Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Хулара
ldpr.ru сайтри сӑн
ldpr.ru сайтри сӑн

Шупашкарта соцӗҫченре вӑй хунӑ хӗрарӑм ултавҫӑсене аллине лекнӗ. Ун патне шӑнкӑравлакан ҫын пуҫлӑхӗ пулнине ӗненнӗ вӑл. Ҫавна пула пухнӑ пӗтӗм укҫине куҫарса панӑ.

Лешӗ каланӑ тӑрӑх, учрежденире тӗрӗслев пырать, кӗҫех ун патне ФСБ ӗҫченӗсем шӑнкӑравлӗҫ. Хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчи укҫана экстремистла организацие куҫарма хӑтланнӑ имӗш.

Хӗрарӑм хӑраса кайнӑ та палламан ҫын хушнине йӑлтах пурнӑҫланӑ. Вӑл пурнӑҫ тӑршшӗпех пухнӑ укҫана йӑлтах куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе – 3,2 миллион ытла тенкӗ.

 

Персона
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри икӗ ҫынна Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ.

Вӗсенчен пӗри — Сергей Муравьев. Сергей Иванович Шупашкарти «Стандарт» тулли мар обществӑра техника директорӗ (тӗп инженерӗ) пулса ӗҫлет. Тепри вара — Юлия Стройкова. Юлия Викторовна – Чӑваш Енен Элтеперӗн Администрацийӗнче пресс-службӑпа протокол управленийӗн пуҫлӑхӗ.

Юлия Стройкова хӑй вӑхӑтӗнче республикӑн цифра аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑччӗ, унтан маларах вара — Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗнче директор ҫумӗнче.

 

Персона
наследиечувашии.рф сӑнӳкерчӗкӗ
наследиечувашии.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗ Иван Снигирёв «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ ӗнер¸ нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

46 ҫулти Иван Снигирев — опера юрӑҫи. Вӑл Шупашкарта ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи музыкӑпа педагогика факультетӗнче вӗреннӗ. Унта преподаватель пулса та ӗҫленӗ, 2004 ҫултанпа оперӑпа балет театрӗнче тӑрӑшать. 2011-2012 ҫулсенче вӑл П.И. Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче соло кафедринче стажировкӑра пулнӑ.

 

Ҫул-йӗр
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкартан Муркаш ҫитме 200 тенкӗ тӳлемелле. М-7 ҫулпа кайсан ҫул тӑршше 45 километрпа танлашать. Транспорт унта 1 сехете яхӑн каять.

Муркашран Москакассине ҫитме 70 тенкӗ тӳлемелле, Муркашран Москакассине — 80 тенкӗ.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта «Пирӗн вӑхӑтри паттӑр» астӑвӑм стенчӗ уҫӑлнӑ. Ӑна тӗп хулари 7-мӗш шкулта вӗреннӗ Олег Беспалова халалланӑ.

Салтак Афганистанра интернационалла тивӗҫе пурнӑҫласа пуҫ хунӑ. Стенда уҫнӑ ҫӗрте унӑн юлташӗсем, пӗрле вӗреннӗ тантӑшӗсем, ветерансем тата хула администрацийӗнче ӗҫлекенсем пулнӑ.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта Ӗҫ паттӑрлӑхӗн стелли патне капсула хурӗҫ, ӑна 20 ҫултан уҫӗҫ. Ун чухне Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 100 ҫул ҫитет.

Ку шухӑш малтан Ярославль хулинче ҫуралнӑ. Унта ку акцие Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулин ятне тивӗҫнӗ ытти хулара та ирттерме сӗннӗ. Капсулӑна Шупашкар ҫитӗнӗвӗсем пирки, вӑрҫӑ ветеранӗсен аса илӗвӗсене ҫырнӑ ҫырусене вырнаҫтарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/105316
 

Хулара
t.me/mvd_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/mvd_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче чечек хунӑ.

Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ирттернӗ мероприятие тӗрлӗ шайри тӳре-шара, ҫав шутра Олег Николаев Элтепер те, хутшӑннӑ. Чечеке Ҫар мухтавӗн монуменчӗ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ паттӑрсен, Афганистанра пуҫ хунисене асра тытса тата Ҫурҫӗр Кавказра вилнисен ячӗпе лартнӑ палӑксем умне чечек хунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/5034?single
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнчи Хурӑнлӑх ялӗнчи пӗр килте нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетре пушар тухнӑ. 56 ҫулти арҫыннӑн пурлӑхӗ вутра ҫунса кӗлленнӗ. Тӑкак виҫи 5 миллион тенкӗрен иртнӗ.

Тепӗр икӗ кунтан йӗрке хуралҫисем пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, мӗншӗн тесен пурлӑха ҫын чӗртсе яни ҫиеле тухнӗ. Ку усал ӗҫе унччен судпа айӑпланнӑ икӗ арҫын тума пултарнӑ тесе шухӑшланӑран Шупашкарта пурӑнакан 29 тата 32 ҫулсенчи этемсене тытса чарнӑ. 29-ти арҫын унччен кил хуҫин хӗрӗпе туслӑ пулнӑ, иккӗш уйрӑлса кайсан тавӑрас тенӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/4996
 

Ҫул-йӗр
"На сявязи" сайтри сӑн
"На сявязи" сайтри сӑн

Шупашкарта Ҫӗнӗ Шупашкара 61-мӗш троллейбус ҫӳреме тытӑнассине пӗлтернӗччӗ. Паян шӑпах ҫав кун ҫитнӗ – ҫӗнӗ маршрут уҫӑлнӑ.

Аса илтерер: троллейбус Шупашкарти Гладков урамӗнчен пуҫласа Трактор тӑвакансен проспекчӗпе кайӗ те Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайона ҫитӗ. Пӗтӗмпе 14 транспорт пулӗ.

Карттӑпа тӳлсен билет хакӗ – 33 тенкӗ, укҫан парсан – 37 тенкӗ.

 

Хулара
ШӖМ архивӗнчи сӑн
ШӖМ архивӗнчи сӑн

Шупашкарти 36 ҫулти усламҫӑ ФСБ ӗҫченӗ тесе ӗненнӗ те ултавӑҫене укҫа куҫарса панӑ кӑна мар, КамАЗне те самай йӳнӗпе сутса янӑ. Паллӑ ӗнтӗ: укҫине палламан счет ҫине куҫарнӑ.

Ӑна палламан ҫынсем машина салукра пулнине ӗнентернӗ. Ӑна тавӑрма пулать-мӗн: анчах вӑхӑтлӑха урӑх ҫын ҫине регистрацилемелле. Ҫапла арҫын малтан вӗсене 800 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кайран КамАЗне сутнӑ. Ҫапла вӑл пӗтӗмпе 1 миллион та 750 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 1023
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Уйрӑах харпӑр хутшӑнура ӑнӑҫу пулӗ ку эрнере. Ҫемье ҫавӑрма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ ача ҫуратасси пирки шутламалла. Пӗрлешменнисем те тимлӗхсӗр юлмӗҫ. Тен, тахҫанхи ӗмӗт пурнӑҫланӗ.

Пуш, 12

1874
151
Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ.
1918
107
Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1944
81
Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ.
2005
20
Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та