Алӑсӑр ҫуралнӑ арҫын ача, Кирилл Александров, Атӑлҫи федераци округӗнче хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсен хушшинче иртнӗ чемпионатра тӳрех виҫӗ медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Дзержинск хулинче иртнӗ, унта 120 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Кирилл виҫӗ дистанцие тӗрлӗ мелпе ишсе малти вырӑнсене йышӑннӑ.
13 ҫулти арҫын ача Шупашкарта пурӑнать. Вӑл – спорт мастерӗн кандидачӗ, Раҫҫейӗн юниорсен пӗрлештернӗ командинче тӑрать.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче Чӑваш Енри поэтсем пуҫтарӑннӑ. Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн халӑх тетелӗнчи пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, чи лайӑх поэтсем пухӑннӑ.
Вӗсем хӑйсен лирикӑлла сӑввисемпе ҫуркуннене тата Светлана Гордеевӑна «Цветочная палитра» (чӑв. Чечек палитри) курав уҫӑлнипе саламланӑ.
Литература музейӗнче пуҫтарӑннисен йышӗнче Раиса Сарпи, Лидия Сарине, Раиса Воробьёва, Светлана Гордеева, Любовь Фёдорова, Зоя Сывлӑмпи, Людмила Исаева, Любовь Петрова, Нина Пӑрчӑкан пулнӑ. Унсӑр пуҫне ҫамрӑк поэтсем те пырса ҫитнӗ: Лариса Петрова, Мальвина Петрова, Татьяна Устинова (Тая Ёж).
Паян Шупашкарти «МТВ» суту-илӳ центрӗнче «Ҫӗрулми» курав уҫӑлнӑ. Вӑл кӑҫалхипе 17-мӗш хут иртет. Унта килнӗ ҫынсем пӗр кунра 39,5 тонна вӑрлӑх ҫӗрулми туяннӑ. Кун пек хисеп 17 ҫулта пулманнине пӗлтернӗ.
Вӑрлӑх туянма ыран та кая мар-ха. Курав ыран та ҫав вырӑнтах ӗҫлӗ. Ку кӑна мар-ха. Ака уйӑхӗнче иртекен «Ҫуркунне» ярмӑрккӑсенче те сутӗҫ. Сӑмах май, кун пек ярмӑрккӑ мӗнпур хулапа округра уҫӑлӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 22 ҫулти хӗр патне мессенджерсенчен пӗринче ют ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Пикен телефонӗнче сиенлӗ приложени пур, унран тасалма ятарлӑ приложени вырнаҫтармалла тесе ӗнентернӗ.
Хӗр ют ҫын каланине итленӗ. Кӑштахран ҫав арҫын тепре шӑнкӑравланӑ, хӑй ултавҫӑ пулнине пӗлтернӗ. Ҫав приложени урлӑ вӑл пикен сӑнӳкерчӗсене уҫласа илме пултарнине пӗлтернӗ, сӑнӳкерчӗксемшӗн 100 пин тенкӗ тапӑннӑ. Хӗрӗн интимлӑ сӑнӳкерчӗкӗсене вӑл пикен амӑшне ярса панӑ, ытти ҫын патне те ярса парассипе хӑратнӑ.
Шупашкарӑн туризм карттине пичетлесе кӑларнӑ. Кун пирки Туризма аталантармалли агентство пӗлтернӗ.
Асӑннӑ кӑларӑмра хулари мӗнпур паллӑ вырӑнсене тата туристсен тӗп маршручӗсене кӑтартнӑ. Унпа паллашсан кӑсӑклӑ вырӑнсем пирки пӗлме май килӗ.
Пирӗн республика туристсене илӗртмессипе нумай ӗҫлеҫҫӗ. Чӑваш Енпе ытти тӑрӑхри ҫынсем те килсе ҫӳреҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 92 ҫулти Галина Маскевич темиҫе ҫул каялла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Галина Фёдоровнӑна пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнченпе Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ Анна Христофорова пӑхса тӑрать.
Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ хӗрарӑм Канашри педагогика училищинче веренне, кайран вӑл Ҫӗпӗре тухса кайнӑ. Унта педагогика институтӗнче куҫӑнсӑр майпа вӗреннӗ. Унтах вырӑнти каччӑпа паллашна, унпа вӗсем Чӑваш Ене куҫса килнӗ.
Хӗрарӑм Варнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче преподавательте ӗсленӗ, литература кружокне ертсе пынӑ. Тава тивӗҫлӗ канӑва тухса вӑл Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче (унта чирле ачасем ҫӳренӗ) 72 ҫула ҫитиччен тӑрӑшнӑ.
2017 ҫулта кинемей «Исповедь души» кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Ӑна пичетлеме унӑн веренекенӗсем пулнисем пулӑшнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан ватӑсене киле пырсах ҫӳҫ касаҫҫӗ. Кунта сӑмах хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслвӑ центрен социаллӑ ӗҫченӗсем пӑхса пулашакан кинемейсем пирки пырать.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ умӗн кинемейсене хитрелетекеннисем — центрӑн социаллӑ ӗҫченӗсем. Людмила Захарова, Елена Трофимова тата Ольга Филиппова социаллӑ ӗҫченсен алли пур ӗҫе те тытса тума ӑста.
Ватӑсем килтех ҫӳҫ касма май пурришӗн савӑнаҫҫӗ, тав тӑваҫҫӗ.
«Эпӗ Ольга Филипповӑна тав тӑвасшӑн. Ниҫта кайса ҫӳремесӗр хитре пулса тӑтӑм», — ӑшӑ кӑмӑлпа тав тунӑ, сӑмахран, Анна Ташманова ватӑ хӑйне пулашса пыракан социаллӑ ӗҫчене.
Шупашкарти медицина колледжӗҫ вӗрентекенне сӗтев илнӗшӗн айӑпласшӑн. Виҫӗ эпизодпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 2024 ҫулхи пуш-ака, уйӑхӗсенче 3 студентран 3-шер тӗнкӗ илнӗ, ҫапла ют чӗлхе предмечӗпе зачет лартса панӑ.
Пуҫилӗ ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, тӗп хулари Мускав районӗн судне пӑхса тухма панӑ.
Ку пӑтӑрмах пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Пӗр арҫын Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн полицин 5-мӗш уйрӑмне сирпӗтмелли хатӗр хунине пӗлтернӗ.
Яваплӑ службӑсем ҫийӗнчех ура ҫине тӑнӑ, анчах йалтах йӗркеллине палӑртнӑ.
Суйса шӑнкӑравлаканни вара 53 ҫулти арҫын пулнӑ. Суд ӑна 6 ҫул та 10 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ юсанмалли колоние асатнӑ.
Шупашкарти шкул ачисем Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Олег Газманов умӗнче юрланӑ. 5-мӗш гимназири ҫамрӑк юрӑҫсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
«Питӗ кӑткӑс композици. Эсир пултартӑр!» - ҫапла мухтанӑ Раҫҫей халӑх артисчӗ пирӗн ентешсене.
Сӑмах май, ҫак ачасем хӑйсен ушкӑнне йӗркелеме ӗмӗтленеҫҫӗ. Юрӑ авторӗ – Дмитрий Еремеев. Унӑн композицийӗпе кӑсӑкланма пуҫланӑ, ӑна ытти проектра юрлама автортан ирӗк ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |