Раҫҫей президенчӗн фондӗнчен Чӑваш Республикинчи вӗренӳ учрежденийӗсем валли 15 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрса панӑ. Ҫав укҫана Шупашкарти коррекциллӗ ача сачӗсен ҫурчӗсене тӗпрен юсама усӑ курма йышӑннӑ.
Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ пуҫламӑш шкула, чӗлхи уҫӑлайман ачасен садне, алли-ури йӗркеллӗ ӗҫлемен ачасен садне пулӑшас пирки тахҫанах шухӑшласа хунӑ.
1-мӗш номерлӗ пуҫламӑш шкулта тата шкул ҫулне ҫитмен ачасен садӗнче паянхи кун тӗлне 108 -ӑн. Кунта шкул ҫулне ҫитменнисен 6 ушкӑнӗ тата 4 пуҫламӑш класс. Кӑҫал тата психика аталанӑвӗ тӗлӗшӗнчен юлса пыракан ачасен тепӗр ушкӑнне йӗркеленӗ. Ача сачӗн ҫуртне иртнӗ ӗмӗрӗн 85-мӗш ҫулӗнче хапартнӑ, вӑл самаях кивелнӗ. Кунта юсамалли, ҫӗнетмелли темӗн чухлех. Ача сачӗн пуҫлӑхӗ Ирина Волкова пӗлтернӗ тӑрӑх чӳрече хашакӗсем ҫӗрсе кайнӑ. Канализаци пӑрӑхӗсен ӗмӗрӗ те иртнӗ, вӗсем тутӑхса кайнӑ, унта — кунта шӑтнипе шыв тумлать. Ҫурт тӑррине те улӑштармалла. Ҫуртра ытла нӳррипе урайне сарнӑ линолеум та кӑвакарнӑ.
Юсав ӗҫӗсене пуҫлама йӑлтах хатӗр. Аукцион ирттерсе подрядчик суйласси кӑна юлнӑ. Ҫитес ҫулхи ҫу уйӑхӗ тӗлне ҫурта юсаса пӗтерме палӑртнӑ.
Суйлав ҫывхарса пынине кура кандидатсем кӑна мар хастарланаҫҫӗ. Шупашкарта паллӑ партисен ячӗсемпе усӑ курса ҫынсене улталакансем тупӑннӑ.
72-ри кинемей патне урамра палламан хӗрарӑм пынӑ, вӑл хӑйне суйлава хутшӑнакан парти ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх партин ветерансемпе пенсионерсем валли ятарлӑ программа пур. Унпа килӗшӳллӗн кинемей «парне» — укҫа илме пултарать иккен. Калӑпӑшӗ вара перекет кӗнекинче мӗнчул укҫа упраннинчен килет тенӗ. Ҫак самантра вӗсем патне тепӗр икӗ хӗрарӑм пырса тӑнӑ. Пӗри ҫавнашкал укҫа илтӗм тесе ӗнентернӗ, тепри вара ват ҫынна перекет кассине ҫитме пулӑшнӑ. Укҫа виҫине ӳстерес тесе кинемей хӑйӗн 60 пин тенкине кассӑран илет те суя полит ӗҫченӗсене тыттарать. Кун хыҫҫӑн «пенсионерсемшӗн тӑрӑшакансем» документсем ҫырмалла тесе айккинелле кайса ҫухалнӑ. Кӑлӑхах кӗтнӗ вӗсене кинемей.
Паянхи куна полицейскисем шулӗксене шыраҫҫӗ. Вӗсен фоторобочӗсене тунӑ. Виҫӗ хӗрарӑм, 40-60 ҫулхисем.
Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче ҫынсене турттаракан Газеле ҫул ҫинчех вут хыпса илнӗ. Ҫак инкеке пула машинӑсен юхӑмӗ пӗр сехетлӗхе чарӑнса ларнӑ. Водитель ҫулӑма хӑй тӗллӗн сӳнтереймен.
Ҫынсем малтан тем шартлатнине илтнӗ. Унтан автомобиле ҫулӑм ярса илнӗ. Водитель пассажирсене хӑвӑртрах салонран тухма ыйтнӑ. Хӑй вара кабинӑран тухса ҫулӑма сӳнтерме пуҫланӑ. Анчах вӑл хӑвӑрт вӑй илсе пынӑ. Часах пушар сӳнтерекенсем ҫитнӗ. Водитель кабини йӑлтах ҫунса кайнӑ. Пушарҫӑсем машинӑна кӑпӑк сапса сӳнтернӗ. Телее, газ баллонӗ сирпӗнсе ӗлкӗреймен. Газель водителӗ те, пассажирӗсем те чӗрӗ-сывӑ, никам та аманман.
Машинӑна мӗн сӑлтавпа вут хыпса илнине халь экспертсем тӗпчеҫҫӗ.
ЮПА | 06 |
Нумаях пулмасть «Пӗтӗм ҫуртсем» проектӑн активисчӗсем «Ҫамрӑксен обществолла тӗрӗслевӗ» Ҫӗнӗ ӗҫ-пуҫ пуҫарса ячӗҫ. Тӗп тӗллевӗ — нумай пӳлӗмлӗ хваттерсене юсав тума тата юхӑнса ларакан ҫуртсенчен урӑх ҫӗре пурӑнма куҫарма уйӑрнӑ фондон укҫи-тенкине меллӗ усӑ курнине тӗрӗслесси.
Паянхи куна проекта 6 хулара тапратнӑ, вӗсен шутӗнче Шупашкар та. Ӗҫ-пуҫӑн активисчӗсем ҫуртсенче юсава ирттернине сӑнаса тӑрӗҫ. Кун йышши тӗрӗслевсем юсав ӗҫӗн йӗркине пӑснине вӑхӑтра курма, ҫийӑнчех ку ыйтӑва татса пама май парӗ.
Ҫитес вӑхӑтра «Ҫамрӑксен обществолла тӗрӗслевнӗ» Раҫҫейӗн тата тепӗр 10 субъектӗнче пуҫарса ярӗҫ. Раштав уйӑхӗнче проектӑн пӗтӗмлетӗвӗсене тӑвӗҫ.
Чӑваш Ен тӗп суйлав комиссийӗ Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене суйланакан кондидачӗсен списокне пӗрремӗш регистрацилерӗ. Хӑйсен списокӗсене «Правое дело» партисӗр пуҫне ыттисем те тӑратнӑ. Хальлӗхе тӗп суйлав комиссийӗ кондидатсем ҫинчен пӗлтернӗ информаци чӑнлӑхне тӗрӗслет.
Тӗп суйлав комиссийӗ хальхинче каллех йӗкӗреш кандидатсем пуласса пӗлтерет. Ҫапла вара, Шупашкарти Хӗвелтухӑҫ округӗпе илсен, Патшалӑх Канашне икӗ Дельман суйланать. Пӗри ― Олег Александрович «Единая Россия» партирен, тӗпри ― Олег Абрамович ЛДПРтан. Сӑмах май, юлашки нумаях пулмасть ятне, хушаматне, ашшӗ ятне улӑштарнӑ. Ҫакна ЗАГСран илнӗ ҫирӗплетекен хут пур унӑн. Пӗтӗмпех саккунпа килӗшӳллӗ. Раҫҫейӗн кашни гражданинӗ ятне те улӑштарма пултарать, суйлава та хутшӑнаять. Документсем чиперех пулсан тӗп суйлав комиссийӗ регистрацилессине хирӗҫлеймӗ. Суйлава ҫакӑн пек хутшӑнса йӗкӗреш оппонентран 5 процента яхӑн сасӑ туртса илме май пур. Ҫакнашкал мелпе хӑшпӗр партисем иртнӗ муниципаллӑ суйлавра анлӑ усӑ курнӑ.
Нумаях пулмасть республикӑра «Кӗр мӑнтӑрӗ» ярмӑрккасем ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Малтанхи кунсенчех унта 200 тонна яхӑн ҫӗрулмипе пахча-ҫимӗҫ сутнӑ.
Авӑнӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑр, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче йӗркеленӗ суту-илӳ лаптӑкӗсенче 9 миллион та 747 пин тенкӗлӗх пахча-ҫимӗҫ сутнӑ. Ҫынсем хӗл каҫмалӑх ҫӗрулми, сухан, купӑста, ытти пахча-ҫимӗҫ туянаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ярмӑрккасенче консервланӑ ҫимӗҫ, пыл, ҫӑмарта, йывӑҫ тӗмӗсем, ҫырла, тырӑ сутаҫҫӗ. «Кӗр мӑнтӑрӗ» ярмӑрккасене уйрӑм хуҫалӑхсемсӗр пуҫне Муркашри чӑх-чӗп фабрики, Чӑвашпотребсоюз организацийӗсем хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Кӑҫал тухӑҫ пӗлтӗрхипе танлаштарсан аванраххине кура пахча-ҫимӗҫ те йӳнӗрех. Тӗслӗхрен, 1 кило
• ҫӗр улми — 6-9 тенкӗ;
• сухан — 10-18 тенкӗ;
• кишӗр — 8-12 тенкӗ;
• купӑста — 5-8 тенкӗ тӑрать.
Авӑнӑн 25-мӗшӗнче спорт сывлӑх ҫӑлкуҫӗ пулнине ӗненмелле кӑтартса пачӗҫ. Палӑртнӑ вӑхӑтра Шупашкарти кӳлмек хӗрринчи Юрӑ уйӗнче спорт тумлӑ халӑхпа тулчӗ.
«Пӗтӗм Раҫҫейри чупу кунӗ — Нацисен кросӗ» Раҫҫейри пур субъектпа регионра та пӗр вӑхӑтра пуҫланчӗ, вӑл шутра Шупашкарта та. Вырӑнти ӑмӑртӑва Чӑваш Республикин Элтеперӗ М.Игнатьев уҫрӗ. Республика ертӳҫисем сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пынишӗн хавхалантарас, ҫак ӗҫе халӑха ытларах хутшӑнтарас, спорт ҫурчӗсене ҫӗклес, ансат спорт лаптӑкӗсене тӑвас, тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнма пултаракан спортсменсене хатӗрлес тӗлӗшӗнчен пӗтӗм вӑй парса ӗҫлеме шантарчӗҫ. «Ку — республикӑра пурнӑҫа кӗрекен патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри», — тенӗ Элтепер. Нацисен кросӗ халӑх хушшинче сывӑ пурнӑҫ йӗркине анлӑрах сарать, ҫын хастарлӑхне ӳстерет. Кунсӑр пуҫне кашни ҫынна ҫирӗплетет. Спортпа туслӑ ҫын кирек мӗнле ӗҫре те ӳсӗм тӑвайрать. «Спортӑн пысӑк уявне лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа хутшӑнатпӑр. Урӑхла пулма та пултараймасть. Ҫирӗп кӑмӑлпа хамӑрӑн вӑя шанни пире яланах пулӑшать: ӗҫре те, пурнӑҫра та, халӑх хушшинче те.
Паян, авӑнӑн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗн ҫӗнӗ ҫуртне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре тата ҫак ятпа йӗркеленӗ Раҫҫейри ҫамрӑк вулавӑшҫӑсен IV форумӗн ӗҫне хутшӑннӑ. Канашлӑва Раҫҫейӗн мӗнпур кӗтесӗнчен — Питӗртен пуҫласа Сахалин таран — 200 ытла вулавӑш ӗҫченӗ килнӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Чӑваш Ен, Мускав тата Раҫҫей Тӗп регионӗн муфтийӗ, Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин Обществӑлла палатин членӗ Альберт Крганов, Шупашкар тата Чӑваш Ен епархийӗн Шупашкарти Епархи Православи Тӗн училищин ректорӗ, проториерей, Шупашкарти Христос Чӗрӗлӗвӗ ячӗпе лартнӑ чиркӳ настоятелӗ Михаил Иванов хутшӑннӑ.
«Чӑваш Ен — социаллӑ пуҫарусене, инноваци проекчӗсене, ҫав шутра вулавӑш сферинче те, пурнӑҫа кӗртес ӗҫе хастар хутшӑнакан тӗслӗхлӗ регион. Вулавӑшсем вара — пултарулӑха, Чӑваш Ен тата ҫӗршыв кун-ҫулне, культурине юратма вӗрентекен центрсем. Паян эпир сирӗнпе ҫӗнӗ, хальхи пурнӑҫ ыйтӑвне тивӗҫтерекен, инновациллӗ, нумай фукциллӗ культура центрне уҫатпӑр.
Нумаях пулмасть Шупашкарти электроаппарат заводӗнче вӑрттӑн майпа туса хатӗрленӗ реле хатӗрӗсене тӗп турӗҫ. Виҫӗ пысӑках мар компани пуҫлӑхӗсем суя продукцие ҫӗршывӑн 19 тӑрӑхне ӑсатса тӑнӑ, суту-илӳ питӗ ӑнӑҫлӑ пынӑ. Ҫавах та ултавҫӑсене тупса киревсӗр производствӑна чарса лартнӑ.
Суя продукцие 2007 ҫулта кӑларма тытӑннӑ. Ултавҫӑсем кивӗ, юрӑхсӑра тухнӑ хатӗрсене ҫӗнӗрен пуҫтарнӑ та ҫӗнӗ тесе сутнӑ. Тавара вара пысӑк заводӑн маркировкипе паллӑ тунӑ. Айӑплисен пурин те электроаппарт енӗпе пӗлӳ пулнӑ, пӗри хӑй вӑхӑтӗнче электроаппарат заводӗнче ӗҫленӗ. Ҫавӑнпа та суя релесем пуҫтарасси вӗсемшӗн йывӑрлӑх пулман. Ҫапах та ҫак хатӗрсем юрӑхлӑ теме ҫук, вӗсем час-часах вана-вана кайнӑ. Пӗрех тавара йӳнӗрех хакпа сӗннине кура ӑна туянас текенсем тупӑнсах тӑнӑ. Релеҫӗсем завода темиҫе миллион тенкӗлӗх сӑтӑр туни паллӑ.
Суя релесене чӑннисенчен уйӑрма ансат мар. Следовательсен ултавҫӑсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларас тесе нумай ӗҫлеме тивнӗ. Сӑтӑрҫӑсене тупса айӑпланӑ, суя продукцие вара йывӑр тракторпа таптаса тӗп тума йышӑннӑ. Ултавлӑ хатӗрсене 5 грузовик таран тупнӑ.
Кашни ҫулах авӑнӑн 22-мӗшӗнче тӗнчере «Пӗр кун — автомашинӑсӑр» акци ирттереҫҫӗ. Ҫавна май Раҫҫейре «Пӗр эрне хушши альтернативлӑ транспорт» ятлӑ ҫӗнӗ ӗҫ-пуҫ ирттерме йышӑннӑ. Унта 7 хула хутшӑнӗ, вӗсен йышӗнче — Шупашкар та.
19-мӗш числаран пуҫласа 25-мӗшӗччен экологсемпе вырӑнти влаҫри машинӑллӑ ҫынсене обществолла транспортпа, е велосипедпа, самокатпа, роликсемпе усӑ курма чӗнеҫҫӗ. Ҫавах та пирӗн водительсем ку ӗҫе пуҫӑнма хатӗр марри сисӗнет. Акцие хутшӑнакан сахал. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх ку эрне ыттисем пекех пулӗ. Ҫапах та вӑл вӗҫлениччен вӑхӑт пур-ха — ҫакӑ шанӑҫ кӳрет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |