Шупашкарти Дмитрий Князев социаллӑ контрактпа усӑ курса хӑйӗн ӗҫне пуҫарнӑ – чехол тата накладка ҫӗлемелли автоателье уҫнӑ. Патшалӑх уйӑрнӑ укҫапа вӑл машинка, оверлок, материал туяннӑ.
Унӑн мастерскойӗнче халӗ машинӑри ларкӑчсем валли чехол, йывӑр тиевлӗ машина валли кавир ҫӗлеҫҫӗ. Саккассем Чӑваш Енрен кӑна мар, ытти регионтан та пур. Ку кӑна мар-ха, вӑл маркетплейсра лавкка уҫса таварне унта сутать.
Сӑмах май, кун пек пулӑшӑва «Ҫемье» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн параҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Валентина Михайлова ӗмӗрне педагогика ӗҫне халалланӑ.
Вӑл Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Ачакасси ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин вӑхӑтӗнче вырӑнти колхозра ӗҫленӗ. Канашри педагогика училищинчен вӗренсе тухсан Вӑтапуҫӗнчи шкулта тӑрӑшнӑ. 1960 ҫултанпа Шупашкарти 15-мӗш вӑтам шкулта асла пионервожатӑйӗнче тимленӗ вӑхӑтрах пединститутра куҫӑнсӑр майпа аслӑ пӗлӳ илнӗ. Унтан истори учителӗнче тимленӗ.
Валентина Михайлова упӑшкипе икӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ.
Паян 94 ҫулти кинемее Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ юбилей медалӗпе чысланӑ.
Кӗҫех Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 61-мӗш троллейбус ҫула тухӗ. Ку нарӑсри уяв кунӗсенче пуласса шантарать тӳре-шара.
Хальлӗхе троллейбуссем обкатка тӑваҫҫӗ, водительсем стажировка тухаҫҫӗ. 61-троллейбус Шупашкарти Гладков урамӗнчен Трактор тӑвакансен проспекчӗпе кайса Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайона ҫитӗ. Маршрут ҫинче пӗтӗмпе 16 транспорт пулӗ.
Сӑмах май, унччен ку маршрут пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлассине пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарти ҫамрӑк воспитательница, 28 ҫултискер, ултавҫӑсен аллине лексе 1,2 миллион тенкӗ ҫухатнӑ.
Кӑрлач пуҫламӑшӗнче вӑл тӗнче тетелӗнче арҫынпа паллашнӑ. Вӑл хӑй Самарӑра ҫуралса ӳснӗ, Финляндире пурӑнать имӗш. Хайхискер хӗрарӑма инвестицие укҫа хывса тупӑш тума сӗннӗ. Арҫын хӑй ҫапла ӗҫлесе илнине ӗнентернӗ.
Воспитательница, икӗ ача амӑшӗ, аппӑшӗнчен кивҫен, банкран кредит илсе укҫана лешӗ каланӑ счет ҫине куҫарнӑ. Кайран, пӗр уйӑхран, хӗрарӑм укҫана каялла илме тӑнӑ та ултавҫӑ серепине лекнине ӑнланнӑ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейне тӑваҫҫӗ. Ҫак кунсенче унта вывеска ҫакнӑ.
Аса илтерер: пӗрремӗш чула пӗлтӗр ҫӗртмен 21-мӗшӗнче хунӑ. Ун чухне ЧР Элтеперӗ Олег Николаев музей ҫав ҫулах Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлне (чӳкӗн 26-мӗшӗ) пулассине пӗлтернӗ. Анчах калани чӑна килмен. Кайран Олег Алексеевич ӗҫе ҫулталӑк пӗтиччен вӗҫлеме шантарнӑ.
Халӗ вара – нарӑс варри. Строительсем халӗ те объектра ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкара пурӑнакан кинемее Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ медальпе чысланӑ.
Таисия Ярцева — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Вӑл Сарту облаҫӗнчи Бурцевка ялӗнче 1923 ҫулта ҫуралнӑ. Хӗрача ҫиччӗре чухне унӑн ҫемйи выҫлӑхран тарса Шупашкара килнӗ. Ашшӗ мастерскойра ӗҫлеме пуҫланӑ, амӑшӗ — ача пахчинче тирпейлӳҫӗре.
Таисия Павловна тухтӑр пулма ӗмӗтленсе Хусанти медицина институне вӗренме кӗнӗ. Анчах вӑрҫӑ пуҫлансан унӑн та заводри станок умне тӑма тивнӗ. Заводра ҫулталӑк ҫурӑ ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл телеграфистсен куцрсӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫапла майпа вӑрҫа лекнӗ.
Шупашкар хулинче «Лексус» автомобиль пӗр кунхине светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхмасӑрах малалла вӗҫтернӗ. Вӑл ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ ҫынсене чутах ҫапса хӑварман. Ҫакна Роман Загуменный ятлӑ арҫын асӑрханӑ. Хӑйӗн машининчи видеорегистратор ҫинче сӑнланнӑ пӑтӑрмаха патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсене ярса панӑ.
«Лексус» рулӗ умӗнче 39 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ иккен. Ӑна 1500 тенке штраф ҫырса панӑ. Пӑтӑрмаха тепре лексен штраф виҫи 7500 тенке пулассине, хӑйне вара 4,5 ҫуллӑха водитель прависӗр хӑварма пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ.
Пирӗн республикӑра пурӑнакан, социаллӑ учрежденисен социаллӑ ӗҫченӗсем пӑхса тӑракан ватӑсене ҫак кунсенче пылак ҫимӗҫпе — зефирпа — савӑнтараҫҫӗ. Пылак парнене «Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнма) ыркӑмӑллӑх фончӗ уйӑрса панӑ.
Асӑннӑ фонд ватӑсене унччен те тимлӗх кӳмен мар. Килӗсене газ кӗртмен, сахал тупӑшлисене вӑл пӗрер машина вутӑ та уйӑрса парать.
Ватӑсем фонда тав тӑваҫҫӗ. «Парни мар, тимлӗх уйӑрни паха», — тенӗ, сӑмахран, Шупашкарта пурӑнакан 86 ҫулти Александр Егоров.
Ҫак кунсенче «Ҫулталӑкри инспектора» палӑртнӑ. ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн ҫул-йӗрпе патрулӗн уйрӑм батальонӗн аслӑ инспекторӗ Сергей Николаев тивӗҫнӗ.
Вӑл шалти ӗҫсен органӗсенче 6 ҫул ӗҫлет. Пӗлтӗр вӑл ӳсӗр тата правсӑр 100 ытла водителе тытса чарнӑ. Ҫапла вӑл миҫе ҫынна инкекрен ҫӑлнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ кубокне ӑна ЧР ШӖМӗн ертӳҫи Виктор Шметков панӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 13-14-мӗшӗсенче Шупашкарта «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» пулӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев унта ҫитме шантарнӑ. Ыттисене те кайса курма сӗннӗ.
Пуйӑса тӳлевсӗрех лекме пулать. Анчах малтан проект сайтӗнче регистрациленмелле. Вӑл нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, пуҫланӗ. Анчах билетсем питӗ хӑвӑрт пӗтеҫҫӗ.
Сӑмах май, «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» Шупашкарта икӗ хутчен пулнӑ ӗнтӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |