Йӗпреҫ районӗнче 37 ҫулти арҫынна явап тыттарма йышӑннӑ. Вӑл хӑйӗн ачи ҫинчен манса кайнӑ.
Тӗпренчӗкӗсене пулӑшман ашшӗ-амӑшне саккун явап тытарма ирӗк парать. Йӗпреҫ арҫынни тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Хайхин 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен тытӑнса алимент парӑмӗ ҫур миллиона яхӑн (403 пин) тенкӗ пухӑнса кайнӑ. Судра арҫын айӑпа йышӑннӑ. Ӑна ҫулталӑк хушши ӗҫлеттерсе юсантарма, ҫав вӑхӑтра ӗҫ укҫин 10 процентне патшалӑх валли тытса юлма йышӑннӑ.
Шупашкарти районсем хушшиничи ҫутҫанталӑк прокуратури Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗ тӗлӗнчен юхса иртекен Йӑршӑва таса мар шыв кам юхтарнине тупса палӑртма тӗрӗслев ирттернӗ.
Уншӑн вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗ яваплӑ пулни палӑрнӑ. Вӑл выльӑх-чӗрлӗх каяшне ҫӗр ҫине тӑкнӑ, тислӗк шывӗ унтан пӗчӗк юханшыва лекнӗ, кайран — Йӑршӑва.
Предприяти ҫутҫанталӑка сиен кӳнине саплаштарнӑ ӗнтӗ. Вӑл 800 пин ытла тенкӗ тӳленӗ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫӗр лаптӑкне сӳрелесе йӗркене кӗртме тивӗҫ.
Тӗрӗслев материалӗсем тӑрӑх РФ Пуҫиле кодексӗн 254-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (ҫӗре сиенленӗшӗн) пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын хӑйӗн кӳршине, 56 ҫулти хӗрарӑма, кӳрентерсе пӗтернӗ. Хӗрарӑм 33 ҫулти кӳршӗ арҫыннине подъездра пирус туртнӑшӑн тата 23 сехет хыҫҫӑн шавланӑшӑн асӑрхаттарнӑ.
Вӑйпитти этем каҫару ыйтас вырӑнне хӗрарӑма кӳрентерме тапранса кайнӑ.
Кӳршин сӑмахне хӗрарӑм чӗре ҫывӑхне илнӗ, ӑна япӑх пулса кайнӑ. Хӗрарӑм патне васкавлӑ пулӑшу машини чӗнсе илнӗ, ӑна больницӑна вырттарма тивнӗ.
Хӗрарӑма кӳрентерсе пӗтернӗ арҫынна суд административлӗ майпа явап тыттарса 3 пин тенкӗ штраф хуса пама йышӑннӑ.
Айӑпланнисенчен хӑшӗсене юлашки вӑхӑтра тӗрлӗ организацире ӗҫлеттерме пуҫларӗҫ. Ку вӑл — федераци шайӗнчи йышӑну.
Шупашар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин айӑпланнисем ӗҫлеме пултаракан предприятисен ҫӗнетсе тунӑ списокне хатӗрленӗ. Документа Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗпе пӗрле ҫирӗплетнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче списокра 90 предприятипе уйрӑм усламҫӑ патӗнче 349 ӗҫ вырӑнӗ пӑхса хӑварнӑ пулнӑ. Ҫурла уйӑхӗнче ӗҫ вырӑнӗсен хисепне 382-е ҫитернӗ, организацисен шутне — 104-а.
Ҫӗнӗрен йышӑннӑ переченьте Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр завочӗ (унта 10 ҫын ӗҫлӗ), «Ковчег» обществӑпа П.Г. Вастиков уйрӑм усламҫӑ (5-шер ҫын) пур.
Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкар хулин Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче виҫӗ арҫын ҫапӑҫнӑ. Ҫавна видео ӳкерсе илекенсем пулнӑ. Ӑна тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче вырнаҫтарнӑ.
Эльмен урамӗнчи харкашӑва патрульпе пост службин нарячӗ асӑрханӑ. Пакунлисем самантрах хушша-хуппа кӗнӗ.
Полицие ҫапӑҫакансенчен иккӗшне лартса кайнӑ, вӗсен тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Ҫав арҫынсем йӗрке хуралҫисем лӑпланма, обществӑри лӑпкӑлӑха упрама ыйтнине итлемен.
Ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ виҫҫӗмӗш ҫынна та ҫывӑх вӑхӑтра шыраса тупӗҫ.
Чӑваш Енре шыва кӗрекенсене явап тыттарма пуҫланӑ. Хальлӗхе — 10 ҫынна.
Вӗсем шыва кӗмен вырӑнта чӑмпӑлтатнӑ. Ҫавӑншӑн административлӑ комиссисем 10 материал шӑрҫаланӑ. Йӗркене пӑснӑ 7 ҫынна асӑрхаттарнипех ҫырлахнӑ, 3 ҫынна штрафланӑ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче пирӗн республикӑра ирӗк паман вырӑнта шыва кӗрекенсене явап тыттарма йышӑннӑ. Пуҫару авторӗ — прокуратура.
Йӗркене административлӑ майпа пӑсакансене саккун асӑрхаттарма е 1000 тенкӗ штраф хурса пама ирӗк парать.
Чӑваш Енре патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне кӳрессипе яваплине палӑртнӑ. Асӑннӑ йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Маларах, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Раҫҫей Правительстви патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне кӳнин пахалӑхне тӗрӗслесе тӑрасси ҫинчен ятарлӑ йышӑну кӑларнӑ.
Чӑваш Енре асӑннӑ ӗҫшӗн явапли пулма республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрне Дмитрий Краснова ҫирӗплетнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗнче вырнаҫнӑ складсенчен пӗринче икӗ кладовщица хирӗҫсе кайнӑ. Вӗсенчен пӗри сӑмаха каличчен нумай шухӑшласа тӑман — хут ҫинче ҫырма юраман сӑмахсемпе перкелешме тапранса кайнӑ. Тепри ҫӗтсе кайман — диктофон туртса кӑларса ҫырса пынӑ.
Шар курнӑ кладовщица евитлеме прокуратурӑна ҫул тытнӑ.
Усал сӑмахсемпе перкелешнӗ, тепӗр ҫынна ним мар кӳрентерсе пӗтерме хӑюлӑх ҫитернӗ 36 ҫулти хӗрарӑма суд административлӑ майпа явап тыттарса 3 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче 23 ҫулхи ҫамрӑк 15 ҫулхи ачаран укҫа тапӑннӑ.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 23 сехет тӗлӗнче Ҫӗмӗрлери ҫуртсенчен пӗрин картишӗнче ӳсӗр ҫамрӑк хӑй паллакан 15 ҫулти яша пуҫӗнчен 3 хутчен ҫапнӑ, унтан вӑл унран 10 пин тенкӗ укҫа ыйтнӑ, памасан хӗнессипе хӑратнӑ.
Хӑраса ӳкнӗ яш укҫа пама шантарнӑ, анчах «кӗмӗл» килте тесе каланӑ, илсе тухма пулнӑ. Яш пурӑнакан кил патне ӳсӗр ҫамрӑк пӗрле кайнӑ. Унтан яш тарса пытаннӑ та йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ.
Пуҫтах ҫамрӑка суд 3 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтама йышӑннӑ.
Шупашкар хулине пурӑнакан пӗр арҫын кредит илнӗ те ӑна вӑхӑтра тӳлесе татман. Ҫавна кура кӑҫалхи ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ун патне суд приставӗсем персе ҫитнӗ. Вӗсем арҫыннӑн машинине арестлеме тӑнӑ.
Ҫакӑ арҫыннӑн арӑмне тарӑхтарсах янӑ. Вӑл приставсене питрен тата мӑйран ҫапнӑ. Приставсен чӗрӗк тӑрса юлнӑ.
Хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд хӗрарӑма 15 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |