Шупашкарти Якимов ҫырминче пурӑнакан арҫын кӑвайт ҫинче апат пӗҫерсе пушар тунӑ. Унӑн хӑмаран ҫапса тунӑ пӳрчӗ ҫунса кайнӑ. Ку инкек ӗнер кӑнтӑрла пулнӑ. Юрать-ха, кил хуҫи хӑй, 65 ҫулти арҫын, чӗрех юлнӑ.
Тепӗр ҫур сехетрен Канаш округӗнчи пушарнӑйсен ҫулӑма сӳнтерме тивнӗ. Ҫатӑрка Ҫырми ялӗнче 76 ҫулти арҫыннӑн мунчи ҫунма пуҫланӑ. Пушарта сарай та ҫунса кайнӑ. Телее, суранланнисем пулман.
Раҫҫейри 20 хулара прокуратурӑсене пӗтерӗҫ. Ҫав шутра Шупашкар та пур. Хушӑва кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче Раҫҫей тӗп прокурорӗ Игорь Краснов алӑ пуснӑ.
Ҫавӑн пекех Барнаулта, Астраханьте, Брянскра, Иркутскра, Калининградра, Кемеровӑра, Новокузнецкра, Кировра, Курскра, Оренбургра, Владивостокра, Тольяттире, Саратовра, Ставропольте, Томскра, Тулӑра, Тюменьте, Хабаровскра, Ярославльте хула прокуратурисем пулмӗҫ. Пӗтӗмпе 327 ҫынна чакарӗҫ, вӗсене прокуратурӑн ытти органне ӗҫлеме ярӗҫ.
«Ъ» пӗлтернӗ тӑрӑх, прокуратурӑсене штат расписанине оптимизаци тума пӗтереҫҫӗ.
2-мӗш классем валли кӑларнӑ «Чӑваш чӗлхи» вӗренӳ пособийӗ тӑрӑх интерактивлӑ хӑнӑхтарусем хатӗрленӗ. Вӗсене Шупашкар хулинчи 33-мӗш вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ирина Диарова хатӗрленӗ.
Кун пирки Александр Степанов педагог, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Шупашкарти ҫемье ачине хӑйне евӗр ят панӑ. Тин ҫуралнӑ ачине ашшӗ-амӑшӗ Иессей тесе ҫыртарнӑ.
Вӑл – ҫемьери улттӑмӗш ача. Амӑшӗ ӑна килтех ҫуратнӑ. Ҫемьере халӗ икӗ хӗрпе тӑватӑ ывӑл ҫитӗнеҫҫӗ.
Иессей ят – авалхи историрен. Авалхи Египет чӗлхинчен куҫарсан «Турӑ пани» тенине пӗлтерет.
Мӑнукне пӑвса вӗлернӗ хӗрарӑма сиплеме ярасшӑн. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта пӗлтернӗ.
Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче Шупашкарта 61-ри хӗрарӑм 9-ти мӑнукне пӑвса вӗлернӗ.
Херарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. «Тӗрлӗ экспертиза ирттернӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм психика чирне пула хӑй мӗн тунине ӑнланман тесе палӑртнӑ. Специалистсем ӑна медицина учрежденийӗнче сиплеме сӗннӗ. Ҫитес вӑхӑтра унӑн шӑпине суд татса парӗ», — хыпарлана эпир маларах асӑнна ҫӑлкуҫра.
Паян, карлачӑн 17-мӗшӗнче 14 сехет те 25 минутра , Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче, «Яхтинг» чарӑну патӗнче, ҫамрӑк водитель студенткӑна ҫапса кайнӑ. Шел те, вилмеллех.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче ларнӑ водитель-хӗр «зебра»урлӑ каҫакан хӗр ҫине пырса кӗнӗ. 16 ҫулти студентка йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Вӑл техникумра вӗреннӗ пулнӑ.
Шупашкарта юр ирӗлтермелли станци тума пуҫланӑ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку вӑл питех те пӗлтерӗшлӗ объект.
Станци Трактор тӑвакансен проспектӗнче пулӗ. Ӑна 2026-2027 ҫулсенчи хӗллехи тапхӑр валли хута ямалла. Объект 2026 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ.
Бункер пӗр харӑсах 600 кубла метр юра йышӑнӗ, вӑл пӗр сехетре ирӗлсе пӗтӗ. Талӑкра вара 2860 кубла метр юр ирӗлтермен пултарӗ.
Кӑшарни ҫитет. Кӑҫал Чӑваш Енре вакра шыва кӗмелли 118 вырӑн хатӗрлеме палӑртнӑ. Вӗсенчен 96-шӗ чиркӳсен ҫывӑхӗнче пулӗ.
Шупашкарта шыва кӗмелли вырӑнсене Сосновка тата Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ патӗнче хатӗрлӗҫ. 7-мӗш маршрут ҫур ҫӗр иртни 2 сехетчен ҫӳрӗ. Ҫав вырӑнсенче трапсем тӑвӗҫ, ӑшӑ палаткӑсем лартӗҫ. Вӗри чейпе, кукӑльпе сӑйланма та май пулӗ.
Ҫӑлавҫӑсем асӑрхаттараҫҫӗ: кӑҫал ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑран пӑр ҫӳхе.
Шупашкар хулинче пурӑнакан хастар ватӑсем паян кивӗ Ҫӗнӗ ҫула уявлама Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче пуҫтарӑннӑ.
Унта хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ташлама ҫӳрекен ватӑсем те хутшӑннӑ. Вӗсем хаваспах ташланӑ, савӑннӑ, пӗр-пӗринпе калаҫса йӑпаннӑ.
«Ватӑ ҫынсене ташлани питех усӑ кӳрет, вал вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетет», — тет Шупашкарти социаллӑ центра ташлама ҫӳрекен тава тивӗҫлӗ канури врач-терапевт Раиса Евсеева.
Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен «Азимут» авиакомпани Шупашкартан Минеральные Воды тата Сургут хулисене самолетсем вӗҫтерме тытӑнӗ. Икӗ ҫӗре те рейссем эрнере икӗ хутчен пулӗҫ: ытларикун тата шӑматкун.
Минеральные Воды хулине вӗҫме билет 2,9 пин тенкӗрен пуҫласа 7 пин тенкӗ таран тӑрать. Хак хӑш кун пулнинчен килет. 3 сехет те 5 минутран самолет вырӑна ҫитет. Сургута вӗҫме те хак ҫавӑн пекрех. Унта 2 сехет те 50 минут вӗҫмелле.
Сӑмах май, «Шупашкар – Сургут» авиарейс кӑҫал субсидилекенсен йышне кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |