларса янӑ. Хӗр тарӑхнипе ӑна ҫапла майпа тавӑрас тенӗ иккен.
Нарӑс уйӑхӗн 8-18-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Чӑваш музыкин фестивалӗ иртӗ. Куракансене пуян программа кӗтет.
Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Оперӑпа балет театрӗнче фестиваль «Дорога лебедей» балетпа уҫӑлӗ. Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Тӑвайри культура ҫуртӗнче «Песня - душа народа» концерт пулӗ. «Ма хитре-ши Шупашкар урамӗ?» концерта Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтӗнче нарӑсӑн 12-мӗшӗнче курма май пулӗ. Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Оперӑпа балет театрӗнче «Нарспи» оперӑна кӑтартӗҫ, нарӑсӑн 16-мӗшӗнче – «Аттила. Рождение легенды» балета. Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче концерт пулӗ.
Фестиваль нарӑсӑн 28-мӗшӗнче «Национальная музыка мира» гала-концертпа вӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |