Авӑнӑн 15-18-мӗшӗсенче Шупашкарта, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа тӗрӗк пӗлӳлӗхӗн тӗнче конференцийӗ иртӗ. Ирттерекенсем: Раҫҫейри тӗрӗк пӗлӳлӗхӗн комитечӗ, Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен Ассамблеи, РӐА чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ.
Конференци чӗлхисем: чӑвашла, тӗрӗк чӗлхисем, вырӑсла, акӑлчанла.
Пурӗ 11 секци ӗҫлӗ:
1) Тӗрӗк пӗлӗвӗн еткерӗ, XXI ӗмерти вырӑнӗ.
2) Танлаштаруллӑ-историллӗ тӗрӗк пӗлӗвӗпе алтаистика. Секци хӑйӗн ӗҫне Н.И.Ашмарин ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халаллать.
3) Тӗрӗк чӗлхисенчи типологисемпе ареалсем.
4) Танлашруллӑ тата тишкерӳллӗ этнолингвокультурологи.
5) Тӗрӗк тӗнчин диахронири тата синхронири чӗлхе ӳкерчӗкӗ.
6) Тӗрӗк сасӑ пӗлӗвӗ тата грамматики. Секци хӑйӗн ӗҫне Л.С.Левитскаяна халаллать.
Эрнекун, авӑнӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче чӑваш живопиҫӗн никӗсне хывакан Моисей Спиридоновӑн куравӗ уҫӑлчӗ. Ӑна ӳнерҫӗ 120 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ.
Чӑваш Енӗн халӑх художникӗ, СФРСР (выр. РСФСР) тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Моисей Спиридонович Спиридонов 1890 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашра ҫуралнӑ. Юбилее халалласа нумай пулмасть Чӑваш ӳкерӳҫисен пӗрлешӗвӗ ун тӑван ялӗнче плэнер йӗркеленӗччӗ —
Владимир Степанов, Виталий Яковлев, Алексей Иванов (Сӗрмек), Ирина Егорова ӳнерҫӗсем тӗрлӗ пейзажсем ӳкерчӗҫ: «Улица Спиридонова», «Дом Спиридонова», «Баня», «Киремет», «Ветла у речки», «Из глубины веков», «Ветреный день в Норвашах», «Колодец у дома», «Турӑ кӗнеки» тата ыттисем. Вӗсене пурне те ҫак куравра тупма пулать.
Курава уҫма Чӑваш Енӗн культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Фошин, чӑваш ӳкерӳҫисен пӗрлешӗвӗн предстедателӗ Василий Кузьмин, М.
Ӗнер, авӑнӑн 8-мӗшӗнче, чӑваш халӑх поэчӗн, РСФСРӑн тата Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн, Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗн Василий Иванович Давыдов-Анатрин чӗри патма чарӑннӑ.
Поэтпа ыран, авӑнӑн 10-мӗшӗнче, К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче сывпуллашӗҫ. 11 сехете пыма пултаратӑр.
Василий Иванович Давыдов-Анатри Чӑваш Республикин Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче 1917 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Республикӑри хаҫат шкулӗнче, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика училищинче вӗреннӗ. 1940-1941 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ, унтан таврӑнсан Первомайски районӗнчи «Коммунар» хаҫат редакторӗнче, КПСС Чӑваш обкомӗн инструкторӗнче, Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн Радиоинформаци комитечӗн тӗп редакторӗнче, кӗнеке издательствин редакторӗнче, писательсен союзӗн илемлӗ литература пропагандӑлакан бюро пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.
Авӑнӑн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикинче Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне икӗ хут тивӗҫнӗ летчик-космонавчӗ, авиацин генерал майорӗ Андриян Григорьевич Николаев ҫуралнӑранпа 81 ҫул ҫитнине анлӑн палӑртӗҫ.
Унччен пӗр кун маларах, авӑнӑн 4-мӗшӗнче, шӑматкун, Николаев палӑкӗ умӗнче митинг иртӗ, летчик-космонавта асӑнӗҫ. Мероприятие официаллӑ ҫынсем, Раҫҫей космонавчӗсен ушкӑнӗ, шкул ачисем, студентсем, хула халӑхӗ хутшӑнӗ. Пуҫламӗшӗ 10 сехет ҫурӑра.
Митинг хыҫҫӑн палӑк умне чечексем хурӗҫ.
Андриян Григорьевич Николаев 1929 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта ҫуралнӑ. Космоса икӗ хутччен вӗҫнӗ. Пӗрремӗш вӗҫевӗ 1962 ҫулхи ҫурлан 11-15 числасенче иртнӗ. Ун чӗри 2004 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ.
Кӗр вӑхӑчӗ ҫитсе пырать — ял халӑхӗн пахчара туса илнӗ ҫимӗҫе сутас хуйхӑ пуҫланать. Шупашкарти Ленин районӗн администрацийӗнче тин кӑнаҫ лару иртрӗ. Кил-ҫурт хуҫалӑхӗн тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗнхи ыйтусене пӑхса тухнисӗр пуҫне ҫулсерен ирттерекен «Кӗр парни» ярмӑрккӑ пирки те калаҫрӗҫ.
Шупашкарӑн Ленин районӗнче ял хуҫалӑх ярмӑрккисем ҫак адрессемпе ӗҫлӗҫ:
1. Николаев урамӗ, 14а («Ял хуҫалӑх пасарӗ» АУО)
2. Эгер бульварӗ, 3№ ҫурт ҫывӑхӗнче
3. Эгер бульварӗ, 21№ ҫурт ҫывӑхӗнче
4. Эгер бульварӗ, 47№ ҫурт ҫывӑхӗнче
5. Мир пр., 17№ ҫурт ҫывӑхӗнче
6. Мир пр., 23№ ҫурт ҫывӑхӗнче
7. Хевеш ур., 31а№ ҫурт ҫывӑхӗнче
8. Б. Хмельницкий ур., 109№ ҫурт ҫывӑхӗнче
9. Хусанкай ур., 2№ ҫурт ҫывӑхӗнче
10. Хусанкай ур., 32№ ҫурт ҫывӑхӗнче
11. 9-мӗш пилӗкҫуллӑх пр., 3,5№ ҫуртсен ҫывӑхӗнче («Смак» лавкка умӗнче)
12. 9-мӗш пилӗкҫуллӑх пр., 22№ ҫурт ҫывӑхӗнче
13. Гагарин ур., 17№ ҫурт ҫывӑхӗнче
Ӗнер, ҫурлан 15-мӗшӗнче, Шупашкар хули кунӗнче Шумилов урамӗн 7-мӗш ҫуртӗнче вырнаҫнӑ ача-пӑча сачӗ уҫӑлчӗ. Вӑл ҫӗнӗрен хӑпартнӑ ҫурт мар, унта малтан чӑваш-турккӑ лицейӗ вырнаҫнӑччӗ. Халӗ, юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн, унпа ача-пӑчасем ҫӗреме пуҫлӗҫ.
106-мӗш ача-пӑча садне уҫма Н.В. Фёдоров та килнӗччӗ — вӑл ҫак ҫурта хута янипе пурне те саламларӗ, Николай Емельянова ырӑ сӑмахпа асӑнчӗ. Ҫак ача-пӑча садне уҫӑлни пӗтӗмпех вӑл тӑрӑшнинчен килет терӗ, «Шкула ҫитмен ачасен вӗрентӗвӗн сферӑнчи услугӑсен ҫителӗклӗхне ӳстермелли мерӑсем ҫинчен» Хушӑва вӑл чи малтан пурнӑҫлама пикенчӗ терӗ. 60 млн ытла укҫа тӑракланӑ хыҫҫӑн ҫак ҫурт ача-пӑча сассипе тулӗ. Президент парнесӗр килмен, ачасемпе воспитательсем валли электронлӑ пианино парнелерӗ.
106 №-лӗ ача-сачӗ пурӗ 180 ача йышӑнайрать. Ачасем кунта авӑнӑн 1-мӗшӗнче киле пуҫлӗҫ. Кунта спортзал, ӳнерстудийӗ, меслетлӗх пӳлӗмӗ, музыка залӗ, логопед тата коррекци кабинечӗсем пур.
Шупашкар хулин кунне халалланӑ мероприятисен йышне Шупашкар епархийӗн Православи тӗн училищинче Православин Чӑваш Енри историйӗн тата чӑвашла пичетленнӗ Библи музейне уҫассине те кӗртнӗ. Ӑна ӗнер савӑнӑҫлӑ ларура уҫма Шупашкар-Чӑваш епархийӗн митрополичӗ Варнава, тӗн училищин ректорӗ Михаил Иванов протоиерей, ЧР культура министрӗ Роза Лизакова, ЧР Президенчӗн канашҫи Владимир Кузнецов, Наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова хутшӑнчӗҫ.
Музей уҫӑлнӑ ятпа вӗсем сӑмах каларӗҫ. Варнава митрополит музее сӑвапларӗ.
Ҫакна палӑртмалла: музее ЧР Культура министерстви пулӑшнипе Шупашкар-Чӑваш епархийӗ йӗркеленӗ. Унӑн концепцине хатӗрлес ӗҫе Чӑваш наци музейӗн сотрудникӗсем хутшӑннӑ.
ЧР Президенчӗ Николай Федоров йыхравӗпе утӑ уйӑхӗн 28-29-мӗшӗсенче республикӑна Раҫҫей халӑх артисчӗ, Пысӑк театр солисчӗ Владимир Маторин килсе кайрӗ. Вӑл йӗркеленӗ ыр кӑмӑллӑх концерчӗсем Шупашкарта, Сӗнтӗрвӑрринче иртрӗҫ.
Ӗнер каҫхи Атӑл леш енне Мари Элрен вӑйлӑ пушар килнӗ. Вӑйлӑ ҫил тухнине пула ҫулӑм ҫӗр ҫумӗнчен йывӑҫсем тӑррине сиксе ӳкнӗ. Ку, паллах, пушара вӑйлӑрах ҫунма май панӑ — темиҫе сехет хушшинче вӑл Шупашкар вӑрман хуҫалӑхне ҫитнӗ. Паняхи 9 сехет тӗлне пурӗ 350 гектар вӑрман кӗлленӗ, 50 гекрарта ҫумлӑм алхасать.
Северный посёлока вут хыпса илес хӑрушлӑх пур, ҫавна пула ҫурлан 7-мӗшӗнче каҫхине унта пурӑнакан ҫынсене Сосновкӑна е Шупашкара ӑсатма тивнӗ. 71 ҫунна «Хум» («Волна») лагере куҫарнӑ, 11 ҫынна Сосновкӑри пульницана вырнаҫтарма май тупнӑ. Ҫавӑн пекех Первомайскипе Пролетарски посёлоксенчи ҫынсен те хӑйсен килӗсене пӑрахса кайма тивнӗ — ҫулӑм вӗсем патне те ҫитес хӑрушлӑх пур.
Пушарпа 103 тӗрлӗ енлӗ техникӑпа 608 ҫын кӗрешет. МИ-26 вертолет тата ИЛ-76 самолёт ҫулӑма шывпа сывлӑшран сапаҫҫӗ.
Северный посёлок ҫыннисене куҫарни (ИӖМ сӑнӗсем)
Шупашкарӑн Мускав районӗнче тӗрлӗ тӗслӗ ҫӳп-ҫапа уйрӑм пухасси епле пынине, унӑн пӗрремӗш тапхӑрне тишкернӗ.
Пурӗ районта каяша уйрӑммӑн пухма май паракан контейнерсемпе 46 площадка хатӗрленӗ. Ун валли 138 ҫӗнӗ контейнер вырнаҫтарма тивнӗ. Хула ҫыннисем тӗрлӗ тӗслӗ ҫӳп-ҫапа уйрӑммӑн пухма хатӗр пулнине палӑртнӑ — ҫак вӑхӑт хушшинче контейнерсене усӑ курса уйрӑммӑн 6,9 тонна кантӑк-кӗленче, 6,5 тонна пластик, 9,8 тонна хут турттарса тухнӑ. Ҫапла май 23 тонна ытла япала каяш купине мар, иккӗмӗш хут переработкӑна кайма пултарнӑ.
Йывӑрлӑхсем пуррине те палӑртнӑ — ӗҫе йӗркелесси енчен, укҫа-тенкӗ енчен тата техника енчен тухакан ыйтусене татса пама тивнӗ. Йывӑрлӑхсене, уйрӑмах каяша уйрӑммӑн пухас ыйтӑва йӗркелессине, хула ҫыннисемпе куллен калаҫусем ирттерсе тата вӗсем ку ӗҫе хӑйсем хастаррӑн хутшӑнсан ҫеҫ татса пама пултарнине палартнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тухса кайрӗҫ те ҫулҫӳревҫӗсем, паян, утӑн 9-мӗшӗнче, вӗсен чунҫӳревӗ вӗҫленчӗ. Чунҫӳрев-2010 чӑвашпа ҫыхӑннӑ нумай вырӑна ҫитсе курчӗ — Тикеш, Ешӗл (ку хулаша ҫавӑн пекех Элшел, Ишлӗ ятсемпе асӑнни тӗл пулать), Пӑлхар, Сӑвар, Пӳлер хулашӗсенче пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсем Кӑнна Кушкинче тата Слакпуҫра концерт пачӗҫ; Ешӗл хулашӗнче юпа лартрӗҫ; Силпи ял вырӑнӗ ҫумӗнче ҫӗнӗ пура вырнаҫтарчӗҫ; «Шуҫӑм» ансамблӗ валли клип материалӗсем ӳкерчӗҫ; чӑвашӑн чылай чаплӑ ҫыннисен вил тӑприсем ҫине (Андриян Николаев, Митта Ваҫлейӗ, Энтри Турхан, Анатолий Миттов, Николай Ашмарин, Николай Никольский) ҫитсе вӗсене пуҫ тайрӗҫ; Валем Хуҫа ҫӑлкуҫӗнчи шывпа сапӑнчӗҫ; Пӳлерти киреметре чӑвашла ятсем йышӑнчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |